Исланди ҫыранӗсенчен инҫе мар вырнаҫнӑ Тридрангар маяк Атлантика океанӗн хумхануллӑ шывӗ ҫийӗнче хӗрӗх метра яхӑн ҫӳллӗшре ларать. Ҫак тӗнче хӗрринчи цивилизацин тӗпренчӗкӗ пек улах вырӑна шутласа кӑларма та йывӑр пулӗ, вӑл чӑнкӑ чул сӑрт ҫинче вырнаҫнӑ, ун тӑрринчен тӗлӗнмелле тавралӑха сӑнама май пур.
Маяк пӗр-пӗринпе юнашар тӑракан виҫӗ чӑнкӑ чул сӑртсен чи ҫӳлли ҫинче вырнаҫнӑ. Пӗр енчен пӑхсан ҫак Háidrangur ятлӑ хысак питӗ шӗвӗр пек туйӑнать, анчах чӑннипе унӑн тӑрри самай лаптак та сарлака. Унта вертолетпа ҫеҫ ҫитме май пур. Утрав ҫине вӗҫме чи малтанах уяр та пӗлӗтсӗр ҫанталӑк кирлӗ. Исландире вара ку сайра хутра кӑна пулать.
Исланди ҫыранӗсем патӗнче вырнаҫнӑ Вестман утравӗ ҫинче Тридрангар маяка 1939 ҫулта туса лартнӑ. Вӑл вӑхӑтра вертолетсемпе усӑ курма тытӑнайман-ха, ҫавӑнпа та океан варринче тӑракан чӑнкӑ чул сӑрт ҫинче ӑна тӑвасси ҫав тери йывӑр ӗҫ шутланнӑ.
«Чи малтанах пирӗн чул ту тӑррине ҫул хывмаллаччӗ. Ку тӗлӗшпе пире Вестманнаэйяр утравӗсенчи ӑста скалолазсем пулӑшрӗҫ.
Чӑваш Енре пурӑнакансем кӑвакхуппи курнӑ. Ҫутҫанталӑкӑн илемлӗ ҫак пулӑмӗ — пирӗн тӑрӑхшӑн тӗлӗнтермӗш. Кӑвак хуппи Ҫӗрӗн ҫурҫӗр тата кӑнтӑр анлӑхӗсенче тӗл пулать.
Пӗлӗт хапхи уҫӑлнине (асӑннӑ пулӑма ҫапла та калаҫҫӗ) Ҫурҫӗр Америкӑра, Аляскӑра тата Раҫҫейӗн ҫурҫӗр районӗсенче пурӑнакансем курма пултараҫҫӗ. Гренландире, Исландире, Норвегире ҫурҫӗр шевли илемлӗ курӑнать.
Ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнчи ҫӗрле — ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнчи Куславкка районӗнче асӑрхакан пулнӑ. Михаил Балашников ҫав пулӑма фотоаппаратпа ӳкерсе илнӗ.
Унччен ҫавӑн пек пулӑма 2015 ҫулхи пуш уйӑхен 17-мӗшӗнче Шупашкарта асӑрхакансем пулнӑ.
Нумаях пулмасть Исландире пауэрлифтинг енӗпе Европа чемпионачӗ вӗҫленнӗ. Чӑваш спортсменкисем унтан икӗ медальпе таврӑннӑ.
Тӗнче класлӑ спорт мастерӗ Анастасия Петрова тата РФ спорт мастерӗ Екатерина Николаева Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗнӗ. ЧР Спорт министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, Анастасия Петрова 145 килограмм таякан штангӑна парӑнтарса ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.
Екатерина Николаева 63 килограмм тайман виҫе категорийенче вӑй виҫнӗ. Вӑл пӑхӑр медале тивӗҫнӗ.
Командӑсен пӗтӗмӗшле зачетӗнче Раҫҫей пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Иккӗмӗшне — Швеци, виҫҫӗмӗшне Норвеги тухнӑ.
Ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Исландире пулса иртнӗ пулӑм Европӑри чылай вӗҫев компанийӗн тупӑшне чакарнӑ тесен те суя пулмӗ. Ку пӑтӑрмах икӗ кун каялла пуҫланнӑ пулин те сиенӗ паянхи кун кӑна палӑрма пуҫланӑ.
Сӑлтавӗ вара пӗчӗкех мар — Эяхятлайкутӑль (выр. Эйяфьятлайокудль) пӑрлӑх айӑнчи вулкан. Мӗнпе сиен кӳрет-ши ҫак ятсӑр пӑр айӗнчи хӑват? Исландире, паллах, сиенӗ пысӑкрах — вӑл кӑларакан лавӑ пӑрлӑха ирӗлтерет, шывӗ вара айлӑмри ялсене путарма пултарать. Патшалӑх уйӗсем, тавралӑх, ҫыннисем инкек тӳсеҫҫӗ. Европӑна ку вулкан вут-ҫулӑмран тухнӑ кӗлӗпе сиен кӳрет. Ӑна пула чылай вӗҫев компанийӗ хӑйсен авиарейсӗсене пӑрахӑҫланӑ, тепӗр вӑхӑта куҫарнӑ. Усламҫӑсем, ҫулҫӳревҫӗсем, ахаль ҫынсем ҫитес вырӑна лекеймеҫҫӗ — самолётсене ҫул парасса кӗтеҫҫӗ.
Ӗнер, акан 15-мӗшӗнче вулкан кӗлӗ Аслӑ Британи ҫӗрне ҫеҫ кансӗрленӗ пулсан, паян вӑл Раҫҫей патне те ҫитнӗ. Калининградри «Храбово» ӗҫлемест, Мускавран тата Питӗртен Европӑна ҫитмелли рейсене пӑрахӑҫланӑ. Мурманска ҫитме палӑртнӑ В. Путинӑн та Мускаврах юлма тивнӗ — вулкан кӗлӗ ӑна та чӑрмав кӳнӗ.
Вулкан кӗлӗ хӑвӑрт лармасть, вӑл ҫӗре аниччен виҫӗ талӑк та иртме пултарать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |