Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: суккӑрсем

Сывлӑх

Чӑваш Республикин суккӑрсен вулавӑшӗ хӑйӗн пулӑшӑвне районсенче те сарма тӑрӑшать. Иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче вӑл сусӑрсене пулӑшмалли йӗркене ахаль вулавӑшсенче сарас тӗллевпе йӗркеленӗ тифлотура тухнӑ май Вӑрмар районӗнче пулнӑ.

Республикӑри Лев Толстой ячӗллӗ ятарлӑ вулавӑшра стационар тулашӗнче пулӑшу кӳрекен библиотекарӗсем Вӑрмар районӗнчи тӗп вулавӑшра тӑрӑшакансене суккӑрсене кӗнеке вулама хӑнӑхтармаллине ӑнлантарнӑ.

Вӑрмарти район вулавӑшӗнче куҫ япӑх куракансем валли вулавӑш пункчӗ йӗркеленӗ. CD-диск, магнитлӑ кассета тата флэш-карта ҫине ҫырнӑ кӗнекене итлеме пулать. Рельефпа пӑнчӑ меслечӗпе тата шултра шрифтпа кӑларнӑ кӗнекесем пур вулавӑшра. Фондра пӗтӗмпе 236 кӑларӑм тесе пӗлтереҫҫӗ.

 

Республикӑра

Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Республикинчи тӗп управленийӗн куҫ япӑх е пачах курман ҫынсем валли ятарлӑ пособи кӑларнӑ.

Пушар тата шыв ҫинчи хӑрушсӑрлӑхӑн правилисемпе паллаштаракан брошюрӑна Брайль шрифчӗпе пичетленине асӑннӑ ведомствине туса хунӑранпа 25 ҫул ҫитнине халалланӑ «25 ырӑ ӗҫ» акцие хутшӑннипе сӑлтавлаҫҫӗ.

Ҫакнашкал литературӑна пирӗн республикӑра халиччен кӑларман. Суккӑр ҫынсен пӗтӗм тӗнчери кунӗнче республикӑри Лев Толстой ячӗллӗ ятарлӑ вулавӑшра ҫӗнӗ пособин хӑтлавӗ иртнӗ. Тӗп управлени пуҫлӑхӗ Станислав Антонов генерал-майор сывлӑх тӗлӗшӗнчен йывӑрлӑхсем пур ҫынсен тата сусӑрсен хушшинче хӑрушсӑрлӑх мерисене пропагандӑласси хӑйсен ӗҫӗн тӗп енӗсенчен пӗри пулнине палӑртнӑ. Вӑл ҫак брошюрӑсене куҫарса хатӗрленӗ Николай Парахина — асӑннӑ вулавӑшӑн куҫ курман специалистне — Тав ҫырӑвӗ чысланӑ.

 

Культура Куҫса ҫӳрекен пункта савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ самант
Куҫса ҫӳрекен пункта савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ самант

Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче Шупашкар районӗнчи тӗп вулавӑш тытӑмӗнче Л.Н. Толстой ячӗллӗ республикӑри суккӑррисен ятарлӑ вулавӑшӗн куҫса ҫӳрекен пунктне уҫнӑ.

Кӳкеҫри вулавӑш пуҫлӑхӗ Галина Тимофеева начар куракансем тахҫанах ун пек пункт пирки ӗмӗтленнине пӗлтерет. Халӗ вара начар куракансем тинех кӗнекепе паллашма пултарӗҫ. Вӗсене Брайль шрифчӗпе пичетленӗ, хӑшӗсене аудиомеслетпе хатӗрленӗ, виҫҫӗмӗшсене шултра шрифтпа пичетленӗ. Л.Н. Толстой ячӗллӗ вулавӑш начар куракансем валли хӑй те кӗнекесем кӑларать. Сӑмах май каласан, вилӗмсӗр «Нарспи» поэмӑна та Брайль шрифчӗпе кун ҫути кӑтартнӑ.

Вулавӑшӑн куҫса ҫӳрекен пунктне уҫнӑ май йӗркеленӗ курава та Константин Ивановӑн паллӑ ҫак кӗнекине илсе пынӑ.

 

Раҫҫейре

Раҫҫейре суккӑрсемпе хӑлхасӑррисен ҫыравне ирттерӗҫ. Кун пирки ҫӗршывӑн Общество палатин сайтӗнче хыпарланӑ иккен.

Асӑннӑ палатӑн социаллӑ пулӑшу кӳрес енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Владимир Слепак пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынсен асӑннӑ категорине пулӑшассипе никам та ятарласа ӗҫлемест. Вӗсене пулӑшу кирлине ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин кӑҫалхи ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче тӳрӗ лини ирттернӗ чухне хускатнӑ. Ун хыҫҫӑн «Со-единение» фонд йӗркелеме тӗв тунӑ. Ҫӗршывра миҫе суккӑрпа хӑлхасӑр миҫе ҫын пурӑннине никам та путлӗн пӗлмест имӗш. Ҫавна май ҫырав ирттерес тенӗ. Ку ыйтӑва Общество палатинче паян сӳтсе явмалла.

Хӑлхасӑр тата суккӑр ачасемпе дактилологии тата пусмалли приборсемпе хутшӑнма пулать. Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче 19 уйӑхран илтме тата курма пӑрахнӑ Хелен Келлер аслӑ пӗлӳ илсе философи тухтӑрӗ пула тӑнӑ. СССРта вара пиллӗкре суккӑрланнӑ, 14-ра илтме пӑрахнӑ Ольга Скороходова ученӑй-дефектолог пулса тӑнӑ. Пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупнисем паян та сахал мар.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.garant.ru/news/569922/
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.10.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 765 - 767 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне хӑвӑра аталантарма, карьерӑра хӑпарма майсем туса парӗ. Сирӗн лидер пулас килет — лару-тӑру та сирӗн майлӑ пулса пырӗ. Анчах ҫынпа хутшӑннӑ чухне ытлашши кӑнттам ан пулӑр. Ӗҫре хӑвӑрӑн пултарулӑха кӑтартма пултаратӑр. Анчах хӑвӑр ҫине ытлашши нумай ӗҫ ан илӗр. Харпӑр пурнӑҫра ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑнӑва йӗркелеме май пулӗ. Вӑй-хал халӗ сирӗн нумай, анчах ӑна кирлӗ ҫӗре ямалла: спорт: вӗренӳ, пултарулӑх.

Юпа, 03

1926
99
Николаева Юлия Фёдоровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1985
40
Бикулова Мария Григорьевна, чӑваш драма актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
2018
7
Григорьев Николай Федорович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ