Республикӑра
Паян Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче Михаил Игнатьев Элтепер республика Патшалӑх Канашӗн депутачӗпе, Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр савучӗн тӗп директорӗпе Елена Бадаевӑпа тӗл пулнӑ. Шупашкарти пысӑк предприятисенчен пӗрин ертӳҫи савутӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Елена Бадаева чӑваш парламентне депутата суйланма пуҫлани 20 ҫул ытла. Ҫав хушӑра ҫӑкӑр савучӗ ыр кӑмӑллӑх тӗллевӗпе 33 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. «Шкулсемпе, пульницӑсемпе ҫыхӑну тытатпӑр. Спорта аталантарма укҫа чылай хыватпӑр. Предприятин ветеранӗсене нумай пулӑшатпӑр», — каласа кӑтартнӑ депутат Элтепере. Ҫӑкӑр пӗҫермелли отрасльте ҫур ӗмӗр ытла тӑрӑшакан Елена Бадаевӑна Михаил Васильевич ырласа мухтанӑ. Вӑл савут пуҫлӑхӗн профессионализмне, яваплӑхне палӑртнӑ. Туса кӑларакан продукци пахалӑхне ӳстерме ялан тӑрӑшнишӗн ырланӑ. Елена Бадаева — Хисеп орденӗн кавалерӗ, ӑна «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» IV степеньлӗ орденпа, «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Чӑваш Республикинче ял хуҫалӑхне аталантарассипе йышӑннӑ саккуна ҫӗнӗлӗх кӗртесшӗн. Ун пирки кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче иртнӗ ЧР Министрсен Кабинечӗн черетлӗ ларӑвӗнче калаҫнӑ. Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Татьяна Рябинина хӑйӗн сӑмахӗнче регионта органика таварӗсене тирпейлесе кӑларакан предприятисене патшалӑх енчен пулӑшассине асӑннӑ. «Ӳсен-тӑрана акса ҫитӗнтернӗ чухне гербицидпа усӑ куриччен органика таварӗпе ытларах усӑ курма тӑрӑшмалла. Унпа хурт-кӑпшанкӑна хирӗҫ кӗрешме те меллӗ», – ӑнлантарса панӑ Татьяна Рябинина. Ҫӗршывӑн Ял хуҫалӑх министерстви палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗршывра 10 млн га ытла ҫӗр лаптӑкне пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртме палӑртнӑ. Асӑннӑ лаптӑкра удобренипе усӑ курман, тӑпран пуянлӑхӗ те япӑхнӑ. Республикӑра органика таварӗсене ытларах сарасси пӗлтерӗшлине асӑннӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев. «Паянхи халӑх экологи енчен таса ял хуҫалӑх таварне ыйтать», – палӑртнӑ регион пуҫлӑхӗ. «Саккуна йышӑнсан, ял хуҫалӑх производствинче комплекслӑ ӗҫсем йӗркелемелле», – тенӗ Чӑваш Республикин ертӳҫи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Паян Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне Ҫыру янине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерчӗ-ха. Кӑҫалхи ҫул тата 2020-мӗш ҫул пирӗн республикӑшӑн уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ: Шупашкар никӗсленнӗренпе 550 ҫул, Чӑваш автономи облаҫӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитет. «Паян, пирӗн атте-аннемӗрсем туса хӑварнӑ ӗҫсене малалла тӑсса пымалла кӑна мар, пурнӑҫ таппипе тан ӗҫлесе пымалла. Юбилейсене халалласа эпир тӗллевлӗн ӗҫлетпӗр, ҫитӗнӳсем те ҫук мар. Халӑхӑн пурнӑҫ условийӗ лайӑхланни чи пысӑк кӑтарту. Ҫӗршыв экономикине аталантарас ӗҫе те пирӗн регион пысӑк витӗм кӳни куҫкӗретех. Пирӗн тӗллевсене пурнӑҫлама вӑй-халӑмӑр та ҫителӗклӗ, кӑмӑлсем те пур, ресурссем хӑватлӑ. Тӗп пуянлӑх халӑхӑн йӑли-йӗрки, пуян ӗҫ опычӗ, кӑмӑл-туйӑм хӑвачӗ пысӑк пулни», — тенӗ Михаил Игнатьев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Паян, кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑн Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухрӗ. Ӑна Вӑл Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче вуларӗ. Михаил Игнатьев калаҫнине Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗпе тата Наци радиовӗпе итлеме май килчӗ. Хӑйӗн Ҫырӑвӗнче Михаил Васильевич театр пирки те сӑмах пуҫарчӗ. Ку вӑл ытхальтен маррине тавҫӑрма йывӑр-ха: кӑҫал пирӗн ҫӗршывра Театр ҫулталӑкӗ тесе йышӑннӑ. Михаил Игнатьев культура сферине укҫа сахал уйӑрнӑ вӑхӑт хыҫа юлнине палӑртрӗ. Юлашки пилӗк ҫулта ҫеҫ ҫак отрасле 7,5 миллиард тенкӗ уйӑрнине пӗлтрече. 2014 ҫулхинчен ҫакӑ 2,4 хут нумайрах. Театрсенче юсав ирттернине асӑнса кайнӑ май кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен Чӑваш патшалӑх пукане театрне юсаса пӗтерессине хыпарларӗ. Культура министерстви умне гастроль ӗҫне анлӑлатма, хамӑр республикӑри кашни хулапа районта, кашни пысӑк тата пӗчӗк салапа ялта спектакльсем кӑтартассине йӗркелеме тӗллев лартрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Ӗнер Чӑваш Енри журналистсене преми парас ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Кунта сӑмах журналистсен премийӗ пирки пырать. Ҫулсерен ҫирӗплетекен ҫак укҫана тивӗҫес тесе калем ӑстисем хӑйсен пӗлтӗрхи сумлӑ ӗҫӗсене тӑратнӑ. Ҫемен Элкер ячӗллӗ премие «Хыпар» хаҫатӑн политика, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх тата экономика пайӗн тишкерӳҫи Юрий Михайлов тивӗҫнӗ. Вӑл Чӑваш автономийӗн юбилейне тата тӑван тӑрӑхӑмӑрти ятлӑ ҫынсене халалласа ҫырнӑ материалсен ярӑмӗпе конкурса хутшӑннӑ. «Хыпар» хаҫатӑн политика, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх тата экономика пайӗн тепӗр тишкерӳҫи Ирина Клементьева ял старостисем ҫинчен ҫырнӑ статьясемпе Леонид Ильин премине тивӗҫнӗ. Николай Никольский премине Муркаш районӗнчи «Ҫӗнтерӳ ялавӗ» хаҫатӑн социаллӑ пурнӑҫ редакторне Наталия Николаевӑна тата Михаил Краснов журналиста пама йышӑннӑ. Аслӑрах ӗҫтешӗмӗрсем сӑнани тӑрӑх ҫакна та палӑртмалла: журналистсен премине илме конкурса хутшӑнакансен йышӗ юлашки ҫулсенче чакса пырать-мӗн. |
Республикӑра
Чӑваш Енре 11 ҫамрӑк тӗлӗшпе суд ларӑвӗ пулнӑ. Вӗсене вӑрланӑшӑн айӑпланӑ. Ҫамрӑксем сахал мар «хура» ӗҫ тунӑ: пуҫиле ӗҫ 25 томран тӑрать. Вӑрӑ ӗҫӗпе аппаланнисен йышӗнче 18 ҫул тултарманнисем те пур. Суд вӗсене пурне те айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Улттӑшне колони-поселение тата пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 2-4,5 ҫуллӑха ӑсатнӑ. Виҫҫӗшне тӗрмене хупмасӑр 2 ҫул таран айӑпланӑ. Тепӗр икӗ ҫамрӑка 100 тата 140 сехет ӗҫлеттермелле тунӑ. Следстви тата суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, 2017 ҫулхи авӑн тата юпа уйӑхӗсенче пулнӑ ку. Ҫамрӑксем Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри, Красноармейски, Муркаш районӗсенчи ялсенчи 6 лавккана ҫаратнӑ. Ушкӑн хаклӑ япаласене вӑрланӑ, тӑкак пӗтӗмпе 500 пин тенкӗпе танлашнӑ. 2017 ҫулхи юпан 12-мӗшӗнче каллех лавкка ҫаратма тӑнӑ, анчах хальхинче вӗсем йӗрке хуралҫисен аллине лекнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
«Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн хастарӗсем Шупашкарта пурӑнакан 42 ҫулти хӗрарӑма шыраҫҫӗ. Ольга Васильевна Краснова кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче килтен ӗҫе тухса кайнӑ та тек таврӑнман. Хӗрарӑм хушӑран ӑс-тӑнӗпе арпашӑнма пултарать, ҫавна май хӑй ӑҫта пулнине пӗлмест. Ольга Краснова килтен тухса кайнӑ чухне ҫыхнӑ калпак, тӗттӗм кӑвак куртка, хура атӑ, хура джинс шӑлавар тӑхӑннӑ, хӗрарӑмсен хура сумкине йӑтнӑ. Хӑй 165 сантиметр ҫуллӗш, ҫӳҫӗ хулпуҫҫи таран. Ҫак хӗрарӑма курнӑ тӑк ҫак телефон номерӗсемпе шӑнкӑравлӑр: Роман Коломийцев координатор 89053435033, Светлана Сорокина инфорг 89053435010. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Тӗнче тетелӗ пуррине кура ҫынсем хӑйсен шухӑш-кӑмӑлне унта палӑртма пултарнине тахҫанах хӑнӑхса ҫитрӗмӗр ӗнтӗ. Пур чухне те пӗлсех тӗрӗссине ҫыраҫҫӗ-и вӗсем, е ҫук-и — ҫакна татса калама хӗн. «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Общественный совет поселка Кугеси» (чӑв. Кӳкеҫ поселокӗн халӑх канашӗ) ӗнер Шупашкар район администрацийӗнче ӗҫлекен пӗр пуҫлӑха ятласа ҫырнӑ. Унӑн сӑн ӳкерчӗкне те лартса хунӑ, ятне-шывне те асӑннӑ. Ҫынна пули-пулми айӑплама тӑхтас тенӗ енне унӑн ятне эпир ҫапах та асӑнмӑпӑр. Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — пай пуҫлӑхӗ пулма ӑна шаннӑ хыҫҫӑн Шупашкар районӗнче кадр выҫлӑхӗ пуҫланнӑ имӗш. Иртнӗ ҫул ҫынсене ӗсрен кӑларма пуҫланӑ пулать. Ҫӗнӗ пуҫлӑх ҫынсемпе ӗҫлеме пӗлмест тесе ӳпкеленӗ. Вӗренӳ пайӗнчи 4 штат единицинчен 3-шӗнче халӗ ҫын ҫук тесе ҫырнӑ. Ӗҫрен кӑларасран хӑранипе пост авторӗ хӑйӗн ятне кӑтартмассине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Паян Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева республикӑн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин наградӑланӑ. Регион ертӳҫине Раҫҫейӗн ШӖМӗн Хисеп грамотипе чысланӑ. Чӑваш Енӗн ваҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, пирӗн республика ертӳҫине Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерстви умӗнче лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама пулӑшнӑшӑн хисеп тунӑ. Грамотӑна Сергей Неяскин министр Шалти ӗҫсен министерствин коллегийӗн паянхи ларӑвӗнче панӑ. Ҫак саманта асра хӑвармалла сӑн та ӳкерсе илнӗ. Ӑна ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталне вырнаҫтарнӑ. Преступленисемпе кӗрешессине илсен, пӗлтер пирӗн республикӑра преступленисен шутне унчченхи ҫулхинчен 7,6 процент сахалтарах шута илнӗ. Пурӗ 11,8 пин ытларах регистрациленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Темиҫе ҫул каялла ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев «СССР летчик-космонавчӗ А.Г.Николаев ячӗллӗ Планетари тӑвасси пирки» хушӑва алӑ пуснӑ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл Шупашкарти А.Г.Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗнче пулӗ. Ҫавна май пӗтӗм парка реконструкцилӗҫ. Планетарие патшалӑх тата партнерсем пулӑшнипе тӑвӗҫ. Чӑннипе, унччен планетарие 2018 ҫулта уҫма палӑртнӑ. Хушура ҫапла палӑртнӑ: 2017-2019 ҫулсем. Палӑртнӑ вӑхӑт ҫитет, анчах Планетари ҫук-ха, ӑна тума пуҫламан та. Кӑҫал Андриян Николаев ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитет. Ҫавна май влаҫ органӗсен порталӗнче мероприятисен планне вырнаҫтарнӑ: конкурссем, конференцисем, куравсем, фестивальсем тата ыттисем иртӗҫ. Космонавт пирки тематика фильмӗ те ӳкерӗҫ, «Николаев Андриян Григорьевич» электронлӑ коллекци хатӗрлӗҫ. Спорт мероприятийӗсем те иртӗҫ. Анчах планра Планетари пирки нимӗн те каламан. Ара, ӑна 2019 ҫул тӗлне тума палӑртнӑ вӗт. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |