Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ тӑван халӑхӑмӑрӑн тӗррипе паллаштаракан кӗнекесем ҫинчен каласа кӑтартма тытӑннӑ. Ятарлӑ ярӑма вӑл паян, чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Тӗрӗҫӗн кунӗнче, пуҫарнӑ. Ӑна пирӗн республикӑра туса хунӑ Чӑваш тӗррин кунне халалланӑ. Ку уява чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче палӑртма йышӑннӑ.
Чӑваш тӗррипе паллаштаракан кӗнекесем ҫинчен калакан ярӑма «Чӑваш тӗрри = Чувашские узоры» сайра тӗл пулакан кӑларӑм уҫать. Ӑна 1925 ҫулта Чӗмпӗрти Чӑваш педагогика техникумӗн Этнографи музейӗ кун ҫути кӑтартнӑ.
Альбома музейри чӑваш тумӗн ҫипуҫӗн тӗслӗхӗсемпе илемлетнӗ. Чӑваш тӗррин хӑйне евӗрлӗхӗпе Дмитрий Архангельский художник-график, краевед, педагог паллаштарнӑ.