Сывлӑх
![]() pulse19.ru сайтри сӑн Иртнӗ талӑкра кӑшӑлвирусран вилекенсем ытларах пулнӑ – 7 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ҫапла ку таранччен республикӑра 1179 ҫын вирусран сывалайман. Пуш уйӑхӗнче 145 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Паянхи кун тӗлне 22524 ҫын кӑшӑлвируспа инфекциленнӗ. Вӗсенчен 20553-шӗ сывалнӑ. Ку 91,2 процентпа танлашать. Юлашки талӑкра 37 ҫын вируса парӑнтарнӑ тесе палӑртнӑ. Инфекциленнисем 47-ӗн пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра стационарта е килте амбулатори мелӗпе 792 пациент кӑшӑлвирусран сипленет. Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницин тӗп корпусӗ кӑшӑлвируспа чирлисене йышӑнма пӑрахса унчченхи режим ҫине куҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Ене «Спутник V» вакцинӑн черетлӗ партине кӳрсе килнӗ. Кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли вакцина халӗ «Фармация» аптека базинче упранать. Пӗтӗмпе 5 пин те 500 доза кӳрсе килнӗ. Икӗ компонентлӑ вакцина икӗ фасовкӑпа ҫитнӗ: пӗр флаконра 5 дозӑлли – 1900, ампулӑра пӗрер дозӑлли – 3600. Ампулӑсем мобильлӗ пунктсем валли питӗ меллӗ. Унта пациентсем малтан ҫырӑнмасӑрах пыраҫҫӗ. Вакцинӑна ҫитес вӑхӑтра пульницӑсене, вакцинаци пункчӗсене валеҫме пуҫлӗҫ. Палӑртмалла: республикӑна унччен кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли вакцинӑн 42 пине яхӑн дозине илсе килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() russianireland.com сайтри сӑн Юлашки талӑкра кӑшӑлвирусран каллех 5 ҫын вилнӗ. Шел те, ҫынсем кашни кунах вилеҫҫӗ. Ку таранччен каварлӑ вируса пула 1172 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗ тӗлне 22477 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 20516-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 48 ҫын чирленӗ. Инфекциленнисем йышӗ кӑштах ӳснӗ, пушӑн 22-мӗшӗнче 42 ҫын ҫеҫ пулнӑ. Сывалнисем 41 ҫын пулнӑ. Палӑртмалла: пӗлтӗр кӑшӑлвируса пула 877 ҫын вилнӗ. Республикӑра чирлекен кашни 19-мӗш ҫын ҫак амака пула вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Владимир Степанов министр Паян республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин коллегийӗн анлӑ ларӑвӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев та хутшӑннӑ. Ларура ведомствӑн иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетнӗ. «Ковида пула пӗлтӗр эпир 877 ҫынна ҫухатрӑмӑр. Вӗсенчен ытларахӑшӗ тӗрлӗ чир-чӗрпе чирлекенсем пулнӑ. Вилнисенчен ун пеккисем — 90 процент таран. Ҫав шутра аслӑ ҫулхисем — 80 процент ытла», – тенӗ сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов. Ҫав вӑхӑтрах онкологи чирӗсенчен вилекенсен йышӗ чакнӑ. Тухтӑрсем ҫитменни пирки те каланӑ. Пирӗн республикӑра педиатрсем, пӗтӗмӗшле практика врачӗсем, анестезиологсем тата хирургсем ҫитмеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() bookmaker-ratings.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран кашни кунах ҫынсем вилеҫҫӗ. Шел те, сахал мар – кунне 5-6 ҫын. Юлашки талӑкра ав 7 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ҫапла майпа ку таранччен вилнисен йышӗ 1146-а ҫитнӗ. Паянхи кун тӗлне 22342 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ, вӗсенчен 20398-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 42 ҫын инфекциленнине палӑртнӑ. 41 ҫын каварлӑ вирусран сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра стационарта е килте амбулатори мелӗпе 797 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет. Аса илтерер: ҫак кунсенче Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульници кӑшӑлвируспа чирлисене йышӑнма пӑрахнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульници текех кӑшӑлвируспа чирлисене йышӑнмӗ. Ҫакна пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнчех йышӑннӑ. Халӗ унта 60 пациент кӑшӑлвирусран сипленет. Кун хыҫҫӑн пульница алӑкӗ кӑшӑлвируспа чирлисемшӗн хупӑнӗ. Аса илтерер: пульницӑра чирлисем валли 275 койка пулнӑ. Халӗ специалистсем урӑх ыйту пирки шутлаҫҫӗ: тӗп корпуса унчченхи режимпа ӗҫлеме тавӑрмалла-и? Йӑлтах ҫитес эрнере мӗн чухлӗ чирлисем пулнинчен килӗ. Халӗ республикӑра 10 ковид-госпиталь ӗҫлет. Вӗсенче пӗтӗмпе 1195 койка пур. Сипленекенсем вара 1 пинрен сахалрах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Паянхи кун тӗлне республикӑра 22212 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 20281-шӗ сывалнӑ. Шел те, вилекенсем ҫаплах пур. Ку таранччен 1136 ҫын вируса пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Юлашки талӑкра 8 ҫын чире парӑнтараймасӑр сывлама пӑрахнӑ. Кунашкалли республикӑра пуш уйӑхӗн пуҫланнӑранпа пулман. Юлашки талӑкра 43 ҫын инфекциленнӗ. Сывалакансем вара 39-ӑн пулнӑ. Статистика палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирленӗ кашни 20-мӗш ҫын вилет. Хальхи вӑхӑтра 795 ҫын пульницӑра е килте амбулатори мелӗпе кӑшӑлвирусран сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Чӑваш Ен валли тепӗр 28 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Ку укҫапа кӑшӑлвируспа чирленӗ, килте сипленекен ҫынсене тӳлевсӗр эмелпе тивӗҫтерӗҫ. Ҫак кунсенче РФ Правительстви кӑшӑлвируспа чирленисене тӳлевсӗр эмел памашкӑн 2,7 миллиард тенкӗ уйӑрасси пирки пӗлтернӗ. Укҫана регионсене валеҫсе парӗҫ. Чӑваш Ене 28437,9 миллион тенкӗ лекӗ. Сӑмах май, унччен ку тӗллевпе ҫӗршыв правительстви 10,7 миллиард тенкӗ уйӑрнӑччӗ. Чӑваш Ене 48 миллион тата 25 миллин тенкӗ лекнӗччӗ, хальхинче – 28 миллион тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cheb-live.ru сайтри сӑн Паян та 6 ҫын вилнӗ. Сӑмах – кӑшӑлвируса пула пурнӑҫран уйрӑлакансем пирки. Ҫапла ку таранччен 1117 ҫын вилнӗ. Чирленисен 5,06 проценчӗ вируса парӑнтарайман. Сӑмах май, юлашки вӑхӑтра кашни кун ҫавӑн чухлӗ ҫын кӑшӑлвируса пула пурнӑҫпа сывпуллашать. Ку таранччен 22086 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 20181 ҫын сывалнӑ. Юлашки талӑкра 39 ҫын чирленине палӑртнӑ. 33 ҫын сывалнӑ. Паянхи кун тӗлне стационарта е килте амбулатори мелӗпе 788 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() pulse19.ru сайтри сӑн Кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ майӗпен чакса пыать. Анчах вилекенсем пур-ха. Ҫапах 2-3 уйӑх каяллахи пек кӑтартусем мар пулин те вируса пула пурнӑҫран куллен вӑтамран 6 ҫын пурнӑҫран уйрӑлать. Юлашки вӑхӑтра вилекенсен йышӗ кашни кунах пӗр пек – 6 ҫын. Юлашки талӑкра та ав ҫавӑн чухлӗ ҫын сывлама пӑрахнӑ. Пандеми пуҫланнӑранпа республикӑра 22047 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсен 5,04 проценчӗ вилнӗ – пӗтӗмпе 1111 ҫын. 20148 ҫын сывалнӑ. Ку 91,4 процентпа танлашать. Юлашки талӑкра 40 ҫын чирленӗ. 34 ҫынна вара тухтӑрсем сывалнӑ тесе палӑртнӑ. Тепӗр 788 ҫын халӗ кӑшӑлвирусран сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |