Республикӑра
Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Ачасене право енчен пулӑшмалли кун иртӗ. Раҫҫей шайӗнчи ҫак мероприятие ҫӗршывӑн мӗнпур субъектӗнче йӗркелӗҫ. Ҫав шутра — пирӗн республикӑра та. Ачасен правине хӳтӗлес ыйтусемпе консультаци кӳме ҫав кун ятарлӑ пунктсем уҫӑлӗҫ. Вӗсем тӳлевсӗр ӗҫлӗҫ. Опекӑпа попечительствӑпа, ачасемпе ашшӗ-амӑшӗн хутшӑнӑвӗсемпе ҫыхӑннӑ вун-вун ыйтӑва уҫӑмлатма май килӗ. Тӳлевсӗр пулӑшакан пунктсене районсемпе хуласенчи халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрсенче, социаллӑ реабилитаци центрӗсенче йӗркелеме палӑртнӑ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсенче ытти мероприяти те самай пулмалла. Ашшӗ-амӑшӗпе ачасем валли ҫав кун, сӑмахран, Уҫӑ алӑксен кунӗ, «Мой телефон доверия» (чӑв. Манӑн шанчӑк телефонӗ) акци иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Чӑваш Енре пурӑнакан Васильевсем лотерея выляса 1 миллион тенкӗ выляса илнӗ. Ку укҫапа вӗсем хулара хӗрӗсем валли хваттер туянасшӑн. Петрпа Ирина Васильевсем виҫӗ хӗр ҫитӗнтернӗ: Елена, Наталья, Мария. Кил хуҫ хӗрарӑмӗ шкулта вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентет. Шӑпах вӑл билет туяннӑ та. «Эпӗ Шупашкара Мария вӗренекен колледжа ашшӗ-амӑшӗн пухӑвне кайрӑм. Вокзал ҫывӑхӗнче лотерея киоскӗ куртӑм. Сутуҫӑ пӗр билет кӑна юлнине пӗлтерчӗ. Малтанах туянасшӑн марччӗ, ҫапах туянтӑм. Автобуса лартӑм та кун пирки пӗр эрнелӗхе манса кайрӑм», - аса илнӗ Ирина Васильева. Лотерея вылявне телевизорпа вӑл пӑхман та. Кайран билета сайтра тӗрӗсленӗ. 1 миллион тенкӗ выляса илнине курсан ӗненмен те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Ирина Иванова тата Елена Репина. «Советская Чувашия» сӑнӳкерчӗкӗ Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкарта Раҫҫей почтисен ӗҫченӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӗн регионсен хушшинчи тапхӑрӗ иртнӗ. Тӗп хулана Чулхула, Киров облаҫӗсенчен Пермь крайӗнчен, Мари Элтан, Мӑкшӑ тата Удмурт республикисенчен ҫитнӗ. Почта ӗҫченӗсем тӗрлӗ тӗрӗслев витӗр тухнӑ. Ҫыхӑну уйрӑмӗн чи лайӑх пуҫлӑхӗ Ирина Иванова пулса тӑнӑ. Вӑл Шупашкарти 26-мӗш уйрӑмра вӑй хурать. Мари Элти Маргарита Мочалова – чи лайӑх оператор. Ҫак номинацирех Чӑваш Енри Елена Репина иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсен Мускавра иртекен финала хутшӑнма тивӗ. Сӑмах май, пӗлтӗр Шупашкарти Диана Илеменова Раҫҫей шайӗнчи конкурсра ҫӗнтернӗ, ӑна «Лада Веста» машина парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Чӑваш Енре ӗҫ сыхлавӗ енӗпе ӗҫлекен чи лайӑх специалистсене чысланӑ. Вӗсене республикӑн Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин Шупашкарти «Аспект» вӗренӳпе методика центрне пухнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Сергей Димитриев министр саламланӑ. Конкурса ҫулсерен 70 ытла специалист хутшӑнать. Кӑҫалхинче финала 13-ӗн тухнӑ. Вӗсем пурте — район-хула шайӗнчи конкурссенче ҫӗнтернисем. Ӗҫ сыхлавӗпе тӑрӑшакан чи лайӑх специалист ята Комсомольски районӗнчи Тукай Мишер шкулӗнчи Рушания Зинатуллина тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш вырӑнта — Республикӑн офтальмологи пульницинчи Владимир Алентьев тата «КЕТРА» савутри Анатолий Михайлов; виҫҫӗмӗшӗнче — Шупашкарти «Мостотряд» фирмӑри Сергей Белов тата Йӗпреҫри психоневрологи интернатӗнчи Оксана Василенко. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
«Мой город» сатйран илнӗ сӑн «Алкоголь» операци вӑхӑтӗнче полицейскисем Етӗрне районӗнче суя эрех тупнӑ. Ӑна унччен пӗрре мар судпа айӑпланнӑ 48 ҫулти арҫын сутнӑ. Халӗ йӗрке хуралҫисем ют тавар паллипе усӑ курнӑшӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ. Тӗрӗссипе, полицейскисем ҫак арҫынран спиртлӑ продукцие пӗрре мар туртса илнӗ. Вӗсен йышӗнче ҫын пурнӑҫӗпе сывлӑхӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан эрехсем те пулнӑ. Хальхинче ҫак арҫынран 90 курупка алкоголь туртса илнӗ. Вӗсенче шурӑ эрех, виски, коньяк пулнӑ. Арҫын алкоголе паллӑ суту-илӳ маркипе сутнӑ. Палӑртмалла: «Алкоголь» операци вӑхӑтӗнче 5 пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Оперативниксем пӗтӗмпе 150 литр спиртлӑ шӗвек туртса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Шупашкар районӗнчи Мемеш ялӗнче пурӑнакан арҫын тарса ҫӳренӗ ахӑртнех. Суд приставӗсем ӑна Сӗнтӗрвӑрри районӗнче тупнӑ. 37 ҫулти арҫын 18 ҫул тултарман виҫӗ ачишӗн алимент тӳлемен. Парӑм 2011 ҫултанпа 950 пин тенке ҫитнӗ. Вӑл мӗншӗн тӳлейменнине ӑнлантарса панӑ. Ҫак тапхӑрта хайхискер Шупашкарта иккӗмӗш арӑмӗпе тара илнӗ хваттерте пурӑннӑ. Вӗсен тепер 5 ача ҫуралнӑ. Иккӗмӗш арӑмӗ те ачисене алимент тӳлеме заявлени ҫырнӑ. Нумай ача ашшӗ ниҫта та ӗҫлемест, ҫемьене укҫа илме килмест, пепкисене воспитани памасть-мӗн. Парӑмҫа Шупашкар районӗнчи суд приставӗсен уйрӑмне илсе ҫитернӗ, ун тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ. Арҫын парӑма татмасан пуҫиле ӗҫ пуҫарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Етӗрне районӗнче пурӑнакан икӗ арҫын Ильина Гора ялӗ ҫывӑхӗни ҫырмара хыр касса вутӑ хатӗрленӗ. Вӗсене ҫав вӑхӑтра участковӑй «поличнӑйпе» тытнӑ. 34 ҫулти тата 42-ри арҫынсене тытса чарнӑ. Вӗсем 20 хыр каснӑ. Полици кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет. Арҫынсене вара уголовлӑ майпа явап тыттарма пултараҫҫӗ. Пӗри унччен те судпа пӗрре кӑна мар айӑпланнӑ-мӗн. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ҫак ҫынсем хыр касса мӗн чухлӗ тӑкак кӳнине шутлаҫҫӗ. Йӗрке хуралҫисем йывӑҫсем камӑн лаптӑкӗ ҫинче ӳснине те тупса палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Шупашкарта пурӑнакан Леонид Леонидович Мигушовпа тӑванӗсем пӗр уйӑх ҫыхӑнӑва тухаймаҫҫӗ. Юлашки хутчен вӗсем унпа юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче калаҫнӑ. Ӑҫта кайса кӗнӗ-ха 53 ҫулти арҫын? Никам та пӗлмест. Ӑна халӗ полици те шырать. Икӗ кун каялла тӑванӗсем вӑл ҫухални пирки йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Арҫын Мускава ӗҫлеме кайсан ҫухалнӑ. Вӑл хыткан, ҫӳллӗ - 185 сантиметр. Сылтӑм алли ҫинче суран йӗрӗ пур. Ҫухалнӑ кунхине тӑванӗсем вӑл мӗн тӑхӑннине пӗлмеҫҫӗ. Тен, Леонид Мигушова хӑть те кам курнӑ? Полицие шӑнкӑравласа пӗлтерӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Лапсар (Шупашкар районӗ) ялӗнчи контейнерсем «Килти ҫӳп-ҫапа та пӗлсе пуҫтарма пулать. Елчӗксем вара ку ӗҫе йӗркелесе ҫитереймен-ха. Пуҫтаракан организаципе килӗшӳ тунӑ ҫынсем тул ҫутӑлсанах ҫӳп-ҫап витрисене, хутаҫӗсене, миххисене урама кӑларса хураҫҫӗ, мӗншӗн тесен ятарлӑ урнӑсем, контейнерсем ҫук. Вӗсем вара ҫынсем пурӑнакан ҫуртсем, лавккасем умӗнче темиҫе сехет выртаҫҫӗ. Ҫак вӑхӑтра унта йытӑсем, чӑхсем чакаланаҫҫӗ, хутаҫсене тустараҫҫӗ, сапалаҫҫӗ, ҫӳп-ҫап урам тӑрӑх вӗҫет. Хӑш чух машина килменни те пулать. Ун чухне урамра хутаҫсемпе михӗсем 1-2 кун та выртаҫҫӗ», — пӗлтерчӗҫ паян Чӑваш халӑх сайтне вӑл тӑрӑхрисем. «Ҫӳп-ҫап пуҫтаракан организаципе килӗшӳ туманнисенчен те укҫа сӑптӑрас тесе шутланӑ. Ҫак сӑлтавпа ял тӑрӑхӗнче список тунӑ: ҫуртра миҫе ҫын пропискӑра тӑрать, ҫавсенчен кашнинчен укҫа пуҫтармалла», — тенӗ ҫырура. Юлашкинчен калани пирки Чӑваш халӑх сайчӗ ҫакна уҫӑмлатмаллах тесе шухӑшлать. Ҫӳп-ҫапшӑн ҫын шутне кура укҫа пухасси ҫӗршывӗпех йӑлана кӗчӗ. Ку вӑл Елчӗкри йышӑну мар. Ҫӳп-ҫап контейнерӗсем пулсан аванни каламасӑрах паллӑ. Шупашкар районӗнчи Янӑш ял тӑрӑхӗнче те контейнерсем ҫук. |
Республикӑра
Чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче полицие Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑрат ялӗнчи лавккана ҫаратни пирки пӗлтернӗ. Такам чӳречене ҫӗмӗрсе шала кӗнӗ. Ун хыҫҫӑн 0,1, 0,250 тата 0,350 литрлӑ эрех кӗленчисем, пушшисем, тӑрса юлнӑ. Вӑрӑ лавккара эрех ӗҫнӗ, вӑл пушӑ алӑпа тухса кайман – пӗрле тепӗр икӗ кӗленче эрех тата кӑлпасси илнӗ. Каярахпа ҫак ӗҫе кам тума пултарнине палӑртнӑ: унччен суд тенкелӗ ҫине пӗрре мар ларнӑ, ҫак ялтах пурӑнакан 51 ҫулти арҫын. Полицейскисем ун патне киле пынӑ чухне вӑл ҫывӑрнӑ. Лавккаран вӑрласа тухнӑ япаласене килӗнче тупнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |