Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Халӑх «Ҫуралнӑ ҫӗршывшӑн чӗрем юрлать» концертпа киленчӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 16.04.2015 21:38 | 1968 хут пӑхнӑ
Культура

Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӑн Культура ҫуртӗнче Аслӑ Ҫӗнтерӗве 70 ҫул ҫитнине, Литературӑпа Константин Иванов ҫулталӑкне, вырӑс тата чӑваш ҫыравҫисемпе поэчӗсене юбилейӗсене халалланӑ чаплӑ гала-концерт иртрӗ. Ял тӑрӑхӗсен йӑлана кӗнӗ смотр-отчечӗсем вӑхӑтӗнче пултарулӑх ушкӑнӗсен чи лайӑх номерӗсене суйласа илнӗ, шӑпах ҫавсене курма халӑх йышлӑ пухӑннӑ та. Районти чи лайӑх хор, ташӑ, фольклор коллективӗсем хутшӑнчӗҫ гала-концерта. Пӗччен е иккӗн юрлакансем те, кулӑшла сценкӑсем кӑтартакансем те, сӑвӑ калакансем те пулчӗҫ. Вӗсене залта ларакансем тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑнчӗҫ.

Чи малтанах ачасен пултарулӑхӗ пирки каласа хӑварас килет. Ҫитӗнекен ӑру сцена ҫине тухни пурин кӑмӑлне те каять, ку хутӗнче те ачасен хорӗ шӑрантарнӑ юрӑсемпе, илемлӗ ташӑсемпе куракан кӑмӑллӑ юлчӗ. Штанаш, Пантьӑк, Хӗрлӗ Чутай, Кив Атикасси ял тӑрӑхӗсенчи фольклор ушкӑнӗсем чӑваш ташши-юррисемпе савӑнтарчӗҫ.

Штанашсен Константин Ивановӑн «Нарспи» поэмипе ҫыхӑнтарса лартса панӑ ӗлӗкхи чӑваш туйӗ, ташӑ-юрӑ композицийӗ куракансен кӑмӑлне кайрӗ. Хусанушкӑньсен «Аслӑ Ҫӗнтерӳ ячӗпе» музыкӑпа хореографи композицийӗ те асра юлчӗ. Паллах, 10 ял тӑрӑхӗнчи, районти Культура ҫуртӗнчи, Ачасен искусство шкулӗнчи, Хӗрлӗ Чутай шкулӗнчи, «Пилеш» ача пахчинчи пултарулӑх ушкӑнӗсен номерӗсенчен тӑракан концерт хӑвӑрт вӗҫленессе никам та кӗтмерӗ, пачах та урӑхла, лайӑх номерсемпе киленсе канас шутпа пухӑнчӗҫ куракансем.

Концерт программи пуян, ытти ҫулхисенчен расна пулчӗ. Смотр-отчет тематикине пӑхӑнса хатӗрленӗ номерсем чуна тыткӑнламалла пиҫсе тухнӑ. Вӗсенче тӗрлӗ халӑх йӑли-йӗрки, туйӑмӗ палӑрчӗ.

Сӑнсем (183)

#Хӗрлӗ Чутай, #Хусанушкӑнь, #Ҫӗнтерӳ кунӗ, #Константин Иванов ҫулталӑкӗ, #Литература ҫулталӑкӗ, #концертсем, #культура, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Штанаш, #ача пахчисем, #шкулсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем