Республикӑра
Чӑваш Ен кӗҫех цифра телекуравӗ ҫине куҫасси пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫавна май ҫынсен кирлӗ хатӗр-хӗтӗр илсе телевизора «цифра» ҫине куҫармалла. Паллах, ватӑрах ҫынсене ҫак ӗҫе тума ҫӑмӑл мар. Ҫапах пӑшӑрханмалла мар – нимеҫӗсем пулӑшӗҫ. Вӗсен йышӗне – студентсем, вӗрентекенсем, почтальонсем, социаллӑ ӗҫченсем. Малтанах вӗсене ятарласа вӗрентӗҫ, цифра телекуравӗн приемӗ пирки каласа парӗҫ, хатӗр-хӗтӗре тӗрӗс мӗнле суйламаллине ӑнлантарӗҫ. Вӗренӳ нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пуҫланнӑ, пушӑн 4-мӗшӗнче вӗҫленет. Аса илтерер: кӑҫал ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче аналог телекуравне сӳнтерӗҫ. Цифра телекравӗнче ҫынсем 20 канал тӳлевсӗр курма пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Вӑрмар районӗнче усламҫӑ автобус водительне ӗҫ укҫи тӳлемен. Парӑм самаях пухӑннӑ: 143 пин тенкӗ. Кун пирки ЧР прокуратури пӗлтерет. Прокуратура тӗрӗслев хыҫҫӑн акӑ мӗн палӑртнӑ: усламҫӑ пассажирсене илсе ҫӳрекен автобус водительне 2017 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗччен ӗҫ укҫи – пӗтӗмпе 143 пин тенкӗ – тӳлемен. Кунсӑр пуҫне усӑ курман отпускшӑн 11 пин тенкӗ ытла паман. Усламҫӑ тӗлӗшпе икӗ уйӑх ытла шалу тӳлеменшӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӗҫе мӗнле тӗпченине Вӑрмар районӗн прокуратури тӗрӗслесе тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Чӑваш Енри юсанмалли колонире ларакан ҫын судран пулӑшу ыйтнӑ. Ӑна талӑкра 8 сехет ҫывӑрма чӑрмантарнӑ-мӗн тата камерӑра сывлӑш ҫитмен иккен. Айӑпланнӑ ҫын ӑнлантарнӑ тӑрӑх, каҫхи 10 сехетрен пуҫласа ирхи 6-ччен колони ӗҫченӗсем обход тунӑ чухне шавлаҫҫӗ, ҫавна май талӑкра 8 сехет ҫывӑрма май ҫук. Суда 2015-2017 ҫулсенче камерӑсенче микроклимата тӗрӗслесе ҫырнӑ протоколсене тӑратнӑ. Айӑпланнӑ арҫын ҫирӗп условисенче ларать, ҫавна май тӗрӗслев ҫӗрле те пулать. Анчах ҫывӑракансене вӑратмаҫҫӗ. «Пӳлӗм икӗ пайран тӑрать, пурӑнмалли секцисене пайланӑ, периметрпа тимӗр читлӗхсем евӗр. Айӑпланнӑ арҫынсем ҫак пӳлӗмсенче каҫхи 6 сехетрен пуҫласа ирхи 6-ччен пулаҫҫӗ. Тимӗр читлӗхсенчи секцисене бетон стенасемпе чикӗленӗ. Ирхи апат хыҫҫӑн айӑпланнӑ ҫынсем воспитани ӗҫӗсен пӳлӗмӗнче пулаҫҫӗ», - тенӗ Шупашкарти Мускав районӗн сучӗн пресс-службинче. Специалистсене камерӑсенче ирхине тата каҫхине микроклимата виҫме хушнӑ, анчах айӑпланнӑ ҫын тавӑҫа каялла илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
20-23 ҫулсенчи каччӑсем электронлӑ хатӗрпе усӑ курса машина сигнализацийӗсене сӳнтернӗ. Ҫапла майпа вӗсем «тимӗр урхамахсене» ҫаратнӑ. Кунашкал хатӗрсемпе вара Раҫҫейре пачах усӑ курма юрамасть. Каччӑсем ӑна тӗнче тетелӗ урлӑ саккас панӑ. Ҫамрӑксем машинӑсен салонӗнчен магнитолӑсем, видеорегистраторсем, телефон лартмалли хатӗрсем йӑкӑртнӑ. Вӑрӑсем питӗ шӑппӑн ӗҫленӗ, хӑш-пӗр водитель машинӑна ҫаратнине полицейскисенчен кӑна пӗлнӗ. Юрать, ҫамрӑксене тытса чарнӑ. Пӗр водителе ҫак ҫамрӑксем иккӗлентернӗ, ҫавӑнпа вӑл кун пирки йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Полицейскисем вӗсен машинине тупнӑ, ҫамрӑксене тытса чарнӑ. Виҫӗ каччӑна ҫичӗ эпизодпа айӑпласшӑн. Вӑрланӑ япаласен пӗр пайне ухтарнӑ чухне тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче килсӗр-ҫуртсӑр ҫын 73 ҫулти арҫын патне пынӑ та вак укҫа ыйтнӑ. Лешӗ хирӗҫлемен – кӗсйинчен кӑларса панӑ. Вӑл ӑна унччен те пӗрре мар пулӑшнӑ. Ҫав вӑхӑтра килсӗр ҫын арҫыннӑн кӗсйинче хутлӑ укҫа пулнине асӑрханӑ. Хайхискер ӑна куҫ хывнӑ, вак укҫа панӑшӑн арҫынна тав туса ыталаса илнӗ те хутлисене йӑкӑртнӑ. Ҫапла майпа вӑл ырӑ ҫыннӑн кӗсйинчен 4 пин тенкӗ кӑларса илнӗ. Йӗрке хуралҫисем вӑрра часах тытса чарнӑ. Полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ чухне бомж самаях ӳсӗр пулнӑ. Паллӑ ӗнтӗ: вӑрланӑ укҫапа вӑл лавккана кӗрсе эрех тата ҫимелли туяннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
ҪҪХПИ тунӑ сӑн Нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Чӑваш Енри ҪҪХПИ ӗҫченӗсем М-7 ҫулпа утакан арҫынна тумӗ ҫумне светоотражатель ҫирӗплетменшӗн чарнӑ. Хайхискер Удмурт Республикин ҫынни-мӗн, Чулхуларан килелле ҫуранах утать. Арҫын Дзержинск хулинче стройкӑра ӗҫленӗ, анчах ӑна шалу тӳлемен. Ҫавӑнпа вӑл киле, Удмурт Республикине, ҫуранах утнӑ. Хӑш чухне, телее, ҫула май каякан водительсем лартса кайнӑ. Укҫа-тенкӗ ҫуккипе арҫын апатланайман та. Ҫитменнине, вӑл шӑнса хытнӑ. «Службӑра мӗн кӑна курмастпӑр… Выҫӑ тата шӑнса хытнӑ. Укҫа пухрӑмӑр, ҫимелӗх патӑмӑр, транспортпа Хусана лартса ятӑмӑр», - ҫапла ҫырнӑ Патшалӑх автоинспекцийӗн Инстаграмри страницинче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Канашра пурӑнакан арҫын тӗреклӗ пулас тесе мышцӑсене ӳстерекен эмелсем саккас панӑ. Анчах ҫакӑ ӑна суд сакки ҫине илсе ҫитернӗ. Арҫын ют ҫӗршыв сайтӗнче 80 эмел тӳми тата 10 ампула саккас панӑ. Эмел йышӗнче вара пирӗн ҫӗршывра усӑ курма юраман япаласем пулнӑ. Кӗҫех Раҫҫей почти тавар килнӗ тесе уведомлени панӑ. Арҫын саккаса илме кайнӑ. Анчах унтан тухнӑ ҫӗре ӑна полицейскисем кӗтсе тӑнӑ. Хими тӗпчевӗ палӑртнӑ тӑрӑх, эмел йышӗнче метандиенон, станозолол, тестостерон пулнӑ. Вӗсем – организма вӑйлӑ витӗм кӳрекен препаратсем, кунашкаллисемпе Раҫҫейре усӑ курма юрамасть. Арҫын тӗлӗшпе «Вӑйлӑ витӗм кӳрекен япаласене контрабанда туни» статьяпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Вӑрнар районӗнчи водителе ҫуран ҫӳрекен хӗрарӑма машинӑн тӗкӗрӗпе ҫапса хӑварнӑшӑн суд тунӑ. Вӑл малтан чарӑннӑ, хӗрарӑма пӑхнӑ та малалла вӗҫтернӗ. Хӗрарӑм каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, вӑл ҫулпа транспорта хирӗҫ утнӑ, кӳлленчӗкрен пӑрӑннӑ. Хайхискер хирӗҫ килекен машинӑна асӑрхаман, лешӗ ӑна машина тӗкӗрӗпе лектернӗ. Ҫав кун хӗрарӑм мунчаран таврӑннӑ, ҫул урлӑ каҫса мӗншӗн тротуарпа кайманнине вӑл ӑнлантарайман. Водитель вара ун чухне тусӗсемпе вӑрмана кӑмапана кайнӑ, юлташӗсем пӗр кӗленче эрех ӗҫсе янӑ. Пӗр лавкка патне ҫитсен ҫул ҫине хӗрарӑм ӑнсӑртран сиксе тухнӑ. Водитель кӑштах темӗн ҫапӑннӑ сасӑ илтнӗ. Водитель чарӑнсан тӗкӗр хуҫланнине асӑрханӑ, хӗрарӑм вара ӳкнӗ хыҫҫӑн ура ҫине тӑнӑ. Арҫын ӑна юраман ҫӗрте ҫул урлӑ каҫни пирки асӑрхаттарнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл киле ҫитсен 150 грамм эрех ӗҫсе выртнӑ. Инспекторсем ун патне ҫав кунах ҫитнӗ. Судра арҫынна виҫӗ статьяпа айӑпланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Муркаш районӗнчи Йӳҫкассинче регистрациленнӗ хӗрарӑм 18 ҫул тултарман 4 ачишӗн алимент тӳлемен. 2017 ҫултанпа парӑм 400 пин тенкӗ ытла пухӑннӑ. Регистрациленнӗ вырӑнта ҫак хӗрарӑм пурӑнман, ҫавӑнпа ӑна приставсем шырама тытӑннӑ. 40 ҫултискере Чулхула облаҫӗнче тупнӑ, Муркаш районӗнчи суд приставӗсен уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Ҫак хӗрарӑмпа суд приставӗсем калаҫнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл ачисем пирки пӗр сӑмах та ыйтса пӗлмен. Ӑна Чулхулари фермӑра юлнӑ ӗнесем кӑна пӑшӑрхантарнӑ. Вӑл унта дояркӑра ӗҫленӗ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ, суд ӑна пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн алимент тӳлемен амӑшне административлӑ майпа 10 талӑклӑха арестленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Шупашкар районӗнче паян хулатӑвӑм комитечӗ пухӑннӑ. «Тӑван Ен» тетелти кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, сӳтсе явнӑ проектсен йышӗнче Мӑн Кивпулӑх патӗнче тума палӑртнӑ аквапарк та пулнӑ. Комитет пайташӗсене темиҫе проектпа паллаштарнӑ. Вӗсен шутӗнче Чумкасси патӗнче ҫуртсем лартма уйӑрнӑ лаптӑк, Станьял ялӗ ҫывӑхӗнчи ҫурт-йӗр хӑпартма уйӑрнӑ 17 гектарлӑ лаптӑк пулнӑ. Унсӑр пуҫне Хурамакасси ҫывӑхӗнчи санитарипе хӳтлӗх лаптӑкне улшӑнусем кӗртессине пӑхса тухнӑ. Ку ыйту та ҫурт хӑпартма ҫӗр уйӑрнипе ҫыхӑннӑ. Мӑн Кивпулӑх патӗнчи проет эскизӗпе килӗшӳллӗн унта спортпа сывату комплексне хӑпартмалла. Унта апитерапи тата уҫӑ аквапарк пулмалла. Ячӗ унӑн «Пять озёр» (чӑв. Пилӗк кӳлӗ) пулмалла. Сӑмах май, ку ята халӑх лайӑх пӗлет — лавккасенче ку ятпа шуррине сутаҫҫӗ. Атайкасси патӗнче вара пилӗк кӳлӗ пурри питӗ иккеленӳллӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |