Республикӑра
Чӑваш Енре ҫуралнӑ, Раҫҫей Геройӗ ята тивӗҫнӗ ҫынсене укҫан хавхалантарма йышӑннӑ. Ӗҫлӗ хута республика Элтеперӗ Михаил Игнатьева паян, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Хушу официаллӑ майпа пичетленнӗ хыҫҫӑн вунӑ кунтан вӑя кӗрессине каланӑ. Ӑна, сӑмах май, Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче паянах пичетленӗ. Хушура кӗскен калани тӑрӑх хакласан, ҫулсерен пама палӑртнӑ тӳлев Раҫҫей Федерацийӗн Геройӗсене социаллӑ пулӑшу кӳрессине ӳстерессипе ҫыхӑннӑ. Хушӑва Аслӑ ҫӗнтерӳ кунӗ ҫывхарса ҫитнине те халалланӑ. Ҫапла вара Чӑваш Енре ҫуралнӑ, Раҫҫей Геройӗ ята тивӗҫнӗ ҫынсене кашнине 120-шер пин тенкӗ пама йышӑннӑ. Укҫа-тенке уйӑрассишӗн республикӑн Министрсен Кабинечӗ яваплӑ тесе палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Чӑваш Енри ҫемьесене «Ҫамрӑк мӑшӑрсен сертификатне» парӗҫ. Кун пек хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян алӑ пуснӑ. Сывлӑх тӗрӗслеттермелли хута ҫемье ҫавӑрнӑ мӑшӑрсене тыттарӗҫ. Унпа вӗсем ҫулталӑк хушшинче усӑ курма пултарӗҫ. Ҫак сертификат ача ҫуратаслӑха ӳстерме, ҫемьесене тӗреклетме май парасса шанаҫҫӗ. «Ҫамрӑк мӑшӑрсен сертификачӗ» репродуктивлӑ тытӑм епле ӗҫленине тӗрӗс палӑртма пулӑшмалла. Унпа усӑ курса мӑшӑрсем пепкелӗх центрӗсенчи пысӑк квалификациллӗ специалистсем патӗнче сывлӑха тӗрӗслеттерейӗҫ. Чир-чӗр пуррине палӑртсан ӑна вӑхӑтра сиплеме май килӗ. Сӑмах май, паян пирӗн республикӑри мӑшӑрсенчен 17-18 проценчӗ хӗсӗрлӗхпе нушаланать. Ҫав шутран 60 процентӗнче хӗрарӑмсене пула ҫемьесем ачасӑр. Юлашки ҫулсенче арҫынсем те ача ҫураттарайми пулса пынине палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Халӑх фрончӗн хастарӗсем Патӑрьел районӗнчи Ыхраҫырми ялӗ ҫывӑхӗнче выльӑх-чӗрлӗх виллисене пӑрахнӑ вырӑн тупнӑ. Унтах килти тата строительство ҫӳп-ҫапне те килсе тӑкаҫҫӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, выльӑх виллисемпе пуснӑ хыҫҫӑн юлнӑ пайӗсене вырӑнти хресчен-фермер хуҫалӑхӗ килсе тӑкать. Вӑлах кунти ҫӗрсене тара илет. Ҫитменнине, выльӑх юлашкисене Ҫӗпӗр язви, ытти чир-чӗр пуррипе ҫуккине тӗрӗслемӗҫҫӗ. Хуҫалӑх вӗсене шӑтӑка килсе тӑкать те тӑпрапа хуплать. Ку вара ҫӗре тата шыва сиен кӳрет. Кунсӑр пуҫне ку каяша кайӑксем тапӑнаҫҫӗ, вӗсем вара ҫынсене тӗрлӗ чир-чӗр ертме пултараҫҫӗ. Ахаль ҫӳп-ҫап вара ҫиллӗ ҫанталӑкра вӗҫсе саланать. Халӑх фрончӗн хастарӗсем прокуратурӑна тӗрӗслеме ыйтнӑ. Ҫак купана пӗтермелли пирки вырӑнти администрацие те асӑрхаттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Елчӗк районӗнче пурӑнакан 37-ри тата 41 ҫулти пиччӗшӗпе шӑллӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсем влаҫ ҫыннине хур кӑтартнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 37-ри арҫын ӳсӗр пулнӑ. Хайхискер ӑна-кӑна пӑхса тӑман – мотоблок рулӗ умне ларнӑ. Прицепӗ ҫине вара пиччӗшӗ вырнаҫнӑ. Вӑл та урӑ пулман. Мотоблок рулӗ умӗнче ӳсӗр ҫын ларнине участковӑй асӑрханӑ. Хайхискер транспорта чарнӑ. Пиччӗшӗпе шӑллӗне вара ку килӗшмен, кӑмӑлсӑрланнӑскерсем участковӑй ҫине сиксе ӳкнӗ, ӑна ҫапнӑ. Ҫапах пуҫтах пиччӗшӗпе шӑллӗне шалти ӗҫсен пайне илсе ҫитернӗ. 37 ҫулти арҫын тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Канаш районӗнчи Виҫпӳрт ялӗнче ялӗнче ӗнер, ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, харӑсах ултӑ ҫурт тата унти дача ҫурчӗсем вутпа сиенленнӗ. Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар типӗ курӑка ҫунтарнипе ҫыхӑннӑ. Ҫулӑмпа кӗрешекенсем шухӑшланӑ тӑрӑх, «хӗрлӗ автан» шӑпах ҫавна пула алхаснӑ. Пушара сарӑлма парас мар тесе пушар хуралӗн ӗҫченӗсем 10 техникӑна явӑҫтарнӑ, ял-йыш та май килнӗ таран тӑрӑшнӑ. Апла пулин те ҫурт-йӗр самай сиенленнӗ. Теприсене юсама та май ҫук. Ара, вӑрӑран юлать, пушартан юлмасть тесе ваттисем тӗрӗсех каланӑ мар-и?.. Канаш районӗнчи хӑрушӑ ҫак инкек йӑлари хытӑ каяша е типӗ курӑка тирпейленӗ чух питех те асӑрханмаллине тепӗр хутчен ҫирӗплетсе парать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
ЧР Паташлӑх Канашӗ йӗркеленнӗренпе 25 ҫул ҫитет. Ҫавна май юбилей тӗлне тӗрлӗ тӗслӗ кӗнеке кӑларасшӑн. «Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ. 25 ҫул – пулӑмсенче, фактсенче, сӑнӳкерчӗксенче» ятлӑ пулӗ вӑл. Аукцион ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртӗ. Патшалӑх Канашӗ кӗнеке кӑлармашкӑн 555 пин тенкӗ тӑкаклама хатӗр. Аукцион ҫӗнтерӳҫин ӑна 500 эземплярпа 21 кунра кӑлармалла. Кӗнеке-альбома заказчик материалӗсемпе кӑларӗҫ. Аукцион ҫӗнтерӳҫин текста редакцилемелле, сӑнӳкерчӗксене хитрелетмелле, корректура, верстка тумалла. Ҫапла майпа кашни экземпляр 1110 тенке ларӗ. Альбомра 312 страницӑран сахалрах пулмалла мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Чӑваш Енре ҫу уйӑхӗн 1-мӗш хыҫҫӑн пушара хирӗҫле ятарлӑ режим тесе йышӑннӑ. Кун пек хута Чӑваш Енӗн Правительствин шайӗнче иртнӗ эрне вӗҫӗнче, ака уйӑхн 19-мӗшӗнчех, алӑ пуснӑ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, пушара хирӗҫле режим ӑна пӑрахӑҫласси ҫинчен ятарлӑ йышӑну кӑларичченех вӑйра пулӗ. Ҫав вӑхӑтра вӑрмансенче пушар хӑрушлӑхӗ IV–V класс тесе йышӑнсан унта кӗртме чарӗҫ. Вӑрманта ӗҫлекенсене мар-ха. Канма каяс текенсене. Кӑвайт чӗртме, вӑрман ҫывӑхӗнче йӑлари хытӑ каяша, ҫӳп-ҫапа ҫунтарма юрамӗ. Типӗ курӑка та чӗртме ирӗк пулмӗ. Вӑрмансене пушартан сыхлассипе Чӑваш Енӗн Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви яваплӑ тесе палӑртнӑ. Асӑннӑ ведомство вӑрмансене кӗнӗ ҫӗрте тӗрӗслев пункчӗсем тӑратассишӗн яваплӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа медаль хатӗрлеме йышӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Халӗ медалӗн эскизне тӑвакансен конкурсне ирттерме йышӑннӑ. Конкурса Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗ йӗркеленӗ. Элтепер Администрацийӗн Патшалӑх граждан службин, кадр политикин тата патшалӑх наградисен управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, медаль хӑйне евӗрлӗхпе уйрӑлса тӑмалла. Конкурс материалӗсене ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Эскизсене Шупашкарти Президент бульварӗнчи 10-мӗш ҫуртри 10-мӗш хутри 1-мӗш пӳлӗме ҫитермелле. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗсем: (8352) 62-15-18, 64-20-26. Мӗнле электрон адреспа ҫырмаллине те кӑтартнӑ: kadr@cap.ru. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Пӗлтӗр юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Карачура ҫывӑхӗнче хӑрушӑ авари пулнине астӑватӑр пулӗ. Аса илтерер: Канашран Мускава кайма тухнӑ микроавтобус ҫине самосвал пырса кӗнӗ. Автобусри 11 ҫын ҫавӑнтах вилнӗ, тепри пульницӑра сывлама пӑрахнӑ. Самосвал рулӗ умӗнче «ТУС» компанире ӗҫлекен водитель пулнӑ. Авари хыҫҫӑнах ӑна следстви вӑхӑтӗнче изолятора хупма йышӑннӑ. Ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, ҫак кунсенче ӑна Ленин районӗн сучӗ пӑхса тухнӑ. Прокуратура водителе колони-поселение 6 ҫуллӑха хупма ыйтнӑ. Анчах суд ӑна колони-поселение 5,5 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн водитель правине 2,5 ҫуллӑха туртса илнӗ. Айӑпланнӑ арҫыннӑн тата «ТУС» компанин вилнӗ ҫынсен тӑванӗсене компенсаци тӳлеме тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Ӗнер, ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Улатӑр районӗнче пушар хӑрушсӑрлӑхӗн режимне палӑртнӑ. Постановление хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Нина Шпилевая тата хула пуҫлӑхӗ Юрий Боголюбов алӑ пуснӑ. Юлашки вӑхӑтра районта пушар тухнӑ тӗслӗх нумайланнӑ. Унта типӗ курӑк ҫунтарни пирки эпир хыпарланӑччӗ. Ав паян район администрацийӗн сайтӗнче ҫапларах хыпар ҫырнӑ: иртнӗ талӑкра Улатӑр районӗнче типӗ курӑк ҫуннӑ 5 тӗслӗх пулнӑ. Йышӑннӑ режим пуҫлӑхсем ӑна пӑрахӑҫличчен тӑсӑлӗ. Унччен вара асӑннӑ муниципалитетра кӑвайт чӗртме, парксенче, ҫуртсен ҫывӑхӗнче, дачӑсенче, вӑрманпа тата ял хуҫалӑх культури акнӑ хирсемпе юнашар территорисенче ҫӳп-ҫап ҫунтарма юрамасть. Йӗркене пӑснӑ ҫынсене штраф тӳлеттерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |