Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Профессиле ҫыракансене ҫӗнӗ ҫын ертсе пырӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 29.01.2016 22:22 | 1739 хут пӑхнӑ
Республикӑра Елена Нарпи страницинчен илнӗ сӑн
Елена Нарпи страницинчен илнӗ сӑн

Чӑваш наци вулавӑшӗнче паян Чӑваш Республикин профессилле ҫыравҫӑсен пухӑвӗ иртнӗ, унта ҫӗнӗ ертӳҫе суйланӑ.

Пухура итлесе ларнӑ Борис Чиндыков ҫыравҫӑ каласа панӑ тӑрӑх мероприятие ертсе пыма Анатолий Кипече шантарнӑ. Чи малтанах Сергей Павлов пухӑннисем умӗнче ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн ӗҫӗ-хӗлӗ пирки отчет тунӑ. Ҫавӑн пекех устава улшӑнусем кӗртни ҫинчен те каласа хӑварас пулать. Сӑмахран, енчен те малтан пӗрлӗх ертӳҫине 5 ҫуллӑха суйланӑ пулсан малашне 3 ҫула ҫеҫ суйлама йышӑннӑ.

Тухса калаҫакансен йышӗнче Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен тата архив ӗҫӗсен министрӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Константин Яковлев тата пӗрлӗхе кӗрекен ҫыравҫӑсем пулнӑ. Арсений Тарасов, Светлана Асамат, Раиса Сарпи, Юрий Артемьев тата ыттисем ҫыравҫӑсен паянхи лару-тӑрӑвӗ пирки сахал мар тухса калаҫнӑ.

Анлӑ ларура ҫӗнӗ ертӳҫӗне суйланӑ. Пурӗ 4 кандидата тӑратнӑ. Николай Максимов Геннадий Максимова сӗннӗ. Вӑл влаҫрисемпе те калаҫма пултарать, пӗрлӗх пайташӗсенчен те ҫирӗп ыйтма пултарать тесе хак панӑ. Любовь Фёдорова сӑвӑҫ Валерий Туркая сӗннӗ. Унсӑр пуҫне Марина Карягинӑна тата Сергей Павлова (вӑл унччен ертӳҫӗре ларнӑ) сӗнекенсем пулнӑ. Марина Карягина хӑйӗн кандидатурине илсе Геннадий Максимовшӑн сасӑлама ыйтнӑ.

Сасӑлав вӑрттӑн пулнӑ. Пуринчен те ытла сасӑ Геннадий Максимов пухнӑ — уншӑн 20 ытла пайташ сасӑланӑ. Сергей Павловпа Валери Туркай 12–14 сасӑ ҫеҫ пухайнӑ. Ҫапла май вара професилле ҫыракансене малашне 3 ҫул хушши «Хыпар» хаҫатӑн тӗп редакторӑн пӗрремӗш ҫумӗ Геннадий Максимов ертсе пырӗ.

Пухура ҫавӑн пекех правлени пайташӗсене те суйланӑ. Вӗсен йышне Юрий Артемьев, Марина Карягина, Елена Нарпи, Светлана Гордеева, Елена Светлая тата ыттисем лекнӗ. Борис Чиндыков пӗлтернӗ тӑрӑх унта 8–9 кӗнӗ.

Аса илтеретпӗр, пирӗн республикӑра ҫыравҫӑсен 4–5 пӗрлӗхӗ ӗҫлет: Чӑваш Республикин професилле ҫыравҫисен пӗрлӗхӗ (100 ытла пайташ), Юхма Мишши ертсе пыракан Чӑваш ҫыравҫисен пӗрлӗхӗ (150 ытла пайташ), Чӑваш Республикин «Хурӑнташ» ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗ (ертӳҫи Хӗветӗр Акивер, 60 яхӑн пайташ). Унсӑр пуҫне ҪИП пӗрлешӗве асӑнма пулать, анчах вӑл хальлӗхе регистраци урлӑ тухман-ха.

#ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗ, #наци вулавӑшӗ, #пухусем, #пултарулӑх, #ҪИП

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем