Культура
Ӗнер пирӗнтен ӗмӗрлӗхе чӑвашсен паллӑ ҫыравҫисенчен пӗри Валентина Элпи уйрӑлса кайнӑ. Вӑл чи ватӑ ҫыравҫӑ шутланатчӗ — ҫитес кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче 102 ҫул тултармаллаччӗ. Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗпе ыран, авӑнӑн 30-мӗшӗнче, 12 сехетре сывпуллашма май пулӗ. Шупашкарти Мускав проспектӗнчи 47а ҫуртра вырнаҫнӑ хулан ритуаллӑ службине ҫитмелле. Элпи Валентина Андреевна (чӑн хушамачӗ Андреева) Тӑвай районӗнчи Кивӗ Пуянкассинче 1913 ҫулхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче (ҫӗнӗ стильпе — кӑрлачӑн 31-мӗшӗ) ҫуралнӑ. Тӑван ялти пуҫламӑш шкулта, Кавалти сакӑр ҫул вӗрентекен шкулта пӗлӳ пухнӑ. 1930 ҫулта Шупашкарти медицина техникумне вӗренме кӗнӗ, анчах унта пӗлӳ илме май пулман. Тӗрлӗ хаҫат редакцисенче ӗҫленӗ, 30 ҫул хушши — 1938–1968 ҫулсенче — Радиокӑларӑмпа телевидени комитетӗнче ачасем валли хатӗрлекен кӑларӑмсен редакторӗ пулнӑ. Литературӑри пултарулӑха 1946 ҫулта пуҫланӑ. Малтанхи хайлавӗсем «Хыпар», «Советская Чувашия», «Чӑваш Ен» хаҫатсенче кун ҫути курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
«Пукане: йӑларан вӑйӑ патне» ятпа Куславккари Н.И. Лобачевский ячӗллӗ ҫурт-музейра курав уҫӑлнӑ. Куҫса ҫӳрекен курава Чӑваш наци музейӗ вӑхӑтлӑх панӑ. Куславккасем те курава хӑйсен пуканисемпе пуянлатасса шанаҫҫӗ. Экспозицире чӑваш пуканисемсӗр пуҫне Итали пуканисем те пур. Ӑна музей-ҫурта Чӑваш Енӗн халӑх артистки Светлана Бубнова парнеленӗ. Куславккари ӳнер шкулӗнче ӗҫлекен преподаватель Любовь Скворцова тӑм сувенирӗсем тыттарнӑ, унсӑр пуҫне Аня Манюкова шкул ачин ӗҫӗсем вырӑн тупнӑ. Курав раштавчен ӗҫлӗ. Сӑнсем (14) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Республикӑра туризма аталантарасси пирки юлашки вӑхӑтра нумай калаҫма тытӑнчӗҫ. Куншӑн тӗлӗнме кирлех те мар-тӑр. Асӑннӑ отрасльшӗн яваплӑха Чӑваш Енӗн Культура министрествине куҫарнӑ хыҫҫӑн асӑннӑ ведомствӑра министрӑн туризм енӗпе ӗҫлекен ҫумне те туса хучӗҫ. Туризм темине сӳтсе явалли канашлусенчен пӗрне Сӗнтӗрвӑрри районӗнче нумаях пулмасть ирттернӗччӗ. Халӗ Тӑвай тӑрӑхӗнче пухӑннӑ. Ку темӑна сӳтсе явма унти «Упа кӗтесӗ» кану базине пуҫтарӑннӑ. Унта Чӑваш Республикинче туризма сарассипе ӗҫлекен ведомствӑсен хушшинчи канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Туризм отраслӗн аталанӑвне культура министрӗн ҫав енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Иван Иванов тишкернӗ. «Симӗс кил-ҫурт» тулли мар яваплӑ общество ертӳҫи Михаил Горбатин хӑйӗн объекчӗпе паллаштарнӑ. Сӑнсем (31) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Шупашкарти Маяковский ячӗллӗ хулари тӗп вулавӑшра «Классика вулатпӑр» акци пырать. Ӑна нумаях пулмасть хулари 39-мӗш шкулти пиллӗкмӗш «и» класра ирттернӗ. Хӑнана Светлана Асамат сӑвӑҫа, юрӑҫа тата композитора йыхравланӑ. Светлана Асаматпа кӗскен паллаштарас тӑк, вӑл — чӑваш культуринче паллӑ ҫын, 100 ытла эстрада юррин, 14 кӗнеке авторӗ. Ачасене вӑл хӑйӗн сӑввисемпе паллаштарнӑ. Ача чухне вуланӑ кӗнекесем унӑн пултарулӑхне витӗм кӳнине палӑртнӑ. Сасӑпа вулама ачасем вырӑссен классикӗн Антон Чеховӑн «Лошадиная фамилия» калавне суйласа илнӗ. Ӑна Светлана Асамат вуланӑ. Тӗлпулура «Чувашские легенды и сказки» кӗнекери хайлавсене те вуланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Паян Чӑваш наци вулавӑшӗнче Евгений Турханӑн ҫӗнӗ кӗнекине — «Каганлӑх тӗпренчӗкӗ» ятлине — хӑтларӗҫ. Мероприяти 15:00 сехетре пуҫланчӗ. Романри ӗҫсем XIX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче пулса иртеҫҫӗ. Тӗп харкамҫӑсен сӑнарӗсем урлӑ автор вӑл вӑхӑтри хресченсен пӑлхавне кӑтартса парать. Романра чӑнлӑх тӗпренчӗкӗсем те пур — автор хайлава ашшӗпе аслашшӗ каласа панисене тӗпе хурса ҫырнӑ. Евгений Турхан пӗр кӗнекепе ҫырлахасшӑн мар, иккӗмӗшне те хатӗрлеме пуҫланӑ. Хӑтлава ҫыравҫӑсем, чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем, Хусанти юлташӗсем килнӗччӗ. Мероприятие пухӑннисем пурте тенӗ пекех ҫӗнӗ кӗнекене те авторне те мухтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Вӑрмарти канупа культура центрӗ «Выля, хуткупӑс,янра, такмак!» район фестивальне 5-мӗш ҫул ирттерет. Кӑҫал 50 ҫын хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ. Ҫак кун Вӑрмар районӗнчи чи лайӑх ушкӑнсем юрланӑ, такмак каланӑ. Фестиваль вӗҫленсен чи маттуррисене Вӑрмар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн, общество организаийӗн, Раҫҫей пинсионерӗсен союзӗн дипломӗсене панӑ. «Чи лайӑх хуткупӑсҫӑ» ята Пысӑк Енккассинчи Николай тата Владимир Гавриловсем тивӗҫнӗ. Кӗтеснерти Маргарита Андреева «Чи лайӑх такмакҫӑ» номинацире ҫӗнтернӗ. «Чи ҫамрӑкки» номинацире «Капельки» ташӑ ушкӑнӗнчи солистка мала тухнӑ. Жюрин ятарлӑ парнине «Сарнар» халӑх фольклор ушкӑнӗ тивӗҫнӗ. Сӑнсем (39) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Авӑнӑн 17–19-мӗшӗсенче Улатӑрта сусӑрсен «Пурӑнас тесе» регионсен хушшинчи ыркӑмӑллӑхпа культура фестивалӗ иртнӗ. Унпа килӗшӳллӗн хулара куҫ курманнисем тата япӑх куракансем валли вулавӑш уҫнӑ. Кунашкалли республикӑра урӑх ҫук. Фестивалӗн юлашки кунӗнче гала-концерт иртнӗ. Пантелеимон епископ каланӑ тӑрӑх, фестиваль сусӑрсене пултарулӑхне кӑтартма май парать. Фестиваль хӑнисене Федор епископ саламланӑ. Вӑл сусӑрсемпе ӗҫлекен пайӑн ертӳҫи. ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Ефремов каланӑ тӑрӑх, патшалӑх сусӑрсем валли чылай ӗҫ тӑвать. Анчах ку фестиваль вӗсемшӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Вӑл пултарулӑха атлантарма кӑна мар, пурӑнма та хистет. 5 ҫулта фестиваль Никама пӑхӑнман патшалӑхсенчи, Раҫҫейри 17 регионти ҫӗр-ҫӗр ҫынна пухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Марат Никитин Чӑваш Енре «Хорло» тулли метражлӑ фильм ӳкерме палӑртнӑ. Режиссерӗ — Марат Никитин. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ. Фильм мӗн пирки пулӗ-ха? Марат Никитин каланӑ тӑрӑх, Хорло ятлӑ хӗр аслашшӗпе ҫынсенчен аякра пурӑнать. Вӗсем утар тытаҫҫӗ, пыл сутаҫҫӗ. Вӗсене урӑх нимӗн те кирлӗ мар. Анчах пӗррехинче Хорло сарайра аманнӑ арҫынна Соктона тупать. Хорла ӑна юратса пӑрахать, арҫынна сыватас тесе вилнӗ амӑшӗн пулӑшу ыйтать. Лешӗ пулӑшать. Анчах Сокто сывалнӑ хыҫҫӑн ҫухалать. Хорлон вара ҫие юлать. Аслашшӗне каламасӑр полицире ӗҫлекен инкӗшӗ патне каять. Соктона СИЗОра шыраса тупаҫҫӗ. Вӑл темиҫе эрне каялла тарнӑ преступник-мӗн. Халӗ вӑл Хорлона палламасть те тейӗн. Инкӗшӗ Хорлона аборт тума хистет, анчах хӗр ачана хӑварма йышӑнать. Вӑл каллех хӑйӗн тӗнчине, аслашшӗ патне, таврӑнать. Сценӑсене пӗр вырӑнта кӑна мар ӳкерӗҫ. Ӳкерӳ Ҫӗрпӳ, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче, Канаш ҫывӑхӗнче, Йӗпреҫре пулӗ. Тӗп эпицентр чӑваш ялӗ пулӗ. Чи малтанах фильма Пушкӑрт Республикинче ӳкерме палӑртнӑ. Анчах ку тӑкаклӑ-мӗн. Чӑваш Енре хитре вырӑнсем нумай. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Вадим Ефимов культура министрӗ Чӑваш Енре культура объекчӗсен йышӗ сахалланӗ. Кун пирки республикӑн культура министрӗ Вадим Ефимов пӗлтернӗ иккен. Шупашкар районӗнчи Апашра хӑй вӑхӑтӗнче вырнаҫтарнӑ палӑка 1906 ҫулхи чӑваш хресченӗсен пӑлхавне асӑнса лартнӑ иккен. Патшалӑх хӳтлӗхӗнче вӑл 1974 ҫултанпа пулнӑ. Ефимов министр каланӑ тӑрӑх, палӑка чӑтӑмлах мар материалтан ӑсталанине пула ҫулсем иртнӗҫем вӑл ишӗлсе пӗтнӗ-мӗн. Ҫавна май ӑна культура эткерлӗхӗ шутӗнчен кӑларас тесе шут тытнӑ. Асӑннӑ палӑксӑр пуҫне Шупашкар районӗнче регион пӗлтерӗшлӗ тата тепӗр тӑватӑ объект иккен. Ку шутра — 1821 ҫулта Шемшерте хута янӑ Успени чиркӗвӗ, 1917 ҫулта тунӑ Алькешри Хусан Турӑ амӑшӗн чиркӗвӗ, 1809 ҫулта Ҫӳлтикассинче уҫнӑ Улатимӗр Турӑ амӑшӗн чиркӗвӗ тата 19-мӗш ӗмӗрхи Мӑнал ялӗнчи Христос чӗрӗлнин чиркӗвӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
«Чӗрӗ сӑмах» спектакльти сыпӑк Ыран Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗнче черетлӗ сезон уҫӑлать. Халӑха театр репертуарӗнчи ҫӗнӗ спектакльсенчен пӗрне, «Пирӗн атте авланать» ятлине, йыхравлаҫҫӗ. Ӑна Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Валерий Иовлев пьеси тӑрӑх Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Вячеслав Оринов режиссер лартнӑ. Каҫхине куракана камитпе савӑнтарӗҫ, анчах кӑнтӑрла та театр хӑйӗн асамлӑхӗпе киленме йыхравлать. Кӑнтӑрла иртни икӗ сехетре унта Чӑваш Республикин тата Казахстан Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗн Иосиф Трерӑн пысӑк ӗҫне — «Чӗрӗ сӑмах» музыкӑпа сӑвӑ ревюне — куракан патне ҫитерӗҫ. Ӑна 20 ӗмӗрти хӑватлӑ поэтсен поэзине халалланӑ. Ҫав шутра Геннадий Айхи те пур. Спектакль валли билет сутса пухнӑ «кӗмӗле» Геннадий Айхи ячӗллӗ фонда куҫарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |