Вӗренӳ
Елена Еньккан «Алфавит вӑййисем» кӗнеки чӗлхене аталантарма пулӑшать. Ҫакӑн пирки Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ Ольга Федорова пӗлтерет. Елена Еньккан «Алфавит вӑййисем» ҫӗнӗ кӗнеки икӗ чӗлхе – вырӑс тата чӑваш – пӗлӗвне аталантарма пулӑшать. Кӑларӑм нумаях пулмасть Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленсе тухнӑ. Ӑна «Эпир – билингвӑсем» серипе хатӗрленӗ. Чӑваш Республикинче икӗ патшалӑх чӗлхи пулнӑ май чылайӑшне халӗ билингвсем тесе хӑюллӑнах калама пулать тесе палӑртать кӗнеке издательствин ӗҫченӗ. «Алфавит вӑййисем» кӑларӑм икӗ пайран тӑрать. Пӗрремӗш пайӗнче – вун ултӑ тӗрлӗ ӳкерчӗк. Ачасен кашни ӳкерчӗкпе усӑ курса автор палӑртнӑ ӗҫе тӗрӗс пурнӑҫламалла. Кӗнекен иккӗмӗш пайне «Чӗрчунсен алфавичӗ» ят панӑ. Кунта вара ӳкерчӗксене пӑхса клеткӑсене вӑл е ку чӗрчун ятне чӑвашла, вырӑсла ҫырмалла. |
Вӗренӳ
Чӑваш Енре Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсем пуҫланнӑ. Паян 11-мӗш класран вӗренсе тухакансем географипе тата вырӑс литературипе экзамен тытнӑ. Пӗр вӗренекене аудиторирен кӑларса янӑ. Географие – 142, вырӑс литературине 251 ҫын тытнӑ. Экзамен пӗтӗмлетӗвӗ ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче паллӑ пулӗ. ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, экзамен штатлӑ режимра иртнӗ. Ҫапах йӗркене пӑснӑ тӗслӗх пулнӑ: шпаргалкӑпа усӑ курнӑшӑн пӗр ҫынна, вырӑс литературипе экзамен тытаканскере, аудиторирен кӑларса янӑ. Палӑртмалла: аудиторисенче онлайн мелпе сӑнав пырать. Экзаменсем утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
WorldSkills Russia ҫӗршыври чи лайӑх вӗренӳ учрежденийӗсене палӑртнӑ. Ҫавсен йышне вӑл ҫӗрӗшне суйласа илнӗ. «Молодые профессионалы (WorldSkills Russia)» (чӑв. Ҫамрӑк профессионалсем (WorldSkills Russia) юхӑмӑн 2018 ҫулхи топ-100 списокне пирӗн республикӑри икӗ организаци лекнӗ. Йышра — Шупашкарти строительство тата хула хуҫалӑхӗн техникумӗ тата Шупашкарти апатлану технологийӗн тата коммерцин техникумӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене «Молодые профессионалы» (WorldSkillsRussia) (чӑв. Ҫамрӑк профессионалсем. (WorldSkillsRussia) VII Наци чемпионатӗнче наградӑланӑ. Дипломсене Раҫҫейӗн 32 регионӗнчи колледжсемпе техникумсем тивӗҫнӗ. Ҫав шутра Чӑваш Енри вӗренӳ организацийӗсем пуррипе тивӗҫлипе мӑнаҫланма сӑлтав пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Тӑххӑрмӗш тата вун пӗрмӗш класра вӗренекенсемшӗн ҫак кунсем питех те хумхануллӑ. Вӗсен экзаменсем ҫывхараҫҫӗ-ҫке. Тепӗр учительсемпе ашшӗ-амӑшӗ те вӗсене аптӑратни вӑрттӑнлӑх мар. Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, 18 сехетре, Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерстви ашшӗ-амӑшӗн онлайн-пухӑвне ирттерӗ. Ун вӑхӑтӗнче 9-мӗшсемпе 11-мӗшсен патшалӑхӑн (пӗтӗмлетӳллӗ) аттестацине ирттерес ыйтӑва ҫеҫ мар, ачасемпе ҫамрӑксен ҫуллахи канӑвӗпе ҫыхӑннӑ самантсене те тишкерӗҫ. Ачасене суранланасран епле асӑрхамалли пирки те калаҫма палӑртнӑ. Онлайн-пухӑва хутшӑнас тесен https://conf.cit.cap.ru каҫӑпа иртмелле (вӑл — Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерствин пӳлӗмӗ. Пухӑва пӑхаканӑн паролӗ – 227733). Асӑннӑ пӳлӗмпе 17 сехет те 30 минутран пуҫласа ҫыхӑнма май килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Пӗтӗм вырӑссен диктантне Чӑваш Енре пурӑнакансем мӗнлерех ҫырни паллӑ. Тӳрех палӑртар: кӑҫал акцие 749 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче – шкул ачисем, студентсем, вӗрентекенсем, журналистсем. Кӑҫал диктанта 75 ҫын «5» паллӑлӑх ҫырнӑ. Ҫичӗ ҫул хушшинче кунашкалли республикӑра пулман. Диктанта йӑнӑшсӑр ҫырнисен хушшинче 10-ри ача та пур. Акцие хутшӑннӑ чи аслӑ ҫын – Тихон Сергеев историк, профессор. Диктант йӗркелӳҫисем каллиграфи почеркӗпе таса та йӑнӑшсӑр ҫырнӑ икӗ текста та палӑртнӑ. Кӑҫал ют ҫӗршывран Чӑваш Ене вӗренме килнӗ студентсем те хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗсленӗ. Унашкаллисем 14-ӑн пулнӑ. Вӗсем диктанта TruD тест мелӗпе ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Чӑваш Ене 27 шкул автобусӗ илсе килнӗ. Ҫӗнӗ транспорта республикӑри 17-район-хулана ӑсатӗҫ. ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑш-пӗр шкулта ачасене шкула илсе ҫӳремелли транспорт кивелнӗ, теприсен вара вӗренӳ учрежденийӗсене оптимизациленӗ май ҫӗнӗ маршрутсем уҫмалла. Ҫӗнӗ автобуссене шӑпах ҫак тӗллевпе илсе килнӗ те. Транспорта Шупашкарти, Етӗрне, Элӗк, Тӑвай, Патӑрьел, Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Шӑмаршӑ, Йӗпреҫ, Шупашкар, Канаш, Ҫӗрпӳ, Комсомольски, Вӑрмар, Хӗрлӗ Чутай, Пӑрачкав, Муркаш районӗсенчи шкулсенче ӑс пухакан ачасене турттарма ӑсатӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Прокуратура Шупашкарти сывлӑх енчен хавшак ачасем вӗренекен 1-мӗш шкула тӗрӗсленӗ. Сӑлтаве пулнӑ: унта ӑс пухакан пӗр ачан ашшӗ-амӑшӗ ведомствӑна ҫӑхав ҫырнӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, шкулти ертӳлӗх саккуна пӑсать-мӗн. Чӑнах та, йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ. Шкулти пӗр ушкӑнӑн ашшӗ-амӑшӗн комитечӗ вӗренекенсенчен укҫа пухнӑ, анчах документсем хатӗрлемен. Кунсӑр пуҫне пӗр ушкӑнра ача нумайрах (йӗркере палӑртнинчен) вӗренни ҫиеле тухнӑ. Ачисене тирпей-илем кӗртнӗ чухне ашшӗ-амӑшне унта кӗртмен, ку та вӗсене килӗшмен. Тӗрӗслев хыҫҫӑн директор тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене пӗтермелле тесе представлени ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Чӑваш Енре ашшӗ-амӑшӗ валли Информаципе консультаци центрӗ уҫма палӑртаҫҫӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви пӗлтернӗ. Асӑннӑ ведомствӑн «Вӗренӳ тата ачасене пур енлӗн пулӑшса пыракан центр» хысна вӗренӗвӗн учрежденийӗ Раҫҫейӗн Вӗренӳ тата ӑслӑлӑх министерстви ирттернӗ конкурсра ҫӗнтернӗ. Укҫа ҫӗнсе илес текенсем «Вӗренӳ» наци проекчӗн «Поддержка семей, имеющих детей» (чӑв. Ачаллӑ ҫемьесене пулӑшасси) проектне хутшӑннӑ. Шупашкарти учреждени 14,4 миллион тенке яхӑн укҫана тивӗҫӗ. Вӑл тупра пулӑшнипе «Вӗренӳ тата ачасене пур енлӗн пулӑшса пыракан центр» учрежденире информаципе консультаци центрӗ уҫасшӑн. Вӑл ашшӗ-амӑшне сӗнӳ-канашпа пулӑшса пырӗ. Унта ҫитсе килме те май пулӗ, тӗнче тетелӗ урлӑ та канашлама май туса парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
РАЭКС-Аналитика танлаштарӑм агентстви Раҫҫейри шкул ачисем аслӑ шкулсене кӗнине тӗпченӗ. Кунашкал ӗҫе вӗсем тӑваттӑмӗш ҫул тӑваҫҫӗ. Танлаштарӑма пӗлӳ ҫуртӗнчен вӗренсе тухнӑ ачасем аслӑ шкула мӗн чухлӗн кӗнине тишкерсе хатӗрлеҫҫӗ. Раҫҫейри чи лайӑх аслӑ шкулсене кӗнӗ выпускниксене шута илсе ТОП-300 список хатӗрленӗ. Танлаштарӑма Шупашкарти пилӗк вӗренӳ учрежденийӗ кӗнӗ. Вӗсен йышӗнче – 3-мӗш лицей, 5-мӗш гимнази, 2-мӗш лицей, 1-мӗш гимнази, 44-мӗш лицей. Кӑҫал агентство «Техника, ӑслӑлӑх енӗсем тата ӑслӑлӑх», «Экономика тата управлени», «Социаллӑ тата гуманитари енӗсем», «Медицина» енӗпе хатӗрлекен чи лайӑх шкулсен танлаштарӑмне те йӗркеленӗ. Ҫак списока 3-мӗш лицей, 4-мӗш гимнази, 2-мӗш лицей кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Пушӑн 20-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 10-мӗшӗччен республикӑра маларах тытмалли ППЭ тапхӑрӗ пулнӑ. Вӑл мӗнлерех иртнӗ? Ку ыйтӑва тӳре-шара сӳтсе явнӑ. ЧР вӗренӳ министрӗ Сергей Кудряшов палӑртнӑ тӑрӑх, ППЭ тапхӑрӗ йӗркеллех иртнӗ, пӑлӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама май килнӗ. Малтанхи тапхӑрта 260 ытла ҫын хутшӑннӑ, пӗтӗмпе 675 экзамен тытнӑ. Ҫапах экзаменсен вӑхӑтӗнче йӗркене пӑснӑ тӗслӗх пулман мар. Тӗслӗхрен, хими экзаменӗнчен пӗр ҫынна кӑларса янӑ. Вӑл йӗркене пӑснӑшӑн унӑн кӑтартӑвӗсене шута илмен. 260 ытла ҫынран 123-шӗ экзаменра чи пӗчӗк балл та пухайман. 51 ҫын 80 баллӑх тытнӑ, пӗр ҫын вара 100 балл пухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |