Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ҫынна йывӑр ан кала, ху та ҫавна курӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Аслатие пула ӗнер 6 пушар тухнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 17.06.2015 14:47 | 1644 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Ӗнер республикӑн ҫурҫӗр енчи районӗсенче самай вӑйлӑ ҫил алхасрӗ, тӗнче пӗтсе килнӗн вӑйлӑ ҫумӑр ҫурӗ, аслати кӗмсӗртетрӗ, ҫиҫӗм ҫиҫрӗ, хӑш-пӗр ҫӗрте пӑр ҫурӗ. Хӑш-пӗр ҫӗрте ҫынсен ҫурт-хуралтӑ ҫивиттине илсе кайса та вӗсен хуҫисене шар кӑтартрӗ.

Аслатиллӗ ҫумӑр вӑхӑтӗнче 6 пушар тухнӑ. Пӗтӗмпе вара ӗнер республикӑра вут-ҫулӑм 11 хутчен алхаснӑ.

Пӗрремӗш пушар Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Тракушкӑнь ялӗнче 16 сехетре тухнӑ. Вӑл пурӑнман ҫурта ярса илнӗ. Пушарпа кӗрешекенсем юнашар хуралтӑсене вутран ҫӑлса хӑварнӑ.

Тепӗр 34 минутран Элӗк районӗнчи Писӗп ялӗнчен шӑнкравланӑ. Унта хуралтӑсем хыпса илнӗ. Ҫулӑма сӳнтерме сехет ытла иртсе кайнӑ.

Шупашкарти хваттерсенче те ҫулӑм алхаснӑ. 17 сехет тӗлӗнче Хусанкай урамӗнчи 34-мӗш ҫуртра пӗр пӳлӗмлӗ хваттер ҫунма пуҫланӑ. Подъездра вӑйлӑ тӗтӗм тӑнине кура 12 ҫынна урама кӑларма тивнӗ. Хваттерти сӗтел-пукан, кухньӑна илемлетни ҫунса кайнӑ, чӳрече хашакӗ сиенленнӗ. Ҫав вӑхӑтрах тӗп хулари Пролетарски урамри 5-мӗш ҫуртри пӗр хваттерте кухня ҫунма тытӑннӑ. Подъезд тӑрӑх тӗтӗм саланнине кура 10 ҫынна урама кӑларнӑ. Афанасьев урамӗнчи 11-мӗш ҫуртра та ҫулӑм тухнӑ.

Инкек Етӗрне районӗнчи Уйкас Чураш ялӗнче те пулнӑ. Унта дача ҫуртне вут йӑлтах тӗп тунӑ.

#Элӗк районӗ, #Етӗрне районӗ, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Шупашкар, #пушарсем, #инкексем, #Тракушкӑнь, #Писӗп, #Уйкас Чураш, #ҫанталӑк

 

Комментари:

Agabazar // 1910.33.5202
2015.06.17 15:38
Agabazar
Пушара аҫа ҫапнӑ....

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем