Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче арҫынсене спектакле тӳлевсӗр кӗртесси пирки пирӗн сайт пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, ку акци унта юлашки ҫулсенче йӑла кӗнӗ. Театра тӳлевсӗр кӗрес тесен арҫынсен ачисене е мӑнукӗсене ертсе пымалла. Ачашӑн билет туянма тивӗ, анчах хӑйсенчен кӗмӗл ыйтмӗҫ.
Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче Чӑваш наци музейӗ (Шупашкарти Хӗрлӗ лапамри 5/2-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) тата В.И. Чапаев музейӗ (тӗп хуламӑрти Ленин проспектӗнчи 46а ҫурт) те «Аттепе музее!» акци йӗркелеҫҫӗ. Музее ачисемпе пыракан ашшӗсене вӗсем ҫав кун тӳлевсӗрех кӗртмӗҫ-ха, анчах билета арҫынсен ача билечӗ чухлӗ кӑна тӳлесе илме май пур.
Наци музейӗнче «Древние обитатели Чувашского края по данным археологии и палеонтологии», «История чувашского народа и Чувашского края с IX в. до начала ХХ в.», «Чувашия в ХХ веке», «Человек и природа» яланхи экспозицисем «Музей в лицах» и «Из истории Чувашкино» куравсем пур.
В.И. Чапаев ячӗллӗ музейра легендарлӑ полк ертӳҫине халалланӑ экспозици тата «Чапаевым мобилизованные» курав ӗҫлеҫҫӗ. Музейсем ирхи вуннӑран каҫхи ултӑ сехетчен уҫӑ.