Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Анатолий Ӗмӗтӗн кӗнекине хӑтларӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 27.01.2016 06:12 | 1762 хут пӑхнӑ
Культура

Татьянӑсен кунӗнче Хӗрлӗ Чутайри тӗп вулавӑшра ҫак районти Калкасси ялӗнче ҫуралнӑ Анатолий Алексеевич Тихоновӑн «Ӗмӗтӗм ман малалла…» кӗнеке хӑтлавӗ пулчӗ. Анатолий Алексеевич хӑй вӑхӑтӗнче бухгалтер пулса районти тӗрлӗ организацисенче ӗҫленӗ, ҫав вӑхӑтрах 3-мӗш ушкӑн инваличӗ пушӑ вӑхӑтра поэзипе интересленнӗ. 2013 ҫулта унӑн пӗрремӗш кӗнеки — «Ӗмӗтленнӗ, ӗмӗтленетӗп-ха...» сӑвӑсен пуххи — вулавшӑн ача-пӑча уйрӑмӗнче кун ҫути курнӑ. Зоя Спиридонова поэт-композитор Анатолий Ӗмӗтӗн сӑввипе «Мӑшӑрӑм» ятлӑ юрӑ кӗвӗленӗ. Автор ӑна хӑйӗн мӑшӑрне — Лидия Федоровнӑна — халалланӑ.

Литература ҫулталӑкӗнче, раштав уйӑхӗнче кун ҫути курнӑ ҫӗнӗ кӗнекере ытларах юрату ҫинчен хайланӑ сӑвӑсем. Кӗнеке хуплашки те, тӳрех вулакана хӑй патне туртать, сӑвӑсем чуна тыткӑнлаҫҫӗ. Хӑтлава Елена Чубайкина библиотекарь ертсе пычӗ. Пухӑннисем малтанах «Мӑшӑрӑм» юрӑ итлесе киленчӗҫ. Анатолий Ӗмӗт районти «Пирӗн пурнӑҫ» хаҫатпа, республикӑра тухса тӑракан «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» хаҫатпа, «Капкӑн» журналпа туслӑ ҫыхӑну тытать. Кунта унӑн сӑввисем час-часах пичетленеҫҫӗ.

Нина Романова поэтӑн малтанхи кӗнекине еплерех кӑларнине каласа кӑтартрӗ. «Пирӗн пурнӑҫ» хаҫат редакцийӗ, тӗп

вулавӑш ертӳҫин ӗҫӗсене туса пыракан Валентина Таллерова тата ыттисем Анатолий Ӗмӗте пултарулӑхра татах та ытларах ҫитӗнӳсем тума, вулакансене хитре сӑвӑсемпе савӑнтарма вӑй-халпа ҫирӗп сывлӑх сунчӗҫ.

«Шухӑш-ӗмӗт ман сӑвӑра,

Пулатӑп-и ӗҫре е вӑйӑра.

Кӑмӑл, вӑй-хӑватӑм ҫӗкленет,

Сӑвӑсем шӑрҫалассӑм килет».

#кӗнекесем, #хӑтлавсем, #Хӗрлӗ Чутай, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Калкасси, #культура, #вулавӑшсем

 

Сӑнсем (5)

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем