Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра

Ҫӗмӗрлери пӗр коммерци организацийӗн директорне ӗҫченӗсене шалу тӳлеменшӗн айӑпласшӑн. Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, халӗ суд пуласса кӗтет. Унӑн пурлӑхне – ҫуртне, УАЗ автомобиле – арестленӗ.

Ҫӗмӗрлери йӑлари хытӑ каяш пуҫтаракан организацин 33 ҫулти директорӗ тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ. Хайхискер пилӗк ӗҫченне икӗ уйӑх ытларах шалу тӳлемен. Ҫапла майпа парӑм 300 пин тенке яхӑн пухӑннӑ.

Пуҫлӑхӑн шалу пама май пулнӑ: организаци кассине 10 миллион тенкӗ кӗнӗ. Анчах директор ку укҫапа коммерци тӗллевӗпе усӑ курнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/55007
 

Республикӑра

Пӗлтер авӑн уйӑхӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Палтиел ялӗнче пурӑнакан пиччӗшӗпе аппӑшӗ хирӗҫсе кайнӑ. Арҫын ӳсӗр пулнӑ.

Хайхи ӳсӗр арҫын аппӑшӗпе вӑрҫӑнса кайсан сенӗк ярса тытнӑ та ун умӗнче сулкалашнӑ, вӗлерессипе хӑратнӑ. Хӗрарӑмӑн сехри хӑпнӑ: тен, чӑнах та вӗлерме пултарать. Аппӑшӗ полицирен пулӑшу ыйтнӑ.

Арҫыннӑн вара ӑссӑрла хӑтланӑвӗшӗн явап тытма тивнӗ. ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, суд ӑна 160 сехет ӗҫлеттермелле тунӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/54991
 

Республикӑра

Кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче Елчӗк райнӗнче пурӑнакансемпе республикӑри тӳре-шара тата «Экоцентр» пайташӗсем тӗл пулнӑ. Халӑха «ҫӳп-ҫап реформи» мӗнле ӗҫлени пирки каласа кӑтартнӑ, тӳлевре улшӑнусем пуласси пирки сӑмах хускатнӑ.

Чи малтанах ҫынсем тарифа пӑхса тухма ыйтнӑ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, ялта, хуларипе танлаштарсан, хытӑ ҫӳп-ҫап сахалрах кайса пӑрахаҫҫӗ. Тӳре-шара ҫакна шута илсе тӳлеве пӑхса тухма шантарнӑ.

Пухура контейнер лапамӗсене пӑхса тӑрас ыйтӑва та хускатнӑ. Тӳре-шара «ҫӳп-ҫап реформи» санкцилемен свалкӑсене пӗтерме пулӑшассине палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/54982
 

Республикӑра
Пимен Петров
Пимен Петров

Кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче Хӗллехи спорт тӗсӗсен центрӗнче 89 ҫулти Пимен Иванович Петров йӗлтӗр сырса тухнӑ. Вӑл «76 ҫултан аслӑраххисем» категорире чи асли пулнӑ.

Ватӑ арҫын хӑйне евӗрлӗ йӗлтӗр сырса тухнӑ. Вӑл 1938 ҫулта туса кӑларнӑскерех. Пимен Иванович 8 ҫулта чухне ҫак йӗлтӗр ӑна тӑванӗнчен парне пек лекнӗ. Унпа вӑл пурнӑҫ тӑршшӗпех ярӑнать.

Пимен Иванович нимӗнле эмел те ӗҫмест-мӗн, сывлӑхӗ ҫирӗп. «90 ҫулта та йӗлтӗрпе ярӑнасса шанатӑп», - тенӗ ватӑскер. Унӑн раритечӗпе ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та паллашнӑ. Кун пирки Михаил Васильевич Инстаграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/54984
 

Республикӑра
Old-yar.ru сайтри сӑнӳкерчӗк
Old-yar.ru сайтри сӑнӳкерчӗк

Блокадӑри Ленинграда ирӗке кӑларнӑранпа паян 75 ҫитрӗ. Нумаях пулмасть Раҫсейӗн Пенси фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ пирӗн тӑрӑхра 49 ветеран-блокадник пурӑннине пӗлтерчӗ.

Блокадӑри Ленинграда ирӗке кӑларма хутшӑннисем кӑрлачӑн 24-мӗшӗ тӗлне11-ӗн пурӑнни паллӑ. Вӗсене «Ленинграда хӳтӗленӗшӗн» медальпе чысланӑ. «Блокадӑри Ленинграда хӳтӗленӗшӗн» медале тивӗҫнисем 38 ҫын пурӑнаҫҫӗ.

Блокадӑри Ленинград нушине курнисенчен чи асли нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче 100 ҫул тултарӗ. Вӑл республика тӗп хулинче тӗпленнӗ. Блокадӑри Ленинградра шӑп та лӑп 75 ҫул каялла ҫуралнӑ, халӗ Шупашкарта пурӑнакан кинеми паян 75 ул тултарнӑ.

Ленинграда хӳтӗлеме хутшӑннисем е ҫав вӑхӑта тӳссе ирттернисенчен чылайӑшӗ, пурӗ 34 ҫын, Шупашкарта пурӑнать, Ҫӗнӗ Шупашкарта — 5-ӗн, Канашра — 2-ӗн, Улатӑр хулинче, Элӗк, Комсомольски, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле, Шупашкар, Елчӗк районӗсенче — 1-ер.

 

Республикӑра

Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑш ял тӑрӑхӗн депутачӗ тӗлӗшпе район прокуратурине ҫӑхав ҫитнӗ. Унта «халӑх тарҫи» коррупципе кӗрешмелли саккуна пӑснине палӑртнӑ.

Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн депутат 1,6 миллион тенкӗпе туяннӑ машинине 2017 ҫулта тупӑша, расхута тата пурлӑха кӑтартакан справкӑра кӑтартман-мӗн. Унӑн тата арӑмӗн юлашки виҫӗ ҫулта официаллӑ майпа ӗҫлесе илнӗ укҫи машина хакӗнчен сахалрах иккен.

Шупашкар районӗн хаҫачӗ «Тӑван Ен» пӗлтернӗ тӑрӑх, прокуратура депутатсен пухӑвӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ, унта ҫак депутата тивӗҫӗсене пурнӑҫлама пӑрахтармаллине палӑртнӑ.

 

Республикӑра

Паян пирӗн ҫӗршывра Студентсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫавна май ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, республикӑн тп хулинчи «Шупашкар – Арена» пӑр керменӗнче хоккей выляссипе юлташла матч ирттернӗ. Пӑр ҫине Чӑваш Енӗн Правительствипе республикӑри студентсен пӗрлештернӗ ушкӑнӗ тухнӑ.

Министрсен Кабинечӗн хоккей ушкӑнне яланхиллех Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев ертсе пынӑ.

Студентсен командинче республикӑри аслӑ шкулсенче вӗренекен каччӑсем пулнӑ. Сав шутра — И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн «Мамонты – ЧГУ», Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн «Академия», Шупашкарти коопераци институчӗн «Коопер» тата Раҫҫейӗн халӑх хуҫалӑхӗн тата патшалӑх службин академийӗн Шупашкарти филиалӗн «С.К.А.Л.А» командин пайташӗсем.

Вӑйӑ туслӑх ҫӗнтернипе вӗҫленнӗ.

 

Республикӑра

«Лиза Алерт» ҫӑлавпа шырав отрячӗ Канашра пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑма шырать. Марина Кондратьева кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, вырсарникун, килтен тухса кайнӑ та халӗ те таврӑнман.

Марина Александровна 162 сантиметр ҫӳллӗш, туллирех кӗлеткелле. Ҫӳҫӗ ҫутӑрах, хулпуҫҫи таран. Килтен кайнӑ чухне вӑл ҫыхнӑ калпак, ҫутӑ хӑмӑр кӗске кӗрӗк, хура колготка, хура сӑран атӑ тӑхӑннӑ пулнӑ.

Тен, эсир Марина Кондратьевӑна курнӑ е вӑл ӑҫта пулнине пӗлетӗр? Пӗр тӑхтамасӑр 112 номерпе шӑкӑравласа пӗлтерӗр.

 

Республикӑра

Ҫӗнӗ ҫул уявӗнче Чӑваш Енри арҫын кӑштах «савӑнас» тенӗ-ши – психотроплӑ эмел ӗҫнӗ. Анчах куншӑн суда лекесси пирки шутламан та пуль вӑл.

Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче 16 сехетре Куславкка районӗнчи Тӗрлемесре пурӑнакан арҫын хӑйӗн килӗнче тухтӑр ҫырса памасӑрах психотроплӑ эмел ӗҫнӗ. Ывӑлӗ ҫакнашкал эмел ӑша янине кура амӑшӗ кун пирки кирлӗ ҫӗре пӗлтернӗ. Ҫапла майпа ывӑлӗ суд сакки ҫине ларнӑ.

ЧР прокуратурин пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, 1-мӗш суд участокӗн миравай судйи арҫын тухтӑр ҫырса памасӑрах наркотик е психотроплӑ япала ӗҫнӗшӗн айӑплӑ тесе палӑртнӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн, унӑн 4 пин тенкӗ штраф тӳлемелле.

 

Республикӑра

ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ЧР Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухассине хыпарланӑччӗ. Михаил Васильевич хӑйӗн сӑмахӗнче юлашки ҫулта ҫынсем ытларах пурӑнма тытӑннине палӑртнӑ.

2012 ҫултанпа ҫыннӑн пурнӑҫ тӑршшӗ 3,2 ҫул ӳснӗ, пӗлтӗр вӑтам кӑтарту 73,5 ҫулпа танлашнӑ. Элтепер 2024 ҫул тӗлне Чӑваш Енре пурӑнакансен пурнӑҫ тӑршшӗн вӑтам кӑтартӑвне 78 ҫула ҫитерме тӗллев лартнӑ.

Юлашки ултӑ ҫулта нумай пурӑнакансен йышӗ 25 процента яхӑн ӳснӗ, 100 ҫултан иртнисен йышӗ вара 2 хута яхӑн нумайланнӑ. Халӗ республикӑра 100 ҫул тултарнӑ 100 ҫын пурӑнать.

 

Страницӑсем: 1 ... 325, 326, 327, 328, 329, 330, 331, 332, 333, 334, [335], 336, 337, 338, 339, 340, 341, 342, 343, 344, 345, ...614
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку уйӑх пуҫламӑшӗнче харпӑр ӳсӗм тума, хӑюллӑ пуҫарусене пурнӑҫлама пултаратӑр, уйрӑмах – ӗҫлӗ проектсем тӗлӗшпе. Ҫынпа ытларах калаҫӑр, шӑпах ҫӗнӗ паллашусем ҫитес кунсенче мӗн тумаллине кӑтартӗҫ. Шалти ҫураҫулӑха упрас тесен вӑхӑтра канма тӑрӑшӑр, ытлашши ан ывӑнӑр.

Кӑрлач, 10

1931
94
Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть