Республикӑра
Вӑрнар хула поселенийӗ «Формирование комфортной городской среды» патшалӑх программипе килӗшӳллӗн укҫа-тенке тивӗҫӗ. Ку укҫана епле тӑкаклассине пӗлме Вӑрнара Строительство министерствин комиссийӗ, банк тата общество элчисем килнӗ. Патшалӑх программипе килӗшӳллӗн, 9 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ. Ку укҫа-тенкӗпе Вӑрнар поселокӗнчи картишсене тата общество территорийӗсене хӑтлӑлатӗҫ. Малтанлӑха каланӑ тӑрӑх, Симӗс тата Ҫурҫӗр тӑкӑрлӑкӗсенчи нумай хваттерлӗ ҫуртсен умне ҫутӑ тӑвӗҫ, ача-пӑча лапамӗсем, саксем, ҫӳп-ҫап контейнерӗсем вырнаҫтарӗҫ, газонсемпе клумбӑсене илемлетӗҫ. Ҫак ӗҫсене кӑҫал тума палӑртнӑ. 2020 ҫулта Астӑвӑм скверне тата культура ҫурчӗ умӗнчи Культура паркне хӑтлӑлатасшӑн. Анчах малтан дизайн-проект хатӗрлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Канаш районӗнче пурӑнакан 46 ҫулти хӗрарӑм упӑшкине ҫӑлас тесе мӗнпур укҫине тӑкакланӑ. Анчах, шел те, нухрата ҫилпе вӗҫтерни кӑна пулнӑ, мӗншӗн тесен вӑл ултавҫӑ аллине ҫакланнӑ. Нумаях пулмасть хӗрарӑм полицие килсе заявлени ҫырнӑ. Вӑл каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, темиҫе ҫул каялла унӑн упӑшки вӑйлах чирлесе ӳкнӗ, пульницӑра сипленни усӑ паман. Мӑшӑрне ҫӑлас тесе вӑл тӗнче тетелне кӗрсе сиплевҫӗ тупнӑ, унпа ҫыхӑннӑ. Лешӗ хӑйӗн «юмахне» пуҫланӑ: упӑшкине такам пӑснӑ-мӗн, ӑна сиплемешкӗн ятарлӑ ҫуртасем кирлӗ. Ҫавӑнпа «сиплевҫӗ» вӗсене туянмашкӑн укҫа куҫарса пама ыйтнӑ. Пӗрремӗш сеансра хайхискер 1000 тенкӗ тӑракан ҫуртасемпе сиплемеллине каланӑ, темиҫе кунран хакланнӑ – 2000 тенкӗ. Темиҫе уйӑхра ултавҫӑ самаях укҫа сӑптӑрса илнӗ: пӗтӗмпе 805 пин тенкӗ. Юлашкинчен «сиплевҫӗ» Канаш районӗн хӗрарӑмӗпе кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче ҫыхӑннӑ, каллех укҫа ыйтнӑ: 50 пин тенкӗпе сеанс вӗҫленет-мӗн. Анчах мӗнпур укҫине ӑна куҫарса панӑ хӗрарӑмӑн пӗр пус та юлман. Вӑл упӑшкине сыватас тесе малтан кивҫен те илнӗ. Укҫа ҫуккине пӗлнӗ хыҫҫӑн «экстрасенс» ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ, халӑх тетелӗнчи страницине те блокировка тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Канашри усаламҫа автор прависене пӑснӑшӑн айӑпласшӑн. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ те суда янӑ. 55 ҫулти усламҫӑ пӗлтӗр ака уйӑхӗнче хулари ярмарккӑ территорийӗнче хӑйӗн киоскӗнче контрафактлӑ 17 DVD-диск сутма тӑратнӑ. Вӗсенче хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ мультипликациллӗ тата ӳнер фильмӗсем пулнӑ. Ҫапла майпа усламҫӑ саккунлӑ право харпӑрҫине 200 пин ытла тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Айӑпланакан арҫын следовтельсене йӑлтах каласа кӑтартнӑ. Кӗҫех ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суд пӑхса тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Чӑваш Ене Атӑл-Кама макрорегиона кӗртнӗ. Нарӑсӑн 13-мӗшӗнче Раҫҫей Правительствин Ертӳҫи Дмитрий Медведев «Об утверждении Стратегии пространственного развития до 2025 года» (чӑв. Хутлӑхлӑ аталанӑвӑн 2025 ҫулчченхи стратегине ҫирӗплетесси ҫинчен) йышӑнӑва алӑ пуснӑ. Ӗнер ҫав ӗҫлӗ хута официаллӑ майпа пичетленӗ. Стратегире 12 макрорегиона палӑртса тухнӑ: Тӗп, Тӗп-Хура тӑпраллӑ, Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ, Ҫурҫӗр, Кӑнтӑр, Ҫурҫӗр-Кавказ, Атӑл-Кама, Атӑл-Урал, Урал-Ҫӗпӗр, Кӑнтӑр-Ҫӗпӗр, Ангара-Енисей, Инҫет Хӗвелтухӑҫ. Чӑваш Ен, Мари Эл, Мӑкшӑ Республики, Тутарстан, Удмурт Республики, Пермь крайӗ, Киров тата Чулхула облаҫӗсем Атӑл-Кама макрорегиона кӗнӗ. Стратеги тӗллевне регионсене пӗр пек аталантарасси тесе палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи, хальхи вӑхӑтра Республикӑн вӗренӳ институчӗн ректорӗнче тӑрӑшакан Юрий Исаев нарӑсӑн 13-мӗшӗнче 50 ҫул тултарнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Халӗ эпир унпа ҫыхӑннӑ савӑнӑҫлӑ хыпара пӗлтӗмӗр. Юрий Исаева Чӑваш Республикин Аслӑ шкулсен ректорӗсен канашӗн Хисеп грамотипе чысланӑ. Савӑнӑҫлӑ пулӑм Вӗренӳ институчӗн ӑслӑлӑх канашӗн залӗнче пулса иртнӗ. Унта Чӑваш Республикин Аслӑ шкулсен ректорӗсен канашӗн ларӑвне пухӑннӑ. Канаш ертӳҫи, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ Андрей Александров Юрий Исаева грамотӑпа чысланӑ. ЧПУ ректорӗ Юрий Исаев вӗренӳ тытӑмне пысӑк тӳпе хывнине палӑртнӑ. Аса илтерер, Юрий Исаев 1969 ҫулта Патӑръел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ. Филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Улатӑр районӗнче виҫӗ ҫамрӑк тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, суда ярса панӑ. Мӗнпе айӑпа кӗнӗ-ха ҫак каччӑсем? Вӗсене ҫынна хӑратса укҫа ыйтнӑшӑн айӑпласшӑн. Следстви пӗлтерӗ тӑрӑх, 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫӗрле Улатӑрта пурӑнакан 18 ҫул тултарман икӗ ҫамрӑк тата 22-ри каччӑ 19-ти пӗлӗшне вӑрмана илсе кайнӑ та алли-урине вӗренпе ҫыхса лартнӑ. Унтан вӗсем ӑна хӗненӗ, вӗлерессипе те хӑратнӑ. Анчах 300 пин тенкӗ парсан чӗрӗ-сывах юлассине пӗлтернӗ. Хайхискерсем вӑхӑт та панӑ: пӗр эрне. 19-ти каччӑ килӗшнӗ. Ун чухне 16-ри каччӑ хур курнӑскерӗн телефонне уҫҫӑнах йӑкӑртнӑ. Палӑртмалла: вӑл унччен те йӗрке хуралҫисен аллине ҫакланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Канаш районӗнче автотранспортӑн ҫӗнӗ маршручӗсене йӗркелеме палӑртаҫҫӗ. Ҫакна Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗ йышӑннӑ документра палӑртса хӑварнӑ. Маршрутсене Улатӑр, Комсомольски тата Муркаш районӗсенче ылмаштарасшӑн. Чӑваш Енри муниципалитетсен хушшинчи транспорта йӗркелесси ҫинчен калакан ӗҫлӗ хута улшӑну кӗртнине ӑна йӗркелекенсем транспорт сетьене лайӑхлатассипе сӑлтавлаҫҫӗ. ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче ӗнентернӗ тӑрӑх, документа ҫынсем, районсен администрацийӗсем тата уйрӑм усламҫӑсем ыйтнипе ҫӗнетме йышӑннӑ. Правительствӑн йышӑнӑвӗнче муниципалитетсем хушшинчи ҫӗнӗ 4 маршрут уҫма, 15 маршрутӑн схемине ылмаштарма тата 61 маршрута хупма йышӑннӑ. Хупма палӑртнисемпе е ҫӳрекен ҫук, е ун пек ҫулпа хутлаканнисем ахаль те пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Ыран ҫӗрле пирӗн республикӑра асар-писер ҫил-тӑман алхасма пултарать. Кун пирки Чӑваш гидрометцентрӗ хыпарланӑ. Ҫавна шута илсе РФ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин республикӑри управленийӗ ҫынсене асӑрхануллӑ пулма чӗнсе калакан sms-ҫырусем шӑрҫаланӑ. Ҫутҫанталӑк епле пулассине маларах пӗлекенсем хыпарланӑ тӑрӑх, нарӑс уйӑхӗн 14-мӗш каҫхине хӗвел кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ. Ҫил хӑвӑртлӑхӗ ҫеккунтра 18 метра яхӑн пулӗ. Каҫхине ҫил-тӑман ҫавӑрттарӗ, ҫулсене юр хӳсе лартӗ, пӑрлаклантарӗ. РФ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин республикӑри управленийӗ ҫулта-йӗрте асӑрханса ҫӳреме ыйтать. Инкек ҫири кӗперен ҫывӑх теҫҫӗ те, тимлӗ пулнине, чӑн та нимӗн те ҫитмӗ. Машинӑпа ҫула тухакансен уйрӑмах асӑрханмалла. |
Республикӑра
cheb.ru сайтран илнӗ сӑн Куславккари автостанцие хупма пултараҫҫӗ. Тӳре-шара шухӑшӗпе, ҫакна тума темиҫе сӑлтав та пур. Кӑрлач уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче автостанци харпӑрҫи хупӑнасси пирки администрацие пӗлтернӗ. Ӑна нарӑсӑн 1-мӗшӗнче хупма планланӑ. Вокзалӑн тупӑш ҫук-мӗн. Анчах вӑл хупӑнсан ҫынсен ытти ҫӗре мӗнле тухса ҫӳремелле? Ҫак ыйту шухӑшлаттарать тӳре-шарана. Анчах «АвтоВАСа» ку пӑшӑрхантармасть. Ку ыйтӑва ЧР Транспорт министерствинче пӑхса тухнӑ. «АвтоВАС» малалла икӗ условипе ӗҫлеме килӗшнӗ. Пӗрремӗшӗнчен, перевозчиксен килӗшӳ тумалла тата хӑйсен автобусӗсене автостанцирен Куславкка районӗнче 6 маршрутпа ямалла. Иккӗмӗшӗнчен, пассажирсен вокзал кассинчен билет туянмалла. Тепӗр майлӑ каласан, водительсен хулари ытти чарӑнура чарӑнса ҫынсене лартмалла мар. Анчах ку услови куславккасен пурнӑҫне йывӑрлатӗ: автостанцие ҫитес тесен сахал мар утмалла. Автостанци чӑнах та хупӑнсан ҫынсем автобуссене «Булат» кафе умӗнче кӗтсе тӑма пуҫлӗҫ, унтах расписани ҫакӗҫ. Кун пек чухне билетсене водительсем хӑйсем сутӗҫ. Куславккари автостанци мӗнле майпа ҫакӑн пек лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкнӗ-ха? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
2017 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Красноармейски районӗнчи Янкас ялӗнче пурӑнакан 48 ҫулти арҫынна участковӑй хӗненӗ. Ҫакӑншӑн полицейски тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна должноҫӗпе ытлашши усӑ курнӑшӑн айӑпласшӑн. Пуҫиле ӗҫе следовательсем тишкерсе пӗтернӗ, суда ярса панӑ. Преступлени тунӑ вӑхӑтра ҫак полицейски Красноармейски районӗнчи полици уйрӑмӗн участковӑйӗ пулнӑ. Авӑн уйӑхӗнче хайхискер Янкас ҫыннине общество вырӑнӗнче ӳсӗр пулнӑшӑн тытса чарнӑ та участока илсе ҫитернӗ. Анчах лешӗ ӑна унта хӗнесрен сехӗрленсе ӳкнӗ. Нумай шухӑшласа тӑман – вӑрманалла тарнӑ вӑл. Участковӑй те парӑнман – ӳсӗр ҫынна хӑваласа ҫитнӗ те патакпа хӗненӗ. Ку пӑтӑрмах хыҫҫӑн следстви органӗсем ҫак пӑтӑрмаха пӗтерме мерӑсем йышӑнмашкӑн представлени ҫырнӑ. Анчах участковӑя ӗҫрен кӑларман, ӑна РФ ШӖМӗн «Ҫӗрпӳ» уйрӑмне куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |