Республикӑра
ЧР Юстици министерстви «Чӑваш Ен» Издательствӑпа полиграфи косплексӗ» акционерсен обществи валли ҫӗнӗ ертӳҫӗ шырани пирки пӗлтерет. Заявкӑсем йышӑнма пуҫлӗҫ, документсене ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗччен тӑратмалла. Ҫак должноҫе йышӑнас тесен специалитетран пӗчӗкрех мар аслӑ пӗлӳллӗ пулмалла. Кунсӑр пуҫне ертӳҫӗ должноҫӗнче е полиграфи тытӑмӗнче 5 ҫултан кая мар ӗҫленӗ стаж кирлӗ. Халӗ тӗп директор тивӗҫӗсене Иван Архипов пурнӑҫлать. Унччен «Чӑваш Ен» Издательствӑпа полиграфи косплексне» ЧР культура министрӗ пулнӑ Вадим Ефимов ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Мишуково ялӗ Чӑваш Енри 83 ялпа поселок цифра телекуравӗн сигналне йышӑнмалли зона тулашӗнче юлать. Утмӑл ытла ялпа поселок сигнала кӳршӗ регионсенчен илейрет иккен. Цифра телекуравӗпе ҫыхӑннӑ ыйтӑва паян Правительство ҫуртӗнче черетлӗ хутчен сӳтсе явнӑ. Ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе ирттернӗ планеркӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынӑ. Республикӑн информполитика министрӗ Михаил Анисимов Чӑваш Ен чиккисенче вырнаҫнӑ ултӑ теҫетке ытла ял сигнала кӳршӗ регионсенчен йышӑнаяссине ӗнентернӗ. Тӗслӗх вырӑннӗ Пӑрачкав районӗнчи Мишуково ялне асӑннӑ. Унтисем Мордва Республикинчи антенӑпа усӑ курайӗҫ. Кунсӑр пуҫне республикӑри кабель телекуравӗн 19 операторӗнчен тӑваттӑшӗ цифра телекуравӗ ҫине куҫма хатӗр иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
ҪҪХПИ тунӑ сӑн Пассажирсене йӗркене пӑсса турттаракан водительсем, шел те, пур. Шӑпах унашкаллисене тупса палӑртас тӗллевпе ӗҫлеҫҫӗ Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем. Ҫак канмалли кунсенче, ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, ҪҪХПИ инспекторӗсем Патӑрьелтен Мускава кайма тухнӑ микравтобуса документсене тӗрӗслеме чарнӑ. Водитель пассажирсене йӗркене пӑсса илсе ҫӳрет-мӗн. Ҫитменнине, микроавтобуса урӑхла туса хунӑ: салонра лармалли тепӗр 3 вырӑн вырнаҫтарнӑ, ҫывӑрмалли вырӑн та пулнӑ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, кун тӗлӗшпе административлӑ материалсем хатӗрленӗ. Водителӗн услам тӑвасси пулман – ӑна Канаш районӗнчи полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. ____ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Шупашкарта пурӑнакан 28 ҫулти арҫын А4 форматлӑ хут туяннӑ чухне шӑнман пӑр ҫине ларса юлнӑ. Вӑл тӗнче тетелӗнче 2 пин пачка хут саккас панӑ, сутуҫӑ куншӑн малтанлӑха ҫур хакне – 130 пин тенкӗ – куҫарса пама ыйтнӑ. Арҫын укҫана кӑтартнӑ счет ҫине куҫарнӑ, анчах хут килмен. Шупашкарта пурӑнакан 24-ри каччӑ диван сутни пирки тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ тӑратнӑ. Анчах сутас вырӑнне хӑй укҫа ҫухатнӑ: ултавҫӑсене 1800 тенкӗ куҫарса панӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 37-ри хӗрарӑм вара тӗнче тетелӗнче тест тухса банк бонусӗсем выляса илнине ӗненнӗ. Унӑн счечӗ ҫинчен 4900 тенкӗ ҫухалнӑ. Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 80-ри кинемей вара «банк ӗҫченне» пула 40 пин тенке яхӑн ҫухатнӑ. Куратӑр пулӗ: ултавҫӑсем ҫын шанчӑкне кӗрсе пуйма хӑтланаҫҫӗ. Унашкал тӗслӗх нумай, полицейскисем кун пирки кашни кун тенӗ пекех пӗлтереҫҫӗ. Ҫапах ултавҫӑсен аллине ҫакланакансем тупӑнсах тӑраҫҫӗ. Асӑрхануллӑ пулӑр! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Канаш хулинче пурӑнакан арҫын алимент тӳлемен – парӑм 200 пин тенкӗрен те иртнӗ. Суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, ашшӗн ачисене укҫан пулӑшмалла. Приставсем ӑна уголовлӑ майпа явап тыттарасси пирки асӑрхаттарнӑ, анчах кӑлӑхах. Ӗҫпе тивӗҫтерекен центра та янӑ – усси пулман. Арҫынна 2018 ҫул вӗҫӗнче административлӑ майпа явап тыттарнӑ: 60 сехет ӗҫлеттермелле те тунӑ. Ҫапах кун хыҫҫӑн та вӑл парӑма татма васкаман. 30 ҫулти арҫыннӑн ҫапла майпа пысӑк парӑм пухӑннӑ. Нумаях пулмасть ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫакӑ ҫеҫ ӑна вырӑнтан хускатнӑ. Темиҫе кунтан ҫакскер районти уйрӑма пынӑ та суд приставӗсене парӑма пӗтӗмпех татнине ӗнентерекен хут кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Пӗрремӗшпе иккӗмӗш мультиплекса кӗрекен каналсен аналог версийӗ малашне пулмассине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен те пӗлтернӗччӗ-ха. Пирӗн республикӑра ӑна ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче сӳнтерӗҫ. Цифра телекуравне пӑхассипе ҫыхӑннӑ ыйтупа Чӑваш Енре (8352) 26-11-11 номерпе «хӗрӳ лини» ӗҫлеме пуҫланӑранпа специалистсем патне 877 хутчен шӑнкӑравланӑ. Вӑл номерпе сӗнӳ-канаш ыйтма ҫеҫ мар, телевизора ҫӗнӗлле ӗҫлеттерме пулӑшакан нимеҫӗсене те чӗнсе илме пулать. Ун пек заявкӑсене 217 хутчен шута илнӗ. Нимеҫӗсем 170 киле ҫитме ӗлкӗрнӗ. Цифра телекуравӗ ҫине куҫас ыйтӑва тӗрӗслесе тӑрассине пирӗн республикӑра Михаил Игнатьев Элтепер хӑй ҫине илнӗ. Аса илтерер, (8352) 26-11-11 номерлӗ «хӗрӳ лини» ака уйӑхӗн 14-мӗшӗ таран тунтикунтан пуҫласа эрнекунччен ирхи 9-тан 18-ччен ӗҫлет; ака уйӑхӗн 15-28-мӗшсенче — тунтикунтан пуҫласа шӑматкунччен 8 сехетрен 20-ччен; ака уйӑхӗн 29-ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗсенче – тунтикунтан пуҫласа эрнекунччен ирхи 9-тан 18-ччен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Ҫӗмӗрлери районсем хушшинчи прокуратурӑна ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Ӗнер, ака уйӑхн 5-мӗшӗнче, Раҫсейӗн тӗп прокурорӗ ку должноҫе Евгений Серебрякова ҫирӗплетнӗ. Евгений Александрович Серебряков паян — юстицин аслӑ канашҫи. Вӑл 1977 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. 1994—1999-мӗш ҫулсенче Чӑваш патшалӑх университетӗнче юридици факультетӗнче вӗреннӗ. 1999 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче ӑна Шупашкар районӗнчи Ленин районӗнчи прокуратурӑна прокурор пулӑшуҫи пулма ӗҫе илнӗ. Унтанпа Серебряков тӗрлӗ должноҫре тӑрӑшнӑ. Ҫав шутра — преступление тӗпченине тата ШӖМ органӗсен оперативлӑ тата шырав ӗҫне тӗрӗслекен пай прокурорӗнче, Ленин район прокуратурин прокурорӑн аслӑ пулӑшуҫинче, Ҫӗнӗ Шупашкарта — прокурор ҫумӗнче, Чӑваш Енӗн прокуратуринче пай пуҫлӑхӗн ҫумӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Республикӑри шырав отрячӗсем ҫулсеренех ЧР Элтеперӗн грантне тивӗҫеҫҫӗ. Кӑҫал субсидисене камсем илнӗ-ха? Шупашкарти 37-мӗш шкул «Ку вилнисене мар, чӗррисене кирлӗ» проектшӑн 100 пин тенке тивӗҫнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 9-мӗш шкул вӗренекенӗсем «Историе пӗрле ҫыратпӑр: Ҫар Мухтавӗн музейӗ» проект хатӗрленӗ. Куншӑн вӗсене те 100 пин тенкӗ грант панӑ. Шӑмӑршӑ районӗнчи Карапай Шӑмӑршӑ шкулӗнчи ачасем те хастар: вӗсем те 100 пин тенке тивӗҫнӗ. Ачасемпе вӗрентекенсем «Раҫҫейре паттӑр ҫитӗнтермен ҫемье ҫук» проект хатӗрленӗ. И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ студенчӗсем «Чӗррисем, пире ан манӑр!» проектшӑн 75 пин тенкӗ илнӗ. «Студентсен канашӗ» «Георги хӑйӑвӗ» проектшӑн 75 пин тенке тивӗҫнӗ. «Хӗрлӗ мӑкӑнь» шырав пӗрлешӗвӗ «Манӑн ҫӗршыв паттӑрӗсем» проект ҫырса 75 пин тенкӗ илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Шупашкарта IT-специалистсен форумӗ кӑҫал та иртӗ. «Информационные технологии на службе общества, бизнеса и власти» (чӑв. Обществӑри, бизнесри тата влаҫри информаци технологийӗсем) ят панӑскере ҫак уйӑхра ирттерме палӑртнӑ. Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, форума Чӑваш Енри специалистсем кӑна мар, Мускаври хӑна та хутшӑнмалла. Сӑмахран, Мускаври политехника университечӗн информаци технологийӗсен факультечӗ деканӗн ҫумӗ Марина Даньшина тухса калаҫӗ. Мероприяти Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 10 сехетре пуҫланӗ. Форум вӑхӑтӗнче искусствӑлла ӑс-тӑна аталантарасси, хальхи вӑхӑтри медиатехнологисем пирки калаҫӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви кӑҫал ейӳ ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче сарӑлма пултарасси пирки асӑрхаттарать. Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, Улатӑр хулинче, Патӑрьел, Комсомольски, Ҫӗрпӳ, Елчӗк районӗсенче ейӳ сарӑлас хӑрушлӑх пур. Асӑннӑ тӑрӑхсенче 9 ялти 330 ҫурта, 3 автоҫула шыв илме пултарать. Синоптиксем лӑплантараҫҫӗ: кӑҫал ейӳ лӑпкӑ иртмелле. Юрта нӳрӗк нумай пулсан та пур ҫӗрте те тенӗ пекех ҫӗр 36 сантиметртан тарӑнрах шӑнман. Ку, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, икӗ хут пӗчӗкрех. Кӑнтӑр енчи районсенче лару-тӑру лӑпках-ха. Пӑла юханшывӗнче пӑр тапраннӑ, унти шыв шайӗ майӗпен пӗчӗкленет. Ҫӑлавҫӑсем те сыхӑ тӑраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |