Республикӑра
![]() Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ ял тӑрӑхӗ муниципалитетӑн балансӗ ҫинчи электрохуҫалӑх объекчӗсене конкурссӑрах вырӑнти пӗр электрохуҫалӑха панӑ. Ҫапла хӑтланни Чӑвашэнергон филиалне тивӗҫтерменнине кура вӑл монополипе кӗрешекенсем патне ҫӑхавпа ҫитнӗ. Евитленине асӑннӑ службӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӑхса тухнӑ та ахальтенех пӑшӑрханманнине палӑртнӑ. Анчах вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗ объектсене тара парасси пирки килӗшӗве алӑ пусиччен конкурс ирттернине кура тек саккуна пӑсман, ҫавна май асӑрхаттару хучӗ ҫырса тӑма тивмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Килес ҫул социаллӑ хутаҫпа е ун вырӑнне укҫ илессине федерации ҫӑмӑллӑҫисен ҫак уйӑхра татса памалла. Кунта сӑмах килес ҫул мӗн илсе тӑрасси пирки пырать. Федераци ҫӑмӑллӑхҫисенчен чылайӑшӗ — сусӑрсем. Кунсӑр пуҫне Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннисем, тӗрлӗ хирӗҫ-тӑрура пулнисем, тӑлӑх салтак арӑмӗсем тата ытти хӑш-пӗр категори кӗрет. Енчен те федераци ҫӑмӑллӑхҫи кӑҫал социаллӑ хутаҫ илсе тӑнӑ, ҫитес ҫул укҫа ҫине куҫас тет пулсан унӑн Пенси фончӗн районсенчи управленине кайса заявлени ҫырмалла. Е тата ҫапла та пулаять: халӗ укҫа илсе тӑнӑ тейӗпӗр, килес ҫул социаллӑ хутаҫ ҫине куҫасшӑн. Кун пек чух та ҫыннӑн Пенси фончӗн управленине ҫитсе заявлени ҫырмалла. Енчен те ҫӑмӑллӑхҫӑ нимӗн те ылмаштарас темесен унӑн ниҫта та кайса ҫӳремелле мар. Пенси фончӗн Чӑваш Енти уйрӑмӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑри федераци ҫӑмӑллӑхҫисенчен чылайӑшӗ укҫан илме кӑмӑл тӑвать. Хальхи вӑхӑтра кун пек категори 92 процент иккен. Социаллӑ пакет кирлӗ мар тесе заявленипе тухакансен йышӗ ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 3,5 пинпе танлашнӑӗ Хӑшӗсем социаллӑ хутаҫа пачах илесшӗн мар, теприсем унӑн пӗр-пӗр пайӗ кирлӗ мар теҫҫӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Конкурса хушӑннӑ ачасем Тӗнчере, Раҫҫейре, регионсенче «Илем мисӗ» конкурса ирттереҫҫӗ. Куславккари «Пчелка» (чӑв. «Пыл хурчӗ») ача пахчинче те ҫакнашкал конкус йӗркеленӗ. Воспитательсем тата пӗчӗкскерсем ҫапла майпа Илем кунӗ паллӑ тунӑ. Конкурса 5 ача хутшӑннӑ. Куракансем вырӑнӗнче ашшӗ-амӑшӗ, ачасем, вӗрентекенсем пулнӑ. Хӗрачасем хӑйсем пирки, ҫемье, киленӗҫӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. «Эпӗ ӳссе ҫитӗнсен» тема тавра калаҫнӑ. Ачасем пурте илемлӗ пулнӑ, ҫавӑнпа жюрие ҫӗнтерӳҫе палӑртма йывӑр пулнӑ. «Граци мисӗ» ята Екатерина Калинина ҫӗнсе илнӗ. Елизавета Ефимова — «Ҫепӗҫ сасӑ мисӗ». Анна Цирулна «Мисс фантази» номинацире ҫӗнтернӗ. Тӗп парнене — «Ача пахчин мисӗ» — ята Гульназ Искандарова тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Варринчи — Александр Сироткин Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Сироткин ҫемҫе пукана «хӑйӗн ирӗкӗпе хӑварни» пирки ӗнер пӗлтерчӗҫ. Сироткин влаҫран каяс шухӑша вырӑнти депутатсен черетсӗр ларӑвӗнче пӗр шухӑшлӑн ырланӑ иккен. Ларура 49 ҫулти Сироткин депутатсене килӗштерсе ӗҫленӗшӗн тав тунӑ, лешсем вара ӑна ӑнӑҫу суннӑ. Сироткина ҫӗнӗ ӗҫ сӗннӗ имӗш, анчах мӗнлине хальлӗхе официаллӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтермен-ха. 2009–2011 ҫулсенче Ҫӗнӗ Шупашкарта виҫӗ пуҫлӑх ылмашнине шута илсен Сироткин чи нумай ӗҫлекенни пулчӗ темелле. Мӗн тесен те — виҫӗ ҫул ытла. Regnum информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хула мэрӗ Валерий Андреев Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара пӗрлештерессине вӗҫне ҫитереймен хыҫҫӑн влаҫран кайнӑ пулать, Вениамин Артемьев сити-менеджер — ҫурт-йӗр тӑвасси начар пынине кура, Владимир Тимофеев хула администрацийӗнче социаллӑ ыйтупа ӗҫлекен ҫум должноҫне йӗркеленӗ хыҫҫӑн унта куҫнӑ. Александр Сироткина 2011 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче 12 претендентран тӑракан конкурсра суйланӑ. Ку вырӑна йышӑниччен вӑл асӑннӑ хулари техника инвентаризацийӗн бюровне 12 ҫул ертсе пынӑ. Сироткина хулари ҫул-йӗр япӑххишӗн, ҫӳп-ҫапшӑн, строительство ӗҫӗсем пӗчӗк хӑвӑртлӑхпа пынӑшӑн, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхри ыйтусене тухӑҫлӑ татса паманшӑн Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫын умӗнчех ятланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Константинпа Людмила Юлашки вӑхӑтра республикаӑри демографии лару-тӑрӑвӗ лайӑхланса пырать. Ҫемье ҫавӑракан та йышлӑ. Районсенче, хуласенче 100, 1000-мӗш мӑшӑрсене саламласси йӑлана кӗнӗ. Ҫак кунсенче Канаш районӗнче 100-мӗш мӑшӑра чысланӑ. Константинпа Людмилӑшӑн ку кӗтмен парне пулнӑ. ЗАГС пайӗн ӗҫенӗсем ҫамрӑк мӑшӑра Канаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗн Владислав Софронов ятӗнен саламланӑ. Тин кӑна семье ҫавӑрнӑ ҫамрӑксене ӑнӑҫу, юрату суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш патшалӑх драма театрӗнче Андриян Григорьевич Николаев 85 ҫул тултарнине халалласа сӑнӳкерчӗксен куравӗ уҫӑлнӑ. Андриян Николаев пурӑннӑ пулсан авӑнӑн 5-мӗшӗнче 85 ҫул тултарӗччӗ. Вӑл — Совет Союзӗн икӗ хут Паттӑрӗ, ЧР хисеплӗ ҫынни. Курава Чӑваш наци музейӗ Шуршӑлти Космонавтика музейӗпе, Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗпе, ЧР Наци вулавӑшӗпе тата Патшалӑх истори архивӗпӗпе пӗрле уҫнӑ. Музей ӗҫченӗсем Андриян Николаевӑн авиаци учищинче вӗреннӗ чухнехи, космоса вӗҫнӗ тапхӑрпа ҫыхӑннӑ тунӑ сӑнсене хатӗрленӗ. Курав авӑнӑн 5-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академии драма театрӗн фойинче уҫӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Авӑн уйӑхӗн 6–7-мӗшӗсенче Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ял ҫывӑхӗнчи «Хӗрлӗ партизан» аэродромра регионсем хушшинчи XI Маресьев слечӗ иртнӗ. Унта авиацие кӑмӑллакан ҫынсем Мускавран, Улатимӗртан, Йошкар-Оларан, Хусантан, Шупашкартан пырса ҫитнӗ. Мероприятие паллӑ вӗҫӗвҫӗсен ятне асра тытса йӗркелеҫҫӗ. Акӑ, сӑмахран, Совет Союзӗн Паттӑрӗ Алексей Маресьев Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче икӗ ура тупанне татмалла аманнӑ. Унтан сипленнӗ хыҫҫӑн Йӗпреҫри вӗҫев шкулӗнче ҫӗнӗрен вӗҫме хӑнӑса самолет умне ларнӑ, тӑшманпа кӗрешӗве тухнӑ. Е тата Йӗпреҫ районӗнчи Липовка поселокӗнче ҫуралнӑ Леонид Константинова илер. Вӑл Патшалӑх Думин тата Раҫҫей ҫарӗн аслӑ офицерӗсене хӑйӗн пурнӑҫне шеллемесӗр ҫӑлнӑ. Хисепе тивӗҫ летчиксем хушшинче хӗрарӑм та пур. Вӑл — Йӗпреҫ районӗнчи Ирҫе Ҫармӑсри Валентина Волковаӗ Тӑван ҫӗршывӑн вӑрҫи вӑхӑтӗнче харсӑрскер каҫхи бомбардировщиксен хӗрарӑмсен полкӗнче пулнӑ. Слета пухӑннисене тӳресем те саламланӑ. Сӑмахран, республикӑн транспорт тата ҫул-йӗр министрӗн ҫумӗ Владимир Степанов, Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Чугаров. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Нумаях пулмасть ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн машинисенче мобильлӗ терминалсем вырнаҫтарма тытӑннӑ. Ку вӑл айӑпа кӗрсен протокол ҫырса штраф тӳлеттереҫҫӗ те айӑплӑ водитель вырӑнтах явап тытма пултарассине пӗлтерет ӗнтӗ. Ҫапли-ҫапла-ха та, анчах пур айӑпшӑн та вырӑнта штраф тӳленипех усаллине манаймӑн. Йывӑртарах айӑпа кӗрсен ятарлӑ ӗҫ те пуҫарӗҫ, ӑна суда та ярса парӗҫ. Кун пек чухне этем шӑпине тӳре татса парӗ. Хальлӗхе терминалсене 59 патруль машининче вырнаҫтарнӑ, вӗсенчен 45-шӗ - Шупашкартисем, 14-шӗ — Ҫӗнӗ Шупашкартисем. Пӗтӗмпе республикӑра 147 машинӑра терминал вырнаҫтарма шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Республикӑри хӗрарӑмсен канашӗн «Эсӗ пире кирлӗ, юлташ!» проектпа килӗшӳллӗн йӗплӗ пралук леш енче ларакан хӗрарӑмсене пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ. Юсанмалли колонисене пукане театрӗ тухса ҫӳрет. Нумаях пулмасть артистсем Куславккари юсанмалли 5-мӗш колонире пулнӑ. Вӗсене унта питӗ кӗтнӗ. Унччен театр кунашкал учрежденисенче «Ҫӑлтӑрлӑ арҫынача» постановка кӑтартнӑ. Куслаккари колонире ларакансене вара «Гадкий утенок» спектакльпе паллаштарнӑ. Залра ларакансем ачалӑха таврӑннӑ тейӗн. Хӑшӗ-пӗри, тен, сюжетпа пӗрле хӑйен шӑпи пирки шухӑшланӑ. Унти ӗҫченсем палӑртнӑ тӑрӑх, спектакль тӗрмере ларакансене чӑтӑмлӑрах пулма, ҫынсене хаклама вӗрентет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Васса Николаева Патӑрьел районӗнче пурӑнакан Васса Николаева 100 ҫул тултарнӑ. Вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗнче пульницӑра нихӑҫӑн та выртман. Васса Николаева хӑйне лайӑх туять. Пӗлтӗр вӑл вӑрмана кӑмпа татма та кайнӑ. Ӑна ҫурланӑ кунпа уявлама тахҫанах курман тӑванӗсем те килнӗ. Васса Николаев ӗҫпе пиҫӗхсе ӳснӗ. Унӑн шкулта вӗренме май килмен, ҫавӑнпа вӑл ҫырма, вулама пӗлмест. Ватӑскер вырӑсла та калаҫма пӗлмест. Унӑн тӑван чӗлхи — чӑваш чӗлхи. Ашшӗ-амӑшӗ ӑна ҫирӗп воспитани панӑ. Вӑл ашшӗпе тата пиччӗшӗпе вутӑ хатӗрленӗ, колхозра ӗҫленӗ. Васса Николаева Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче икӗ ывӑлне ҫухатнӑ. Вӑл виҫӗ ачипе юлнӑ. Васса Клементьевна мӑнукӗн ачисемпе выляма юратать, вӗсемпе мечӗк тапать. Пӗлтӗр вӗсен ҫуртне газ кӗртнӗ. Ватӑскер кӑмакана ҫӗмӗрнӗшӗн халӗ те пӑшӑрханать. Ара, унта вӑл кукӑль пӗҫернӗ, кӳршисене хӑналанӑ. Васса Николаева ачисен мӑнукӗпе, вӗсен ачисемпе киленет. Вӗсем унӑн пурӗ — 62-ӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Токарев Аверий Матвеевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ. | ||
| Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |