Республикӑра
Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗ, Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ, ҫывхарать. Ҫавна май ӗҫлекенсем темиҫе кун канма пултарӗҫ. Ӗҫлекенсемшӗн ку эрне 1 кун кӗскелӗ, канмалли кун вара хушӑнӗ: пуш уйӑхӗн 8–10-мӗшӗсенче ӗҫе тухмалла мар. Уяв умӗнхи ӗҫ кунӗ вара, пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗ, 1 сехет кӗскелӗ. Ака уйӑхӗнче унашкал кану кунӗсем пулмӗҫ, пӗчӗк «каникула» ҫу уйӑхӗнче ҫеҫ кӗтмелле. Ун чухне ӗҫлекенсем пӗтӗмпе пӗр эрне канӗҫ. Малтан ҫу уйӑхӗн 1–5-мӗшӗсенче ӗҫе тухмӗҫ, кайран 9–12-мӗшӗсенче канӗҫ. Сӑмах май, кӑҫал Ҫӑварни эрни Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен уявӗ тӗлне лекет. Ҫитес эрнерен православи тӗнне ӗненекенсен типӗ пуҫланать, вӑл ака уйӑхӗн 28-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарта патшалӑхӑн паллӑ ӗҫченне, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ Леонид Астапова халалласа асӑну хӑми уҫнӑ. Ӑна Леонид Астапов 1960-2000-мӗш ҫулсенче пурӑннӑ ҫурт ҫине вырнаҫтарнӑ. Мероприятине уҫма тӗрлӗ тӳре-шара пырса ҫитнӗ. Чӑваш Енӗн агропромышленность комплексӗн ветеранӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Петр Ивантаев Леонид Игнатьевичӑн шӑпипе паллаштарнӑ, кун-ҫулӗ пирки кӗскен каласа хӑварнӑ, унӑн паллӑ ӗҫӗсем ҫинчен чарӑнса тӑнӑ, республикӑра пысӑк объектсене уҫма сахал мар витӗм кӳнине палӑртнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче пулнӑ ҫитӗнӳсенче Астаповӑн тӳпи самай тесе хакланӑ вӑл. Леонид Игнатьевич Астаповӑн ывӑлӗ Александр Леонидович хӑйӗн ашшӗне ҫакӑн пек чыс туса пухӑннӑшӑн, ырӑ ятне ҫӳле ҫӗкленӗшӗн тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Ҫӗрпӳре вырнаҫнӑ 9-мӗш юсанмалли колонин ҫамрӑк ӗҫченӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна сӗтев илнӗшӗн айӑпласшӑн. Следстви версийӗ тӑрӑх, колонире вӑй хуракан 22 ҫулти каччӑ 2018 ҫулхи юпа-чӳк уйӑхӗсенче юсанмалли колоние виҫӗ телефон илсе кӗнӗ. Кун пирки вӑл ҫав учрежденире ларакан пӗр ҫынпа калаҫса татӑлнӑ. Ҫак ӗҫшӗн ҫамрӑксер 13 пин тенкӗ кӗсйине чикнӗ. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Каччӑ ҫак ӗҫе мӗншӗн тата мӗнле условисемпе тунине уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял вӑтам шкулӗн директорне судпа айӑпласшӑн. Вӑл тирпейлӳҫе ӗҫе илнӗ, анчах лешӗ хӑйӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫламасӑрах шалу илнӗ. Кун пирки ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтерет. Следовательсем шутланӑ тӑрӑх, 2016 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче директор тирпейлӳҫе ӗҫе илмелли пирки суя хушу хатӗрленӗ. Анчах вӑл тирпейлӳҫӗ ӗҫлемессине пӗлнӗ, унӑн ӗҫӗсене ыттисем пурнӑҫланӑ. Ҫапла май ҫав ҫын ячӗпе Пенси фондне укҫа куҫарнӑ. Прокуратура пуҫиле ӗҫе Шупашкар районӗн судне пӑхса тухма ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш Ен цифра телекуравӗ ҫине йӑлтах куҫассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Епле приставкӑпа кабель е мӗн йышши телевизор кирлине пӗлменнисем патне нимеҫӗсем ҫитессине хыпарланӑччӗ. Анчах вӗсем кам патне тата мӗнле майпа каясси ун чухне уҫӑмлӑ марччӗ. Халӗ вара Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗ, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви республикӑра «хӗрӳ лини» телефонне уҫассине пӗлтернӗ. Шӑнкӑравсене (8352) 26-11-11 номерпе пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен йышӑнма пуҫлӗҫ. Ака уйӑхӗн 14-мӗшӗччен шӑнкӑравсене тунти кунпа эрне кун таран ирхи 9-тан пуҫласа 18 сехетчен йышӑнӗҫ. Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче аналог телекурава сӳнтернӗ хыҫҫӑн ака уйӑхӗн 28-мӗшӗччен шӑмат кун та ӗҫлӗ. Унӑн ӗҫ вӑхӑтне те ун чухне тӑсӗҫ: ирхи 8-тан пуҫласа 20-ччен. Ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен тытӑнса ҫӗртмен 2-мӗшӗччен вӑл каллех тунти кунпа эрне кун таран ирхи 9-тан пуҫласа 18 сехетчен ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Етӗрне районӗнче пурӑнакан ҫын сывлӑхӗшӗн сиенлӗ алкоголь сутнӑ. Кун пирки ЧР прокуратурин пресс-сулжби пӗлтерет. Ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, 2018 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче ҫак хӗрарӑм хӑйӗн хваттерӗнче сӑмакун кӑларнӑ. Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вӑл шӗвеке Етӗрне хулинче пурӑнакан ҫынна сутнӑ. Сӑмакунра вара сиенлӗ микрохутӑшсем тупнӑ. Хӗрарӑм айӑпне йышӑннӑ, хӑйӗн ӗҫӗшӗн ӳкӗннӗ. Суд патшалӑх айӑплавҫипе килӗшсе хӗрарӑма 10 пин тенкӗ штраф пама йышӑннӑ. Приговор хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Cусӑрсен хушшинче йӗркелекен «Абилимпикс» конкурсӑн республикӑри тапхӑрне кӑҫал ҫу уйӑхӗн варринче ирттерме палӑртаҫҫӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви пӗлтерет. Конкурса сусӑр пулнине пӑхмасӑрах ӗҫре ӑста сипециалистсене йыхравлаҫҫӗ. Чире парӑнман тата ӑна пула пуҫ усман ҫынсене ҫакӑ хавхалантарать кӑна мар, ӗҫпе тивӗҫтерекенсем те вӗсене урӑхла хаклама пуҫлаҫҫӗ. «Абилимпикс» конкурсӑн регионти тапхӑрне хутшӑнакансене виҫӗ ушкӑна пайласа тупӑштарӗҫ: «шкул ачисем», «студентсем» тата «65 ҫултан иртмен специалистсем». 2017 ҫулта «Абилимпикс» олимпиадӑн Раҫҫей шайӗнчи тапхӑрӗнче Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗнче ӑс пухакан Илья Леонтьев иккӗмӗш вырӑн йышӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Паян пирӗн республикӑра «Молодежь за здоровый образ жизни» (чӑв. Ҫамрӑксем сывӑ пурнӑҫ йӗркишӗн) ҫулсерен иртекен акцин ҫуркуннехи тапхӑрӗ пуҫланнӑ. Вӑл ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пырӗ. Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗренӳ организацийӗсенче сывлӑх фестивалӗсем, семинарсемпе тренингсем, сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркине тытса пыракан паллӑ ҫынсемпе тӗл пулусем, спорт мероприятийӗсем, ҫавра сӗтелсем, ыр кӑмӑллӑх акцийӗсем иртӗҫ. Унсӑр пуҫне куравсем йӗркелеме, кинофильмсем кӑтартма палӑртса хунӑ. ЧР Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, акцин ҫуркуннехи тата кӗркуннехи тапхӑрӗсене ҫулсерен 100 пин ытла ачапа 30 ҫула ҫитмен ҫамрӑк хутшӑнать. Вӗсем валли 10 пине яхӑн тӗрлӗ мероприяти йӗркелеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Ӗнер Чӑваш Енри икӗ паллӑ ҫын: эстрадӑра чылайӑшӗ пӗлекен Евгений Кузнецов тата радиоертӳҫӗре тӑрӑшакан Ольга Элиме пӗр тӗвве чӑмӑртаннӑ. «Туй, туй, туй тесе ҫӗр ҫӗмӗрсе ташларӑмӑр, сывлӑша чӗтретсе юрларӑмӑр! Паян Женя Кузнецова авлантартӑмӑр!!! Ольга Элимене качча патӑмӑр!!! Телей, юрату сунатпӑр сана, ҫӗнӗ ҫемье!!!», — тесе хыпарланӑ паллӑ сӑвӑҫ Альбина Юрату Фейсбукра. Чӑваш эстрада юрӑҫисем валли сахал мар сӑвӑ шӑрҫаланӑ автор чылай сӑнӳкерчӗк вырнаҫтарнӑ. Ҫав шутра радиора ӗҫлекенсем, эстрада юрӑҫисем те пур. Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, туя ҫамрӑксем Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ кану базисенчен пӗринче ирттернӗ. Унта, эпир пӗлнӗ тӑрӑх, республикӑри паллӑ ертӳҫӗсем таранах тӗрлӗ юбилейпа Ҫӗнӗ ҫул йышши мероприятисене ирттереҫҫӗ. |
Республикӑра
Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Лесси ятлӑ йытӑ ҫӑла кӗрсе ӳкнӗ. Унӑн хуҫи, хӗрарӑм, 21 сехет те 35 минутра ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравласа тӑватӑ ураллӑ тусӗ инкеке лекни пирки пӗлтернӗ. Кун пирки шыравпа ҫӑлав службин сайтӗнче хыпарланӑ. Шыравпа ҫӑлав службин ӗҫченӗсем «Юбилейлӑ» сад юлташлӑхне пӗр тӑхтамасӑр тухса кайнӑ. Вӗсенчен пӗри альпинист снаряженийӗпе ҫӑла аннӑ та йытта ҫӳле илсе тухнӑ. Кайран йытӑ хуҫи Наталья Никифорова хӑйӗн тата тӑватӑ ураллӑ тусӗнчен ҫӑлавҫӑсене тав туса ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |