Республикӑра
Чӑваш Енре прокуратура ҫуртне тума палӑртнӑ. Документа патшалӑх закупкисен сайтӗнче вырнаҫтарнӑ. Прокуратура ҫурчӗ Комсомольски районӗнче – Комсомольски ялӗнчи Шкул ҫумӗнчи тӑкӑрлӑкра – пулӗ. Ӑна 2 хутлӑ тӑвӗҫ. Килӗшӗвӗн малтанхи хакне палӑртнӑ: 17 миллион та 67 пин те 320 тенкӗ. Укҫа-тенке федераци хыснинчен уйӑрӗҫ. Сӑмах май, унччен маларах сайтра ялта пурӑнакан ватӑсене пульницӑра илсе ҫитерекен транспорт туянасси пирки пӗлтернӗччӗ. Унпа 65 ҫултан иртнӗ ҫынсем усӑ курма пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Ҫак кунсенче республикӑн районӗсемпе хулисенче иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетмелли пухусем иртеҫҫӗ. Шупашкар районӗсем пухӑва Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче йӗркелерӗҫ. Аслисем калаҫнине тӑнлама ҫамрӑксене те пухнӑ. Халӑх йышлӑ пухӑннӑран ҫынсем ниҫта ларма аптӑраса тӑркаларӗҫ. Балкон ҫинче те вӗсем вырӑн йышӑннӑччӗ. «Шкул ачисене тем тума чӗнеҫҫӗ-ҫке», — вырӑн юлман енне кӑмӑлсӑрланчӗ Кӳкеҫри организацисенчен пӗрин ертӳҫи. Пухура ыррипе пӗрлех кӑлтӑксене те тишкерчӗҫ. Муниципалитет пурлӑхне тата ҫӗре арендӑна панӑшӑн укҫа пухассипе бюджета кӗмен укҫа хисепӗ – 8,2 миллион тенкӗ. Ҫав шутран 3,7 миллионне пухас шанчӑк ҫук. Парӑма кӗрсе кайнисемпе судлашни те усса кайман: вӗсем ҫара ҫерҫи пекех – шыраса илмелӗх нимӗн те юлман. «Сире ҫав арендаторсем шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ. Халӗ вӗсен – ваннӑ сӗтел-пукан ҫеҫ. Парӑма вӑхӑтра шыраса илмелле пулнӑ», – тесе Михаил Васильевич ӳпкеленине хирӗҫлеме сӑлтав тупаймарӗҫ Шупашкар районӗсем. «Парӑма шыраса илменшӗн кама явап тыттарнӑ? Кама ӗҫрен кӑларнӑ?» – ыйту та тӗплӗ хуравсӑр юлчӗ. |
Республикӑра
Паян 9 сехетрен пуҫласа пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗччен урамра газ шӑрши туйсан пӑшӑрханса ан ӳкӗр. Ҫак тапхӑрта республикӑна ортодонт илсе килеҫҫӗ. Ҫак япалана газа яраҫҫӗ, ҫапла майпа унӑн шӑрши туйӑнать. Ку шӑршӑ вара газ сывлӑша тухнине пӗлме май парать. Шупашкарти магистральлӗ газопроводсен лини производство управленийӗ ортодонта ҫак маршрутпа илсе килет: «Шупашкар» КС-22, Шупашкарти ГРС-1, Болдино, Ужовка, Шупашкарти ГРС ТЭЦ-2. Унтан ӑна ҫӗр айӗнчи пичкене яраҫҫӗ. Ортодонт илсе килнӗ чухне Шупашкарта, Шупашкар, Вӑрнар, Ҫӗмӗрле, Муркаш, Етӗрне районӗсенче газ шӑрши кӗме пултарӗ. Ыйту сиксе тухрӗ тӗк ҫак номерпе шӑнкӑравлӑр: 8 (8352) 56-09-20, 30-54-09. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Нумаях пулмасть Ҫӗрпӳре килсӗр йытӑсене машинӑпа таптанӑ, ҫакна видео ӳкерсе тӗнче тетелне кӑларса хунӑ арҫынна ҪҪХПИ ӗҫченӗсем тытса чарни, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарас ыйтӑва пӑхса тухни ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫак кунсенче арҫын халӑхран каҫару ыйтнине видео ӳкерсе тӗнче тетелне кӑларса хунӑ. Видеора вӑл йытӑсене юратнине каланӑ. Чӗрчунсене таптаса арҫын Ҫӗрпӳре ҫапкаланчӑк йытӑсем хӑрушлӑх кӑларса тӑратнине кӑтартасшӑн пулнӑ-мӗн. Видео ӳкерсе ку ҫивӗч ыйтӑва хула администрацийӗн тата ветеринари службин ӗҫченӗсем патне илсе ҫитересшӗн пулнӑ иккен. Тӳре-шара хӑнк та тумасть-мӗн. Ҫак видеона ӳкериччен арҫыннӑн арӑмне йытӑсем тапӑннӑ. Каҫару ыйтнӑ май вӑл Ҫӗрпӳ районӗнче ҫак чӗрчунсем ҫынна вилмеллех ҫыртса пӗтернине те аса илнӗ. «Эпӗ видеона тӗнче тетелне кӑларса хунӑ хыҫҫӑн кӑна ҫак ыйту тӗлӗшпе ӗҫлеме пуҫларӗҫ. Унччен ма никам та хускатман? Эпӗ ҫакна таса тӑрса юлассишӗн каламастӑп, айӑпласан – килӗшетӗп. Тӗрмене лартсан – ларатӑп, ку манӑн шӑпа пулӗ», - тенӗ арҫын. Хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл йытӑсене машинӑпа таптаса вӗлересшӗн пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Ейӳ пуҫланиччен вӑхӑт нумаях юлмарӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл пӗлтӗрхинчен кая мар пулӗ. Патӑрьел районӗнче инкеклӗ лару-тӑрӑва пӗтерекен тата пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе тивӗҫтерекен комиссин ларӑвӗ иртнӗ, унта ейӳ ыйтӑвне пӑхса тухнӑ. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, Патӑрьел районӗнче Патӑрьел, Тӑрӑн, Анат Туҫа, Аслӑ Арапуҫ, Кивӗ Ахпӳрт, Тутар Тимеш, Вӑтаел, Тикеш, Кӗҫӗн Арапуҫ ялӗсенче ейӳ сарӑлас хӑрушлӑх пур. Ҫак тӑрӑхсенче хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан объектсем - хими удобренийӗн, наркӑмӑшлӑ химикат, ҫунтармалли-сӗрмелли материалсен склачӗсем – ҫук. Ейӳ сарӑлас тӑк куҫса ҫӳрекен апатлану тата вӑхӑтлӑх пурӑнмалли пунктсем пулӑшма хатӗр. Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре юр хулӑнӑшӗ 30-54 сантиметрпа танлашать. Ку нормӑран 5-30 сантиметр нумайрах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
cheb.ru сайтран илнӗ сӑн Шупашкарти вокзалҫум автостанцийӗ ӗҫлеме чарӑннӑ. Ҫакӑ Чӑвашавтотранс панкрута тухнипе ҫыхӑннӑ. Кун пирки Чӑваш Енри автовокзалсен сайтӗнче пӗлтернӗ. Автостанцие пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче хупӗҫ. Муниципалитетсен хушшинчи маршрутсене (пӗтӗмпе – 36) Хулаҫум автовокзалӗ хӑйӗн ҫине илӗ. Унта автобуссене йышӑнӗҫ, билет сутӗҫ, пассажирсене лартӗҫ. Халӗ предприятин пурлӑхне сутма тӑратнӑ. «Ҫӗнӗ сала» тата «Вокзалҫум» автостанцисене 112 миллион тенкӗпе сутасшӑн, автобуссене – 114 миллион тенкӗпе. Палӑртмалла: «Ҫӗнӗ сала» автостанцие сутма тӑратнӑ пулсан та вӑл унчченхи режимпах ӗҫлӗ. Аса илтерер: унччен сайтра Куславккари вокзал хупӑнма пултарасси пирки пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Паян Ҫӗрпӳри ҪҪХПИ ӗҫченӗсем «вуниккӗмӗш» маркӑллӑ машина водительне тытса чарнӑ. Вӑл кӗрт йыттисем ҫине машинӑпа кӗрсе кайса таптанӑ, ҫакна видео ӳкернӗ. Видеона вара тӗнче тетелне кӑларса хунӑ. «Ҫӗрпӳре йытӑсен ҫак шайккине кам та пулин пӗтерет-и е ҫук-и?» - тесе ҫырнӑ вӑл. Йытӑсене мӗншӗн таптанине ӑнлантарса та ҫырнӑ: арӑмне тапӑнӑ имӗш (анчах ку комментарие арҫын кайран хуратса хунӑ). Ҫак пулӑма тӗрлӗрен хаклакансем тупӑннӑ. Пӗри чӗрчунсене саккун хӳтӗлени пирки асӑрхаттарса комментари ҫырнӑ. Чӑнах та, йӗрке хуралҫисем ҫак видеона асӑрханӑ, хуҫине тытса чарнӑ. Халӗ 33 ҫулти водитель тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки шутлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн Полицейскисем Шӑмӑршӑ арҫыннине букмекер конторине ҫаратнӑ тесе тытса чарнӑ. Ку ӗҫ нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ирхине пулнӑ. Шӑмӑршӑра пӗр арҫын букмекер конторине кӗрсе тӑнӑ та пӑшал евӗр япалапа хӑратса кассӑран 270 пин тенкӗ илсе тухнӑ. Вӑрра тытас тесе следстви-оперативлӑ ушкӑн йӗркеленӗ, Шӑмӑршӑ полицейскийӗсене пулӑшма ЧР ШӖМӗн уголовлӑ шырав ӗҫченӗсем те ҫитнӗ. Ҫакна тума пултарнӑ ҫынна клиентсен хушшинчех шыранӑ. Вӑрра часах тупса палӑртнӑ. Вӑл – унччен судпа айӑпланнӑ 43 ҫулти арҫын. Унӑн ҫумра 300 пин тенкӗ ытла пулнӑ. Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна куншӑн 12 ҫуллӑха тӗрмене лартма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Пӗлтӗр, 2017 ҫулпа танлаштарсан, шалу тӳлемен тӗслӗхсем тӗлӗшпе ытларах пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ ирттернӗ канашлура пӗлтернӗ. Вӑл нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче иртнӗ. Пӗлтӗр следовательсем 28 пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, 24-шне суда ярса панӑ. Ку, 2017 ҫулпа танлаштарсан, 8% тата 60% нумайрах. Ведомство пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, следовательсем пулӑшнипе тӗрлӗ ҫӗрте вӑй хуракан ҫынсене шалу илме пулӑшнӑ (97 процент). Кӑҫал вара ӗҫ укҫи тӳлемен 4 тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Канашлура палӑртнӑ тӑрӑх, шалу тӳлемен ҫивӗч ыйту – социаллӑ характерлӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Чӑваш Енри паллӑ та пуян ҫынсенчен пӗри, республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Олег Мешков Шупашкарти аш-какай комбиначӗ хуҫи мар иккен. Александр Белов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти аш-какай комбиначӗ «Океан» тулли мар яваплӑ обществӑн (бенефициарӗ – Олег Мешков) аллинче пулнӑ. Анчах Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ комбината «ЧПП Автоматика» тулли мар яваплӑ обществӑна тавӑрса пама йышӑну кӑларнӑ. Ҫапла ыйтупа суда асӑннӑ предприятин конкурс управляющийӗ, Чулхула ҫынни Олег Вдовин ҫитнӗ. 2017 ҫул пуҫламӑшӗнченпе ҫак должноҫе йышӑннӑскер пурлӑха (кунта сӑмахӑмӑр Шупашкарти аш-какай комбиначӗ пирки пырать) 2014 ҫулта «Океан» тулли мар яваплӑ обществӑна сутса янипе килӗшмен. Суд та конкурс управляющийӗ майлӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |