Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.0 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Чӑваш Сурӑм ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем автобус ҫуккишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Софья Савнеш 22.11.2019 17:24 | 315 хут пӑхнӑ
Республикӑра
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ

Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑм ял тӑрӑхне «Чӑваш Ен» ПТРК журналисчӗсем сюжет ӳкерме килнӗ. Кунти пилӗк ялта пурӑнакансем автобус ҫуккишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. Вӗсен чи ҫывӑх чарӑнӑва 8 ҫухрӑм утма тивет.

Ку кӑҫал ака уйӑхӗнче пуҫланнӑ. Унччен ялсене эрнере виҫӗ кун автобус кӗрсе тухнӑ. Вӑл ҫӳреме пӑрахнӑ хыҫҫӑн такси чӗнсе илме тивет. Ҫак ялсенче вара 185 ҫын пурӑнать.

Ҫынсем ку ыйтӑва татса памашкӑн ял тӑрӑхӗн администрацийӗнчен те пулӑшу ыйтнӑ. Хуравӗ пӗрре – автобуса пассажир сахал пулнӑран ҫӳреме пӑрахтарнӑ. Ҫапах ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Виктор Сорокин хӑйӗнчен мӗн килнине тума шантарнӑ: ЧР Транспорт министерствине ҫыру ярӗ. Тен, Шупашкартан Элӗке килекен пӗр автобус та пулин эрнере пӗрре ҫав ялсене ҫула май кӗрсе тухӗ.

#Чӑваш Сурӑм ял тӑрӑхӗ, #Элӗк районӗ, #автобуссем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/61007
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Чӑваш Енри шкулсем валли 17 автобус илсе килнӗ
2019, 04, 29
Шкул автобусӗпе ҫыхӑннӑ авари: икӗ водителе те явап тыттарӗҫ
2019, 09, 26
Автобуса... хӗрарӑм пушмакӗпе тӗрӗсленӗ
2019, 10, 15
15 ҫӗнӗ автобус маршрута тухӗ
2019, 10, 28
4-ри ача эрех ӗҫнӗ
2019, 10, 31

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org