Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Паян калавсен Кашкар Махмучӗ ячӗллӗ ӑмӑртӑвӗн чӑваш тапхӑрӗн ҫӗнтерӳҫисене палӑртӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Илле Иванов 30.09.2016 14:21 | 1434 хут пӑхнӑ
Культура

Чӑваш литературишӗн паян пӗлтерӗшлӗ кун, мӗншӗн тесен калавсен Кашкар Махмучӗ ячӗллӗ ӑмӑртӑвӗн чӑваш тапхӑрӗн ҫӗнтерӳҫисене палӑртӗҫ. Эпир хыпарланӑччӗ ӗнтӗ: ӑмӑртӑва Еврази ҫыравҫисен пӗрлӗхӗ ирттерет (штаб-хваттерӗ Турцире вырнаҫнӑ, ертӳҫи – Якуп Омероглу доцент, доктор). Чӑваш тапхӑрӗнчи ӑмӑрту ҫинчен кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче пӗлтернӗччӗ, вӑл ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче вӗҫленчӗ.

Ӑмӑртӑвӑн чӑваш тапхӑрне ирттерессишӗн яваплӑ Ҫыравҫӑсен ирӗклӗ пӗрлӗхӗнчен пӗлтернипе, кӑҫалхи ӑмӑртӑва 17 ҫыравҫӑ 21 хайлав тӑратнӑ. Авторсем камсем пулнине калавсене хакланӑ хыҫҫӑн ҫеҫ уҫӑмлатнӑран, ӑмӑртӑва камсем-камсем хутшӑннине халлӗхе калама ҫук. Анчах та самай «шултра» ҫыравҫӑсем те хутшӑнма пултарнӑ тесе тӗшмӗртме пулать. Хӑш-пӗр тишкерӳҫӗсем ӑмӑртӑва Виталий Енӗш, Денис Гордеев, Николай Максимов, Борис Чиндыков, Надежда Ильина, Геннадий Максимов, ҫавӑн пекех Владислав Николаев, Илле Иванов, Ион Шеремет хутшӑнма пултарнӑ тесе тӗшмӗртеҫҫӗ. Калавсене ярса пани тӑрӑх, ӑмӑртӑва Пушкӑртстанра, Тутарстанра тата Чӗмпӗр облаҫӗнче пурӑнакан чӑваш ҫыравҫисем хутшӑнма пултарнӑ.

Калавсен Кашкар Махмучӗ ячӗллӗ ӑмӑртӑвӗн чӑваш тапхӑрӗн тӳрелӗхӗнче Виталий Родионов ӑслӑлӑх докторӗ, профессор, Петӗр Эйзин сӑвӑҫ, Атнер Хусанкай тата Ирина Кириллова литература тӗпчевҫисем, Николай Ларионов журналист пулчӗҫ. Тӳрелӗх хӑйӗн ӗҫне паян питӗ кая юлса вӗҫлеме пултарать, мӗншӗн тесен тӳрелӗх ертӳҫи тата ыттисем ӗҫлӗ ҫулҫӳревре республика тулашӗнче-ха. Ҫапах та тӳрелӗх хӑй сӑмахне паян калатех. Ҫавӑнпа ҫурҫӗр еннелле чӑваш литература пурнӑҫӗшӗн пӗлтерӗшлӗ хыпар кӗтетпӗр. Кӗтмелӗх пур: чӑваш тапхӑрӗн ҫӗнтерӳҫи 60 пин тенкӗ парне ҫӗнсе илӗ, иккӗмӗш вырӑншӑн — 30 пин, виҫҫӗмӗшшӗн — 20 пин тенкӗ. Чӑваш литературинче кун пек сумлӑ парнесем ытла та сахал ҫав…

#литература, #ӑмӑртусем, #Турци, #чӑваш чӗлхи, #конкурссем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем