Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫурт-йӗр: Хӗлле ӑшӑ пултӑр тесен халь ҫине тӑмалла

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 05.08.2015 18:25 | 1440 хут пӑхнӑ
Ҫурт-йӗр

Ку ыйтӑва ӗнерхи правительство ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Ку ыйтупа строительство министрӗ Олег Марков доклад тунӑ.

Пӗтӗмӗшле илсен, вӗсен 54 проценчӗ усӑ курма хатӗррине, юсав пӗлтӗрхинчен лайӑхрах пынине пӗлтернӗ министр. Котельнӑйсене ӗҫе кӗртессипе — Улатӑр, Канаш, Ҫӗмӗрле, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче, Элӗк, Куславкка, Канаш тата Шупашкар районӗсенче, вӗри шыв парса тӑмалли пӑрӑха юсассипе Элӗк, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри тата Шупашкар районӗсенче графикран юлса пыраҫҫӗ. «Вӑрнар, Йӗпреҫ, Красноармейски, Муркаш тата Етӗрне районӗсенче, Ҫӗмӗрле хулинче ӑна улӑштарма та пуҫламан», — терӗ Олег Иванович», — пӗлтерет ларура пулнӑ Юрий Михайлов журналист.

Ҫуртсене ӗҫмелли шывпа тивӗҫтермелли пӑрӑха ҫӗннипе улӑштарас тӗлӗшпе Улатӑр, Куславкка, Пӑрачкав, Шупашкар, Канаш, Вӑрмар, Елчӗк районӗсенче, Улатӑр, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш тата Ҫӗмӗрле хулисенче кая юлса пыраҫҫӗ-мӗн.

Пурӑнмалли нумай хваттерлӗ ҫуртсене хутса ӑшӑтма хатӗрлессипе Муркаш, Комсомольски, Вӑрмар, Елчӗк районӗсенче лайӑх ӗҫлеҫҫӗ.

#Ҫӗнӗ Шупашкар, #ҫурт-йӗр, #Ҫӗмӗрле, #Шупашкар, #Йӗпреҫ районӗ, #Канаш районӗ, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #Шупашкар районӗ, #Куславкка районӗ, #Пӑрачкав районӗ, #Улатӑр районӗ, #Вӑрмар районӗ, #Муркаш районӗ, #Елчӗк районӗ, #Комсомольски районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем