Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Чӗнтӗрлӗ чаршав» пӗтӗмлетӗве хатӗрленет

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 19.03.2016 16:51 | 1824 хут пӑхнӑ
Культура

Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗ ҫывхарнӑ май республикӑра «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурс ирттерме хатӗрленнине маларах эпир пӗлтернӗччӗ.

Театр ӳнерӗн Пӗтӗм тӗнчери кунне пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ. Асӑннӑ конкурса Чӑваш Енре яланхиллех ҫав кун пӗтӗмлетӗҫ.

Театрсем пирки пӗтӗмӗшле каласан, паян пирӗн республикӑра патшалӑхӑн профессилле театрӗсем улттӑ. Раҫҫей тата тӗнче шайӗнче ят-сум ҫӗнсе илнӗ театр учрежденийӗсен шутне республикӑн Культура министерстви Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрне кӗртет. Ҫакна вӑл ҫав театр пӗтӗм тӗнче шайӗнчи балет тата опера фестивалӗсем ирттернипе те сӑлтавлать тесе ӑнланма пулать асӑннӑ ведомствӑн сайтӗнчи хыпар тӑрӑх. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ тата Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ пирки те ыррине самай калама пулать. Чӑн та, унта лартакан спектакльсемпе миҫе ӑру ӳсмен-ши?! Вырӑс драма театрӗн те хӑйӗн кураканӗ. Патшалӑхӑн шутланакан драмӑн сӑнавлӑ театрӗ те ҫак ӳнере юратакансем хушшинче ятлӑрах та, сумлӑрах та пулса пырать темелле. Пукане театрне вара пӗчӗк куракансем кӑна мар, вӗсене курма ертсе пыракан аслисем те кӑмӑллаҫҫӗ.

Пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, 16 сехетре, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурса пӗтӗмлетӗҫ.

#чӗнтӗрлӗ чаршав, #конкурссем, #уявсем, #чӑваш академи драма театрӗ, #вырӑс драма театрӗ, #культура, #пукане театрӗ, #театрсем, #ҫамрӑксен театрӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем