Культура
Хусанта ӗнер, юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, тӗрӗк ҫамрӑкӗсен 2-мӗш фестивалӗ старт илнӗ. Унта 10 ытла тӗрӗк халӑхӗсен ҫамрӑкӗсем килсе ҫитнӗ. Чӑваш Енрен фестивале «Ирӗклӗх» пӗрлӗх тата чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сувар» пӗрлешӗвӗ хутшӑнать. Кунсӑр пуҫне мероприятие азербайджансем, турккӑсем, пӑлхарсем, казахсем, кӑркӑссем, нухайсем тата тӗрӗк халӑхӗсен ытти ҫыннисем килнӗ. Фестиваль программи анлӑ. Унпа килӗшӳллӗн, Тутарстан чиновникӗсемпе тӗл пулӗҫ, экскурсисем ирттерӗҫ, семинарсемпе хӑтлавсем йӗркелӗҫ. Фестивале «Атӑл» центр, тутарсен наци культурин федераци автономийӗ тата Тутарстанри ҫамрӑксен ӗҫӗпе тата спорт енӗпе ӗҫлекен министерство йӗркеленӗ. Вӑл юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗччен пулӗ. Аса илтерер: 1-мӗш фестиваль те Хусанта иртнӗ. Ун чухне те унта чӑваш организацийӗсем хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Кӑҫал Литература тата К.В. Иванов ҫулталӑкӗ пулнӑ май елчӗк ҫыравҫисемпе тӗпчевҫисем сахал мар кӗнеке кӑларма май тупрӗҫ тесе пӗлтерет асӑннӑ районти тӗп вулавӑш. Пултаруллӑ сцена ӑсти Игнатий Молодов 110 ҫул тултарнӑ май А.А. Тимофеевпа Л.П. Молодова чӑваш халӑх артисчӗн Игнатий Молодовӑн вырӑсла асаилӗвӗсене «О театре и о себе» кӗнекере пичетлесе кӑларнӑ. Кӗнекен тишкерӗвне Елчӗкри культура ҫуртӗнче ирттернӗ. «О театре и о себе» кӗнекери аса илӳсенче автор хӑй ҫинчен кӑна мар, чӑваш театрӗпе ӗҫ коллективӗ пирки уҫӑмлӑн та тӗплӗн каласа панӑ. Ҫавна май вӑл К.В. Иванов ячӗллӗ академи театрӗн историйӗн уйрӑлми пайӗ пулса тӑрать тесе пӗтӗмлетет кун пирки вулавӑш. СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев кӗнеке валли ум сӑмах ҫырнӑ, СССР халӑх артисткин Вера Кузьминапа Василий Митта ҫыравҫӑн асаилӗвӗсем те унта вырӑн тупнӑ. Игнатий Молодов тӗрлӗ рольте вылянӑ самантсен сӑн ӳкерчӗкӗсене кӗртсе хӑварнӑ. ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, кӗнекене пухса хатӗрлекен А.А. Тимофеев, СССР халӑх учителӗ П.Н. Чернов тата Игнатий Осиповичӑн пиччӗшӗн ывӑлӗ А. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ҫӗнӗ Шупашкарти вулавӑшсенче «Литература сезонӗсем» проекта пурнӑҫласси малалла пырать. Ку проект «Ревизор — 2015» конкурс ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ. Юпан 2-мӗшӗнче Юрий Гагарин ячӗллӗ вулавӑшра «Тутар кӗнекин сезонӗ» уҫӑлнӑ. Ӑна Ҫӗнӗ Шупашкарти таврапӗлӳпе истори музейӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Мероприятие «Хӗвеллӗ Тутарстан — ылтӑн ен!» музыка композицийӗпе пуҫланӑ. Унта Раниф Вахитов, Фарида Прудовская, Вячеслав Осипов юрланӑ, ачасем ташланӑ. Унтан Тутар кӗнеке издательствин ҫумӗ Ильдар Хуснутдинов калаҫнӑ. Куракансене «Тутар кӗнекипе» паллаштарнӑ. Ун пирки Ирек Хадиев каласа кӑтартнӑ. Кӗнекепе спорт — ҫумӑнах. Чӑваш наци конгресӗн спорт комитечӗн председателӗ Виталий Васильев «Мингер сабан туе» кӗнекепе паллаштарса ӑна вулавӑша парнеленӗ. Уйӑх тӑршшӗпе ҫӗнӗшупашкарсем тутар литературин ҫыравҫисемпе, куҫаруҫисемпе, авторӗсемпе тӗлпулусем ирттерӗҫ. Кашнинчех 150 ытла кӗнекепе паллаштарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Илга Понорницкая «Книгуру» ятпа иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри конкурс ачасемпе аслӑ классенчи ачасем валли ҫыракан авторсен чи лайӑх ӗҫне палӑртмалли ӑмӑртӑва хутшӑнма тивӗҫ 15 ӗҫе асӑннӑ. Списока Шупашкарта пурӑнакан Евгения Басова ӗҫӗ те кӗнӗ. Вӑл «Подросток Ашим» ӗҫе тӑратнӑ. Автор пирки каласан, Евгения 1963 ҫулта Красноярскра (чӑв. Хӗрлӗҫыр) ҫуралнӑ. Кӑштахран вӑл инженер ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле Шупашкара куҫса килнӗ. Шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн Мускаври патшалӑх университечӗн журналистика факультетне вӗренме кӗнӗ. Журналистика ӑсталӑхне сумлӑ ҫав аслӑ шкулта туптанӑ хыҫҫӑн вӑл Магадан хулине куҫса кайнӑ. Нумаях пулмасть Евгения Басова Шупашкара куҫса килнӗ. Халӗ вӑл профсоюзсен «Время» хаҫатӗнче корреспондентра тата дизайнер-верстальщикра тӑрӑшать. Илга Понорницкая хушма ятпа ҫыракан автор ӗҫне 10–16 ҫулсенчи кирек епле ача та хаклаять. Ҫапла тӑвас тесен kniguru.info сайта кӗрсе регистрациленмелле те ӗҫсене вуласа вӗсене хакламалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Кӗрхи хитре кунсем вӗҫленсе пыраҫҫӗ, ҫавӑнпа ачасем ҫулҫӑсенчен, ытти япаласенчен хитре хатӗр-хӗтӗрсем ӑсталаҫҫӗ. Ача пахчисене ҫӳрекен шӑпӑрлансем те ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле темӗн те тума юратаҫҫӗ. Сӗнтӗрвӑрринчи «Пилеш» ача пахчинче кӗрхи курав иртнӗ. Вӑл «Чудинки из корзинки» (чӑв. Карҫинккари тӗлӗнтермӗшсем) ятлӑ. Ӑна ачасем ватӑсен кунне халалланӑ. Курав ҫак номинацисемпе иртнӗ: «Улма-ҫырла бумӗ» (улма-ҫырларан тунӑ япаласем), «Сеньор Помидор патӗнче — хӑнара», «Очей очарование» (кӗрхи картинӑсем, панно, аппликаци), «Самоделки чудеса» (ҫутҫанталӑк материалӗнчен тунӑ композици), «Золотые руки воспитателя». Куравра ачасемпе ашшӗ-амӑшӗ, воспитательсем хатӗрленӗ чылай ӗҫ пулнӑ. Вӗсем халӗ ача пахчин музейӗнче вырӑн тупнӑ. Сӑнсем (17) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Юпан 17-мӗшӗнче Шупашкарти Камера театрӗнче чӑвашсен тата удмуртсен «Аптӑра-фест» фестивалӗ пӗрремӗш хут иртет. Ку Чӑваш Еншӗн ҫӗнӗлӗх. Пирӗн кӳршӗсем, удмуртсем, дизайн, электронлӑ кӗвӗ, хулари наци культурине йӗркелес енчен малта пыраҫҫӗ. Ӳнерӗн тепӗр енӗсем вара пачах тепӗр май — Чӑвашра аталаннӑ. Чӑвашсемпе удмуртсен пӗр-пӗринчен вӗренмелли пур. Фестиваль программинче — чӑваш живопиҫӗн куравӗ, вулавсем, концертсем, модӑ кӑтартӑвӗ, ташӑ каҫӗ. Унта Праски Виттин, Владимир Ишутовӑн, Игорь Улангинӑн, Георгий Фомиряковӑн ӗҫӗсемпе паллашма май пулӗ. Литература пайӗнче Богдан Анфиногентов (Удмурт Республики), Дмитрий Воробьев (Чӑваш Ен), Алеша Прокопьев (Мускав-Чӑваш Ен), Иосиф Трер (Чӑваш Ен) тухса калаҫӗҫ. Музыка пайӗнче «Ҫиларман» тата Dukes (Удмурт Республики) ушкӑнсем пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке клубне халӑх нумай пухӑннӑ. Унта Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем килнӗ. Хӑнасем «Пирӗн атте авлана-а-ать!» камитпе паллаштарнӑ. Спектакле Валерий Иовлев лартнӑ. Тӗп сӑнар — Николай — ура ҫинче ҫирӗп тӑракан арҫын, ялта уншӑн ним пахи те ҫук. Унӑн пӳрчӗ тахҫанах пушаннӑ, ывӑлӗ-хӗрӗ саланнӑ. Унӑн чунӗ кӗҫӗн ывӑлӗшӗн ыратать. Ывӑлӗ савнипе вӑрҫӑнса кайсан вӑл ахаль лармасть. Спектакльте Василий Павлов, Светлана Савельева, Лидия Красова, Валентина Музыкантова, Валентина Сурикова, Венера Пайгильдина, Николай Дмитриев, Ирина Апхипова, Александр Степанов, Станислав Владимиров, Татьяна Зайцева-Ильина тата ҫамрӑк артистсем выляҫҫӗ. Пучинкесем спектакле ӑшӑ кӑмӑлпа кӗтсе илнӗ. Вӗсем ура ҫине тӑрса тахҫанчченех тӑвӑллӑн алӑ ҫупнӑ. Сӑнсем (20) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче пултаруллӑ ҫамрӑксем ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӗсем — Мускавран. Артистсем Мускаври Галина Вишневская ячӗллӗ колледжран вӗренсе тухнӑ та Шупашкара ҫул тытнӑ. Оперӑпа балет театрне тӑватӑ каччӑ килнӗ. Труппӑра шӑпах йӗкӗтсем ҫитмен. Вӗсемпе пӗрле Элеонора Чалигова балерина та килнӗ. Театрта кун пек балет труппи тахҫанах пулман. Шупашкара ӗҫлеме килнӗ ҫамрӑксем пурте тенӗ пекех Мускавра ҫуралса ӳснӗ. Алексей Рюмин ҫеҫ Тулӑран. Вӗсене Мускавра та ӗҫлеме чӗннӗ-мӗн. Анчах вӗсем Шупашкарпа паллашсан, оперӑпа балет театрне ҫитсен кунтах юлма шутланӑ. Кунсӑр пуҫне колледж педагогӗсем те вӗсене Шупашкара суйлама сӗннӗ. Ара, кунта иртекен балет фестивалӗ пирки чылайӑшӗ пӗлеҫҫӗ-ҫке. Мускавран килнӗ артистсен ӑсталӑхӗ пысӑк. Вӗсене сцена ҫинче тӗп партисене шанса панӑ. Апла, вӗсем Чӑваш Ен ҫыннисен кӑмӑлӗсене каяҫҫех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Нумаях пулмасть республикӑри ачасемпе ҫамрӑксен вулавӑшӗнчи таврапӗлӳпе наци литературин пайӗнче чӑваш ҫыравҫипе Людмила Николаевӑпа тӗлпулу иртнӗ. Унта шкул ачисем пынӑ. Людмила Петровна ачасем валли вырӑсла та, чӑвашла та ҫырать. Вӑл «Сывлӑм ӑҫтан тупӑнать», «Кӗр парни» кӗнекесен авторӗ. Унӑн хайлавӗсене «Нарт-нарт кӑвакал», «Пӗчӗк туссем» кӗнекесенче те тупма пулать. 2009 ҫулта унӑн «Побегу я по дорожке» пуххи тухнӑ. Хайлавсене чӑвашларан вырӑсла Раиса Сарпи куҫарнӑ. Тӗлпулура Людмила Николаева хӑйӗн хайлавӗсене хавхаланса вуланӑ. Ачасем унӑн сӑввисем валли рифмӑсем шухӑшласа тупнӑ. 4-мӗш класс ачисем ҫыравҫӑн сӑввисене вуласа кӑтартнӑ. Шӑпӑрлансем ыйтусем панӑшӑн савӑннӑ вӑл. Людмила Николаева Шупашкарти 62-мӗш шкулта ӗҫлет, ачасене чӑваш чӗлхипе литературин предмечӗсене ӑса хывма пулӑшать. Вӑл Максимов-Кошкинский ячӗллӗ халӑх театрӗнче тӗп сӑнарсене вылять. Ачасем тӗлпулура ҫаксене те пӗлнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Авӑнӑн 21-мӗшӗнче Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ элчин тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Леонид Волков Пӗтӗм Раҫҫейри кӗске метражлӑ киносен «Арткино» фестивальне хутшӑннӑ. Вӑл ҫулсерен авӑн уйӑхӗнче Мускавра уҫӑлать та ҫулталӑкӗпех Раҫҫейри 50 ытла хулара иртет. Конкурса 30 минутран ытла мар тӑсӑлакан фильмсем хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсене киношкулти студентсемпе выпускниксем хатӗрлеҫҫӗ. 8-мӗш фестиваль уҫӑлнӑ ҫӗрте 7-мӗш фестиваль ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. 25 фильм хушшинче профессионал жюри Николай Котяшӑн «Каждый первый» картинине чи лайӑххи тесе палӑртнӑ. Куракансем вара, Раҫҫейри тӗрлӗ хулари сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх, Евгений Корчагинӑн «Феликс и его любовь» фильмне суйланӑ. Евгений — пирӗн ентеш, Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ. Леонид Волков Евгений Корчагина саламланӑ. Палӑртса хӑварар: «Феликс и его любовь» фильм кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче АПШра иртнӗ пӗтӗм тӗнчери кинофестивальте ҫӗнтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |