Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.7 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Сывлӑх

Сывлӑх

Хальлӗхе «кӑшӑлвирус» диагноз лартнӑ 1526 ҫын стационарсенче тата килте амбулатори мелӗпе сипленет. Юлашки вӑхӑтра стационартан сывалса тухакансем сахалланнӑ. Юлашки талӑкра ав 9 ҫын чире парӑнтарнӑ. Вилекенсем вара икӗ хут нумайрах пулнӑ: 18 ҫын.

Ку таранччен 35953 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ, вӗсенчен 31867-шӗ сывалнӑ. Пӗтӗмпе республикӑра 2560 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Ҫапла чирленӗ кашни 14-мӗш ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ку статистикӑна пневмонипе, кӑшалвирус хыҫҫӑн сывлӑх хавшанипе вилнӗ ҫынсем кӗмен.

Юлашки талӑкра 131 ҫын чирленине палӑртнӑ. Юлашки вӑхатра кӑтарту пысӑклансах пырать.

 

Сывлӑх
Сергей Карамаликов. medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Сергей Карамаликов. medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Республикӑн клиника онкодиспансерӗнче тӗп врач пулса Сергей Карамаликов ӗҫе кӳлӗннӗ. Унпа коллектива ӗнер республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ — сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов паллаштарнӑ.

Унччен Сергей Александрович Тутарстанри онкодиспансерӑн Альметьевскри филиалӗнче тӗп врачра тӑрӑшнӑ. Сергей Карамаликов — Тутарстан Республикин сывлӑх сыхлавӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.

Ӗҫ биографине вӑл 1996 ҫулта терапевтран пуҫӑннӑ. Тепӗр 4 ҫултан онколог пулса тӑрӑшма тытӑннӑ. Тутарстан Республикин онкодиспансерӗн Альметьевскри филиалӗн ӗҫне тӗп врач пулса 2015 ҫулхи утӑ уйӑхӗнченпе йӗркелесе пынӑ.

 

Сывлӑх

ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви кӑшӑлвируспа йывӑр чирлӗ пациентсене сиплеме кислород ҫителӗксӗр пулни пирки пӗлтернӗ. Паянхи куна республикӑра 3443 ковид-койка пур. Стационарсене 3355 ҫын сипленет. Вӗсенчен 2160-шӗн сывлӑхӗ вӑтам йывӑр, 1025-шӗн йывӑр, 100-шӗн питӗ йывӑр. 106 ҫын ИВЛ аппаратпа сывлать.

Владимир Степанов министр пӗлтернӗ тӑрӑх, РФ промышленноҫпа суту-илӳ министерствине медицина кислорочӗпе тата ытти хӑш-пӗр препаратпа тивӗҫтерме ыйтса ҫырнӑ. Халӗ стационарсенче куллен 50-51 тонна кислород кирлӗ, кашни кун вара 36-38 тонна илсе килеҫҫӗ.

«Лару-тӑру тата япӑхлансан укҫа пур пулсан та кислород пулмӗ», - тенӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев.

 

Сывлӑх

Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫикасси ялӗнче пурӑнакан 38 ҫулти арҫынна ҫынна вӗлернӗшӗн явап тыттарӗҫ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Пӑтӑрмах юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Ҫав каҫхине арҫын хӑйӗн килӗнче пулнӑ. Ун патӗнче эрех ӗҫме «туссем» пуҫтарӑннӑ. Ҫав шутра кил хуҫин хӗрӗ тата 54 ҫулти арҫын пулнӑ.

Хӗре кӗвӗҫнипе кил хуҫи арҫыннипе 54 ҫулти арҫын хирӗҫсе кайнӑ. Кӑштахран хӑна ҫывӑрса кайнӑ. Вӑл хуп турттарнӑ самантра кил хуҫи картишне тухса пуртӑ илсе кӗнӗ. Ҫывӑракан ҫынна пуҫӗнчен унпа 4 хутран кая мар ҫапнӑ. Хӑна ҫавӑнтах вилсе кайнӑ.

 

Сывлӑх
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн штатра тӑман тӗп специалисчӗ, Татьяна Дерипаско акушер-гинеколог, ҫие юлнӑранпа 22 эрне иртсен кӑшӑлвирусран прививка тума юранине ӗнерхи брифингра пӗлтернӗ.

Унччен ачасем чирлемеҫҫӗ тесе шухӑшланӑ. Кӑҫал вара пирӗн республикӑра кӑшӑлвирус ернӗ икӗ пепке пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӗсенчен пӗри 1,5 уйӑхра, тепри 3 уйӑхра пулнӑ. COVID-19 ернӗрен йывӑр диагнозпа ҫуралакан ачасем пур-мӗн. Нумай пулмасть, акӑ, алӑри артери тромбозӗллӗ пепке ҫут тӗнчене килнӗ. Республикӑн тӗп акушер-гинекологӗ журналистсене пӗлтернӗ тӑрӑх, тин ҫеҫ ҫуралнӑскерӗн аллине татас хӑрушлӑх пур. Паянхи куна илсен, чире пула ачисене вӑхӑт ҫитиччен ҫураттарнӑ 4 хӗрарӑм сывлӑхӗ хӑрушлӑхра. Ҫавсенчен пӗрне чылай вӑхӑт сипленӗ хыҫҫӑн искусствӑлла майпа сывлаттараҫҫӗ, мӗншӗн тесен 9 ҫулти тата 16 кунти икӗ ача амӑшӗн ӳпки 100 проценчӗпех шыҫнӑ.

«Йывӑр чирлӗ ҫав пациентсем пирӗн куҫ умӗнче, ҫав вӑхӑтрах лару-тӑрӑва пӗлмен ҫынсем прививкӑна хирӗҫ калаҫни питех те йывӑр», – тенӗ Татьяна Дерипаско.

Ача кӗтекен хӗрарӑмсене «Спутник V» препаратпа прививка тума юрать-мӗн, мӗншӗн тесен ӑна чи хӑрушсӑрри тесе йышӑннӑ.

Малалла...

 

Сывлӑх
pro-coronavirus24.ru сайтри сӑн
pro-coronavirus24.ru сайтри сӑн

Юпа уйӑхӗнче 11 кун кӑна иртрӗ. Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлесе вилекенсен шучӗ вара ку уйӑхра 139 ҫынна ҫитнӗ. Юлашки талӑкра 11 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ку таранччен 2452 ҫын вилнӗ. Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, чирленӗ кашни 14-мӗш ҫын сывалайман.

Паянхи кун тӗлне 35009 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 31612-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 84 ҫын чире парӑнтарнӑ. 99 ҫын кӑшӑлвируспа чирлени палӑрнӑ.

Хальхи вӑхӑтра стационарсенче тата килте амбулатори мелӗпе «кӑшӑлвирус» диагноз лартнӑ 945 пациент сипленет.

 

Сывлӑх

Чӑваш Енре инфекци корпусне хута яма палӑртнӑ. Ӑҫта пулӗ вӑл? Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти Васкавлӑ медпулӑшу пульници хыҫӗнче. Унта юмансем ӳсеҫҫӗ.

Хальлӗхе проекта РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерствипе ҫирӗплетеҫҫӗ. Инфекци корпусӗ Республикари клиника пульницин йышӗнче пулӗ. Ҫавӑн пекех унта сиплевпе диагностика, амбулатори, патологоанатоми корпусӗсене уҫмалла.

Олег Николаев Элтепер пульницӑна 2023-2024 ҫулсенче тума тытӑнассине пӗлтернӗ. Пӗлтӗр ӑна хута яма вӑл РФ Президентӗнчен Владимир Путинран 24 млрд тенкӗ ыйтнӑ.

 

Сывлӑх
minec.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
minec.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ ҫӗнӗ йышӑну хатӗрленӗ. Юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен тытӑнса патшалӑх тата муницпалитет слущащийӗсен, вӗренӳ, сывлӑх сыхлав, соцаллӑ хӳтлӗх кӳрекен тата халӑха тивӗҫтерекен сферӑра ӗҫлекенсен кӑшӑлвирусран прививка тутармалла.

Такси водителӗсен, общество апатланӑвӗн предприятийӗсенче, илем салонӗсенче, мунчасемпе саунӑсенче, физкультурӑпа сывлӑх комплексӗсенче, фитнес-клубсенче, бассейнсенче, музейсенче, вулавӑшсенче, кинотеатрсенче тата ытти ҫавӑн пек вырӑнта ӗҫлекенсен вакцинациленмелле.

Вакцинаци тутарманнисене чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса е ӗҫрен хӑтарӗҫ, е инҫет ҫыхӑну мелӗпе ӗҫлеттермелле тӑвӗҫ. Профилактика прививкине тума тухтӑрсем хушманнисене ҫеҫ «тӗкӗнмӗҫ».

 

Сывлӑх
gazetaingush.ru сайтри сӑн
gazetaingush.ru сайтри сӑн

Кӑшӑлвирусран вилекенсем нумайлансах пыраҫҫӗ. Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, халӗ чирленӗ кашни 14-мӗш ҫын вилет.

Юлашки талӑкра 13 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ку таранччен 2402 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтарайман. Пӗтӗмпе 34610 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 31272-шӗ сывалнӑ. 6,9 проценчӗ чире парӑнтарайман.

Юлашки талӑкра 98 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине палӑртнӑ. 89 ҫын сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра стационарта тата килте амбулатори мелӗпе 936 пациент сипленет.

 

Сывлӑх
gazetanovoros.ru сайтри сӑн
gazetanovoros.ru сайтри сӑн

И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ студенчӗсене кӑшӑлвирусран прививка тунӑшӑн укҫа параҫҫӗ. Кун пирки университет «Контактра» халӑх тетелӗнчи страницинче пӗлтернӗ.

Вакцинациленнисене 1500 пин тенкӗпе хавхалантарма йышӑннӑ. Ку укҫана тӳлевлӗ вӗренекен студентсем те илееҫҫӗ. 1500 тенке ку вӗренӳ ҫулӗнче пӗр хутчен илме май пур. Студент билечӗ тата вакцинациленнине ӗнентерекен сертификат ҫеҫ кӑтартмалла.

Кирлӗ документсене тӑратнӑ стедентсене укҫана стипендипе пӗрле парӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/74825
 

Страницӑсем: 1 ... 47, 48, 49, 50, 51, 52, 53, 54, 55, 56, [57], 58, 59, 60, 61, 62, 63, 64, 65, 66, 67, ...184
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӑлтӑрсем сире сывлӑха тимлӗх уйӑрма сӗнеҫҫӗ. Эндокрин тытӑмӗпе ҫыхӑннӑ кӑлтӑксем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Психосоматика симптомӗсем те палӑрӗҫ: стреса е ытлашши ӗҫленине пула мышцӑсем пӗрӗнме пултараҫҫӗ.

Нарӑс, 10

1892
134
Охотников Никифор Михайлович, чӑваш педагокӗ, математикӗ, этнографӗ вилнӗ.
1914
112
Эсхель Аркадий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, критикӗ ҫуралнӑ.
1929
97
Кенеш Мучи, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1942
84
Фёдоров Георгий Иосифович, чӑваш литературин тӗпчевҫи, хаклавҫи, ҫыравҫӑ, сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
1943
83
Романова Зоя Васильевна, тӑлмач ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын