Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Асам» кинофестивалӗн мерченӗ — «Киремет катин» тулли версийӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 16.11.2015 20:30 | 2349 хут пӑхнӑ
Культура

Наци вулавӑшӗнче паян Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» пӗрремӗш кинофестивалӗ уҫӑлчӗ. Зал лӑк тулли пухӑннӑран чылайӑшӗ валли вырӑн та ҫитмерӗ — вӗсем тӑрса итлерӗҫ.

Фестивале уҫнӑ май чи малтанхи сӑмаха культура министрӗн ҫумӗ Казакова Татьяна Васильевна тухса каларӗ. Вӑл ҫак кинофестивалӗн пӗлтерӗшӗ пирки чарӑнса тӑчӗ, Шупашкарта иртекен тепӗр кинофестивальпе ҫыхӑнтарчӗ. Ҫитес ҫул Раҫҫейре кино ҫулталӑкӗ пулнӑ май «Асам» кинофестиваль килес ҫулхи мероприятисене ҫул парӗ тесе хакларӗ.

Кинофестивале уҫнӑ май Чӑваш Республикинчи кинематографистсен пӗрлешӗвӗн пайташӗсене удостоверенисем пачӗҫ. Пӗрремӗш тата иккӗмӗш номерсене Иоаким Степанович Максимов-Кошкинскийпе Тани Юна парассине пӗлтерчӗҫ. Пӗрремӗшне илме Тутарстанри Теччӗ районӗнчи делегаци килнӗччӗ (паллӑ режиссёрӑн тӑванӗ те пурччӗ), иккӗмӗшне Етӗрне тӑрӑхӗнчен килнӗ элче пачӗҫ. Ҫавӑн пекех вӗсене кинофестиваль кӳлеписене те парнелерӗҫ. Иккӗшне те вырӑнсенчи музейсене вырнаҫтарма шантарчӗҫ.

«Асам» кинофестиваль уҫӑлнӑ май мероприятие килнисене икӗ фильм кӑтартрӗҫ. Пӗри «История чувашского кинематографа» (чӑв. Чӑваш кинематографин кун-ҫулӗ) ятлӑскер пулчӗ. Хурапа шурӑлла СССР вӑхӑтӗнчех ӳкернӗскер 8 минут тӑсӑлчӗ, Иоаким Степанович Максимов-Кошкинскийпе Тани Юн пирки каласа пачӗ. Иккӗмӗшӗ вара илемлӗ фильм пулчӗ — 1931 ҫулта ӳкернӗ «Киремет кати» ятлӑскер. Ӑна ҫак кинофестиваль валли ятарласа хальхи формата куҫарнӑ, кӗвӗпе илемлетнӗ. Ӳнер ӗҫченӗсемшӗн ку чӑн та чи пысӑк парне пулчӗ: ҫӗнӗ историре пысӑк экран ҫинче ӑна пӗрремӗш хут кӑтартрӗҫ. Унччен 42 минут тӑсӑлакан фильмӑн кадрӗсен пӗр пайне ҫеҫ курма пултарнӑ, хальхинче вара, чӑваш ӑстаҫисем тӑрӑшнине пула, «Киремет катине» туллин курма май пулчӗ. Чылайӑшӗ: «Ку фильма тӗнче шайӗнче кӑтартсан та намӑс мар», — тесе хак пачӗҫ.

Кинофестиваль эрнипех пырӗ. Ӑна шӑматкун, чӳкӗн 21-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Ыранхи программӑра виҫӗ конкурслӑ фильм курма май пулӗ: «Чувашские амазонки» (чӑв. Чӑваш амаҫынсем) тата «Сурхурипе кӑшарни йӑлисем паян...» документаллӑ фильм тата «Аксар» студи ӳкернӗ «Пурнӑҫ урапи» илемлӗ фильм. Программӑпа туллин кинематографистсен пӗрлӗхӗн сайтӗнче паллашма пулать.

#кинофестивальсем, #наци вулавӑшӗ, #фильмсем, #культура, #Культура министерстви, #ӳнер

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем