Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.7 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра

Кӑҫал юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче Шупашкартан Питӗре «Победа» (чӑв. «Ҫӗнтерӳ») авиакомпани маршрут уҫма палӑртнӑ. Самолет «Питӗр – Шупашкар – Питӗр» маршрутпа вӗҫӗ.

Хальлӗхе Шупашкартан тӳрех Питӗре вӗҫме май ҫук. Кӑҫал ҫуркунне «Руслайн» авикомпани маршрут уҫнӑ, анчах билетсене сутма пуҫласанах рейса хупнӑ. Шупашкарти аэропорт пӗлтернӗ тӑрӑх, «Руслайн» Питӗре самолетсене авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 26-мӗшӗччен вӗҫтерӗ.

Палӑртса хӑвармалла: «Ҫӗнтерӳ» авиперевозчикӑн сайтӗнче хальлӗхе маршрут уҫасси пирки официаллӑ майпа пӗлтермен.

 

Республикӑра
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн

Шупашкарти «Малюткӑна» Улатӑрти ача ҫурчӗпе пӗрлештерӗҫ. Палӑртмалла: вӗсем иккӗшӗ те ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствине пахӑнаҫҫӗ.

Пӗрлештернӗ хыҫҫн икӗ учреждении те хӑйсен вырӑнӗнчех ларӗҫ, анчах ӗҫченсен шутне чакарӗҫ. Постановлени проекчӗпе килӗшӳллӗн, тӗп тухтӑр, унӑн ҫумӗн, тӗп бухгалтерӑн, экономистӑн, склад заведующийӗн, водителӗн штачӗсене кӗскетӗҫ.

Сӑмах май, Шупашкарти «Малюткӑн» парӑмӗ – 1 миллион та 741 пин тенкӗ, Улатӑрти ача ҫурчӗн - 1 миллион та 671 пин тенкӗ. Штатсене кӗскетсе 1 миллион та 975 пин тенкӗ перекетлеме палӑртнӑ.

 

Республикӑра

Ҫуллахи шӑрӑхра вӑрмансенче пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк. Чӑваш Енри вӑрмансене ҫак кунсенче пакунлисем хуралланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Пушар тухас хӑрушлӑх пысӑккине кура ҫурла уйӑхӗн 1-3-мӗшӗсенче ҫынсене вӑрмана кӗме чарнӑччӗ.

Шӑрӑхра типӗ курӑк та ҫунать. Чӑваш Енри пушар хуралӗн ӗҫченӗсем типӗ курӑк ҫуннине сӳнтерме кӑҫалхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 35 хут тухса кӗнӗ. Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑхӑнманшӑн 44 ҫынна административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Уйрӑм ҫынсене 2 пин тенкӗрен пуҫласа 4 пин таран штрафлаҫҫӗ, должноҫри ҫынсене — 15-30 пин тенкӗлӗх, уйрӑм усламҫӑсене — 30-40 пин тенкӗлӗх, предприяти-организацисене — 200-400 пин тенкӗлӗх.

 

Республикӑра

Ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче канашсем Хула кунне тата Чукун ҫул ӗҫченӗсен кунне паллӑ тунӑ. Канашра кунӗпех тӗрлӗ мероприяти иртнӗ. Каҫхине тӳпене фейерверк вӗҫнӗ, юрӑ-кӗвӗ кӑмӑллакансем ташӑ каҫӗнче савӑннӑ.

Ир-ирех автомобилистсем Ленин лапамӗнче машинӑсене лартса «Канаш» сӑмах ҫырнӑ. Космосран вӑл питӗ лайӑх курӑннӑ ахӑртнех. Водительсем вара «93» хисеп евӗр тӑнӑ, Раҫҫей ялавӗ тӗслӗ хӑмпӑсене тӳпенелле вӗҫтернӗ. Мӗншӗн шӑпах 93? Канаш ҫавӑн чухлӗ тултарнӑ.

Хула паркӗнче чӑваш эстрада артисчӗсем – Алексей Московский, Диана тата Эльза – юрланӑ. 21 сехет ҫурӑра ташӑ каҫӗ пуҫланнӑ, 22 сехетре фейерверк вӗҫтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/51584
 

Республикӑра

Ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Куславккари юсанмалли 5-мӗш колонире пулнӑ.

ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, республика ертӳҫи колонире тӑрӑшакансен ӗҫ условийӗпе тата айӑплава колонире ирттерекенсен ӗҫӗпе паллашнӑ. Асӑннӑ учрежденире ларакансенчен кашнинех ӗҫлет иккен. Колонире ҫӗвӗ производстви, трикотаж тата тӗрӗ участокӗсем пур. Унта 165 тӗрлӗ япала кӑлараҫҫӗ. Нефть, газ тытӑмӗсенче, хуралта тӑрӑшакансем валли тумтир ҫӗлеҫҫӗ.

Колонин хушма хуҫалӑх та пур. Унта ҫӗрулми, хӗрлӗ кӑшман, нумай ҫул ӳсекен курӑк туса илеҫҫӗ. Учрежденире 1994 ҫулта уҫнӑ «Дока-хлеб» (чӑв. Дока-ҫӑкӑр) пӗчӗк пекарньӑра хӑйсем валли ҫӑкӑр пӗҫереҫҫӗ.

Айӑплава колонире ирттерекенсем ӗҫленине Михаил Игнатьев ырланӑ.

 

Республикӑра

Китайри лашапа ҫӳрекен паллӑ ҫулҫӳревҫӗ Цзин Ли Чӑваш Ен урлӑ кайнӑ. Ӑна куракансем пулнӑ. Комсомольски районӗнче пурӑнакан хӗрарӑм хайхискере ӑнсӑртан асӑрханӑ, сӑн ӳкерсе илнӗ.

Китай ҫынни икӗ лашапа ҫӳрет. Вӑл ҫулҫӳреве футбол чемпионатне халалланӑ, турнир иртнӗ хуласене ҫитсе курнӑ. Карачай-Черкеск Республикинчен вӑл 3 пин ытла ҫухрӑм лашапа кайнӑ. Утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче Хусана ҫитнӗ. Ҫулҫӳревҫӗ футболла вылянӑ стадион тавра ҫаврӑнать те малалла каять.

Ҫурлан 3-мӗшӗнче Китай ҫыннине Куславкка районӗнчи Людмила Сергеева асӑрханӑ. Вӑл ун чухне Шупашкар еннелле кайнӑ. Цзин Ли Сочире, Ростовра, Волгоградра, Самарта пулнӑ, Чулхулана, Саранска, Мускава, Питӗре ҫитесшӗн.

Китай ҫынни Мускавра 20 ҫул пурӑнать, вӑл вырӑс хӗрне качча илнӗ. 2007 ҫулта Пушкӑртстанран Пекина ҫула тухса палӑрнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/51580
 

Республикӑра

Ҫӗмӗрле хулине ертсе пыракансене Чӑваш Ен Элтеперӗнчен Михаил Игнатьевран паян сӑмах лекнӗ. Унта халӑхран укҫа сахал пухаҫҫӗ иккен. Пули-пулмишӗн мар, паллах. Ӗҫ тума.

Тепӗр район-хулара урамсене сарма, парксене ҫӗнетме тата ытти ҫавӑн пек ӗҫе пурнӑҫлама укҫа пухаҫӗ. Пӗр пайне, пӗчӗккине, ҫынсем пуҫтарса параҫҫӗ, ыттине хыснаран уйӑраҫҫӗ. Тепӗр ҫӗрте кун енӗпе ӗҫе питӗ аван йӗркелесе янӑ, хӑш-пӗр ҫӗрте аплах мар. Михаил Игнатьев Элтепер ҫӗмӗрлесене хастартарах пулма хушнӑ.

Унта паян пулнӑ май республика ертӳҫи хулана ертсе пыракан тӳре-шарапа курнӑҫнӑ, муниципалитетӑн ҫур ҫулхи аталанӑвне пӗтӗмлетекен пухӑва хутшӑннӑ, вырӑнти шкулсенчен пӗринче ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне епле хатӗрленнипе паллашнӑ, хулара хута янӑ ҫӗнӗ котельнӑя кӗрсе тухнӑ.

 

Республикӑра
Аяран уҫӑ сывлӑшра лайӑх ҫывӑрать
Аяран уҫӑ сывлӑшра лайӑх ҫывӑрать

Чӑваш велоҫулҫӳревҫин Никита Тӗнчен Ая (тулли ячӗ: Аяран) ятлӑ хӗр ҫурални пирки хыпарланӑччӗ. Никитӑпа мӑшӑрӗ Анастасия пӗчӗкскерпе похода кайса килнӗ. Палӑртмалла: Аяран 1 уйӑхра кӑна-ха.

Вӗсем утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче похода кайнӑ, Атӑл леш енче — Йӑлӑмра — каннӑ. Велосипедпа ҫула тухайман, ача-пӑча велоприцепӗ пулман-мӗн. Ҫавна май унта вӗсем трамвайчикпа ҫитнӗ.

Мӑшӑр тата Ая Уйӑх хупланнине сӑнанӑ. Никита хӗрӗ Аяран уҫӑ сывлӑшра лайӑх ҫывӑрни пирки каласа панӑ. Каялла Шупашкара вӗсем утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче таврӑннӑ.

Никита ку кӗркунне Настьӑпа тата Аяранпа Европӑна ҫула тухасшӑн. Маршрут хатӗрлесси тата ача-пӑча велоприцепӗ илесси ҫеҫ юлать. «Малашне – кам пӗлет? Тен, Африкӑна е урӑх континента кайӑпӑр. Эпир пӗр чарӑнмасӑр кайма хатӗр», — ҫырнӑ Никита.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/51532
 

Республикӑра

Чӑваш Енре кайӑк-кӗшӗк грипне тупса палӑртнӑ районсен хисепӗ ӳссех пырать. Аса илтерер: унччен ӑна Патӑрьел, Комсомольски, Елчӗк, Ҫӗрпӳ, Йӗпреҫ, Хӗрлӗ Чутай, Ҫӗмӗрле районӗсенче тупнӑ.

Ӗнер Куславкка районӗнчи Ҫирӗклӗ ялӗнче карантин пулнине палӑртнӑ. Постановление ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ.

Тепӗр хутчен аса илтерер: районсенче кайӑк-кӗшӗк грипне тупнӑ хыҫҫӑн ветернинари службин ӗҫченӗсем 2 пин ытла чӑх-чӗпе, 200 ытла ҫӑмартана ҫунтарса янӑ. Пӗр килограмм чӗрӗ какайшӑн ҫынсене 55 тенкӗ те 60 пус тӳленӗ, 10 ҫӑмарташӑн – 29 тенкӗ те 70 пус.

 

Республикӑра

Иртнӗ эрнекун «Чӑваш Ен» издательствӑпа полиграфи комплексӗ 50 ҫулхи юбилейне уявланине эпир пӗлтернӗччӗ. Предприяти ӗҫченӗсене паллӑ датӑпа саламлама, аса илтерер, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ҫитнӗччӗ.

Издательствӑпа полиграфи комплексне чылай ҫул ертсе пынӑ Валериан Павлов хӑйне уява чӗнменшӗн кӑмӑлсӑрланнӑ иккен. Кун пирки Александр Белов журналист Фейсбукра пӗлтернӗ.

Калем ӑстипе полиграфист дачӑра тӗл пулса калаҫнӑ. Валериан Павлов полиграфист ӑсталӑхне Мускаври аслӑ шкулта туптанӑ. Ку отрасльти специалистсенчен ҫав шайра пӗлӳ илни енчен вӑл — республикӑра пӗрремӗш-мӗн.

 

Страницӑсем: 1 ... 394, 395, 396, 397, 398, 399, 400, 401, 402, 403, [404], 405, 406, 407, 408, 409, 410, 411, 412, 413, 414, ...650
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.12.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -10 - -12 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре ҫӗнӗ тивӗҫсемпе пӗлтерӗшлӗ тӗллевсем тупӑнма пултараҫҫӗ, сирӗн вӗсене пӗчченех пурнӑҫлама тивӗ. Йӑнӑшас мар тесен тимлӗ пулӑр. Ҫӗнӗ пӗлӗшсемпе калаҫнӑ чухне асӑрханни те ытлашши пулмӗ, хӑвӑрпа усӑ курма ан парӑр.

Раштав, 16

1821
204
Михайлов Спиридон Михайлович, чӑваш историкӗ, этнографӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть