|
Республикӑра
![]() Етӗрнери «Сӑрҫи» вӑй-хал культурипе спорт комплексне вӑхӑтлӑха хупнӑ. Приставсем унӑн алӑкӗ ҫине пичет ҫапнӑ. Спорт комплексӗ Ростехнадзорӑн Сӑрҫи управленине 2017 ҫулхи отчета тӑратман-мӗн. Суд ларӑвӗнче «Сӑрҫи» вӑй-хал культурипе спорт комплексӗ хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Ҫапах унӑн административлӑ майпа явап тытма тиветех. Утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче суд приставӗсем комплекса 5 талӑклӑха хупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри темимҫе районта кайӑк-кӗшӗк грипне тупса палӑртни пирки сайтра хыпарласах тӑнӑччӗ. Икӗ районта грипа пӗтермешкӗн укҫа-тенкӗ, 300 пин тенкӗ ытла, уйӑрнӑ. Распоряжение Чӑваш Ен премьер-министрӗ Иван Моторин утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Документпа килӗшӳллӗн, Комсомольски районне – 179,6 пин, Патӑрьел районне 138,7 пин тенкӗ лекӗ. Укҫана ЧР Министрсен Кабинечӗн резерв фондӗнчен уйӑрса панӑ. Аса илтерер: Комсомольски, Патӑрьел, Ҫӗрпӳ, Хӗрлӗ Чутай, Йӗпреҫ районӗсенче кайӑк-кӗшӗк грипне тупса палӑртнӑ. Грипп тупнӑ ялсенче чӑхсене пуҫтараҫҫӗ. Пӗр килограмшӑн 55 тенкӗ те 60 пус параҫҫӗ, 10 ҫӑмарташӑн 29 тенкӗ те 70 пус тӳлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Шӑмӑршӑ районӗнчи Энтриел ялӗнче пурӑнакан 78 ҫулти арҫын утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ирхине яланхиллех вӑрмана тухса утнӑ. Вӑрман ял пуҫӗнченех пуҫланнӑ. Арҫын кӗсье телефонне пӗрле илнӗ. Тепӗртакран тӑванӗсен сехри хӑпнӑ. Ара, лешӗ шӑнкӑравласан та тытман. Ватӑскере полицейскисем, ҫӑлавҫӑсем, нимеҫӗсем (волонтерсем) шырама кайнӑ. Чалдон ятлӑ йытӑ пулӑшнипе арҫынна тепӗр кун ирхине тупнӑ. Вӑл ялтан 5 ҫухрӑмра пулнӑ. Ватӑскер кӗсье телефонне ҫухатнӑ-мӗн. Вӑл вӑрманта шывсӑр тата апатсӑр пӗр талӑк пулнӑ. Арҫын ывӑннӑ, ҫапах тухтӑрсем унӑн сывлӑхӗ хавшанине палӑртман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин патшалӑх автоиспекцийӗн ӗҫченӗсене сакӑр «Лада Гранта» тата тӑватӑ «Лада Веста» машинӑсен уҫҫине панӑ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн официаллӑ сайтӗнче хыпарланӑ. Уҫӑсене ҪҪХПИ ӗҫченӗсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура хӑй Михаил Васильевич тыттарнӑ. Элтепер автомобиль паркне ҫӗнетни ҫул-йӗр хуралҫисене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерме пулӑшасса шаннине пӗлтернӗ. Аса илтерер: Чӑваш халӑх сай чӗ Чӑваш Ене пушар сӳнтермелли машинӑсем килни пирки те пӗлтернӗччӗ. <s></s> Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Малашне «Яндекс. Такси» такси операторӗпе ЧР Транспорт министерстви килӗштерсе ӗҫлӗҫ. Ӗнер ку тӗлӗшпе килӗшӳ алӑ пуснӑ. Тӗп тӗллев – пассажирсене илсе ҫӳренӗ чухне хӑрушсӑрлӑха тата пахалӑха пысӑклатасси. Ҫакна Владимир Иванов министр пӗлтернӗ. Ведомство такси операторне водительсем пирки хыпарласа тӑрӗ: вӗсен пассажирсене илсе ҫӳреме ирӗк пур-и? Ҫапла майпа «Яндекс. Такси» сервиспа пассажирсене илсе ҫӳреме ирӗк пур водительсем ҫеҫ усӑ курайӗҫ. Транспорт министерстви кунашкал килӗшӗве ытти такси операторӗпе те алӑ пусма хатӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Шупашкар районӗнчи Мӑн Карачура ялӗнче пурӑнакан Виктор Николаевич Солдатов ӑс-тӑн енчен хавшакрах, ӑна медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ. Вӑл хӑй ӑҫта пулнине йӗркеллӗ ӑнланмасть. 64 ҫулти арҫын вырсарникун килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Ӑна «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн хастарӗсем шыраҫҫӗ. Арҫын 165 сантиметр ҫӳллӗш, имшертерех, куҫӗ хӑмӑр, ҫӳҫӗ ҫырӑ. Килтен кайнӑ чухне кӑвак кӗпе, спорт шӑлаварӗ, хура пушмак, кӑвак берет тӑхӑннӑ пулнӑ. Эсир ӑна курнӑ тӑк «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн «хӗру линине» шӑнкӑравлӑр: 8-800-700-54-52. Е 112 номерпе шӑнкӑрав ярӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Канашлуччен Элтепер выранти предприятисен ӗҫӗпе паллашнӑ Ҫулталӑк тата ҫур ҫул вӗҫленсен районсенче ҫав тапхӑрти ӗҫ-хӗле пуху пухса пӗтӗмлетесси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Вӗсене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та яланхиллех ҫитет. Унпа пӗрле республикӑн тӗрлӗ (тӗслӗхрен, финанс, экономика, ял хуҫалӑх) министерствисен пуҫлӑхӗсем те вырӑна тухса каяҫҫӗ, районпа хула аталанӑвне тишкерсе тухса калаҫҫӗ. Пӗтӗмлетӳллӗ пуху паян харӑсах икӗ ҫӗрте: Улатӑр районӗнче тата Улатӑр хулинче — иртнӗ. Улатӑр районӗнчи муниципалитетӑн ӗҫӗ-хӗлӗпе Нина Шпилевая сити-менеджер паллаштарнӑ, Улатӑрта — хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Юрий Боголюбов. Пухӑва вырӑнти депутатсене, тӗрлӗ предприяти-организаци, учреждени ертӳҫисене, ытти пуҫлӑхпа тӳре-шарана, вырӑти хастарсене йыхравланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Улатӑр районӗнче тата хулинче ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи вӑрман касакансем пуҫтарӑннӑ. Вӗсем «Вӑрман чи лайӑх касакан» республикӑри уҫӑ конкурса хутшӑннӑ. Алла пӑчкӑ тытнисем хушшинче 23 ӑста пулнӑ. Вӗсем хамӑр республикӑран ҫеҫ мар, ют регионсенчен те пухӑннӑ: Мари Элтан, Карелинчен, Мускав тата Чулхула облаҫӗсенчен. Вӑрман комплексӗнчи пысӑк квалификациллӗ рабочисен ят-сумне ӳстерес тӗллевӗллӗ ӑмӑртӑва пирӗн республикӑра 2005 ҫултанпа йӗркелеҫҫӗ. Ӑна ирттерме Раҫҫейӗн вӑрман промышленникӗсемпе экспортерӗсен союзӗ пулӑшать. «А» ушкӑнра Шупашкарти вӑрман хуҫалӑхӗн вӑрман касаканӗ Ильдар Гарифов ҫентернӗ, «Б» ушкӑнра — Шупашкарти «Лесной двор» (чӑв. Вӑрман картишӗ) обществӑри Андрей Епифанов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри предприяти-организацисенче сутуҫӑсем, хуралҫӑсем, диспетчерсем, медицина ӗҫченӗсем кирлӗ. Ҫакӑн пирки паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев пӗлтернӗ. Тӳре-шара аслӑ ҫулхисене ӗҫе илмелли, вӗсене ӗҫрен кӑларса ямалла марри пирки сӑмах хускатнӑ. Чӑваш Енӗн патшалӑх ӗҫ инспекцийӗн ертӳҫи Алексей Метелкин пенси ӳсӗмӗнчи ӗҫченсен ӗҫ прависене пӑхӑннине тӗрӗслеме кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта ҫичӗ рейд ирттернине пӗлтернӗ. Йӗркене пӑсакансем пур иккен. Пурӗ 17 тӗслӗхе ҫирӗплетнӗ. Ҫавӑншӑн айӑплисене административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Чӑваш Енӗн патшалӑх ӗҫ инспекцийӗнче, сӑмах май, «хӗрӳ лини» ӗҫлет. Кӑлтӑк пирки 8 (8352) 62-90-61, 62-01-79 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравласа систерме май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Сехет йӗппине маларах куҫармалла-и е ҫук-и? Ҫак ыйту тавра тахҫанах тата хӗрӳ калаҫрӗҫ. Ыйтӑва каллех ҫӗкленӗ. Ӑна ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем сӳтсе явӗҫ. ЧР Патшалӑх Канашӗн председателӗ Валерий Филимонов плана кӗртме пуху ирттерме палӑртнӑ. Ӑна ыран, утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, 10 сехетре ирттерӗҫ. Депутатсем унта сехет йӗппине куҫарас ыйтӑва сӳтсе явӗҫ. Кунсӑр пуҫне парламент пенси ыйтӑвӗпе ҫыхӑннӑ федераци саккунӗн проектне пӑхса тухӗ. Ку пенси ӳсӗмне хӑпартас ыйтӑва пырса тивет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
