Республикӑра
Энергоперекет предприятийӗсене парӑма кӗнӗ ҫынсем патне Хӗл Мучипе Юр Пике ҫитнӗ. Ҫук, Ҫӗнӗ ҫулпа саламлама мар, парӑм пирки аса илтерме. ЧР суд приставӗсене федераци службин порталӗнче нумаях пулмасть массӑллӑ рейд ирттерни пирки пӗлтернӗ. Ҫак мероприяти вӑхӑтӗнче 1 миллион та 700 пин тенкӗ парӑма шыраса илнӗ, 99 пурлӑха арестленӗ. Рейд хӑйне евӗр иртнӗ. Суд приставӗсемпе тата газовиксемпе Хӗл Мучипе Юр Пике ҫула тухнӑ. Вӗсем 10 пин ытларах парӑма кӗнӗ ҫынсен алӑкӗнчен шакканӑ. Сӑмах май, кӑҫал парӑмҫӑсенчен пӗтӗмпе 40 миллион тенкӗ ытла шыраса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Чӑваш Енре шалу ӳстересси ҫинчен хушу кӑларнӑ. Ӗҫлӗ хута республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян алӑ пуснӑ. Документа влаҫ органӗсен офциаллӑ порталӗнчи «Законодательство» ярӑмра вырнаҫтарнӑ. Хушура Элтепер республика территорийӗнчи мӗнпур организацире ӗҫлекенсен шалӑвне индексацилеме сӗннӗ. Ӗҫ укҫин виҫине ӳстерес тесен производство тухӑҫлӑхне лайӑхлатмалли те куҫкӗрет. Ҫакна та палӑртнӑ хушура. Шалу йӗркеллӗ тӳлеменнисем пирки «хӗрӳ лини» уҫма палӑртни те пур. Куншӑн явапли — республикӑн Министрсен Кабинечӗ. Сӑмах май ҫакна та пӗлтерер: хальхи вӑхӑтра республикӑри вӑтам шалу виҫи 23 пин те 831 тенкӗ те 60 пуспа танлашать. Хушӑва республикӑн экономика министрӗ Владимир Аврелькин комментариленинче ку вӑл пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртинчен 7,0 процент пысӑкраххине палӑртнӑ. 2020 ҫул тӗлне вӑтам шалӑва 30 пине ҫитересшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Улатӑр хулинче пурӑнакан Сергей Мускаври хваттере выляса илнӗ. Вӑл 9 миллион тенкӗ тӑрать. Сергей «Авторадио» ирттернӗ вылява хутшӑннӑ. Унта вун-вун пин ҫын хутшӑннӑ. Выляв 8,5 уйӑха тӑсӑлнӑ. «Пӗрремӗш хутчен шӑнкӑравласан ӗненмерӗм. Халӗ чӗтретӗп, шока кӗрсе ӳкрӗм. Кунашкал туйӑм ман нихӑҫан та пулман. Телефон номерӗн юлашки тӑватӑ хисепне каласан хӑлха тӑратрӑм. Унтан шӑнкӑрав килчӗ», - тенӗ Сергей. Мускаври хваттер 42,5 тӑваткал метрлӑ. Вӑл Кремльтен 10 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Сергей радио ертӳҫисене акӑ мӗн пӗлтернӗ: ҫав хваттерте унӑн аслӑ хӗрӗ пурӑнӗ. Анчах малтан Сергейӑн хваттер хакӗн 36 процентне налук тӳлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Республикӑри тӑватӑ хулара «Радио родных дорог» янӑрама тытӑннӑ. Канашра – 103.6, Ҫӗмӗрлере – 105.9, Улатӑрта – 103.4, Патӑрьелте 103.2 FM хумсем ҫинче итлеме май пур. Унччен ӑна Ҫӗрпӳ тата Етӗрне хулисенче пурӑнакансем итлеме пултарнӑ. Ҫӗнӗ радио «Дорожное радио» вырӑнне ӗҫлеме пуҫланӑ. Холдинг ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, вӗсем Чӑваш Енри радиоитлекенсене лайӑххине ҫеҫ итлеттересшӗн. Юрӑ-кӗвве чи лайӑххине суйлӗҫ, программӑсем интереслӗ пуласса шантараҫҫӗ. «Радио родных дорог» - федераци радиостанцийӗ, ӑна 2017 ҫулта Чӑваш Енри команда йӗркеленӗ. Унта янӑракан юрӑсен 95 проценчӗ – Раҫҫейри. Радиона Мускав облаҫӗнче те, Ставрополь крайӗнче те итлеме пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Паян пирӗн республикӑра Инвестици климатне лайӑхлатма пулӑшакан тата Приоритетлӑ проектсемпе ӗҫлекен канашсен пӗрлехи ларӑвӗ иртнӗ. Ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынӑ. Михаил Игнатьев РФ Президенчӗ Владимир Путин Федераци Канашне ҫулсерен тухакан Ҫырура ҫӗршыв правительствине кадрсем хатӗрлеме, пысӑк технологие аталантарма, пӗр сӑмахпа каласан, цифрӑллӑ экономикӑна вӑй илтерме майсем тупма чӗнсе калани пирки аса илтернӗ. Ҫак ыйтусене Чӑваш Республикине 2025-мӗш ҫулсеччен аталантарасси ҫинчен калакан стратегире те кӗртсе хӑвармаллине асӑрхаттарнӑ. Цифрӑллӑ технологисем халӑх хуҫалӑхӗн тытӑмне кӗнине вӑл ырласа каланӑ, экономикӑна хӑватлӑрах аталантарма май панине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ЧР транспорт министрӗ Владимир Иванов акӑ мӗн пӗлтернӗ: панкрута тухнӑ «Чӑвашавтодор» предприятире ӗҫленӗ ҫынсене ӗҫ укҫине ҫитес ҫул парса татӗҫ. Паянхи кун тӗлне илес тӗк, «Чӑвашавтодорӑн» парӑм пӗчӗкех мар: 54 миллион тенкӗ. Тепӗр тесен, утӑ уйӑхӗнче парӑм ҫакӑн чухлӗпех танлашнӑ. Владимир Иванов ӑнлантарнӑ тӑрӑх, халӗ предприятин пурлӑхне сутаҫҫӗ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен чи пысӑк лота сутӗҫ. Унӑн хакӗ – 300 миллион тенке яхӑн. Ҫакӑн хыҫҫӑн тин ӗҫ укҫин парӑмне татӗҫ. Кунсӑр пуҫне «Чӑвашавтодорта» ӗҫленӗ 802 ҫын шалӑва вӑхӑтра тӳлеменшӗн процентсем илӗҫ. Парӑма нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗччен парса татмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Арҫынпа хӗрарӑм йӑха тӑсас тӗллевпе ҫемье ҫавӑраҫҫӗ. Анчах пур чухне те шухӑшласа хунӑ пек пулса тухмасть. Чӑваш Енре миҫе ҫемье ача ҫуратаймасӑр нушаланать? Ҫак ыйтӑвӑн хуравне www.cheb-cgb.med.cap.ru портала тишкерсен тупма май пур. Тӗпчев палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Республикинче ҫемье ҫавӑрнисен 17-18 проценчӗ ача ҫуратаймасӑр нушаланать. Сӑлтавӗ ытларах – хӗрарӑмра (60 процент). Телее, кунашкал мӑшӑрсене патшалӑх пулӑшма тӑрӑшать. Ача ҫуратайманнисем ЭКО мелӗпе ҫие хӑварма, ачана кун ҫути парнелеме пултараҫҫӗ. Чӑваш Енре ЭКОна тӳлевсӗрех тума май пур, мӗншӗн тесен квота уйӑраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Cap.ru порталти сӑн ӳкерчӗк Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫумӗнчи ведомствӑсен комисси ларӑвӗнче республикӑра шалӑва тӳлес ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Укҫа-тенкӗ енчен кӑткӑс лару-тӑру тесе Чӑваш Ен транспорт министрӗ Владимир Иванов «Чӑвашавтотранс» тата «Чӑвашавтодор» предприятисене каланӑ. «Чӑвашавтодор» предприятире шалу парӑмӗ 50 миллион тенкӗрен те каҫса кайнӑ. Предприятире конкурс управленийӗ пырать, унӑн управляющийӗ Евгений Добрынин ҫитес ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче парӑма тӳлесе татма шантарнӑ. «Алза», «Суор» предприятисенче те лару-тӑру ансат мар иккенӗ палӑрнӑ канашлура. Кун пирки Чӑваш Енӗн строительство министрӗ Владимир Михайлов пӗлтернӗ. Парӑмлӑ предприятисене яваплӑрах ӗҫлеме республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ҫирӗп хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Пушкӑртстанӑн тӗп хулинче Ӗпхӳре тӗрлӗ регионти поварсем ӑмӑртнӑ. Унта кулинари тата сервис енӗпе регионсен хушшинчи канашлу иртнӗ. Пирӗн ентешсем те унта маттурлӑхӗпе палӑрнӑ. Пӗр ресторанри шеф-повар кулинари тупӑшӑвӗнче виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. ЧР кулинарсен ассоциацийӗн председателӗ Николай Уездный каланӑ тӑрӑх, Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртусенче ҫӗнтерни поварсене нумай ҫӑмӑллӑх кӳрет. Ассоциаци хӑй те республикӑра тӗрлӗ ӑмӑрту йӗркелет, унта ҫамрӑк специалистсене хутшӑнтарма тӑрӑшать. Ассоциаци чикӗ леш енче те палӑрнӑ. Поварсем Потугалире, Германире иртнӗ ӑмӑртусенче пӗрре мар мала тухнӑ. Халӗ Чӑваш Енри кулинарсемпе кондитерсем Суздале кайма хатӗрленеҫҫӗ. Кӑрлач уйӑхӗнче унта Пӗтӗм Раҫҫейри кулинари чемпионатне каймашкӑн суйлав тапхӑрӗ иртет. Унта ҫӗнтернӗ поварсем Мускава тӗп парнене ҫӗнсе илессишӗн ӑмӑртма кайӗҫ. Тӗп парне вара – Францире вӗренесси. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Паян ЧР Министрсен Кабинечӗ 2018 ҫулта тӗплӗ юсавшӑн мӗн чухлӗ тӳлемеллине пӑхса тухма палӑртнӑ. Постановлени проекчӗпе килӗшӳллӗн, тӳлеве 6,08 тенкӗрен 6,30 тенке (1 тӑваткал метршӑн) хӑпартма сӗннӗ. Капла пӑхсан хак нумаях ӳсмест пек: 22 пус ҫеҫ. Ҫапах пысӑк хваттершӗн кашни уйӑхра тӳлес пулсан ку, ахӑртнех, сисӗнет. Тӗслӗхрен, 40 тӑваткал метрлӑ хваттершӗн уйӑхне 243,2 тенкӗ мар, 252 тенкӗ тӳлеме тивӗ. 70 тӑваткал метрлӑ хваттершӗн вара 441 тенкӗ кӑларса хумалла (унччен 425,6 тенкӗ пулнӑ). Аса илтерер: Раҫҫейре тӗплӗ юсавшӑн 2014 ҫулхи раштав уйӑхӗнче пухма пуҫланӑ. Пирӗн республикӑра ку укҫана пухас кӑтарту 78 процентпа танлашнӑ. Кӑҫал юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗ тӗлне пӗтӗмпе 2,4 миллиард тенкӗ шутласа панӑ, вӗсенчен 1,9 миллиард тенкине пухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.01.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Синичкин Виссарион Вениаминович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Николай Николаевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |