Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Тӗлӗнмелле пек те, анчах Чӑваш Енре юлашки вӑхӑтра ҫамрӑксем ҫухални пирки хыпарлама пуҫларӗҫ. Халӗ, акӑ, 28 ҫулти каччӑ ӑстине пӗлмеҫҫӗ.
«Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗ Шупашкарта пурӑнакан оман Владимирович Аръяхова шырани пирки ӗнер пӗлтернӗ. Вӑл ӑҫтине юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнченпе пӗлмеҫҫӗ.
28 ҫулти каччӑ 185 сантиметр ҫуллӗг, начар пӳ-силлӗ, хура ҫӳҫлӗ, куҫӗ хӑмӑр тӗслӗ. Вӑл мӗн тӑхӑнса тухса канийне пӗлмеҫҫӗ.
«Лиза Алерт» отряд каччӑна курнисене 8 800 700-54-52 телефонпа шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтать. Е Симба (Наталия) шыравҫӑпа 89196666680 телефон номерӗпе ҫыхӑнма пулать.
Ҫав вӑхӑтрах 17 ҫулти Станислав Мозгова та шыраҫҫӗ. Вӑл ҫухални пирки те Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Ҫул ҫитмен яш ҫухалнӑ хыҫҫӑн Следстви комитечӗ пуҫиле ӗҫ те пуҫарнӑ.
