Республикӑра
![]() Чӑваш Енри хыснаран нумай ачаллӑ ҫемьесене пулӑшас тӗллевпе 800 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Кун пирки ТАСС пӗлтерет. Палӑртмалла: пирӗн республикӑра нумай ачаллӑ 12 пин ытла ҫемье пурӑнать. Ку уйӑхра 3814 кунашкал ҫемье пособи илнӗ. Ку тӗллевпе хыснари 40 миллион ытла тенкӗ тӑкакланнӑ. Правительство пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал виҫҫӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ача ҫуралнӑшӑн пособи тӳлемешкӗн 793,6 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Анчах ӑна пур ҫемье те тивӗҫеймест. Кунашкал пособие илес тесен ҫемье тупӑшӗ Чӑваш Енре пӗр уйӑхра пурӑнма кирлӗ укҫа виҫинчен ытларах пулмалла мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн ЧР ШӖМӗн ӗҫченӗсем «Ҫынна ҫӑлнӑ чухнехи паттӑрлӑхшӑн» медальсене тивӗҫнӗ. Ӑна пилӗк ӗҫчене панӑ. Вӗсем ҫынсене пушартан тухма пулӑшнӑ. Юрий Плотников подполковник ывӑлӗпе пӗрле Муркаш районӗнче 17 ҫулти каччӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Ҫамрӑкскер сусӑр, пушар алхасма тытӑнсан вӑл хӑй тӗллӗн урама тухайман. Александр Федоров лейтенантпа Евгений Ильин сержант Шупашкарти пӗр урамра мунча ҫуннине асӑрханӑ. Вӗсем юнашарти ҫурта кӗрсе тӑватӑ ҫынна урама тухма пулӑшнӑ. Дмитрий Георгиев лейтенантпа Александр Румянцев аслӑ сержант Шупашкарти Олег Кошевой урамӗнчи ҫунакан пӗр ҫуртран сусӑр арҫынна урама илсе тухнӑ. Кайран вӗсем нумай хутлӑ ҫуртри ҫынсене эвакуациленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Элӗк районӗнчи ӑнӑҫсӑр ҫемьесенче йӑлтах ӑнӑҫлӑ. Ҫапла пӗтӗмлетме пулать асӑннӑ район администрацийӗн сайтӗнче пӗлтерни тӑрӑх. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, ҫул ҫитменнисемпе тата вӗсен правине хӳтӗлес тимлекен районти комиссин ӗҫлӗ ушкӑнӗ ӗнер, утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, хӑрушлӑхри ҫемьесенче пулнӑ. Комиссин яваплӑ ҫыруҫи Инна Волкова, Шалти ӗҫсен министерствин районти пайӗн ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен инспекторӗ Марина Никитина, Халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрӑн специалисчӗ Алина Архипова, опекӑпа попечительство пайӗн специалисчӗ Валентина Максимова Юнтапа тата Ехремкасси ял тӑрӑхӗсен территорийӗсене ҫитнӗ. Комисси 8 ҫемьене тӗрӗсленӗ. Вӗсенче ҫул ҫитмен 17 ача тата ҫул ҫитменнисен комиссийӗнче шутра тӑракан 7 ача ӳсет. Рейда тухнӑ ӗҫлӗ ушкӑн ӗнентернӗ тӑрӑх, тӗрӗсленӗ ҫемьесенче асӑрхаттармаллиех тупӑнман: килсенче тирпейлӗ, хӑтлӑ, ачасене пӑхаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗрпӳ районӗнче ваттисен ҫуртне юсама пуҫланӑ. Ӗҫсем епле пынипе район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Скворцов паллашни ҫинчен saif_ruslan Инстаграмра пӗлтернӗ. Унта туса ҫитереймен кӑлтӑксем питӗ нумай иккен. Юсавҫӑ-организаци тивӗҫе ҫиелтен пурнӑҫланӑ. Стенасене малтанласа вӗсем алӑ ҫитнӗ таран ҫеҫ сӑрланӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ тӗрӗслевпе пырсан рабочисенчен пӗри, хӗрарӑм, тӗплӗн мӗншӗн юсамалла тесе тӗлӗннӗ. «Кунта Путин е судья пурӑнӗ-им? Тепрер уйӑхран кинемейсем пӗрех вараласа пӗтерӗҫ», — тенӗ именмесӗр. Ваттисен ҫуртӗнчи пӳлӗмсенчен пӗринче хӑй вӑхӑтӗнче пушар тухнӑ. Унтанпа темиҫе уйӑх иртнӗ пулин те коридорти картлашкана хӑрӑмран ҫаплипех тасатман, кӗтессене эрешмен карти сырса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарта пурӑнакан 63 ҫулти арҫын прокуратурӑран пулӑшу ыйтнӑ. Коллекторсем унӑн хӗрӗнчен парӑм шыраса илме хӑтланнӑ-мӗн. Суд приставӗсем ҫийӗнчех тӗрӗслев ирттернӗ. Чӑнах та, коллекторсем саккуна пӑсса парӑма шыраса илессишӗн тӑрӑшнӑ. Арбитраж сучӗ Мускаври «Сентинел Кредит Менеджмент» тулли мар яваплӑ обществӑна явап тыттарма йышӑннӑ. Вӑл парӑма шыраса илнӗ чухне ҫынсен прависемпе интересӗсене пӑснӑ тесе палӑртнӑ. Судья «Сентинел Кредит Менеджмент» тулли мар яваплӑ обществӑна 100 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Приговор палӑртнӑ чухне общество административлӑ майпа пӗрре мар явап тытнине те шута илнӗ. Сире те коллекторсем шӑнкӑравласа халтан яраҫҫӗ-и? Ӗҫ кунӗсенче 8 (8352) 30-60-01 номерпе шӑнкӑравласа пӗлтерӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вӑрнар районӗнче пурӑнакан 31 ҫулти арҫын 8-ти ывӑлне хӗнесе пурӑннӑ. Ашшӗ ачана пусмӑрлани пирки шкулти вӗрентекенсем пӗлнӗ. Вӗсемех кун ҫинчен йӗрке хуралӗн органӗсене хыпарланӑ. Следовательсем акӑ мӗн уҫӑмлатнӑ: кӑҫал нарӑс-пуш уйӑхӗсенче ҫак арҫын 8 ҫулти ывӑлӗпе хӑйне тивӗҫлипе тытман, тӑтӑшах хӗненӗ. Ачана хӗненине вӗрентекенсем сиснӗ. Вӗсем чӑтса тӑрайман – йӑлтах полицие пӗлтернӗ. Ашшӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ. Кӗҫех ӑна Вӑрнар районӗн сучӗ пӑхса тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Республикинчи пӗр районта гербицид тӑкса хӑварнӑ. Сиенлӗ шӗвеке Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫирӗккасси Туҫа ялӗнче пурӑнакансем асӑрханӑ. «М-7» ҫул хӗррипе шӑршлӑ шыв юхса выртнӑ. Йывӑҫсем хӑрма тытӑннӑ. Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫирӗккасси Туҫа ялӗнче пурӑнакансем ҫакӑн пирки республика Пуҫлӑхне пӗлтернӗ тет НТРК. Михаил Игнатьев хушӑвӗпе Чӑваш Енри синкерлӗ лару-тӑрупа кӗрешекен министр ҫийӗнчех вырӑна ҫитсе килнӗ. Усал шӗвеке Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫирӗккасси Туҫа ялӗнчен пӗр ҫур ҫухрӑм ҫурӑра тӑкса хӑварнӑ. Такамсем. Ӗнер-паян тӑкман. Малтанах. Гербицида «Экология» ӑслӑлӑхпа производство предприятийӗ тасатнӑ. Ӗҫе ӗнер тытӑннӑ вӗсем. 5,2 кубла метр шӗвеке пуҫтарса илнӗ. Тасатнӑ ҫӗр ҫине тӑпра пырса тӑкӗҫ. Ӑна гербицидпа хутӑштарӗҫ. Кайран турттарса кайӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Республикинчи Куславкка районӗнче Питӗрти чӑвашсем пулнӑ. Утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче. Питӗрти чӑвашсен наци-культура автономийӗн ертӳҫи Валериан Анатольевич Гаврилов тата унӑн ҫумӗ Татьяна Юрьевна Шмелева. Вӗсем Куславкка районӗнчи Карачра пулнӑ. «Энӗш» хуҫалӑхра. Василий Николаевич Семенов патӗнче. Питӗрти чӑвашсене Куславкка районӗнче ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Юрласа та ташласа. Ҫапла савӑнтарнӑ хӑнасене «Пилеш» ансамбль. Пӗчӗк пулсан та пултаруллӑ Дарья виҫӗ чӗлхепе юрланӑ. Хӑнасене хуҫалӑхпа паллаштарнӑ Василий Николаевич. Пахча-ҫимӗҫ ӳстерсе ӑна тирпейлени тупӑш парать тенӗ. Хатӗр ҫимӗҫе ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче сутни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Тӗрлӗ фестивале хутшӑнать фермер хуҫалӑхӗ. Мала тухать вӗсенче. Кӳршӗллӗ районти ҫынсене те ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтерет. Чӑваш культурипе аталантарассипе фестивальсене хутшӑнать. Питӗрти чӑвашсем патне хӑнана кайма шантарнӑ Василий Семенов. |
Республикӑра
![]() Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче пурӑнакан хӗрарӑм чие ҫырли сутма шухӑшланӑ. Хайхискер кун пирки «Контактра» халӑх тетелӗнче пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ, ҫынсем ӑна ытларах асӑрхаччӑр тесе сӑнӳкерчӗк лартнӑ: унта вара ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев пиҫсе ҫитнӗ чие ҫырли хушшинче тӑрать. Хӗрарӑм ҫак сӑнӳкерчӗке Михаил Игнатьевӑн Инстаграмри страницинчен илнӗ. Паллах, ҫак пӗлтерӗве чылай ҫын асӑрханӑ. Ку кӑна мар, нумайӑшӗ ун айне комментари ҫырмасӑр иртеймен. Хӑшӗсем Элтепер чие ҫырли сутма тытӑнни пирки шӳтленӗ. Михаил Васильевич хӑй те ҫак пӗлтерӗве курнӑ, комментари ҫырнӑ: «Ку чие ҫырли хӑйӗн пахчинчен пулсан эпӗ ӑна ӑнӑҫу сунатӑп». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Утӑ уйахӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарти Якимов урамӗнче вырнаҫнӑ 4-мӗш юсанмалли колонирен айӑпланнӑ арҫын тухса тарнӑ. 41 ҫултискер тарни пирки тӗнче тетелӗнче пӗлтернӗ, йӗрке хуралҫисем ӑна шыранӑ. Айӑпланнӑ арҫынна ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкарта тытса чарнӑ. Унччен пӗрре те айӑпланман арҫын монтажникре Мускав хулинче ӗҫленӗ. Унӑн пӗр ача пур. Хайхискере Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ 2014 ҫулхи раштав уйӑхӗнче 10 ҫуллӑха хупма йышӑннӑ. Унӑн 2023 ҫулхи авӑнӑн 23-мӗшӗнче ирӗке тухмалла пулнӑ. Ӑна ҫаратнӑшӑн, ҫыннӑн паспортне е ытти пӗлтерӗшлӗ документа вӑрланӑшӑн, ҫын сывлӑхне йывӑр сиен кӳнӗшӗн айӑпланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ахтимирова Роза Николаевна, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раҫҫей президенчӗ Путин Владимир Владимирович Транкасси ялне хӑнана килсе кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |