Шупашкарти Ленин Комсомолӗн урамӗнче пурӑнакан ҫынсем картишре ҫӗнӗ ҫурт ҫӗклессине хирӗҫ. Вӗсем ку ыйтупа суда та ҫитнӗ.
Халӑх ку ыйтупа «Про Город» хаҫата та ҫитнӗ. Ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче вӗсен картишне стройка тумалли техника килсе лартнӑ. Ку вӗсене ҫакна хирӗҫлесе урама тухма хистенӗ.
Унта пурӑнакан Дмитрий каланӑ тӑрӑх, стройка лапамне карта тытнӑ. Унта ҫӗнӗ ҫурт ҫӗкленме пуҫламалла-мӗн. Ку стройка йӗркене пӑсать тесе ҫирӗплетет вӑл. Ара, вӑл ҫуртран аякра пулмӗ-ҫке. Анчах ку ҫурт хӑпартакансене пачах пӑшӑрхантармасть. Ҫавӑнпа халӑх хирӗҫ пулса картише тухнӑ та.
Халӑх хула администрацине ҫитни витӗм кӳнӗ. Халӗ объектри ӗҫсене чарнӑ. Тавӑҫ хатӗрлеҫҫӗ-мӗн. Ӑна ҫитес вӑхӑтра район судне ярса парӗҫ, унта ку ыйтӑва татса парӗҫ.