Авариллӗ ҫуртран ҫӗннине куҫсан вӗсем савӑнман. Мӗншӗн? Ҫӗнӗ ҫурт та лайӑхах мар-мӗн.
Хальхинче авариллӗ ҫуртрисене Шупашкарти Дементьев урамӗнчи ҫурта куҫарнӑ. Унти лару-тӑру лайӑхах мар иккен. Подъездсен умӗнче чавса пӗтернӗ, вӗри шыв ҫук, стенасем ҫурӑлнӑ, лифт ӗҫлемест.
Акӑ Галина Матвеева кунта пӗр уйӑх пурӑнать. Вӗсем унта пынӑ чухне подъездсем япӑх лару-тӑрура пулнӑ. Халӗ вӗсем пушар картлашкипе ҫӳреҫҫӗ. Ҫӗркаҫма хӑраҫҫӗ, дачӑра хальлӗхе пурӑнаҫҫӗ.
Ҫурт аякран ҫеҫ хитре курӑнать. Патнерех пӑхсан стена ҫурӑлнине асӑрхама пулать.
Халӑх фрончӗн пайташӗсем ку ҫурт ҫыннисемпе виҫҫӗмӗш хут тӗл пулаҫҫӗ. Халӗ ЧР Строительство министерстви кунта тӗрӗслев ирттерет. Подъездсене хӗлле тунӑ-мӗн, ҫуркунне юр ирӗлсен вӑл япӑхланнӑ.
Халӑх фрончӗн пайташӗсем ҫитес вӑхӑтра каллех ҫав ҫурта тӗрӗслеме палӑртнӑ. Вӗсем ҫитменлӗхсене мӗнле пӗтернине сӑнаса тӑрӗҫ.
Палӑртса хӑварар: юлашки ултӑ ҫулта республикӑра федераци программипе усӑ курса япӑх ҫуртсенчен 12 пин ҫынна куҫарнӑ.