Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Ара Мишшине чӑваш ҫыравҫисем хӑйсен йышне илнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 19.09.2017 20:28 | 1784 хут пӑхнӑ
Культура
Ара Мишши ҫыравҫӑ
Ара Мишши ҫыравҫӑ

Ара Мишши (Михаил Николаевич Краснов) Чӑваш кӗнеке издательствинче «Пӗрремӗш утӑмсем. Первые ступеньки» ятпа черетлӗ кӗнеке кӑларнине, унччен вӑл «Ҫамрӑк юланутҫӑ» кун ҫути кӑтартнине эпир ҫу уйӑхӗнче хыпарланине вулакансем, тен, астӑваҫҫӗ те пулӗ.

Ачасем валли кӗнеке ҫырма лариччен Михаил Краснов чылай ҫул Чӑваш Енӗн патшалӑхӑн влаҫ органӗсенче ӗҫленӗ. «Пӗрремӗш утӑмсем. Первые ступеньки» ятлине 500 экземплярпа кӑларнӑччӗ. Кӑларӑма чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ пилӗк калав кӗнӗччӗ.

Иртнӗ эрне вӗҫӗнче иртнӗ Чӑваш Енӗн профессилле ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн ларӑвӗнче йыша ҫӗнӗ пайташсем илес ыйтӑва та тишкернӗ. Ара Мишшине унта ҫыравҫӑсен ретне илме йышӑннӑ. Куншӑн питӗ савӑннине Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Светлана Асамат Фейсбукра пӗлтернӗ.

#кӗнекесем, #ларусем, #ҫыравҫӑсем, #йышӑнусем, #культура

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Вуламасов // 8368.9.1954
2017.09.22 00:44
Намӑс! Ниушлӗ профессиллӗ писательсен Союзе ҫак шая анса ларнӑ! Ара Мишши пеккисем валли урӑх союз пур - Юхма Мишши союзӗ! Шӑпах ҫавӑнта Ара Мишшин вырӑнӗ!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем