Хулара
Шупашкарти Петров урамӗнчи тӑк тӑнӑ ҫӗрте ишӗлме тытӑннӑ ҫурт пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Эрнекунтан унӑн пӗр пайне сӳтме тытӑннӑ. Епле ӗҫсем тӑвасси тата мӗн чухлӗ вӑхӑтра вӗҫлесси пирки калама хула влаҫӗсем тӑхтаса тӑраҫҫӗ иккен, мӗншӗн тесен ҫурт тӑрӑмӗ пирки татса калама хӗн. Анчах хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, пӗрремӗш подъезда юпан 10-мӗшӗ тӗлне сӳтсе пӗтерешӗн. Тӳре-шара пӗлтернӗ тӑрӑх, унта пурӑннисен ҫурт-йӗр ыйтӑвӗ пӗр ҫулсӑр татӑлса пӗтеймӗ. Ҫынсене епле ҫурт-йӗр парасси пирки юлнӑ икӗ подъезда тепӗр хутчен экспертиза тунӑ хыҫҫӑн кӑна татса памалла иккен. Ҫынсен ҫапла вара сахалтан та ҫур ҫул кӗтме тивӗ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш подъездсене тӗкӗнес мар тесен юсаса ҫӗнетме хӑтланса пӗрех вӑхӑт иртӗ. Кунсӑр пуҫне укҫана ӑҫтан тупассине хальлӗхе татса парайман иккен-ха. Укҫа-тенкӗ пирки каласан, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей Правительствин Пуҫлӑхӗнчен Дмитрий Медведевран инкеклӗ лару-тӑрура уйӑракан ҫурт-йӗр сертификачӗ валли укҫа ыйтнӑ-ха. Анчах Мускавран хальлӗхе хурав килмен. Хальлӗхе ҫынсен тӑвансем патӗнче е вӑхӑтлӑх пурӑнмалли ятарлӑ пунктра тӗпленме тивет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Андриян Николаев палӑкӗ Авӑнӑн 26-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗнче урамсене, тӳремсене, хула хуҫалӑхӗн объекчӗсене ят паракан комиссин ларӑвӗ иртнӗ. Ларура 10 ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Вӗсен йышӗнче — хулари пӗр урама ӑслӑлӑх чӑваш фольклористикине пуҫараканӗн Гурий Комиссаровӑн ятне парасси, пӗр урама совет ӑсчахӗн Владимир Челомейӑн ячӗпе хисеплесси. Ку ыйтусене чылайӑшӗ хирӗҫ пулман. Ветерансен союзӗн председателӗн ҫумӗ Андриян Николаевӑн ҫӗнӗ палӑкне лартасси пирки сӑмах пуҫарсан вара ӑна хӗрӳ сӳтсе явнӑ. Алексей Албутов каланӑ тӑрӑх, вӑл — палӑк мар. Ӑна мӗншӗн урам вӗҫне лартнине ӑнланаймасть. Палӑксене урам пуҫламӑшне вырнаҫтармалла-ҫке. Вӑл халӑхпа ыйтӑм ирттернӗ. Чылайӑшӗ ҫак палӑка кама халалланине пӗлмест иккен. Хӑшӗ-пӗри ӑна пӗр-пӗр байкера халалланӑ тесе шухӑшлать. Алексей Албутов каланӑ тӑрӑх, Гагарин палӑкне пӑхма кӑмӑллӑ. Вӑл ЧР Культура министерствине пӗрре мар ҫак ыйтупа ҫитнӗ-мӗн, анчах усӑсӑр. Комисси пайташӗсем ку палӑк культура еткерӗ пулнине, ӑна ахаль кӑна аркатма май пулманнине пӗлтернӗ. Комисси Шупашкарти Карл Маркс урамне улӑштарма сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑн экономика министрӗпе Владимир Аврелькинпа тата Шупашкар хула пуҫлӑхӗпе Леонид Черкесовпа хулари общество апатланӑвӗн тата суту-илӳ предпрятийӗсем тӑрӑх ҫӳренӗ. Михаил Игнатьев вӗсенче Чӑвашра туса илекен апат-ҫимӗҫ пуррипе ҫуккине тӗрӗсленӗ. Ӑна вӑл лавккасен сентрисем ҫинче, кафесемпе ресторансен менюнче шыранӑ. Тӗп хулари Гагарин урамӗнчи «Парус» тата Константин Иванов урамӗнчи «Евразия» кафесене Элтепер ырланӑ. Унти апат-ҫимӗҫ те паха имӗш, ассортимент та анлӑ-мӗн. «Смак-Гурмэ» суту-илӳ ҫурчӗн пуҫлӑхӗ Александр Никоноров апат-ҫимӗҫрен 80-а яхӑн проценчӗ — Чӑвашра туса илни. «Россия» ресторанпа ҫавӑн ятлӑ хӑна ҫуртне ҫитсен Михаил Васильевич территорие хӑтлӑх кӳме сӗннӗ. Официантсем апата епле ҫимӗҫрен хатӗрленине те пӗлсех кайман курӑнать. «Мега-Галакси» суту-илӳпе кану комплексӗнче Михаил Игнатьев волонтерсем официант евӗр ӗҫлеме хатӗррипе хатӗр маррине тӗрӗсленӗ. Тӗрӗслеве пӗтӗмлетнӗ май Элтепер потребитель пасарӗнчи лару-тӑрӑва тӗрӗслесси влаҫ органӗсен тӗллевӗсенчен пӗри пулнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Канашри 3-мӗш шкулти автохула Канашри 3-мӗш шкулта автохула уҫӑлнӑ. Йӑлтах чӑнни пек — светофор, паллӑсем, ҫул-йӗр правилисем. Ачасем урокра мар чухне вӑйӑ евӗр йӗркелесе ҫул-йӗр правилисене, паллӑсене вӗренеҫҫӗ. Кашниех хӑйне ҫуран ҫӳрекен, водитель, инспектор пек туйма пултарать. Автохулана вырӑнтан вырӑна куҫарма пулать. Автохула ҫул ҫинчи чи хӑрушӑ вырӑна — ҫул хӗресленнӗ тӗле — сӑнлать. Кунашкал автохула чи малтан Шупашкарти пӗр ача пахчинче уҫӑлнӑ. Канашра вӑл — иккӗмӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫурт шӑпи нумайӑшне пӑшӑрхантарть. Ун тавра чылайӑшӗ калаҫать, тавлашать… Пурте ҫак ыйтӑва уҫӑмлатасса кӗтеҫҫӗ. Паян, авӑнӑн 23-мӗшӗнче, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ҫав ҫуртри ҫынсемпе пуху ирттернӗ. Вӑл унта пӗлтернӗ тӑрӑх, Пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗ Петров 9-мӗш урамӗнчи ҫурт пурӑнма юрӑхсӑр пулнине палӑртнӑ-мӗн. Ҫавна май строительсем ҫитес вӑхӑтра ҫуртӑн пӗрремӗш подъездне аркатма тытӑнӗҫ. Кун хыҫҫӑн 2-мӗшпе 3-мӗш подъездсен шӑпине татса парӗҫ. Алексей Ладыков Чӑваш Ен авариллӗ ҫуртрисене сертификат партармашкӑн кирлӗ ҫӗре ыйтупа тухнине пӗлтернӗ. Анчах вӑл ҫурта тепӗр хут тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫеҫ уҫӑмланӗ-мӗн. Хальлӗхе ҫав ҫуртри ҫынсем Г.Лебедев ячӗллӗ лицейӗн авариллӗ ҫуртне куҫнине унччен пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Пӗтӗм тӗнчери ватӑсен кунӗнче Шупашкарти 28 парикмахерскинче ватӑ ҫынсем ҫӳҫе 80 тенкӗпе кастарма пултарӗҫ. Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑнӑн 29–30-мӗшӗсенче тата юпан 1-мӗшӗнче 60 ҫултан аслӑрах ҫынсем парикмахерскинче ҫӑмӑллӑхпа усӑ курма пултарӗҫ. Ҫӳҫе 80 тенкӗпе кастарас тесен ҫумра паспорт пулмалла. Тӗплӗнрех пӗлес тесен хула администрацине 23-50-60 тата 23-50-61 номерсемпе шӑнкӑравламалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫурт ишӗлме пуҫалнӑ хыҫҫӑн унти ҫынсене вӑхӑтлӑх кӗтеспе тивӗҫтернӗ. Анчах хӑшӗ-пӗри уйӑрса панӑ пӳлӗмпе кӑмӑлсӑр-мӗн. Хула влӑҫӗ ку пӑтӑрмах хыҫҫӑн ҫынсене общежитири пӳлӗмсене вырнаҫтарнӑ. Анчах ҫав ҫурта 2 ҫул каялла пурӑнма юрӑхсӑр ҫуртсен йышне кӗртнӗ. Сӑмах Г.Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци лицейӗ пирки. Общежитири пӳлӗмсенче маччаран шыв юхать-мӗн. Ҫӑвӑнасси — чӗр нуша. Ара, душ пӳлӗмӗ путвалта вырнаҫнӑ. Вӑл та — пӗртен пӗрре. Унта вара 100 ытла ҫемьен ҫӑвӑнмалла. Ку пӳлӗмсемпе тӳлевсӗр тивӗҫтернӗ тӗк ҫынсем темех камамӗччӗҫ-тӗр. Анчах кварплата тӳлемелле-мӗн. Пӳлӗмсем тӑвӑр. Кунта хӑшӗ-пӗрин ҫемйипех пурӑнмалла. Чиновниксем ӗнентернӗ тӑрӑх, ку вӑхӑтлӑха кӑна. Эрне вӗҫнелле кунта йӑлтах йӗркеллӗ пуласса шантарнӑ вӗсем. Ҫынсем пӑшӑрханаҫҫӗ. Ҫак пӳлӗмсенче хӑҫанччен пурӑнмалла вӗсен? Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫурт тӗлӗшпе йышӑну туман-ха. Ӑна аркатӗҫ-и? Е ҫӗнетӗҫ-и? Паллӑ мар. Анжелика Лапина каланӑ тӑрӑх, вӗсем ҫынсене алӑ пустарса хула администрацине ыйту ҫырасшӑн. «Кун пек пӳлӗмсенче пурӑнма май ҫук. 187 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Нимӗн те тума пулмасть-шим? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Паян Ҫӗнӗ Шупашкар хули 54-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Историпе культура центрӗ умӗнче пӑчкӑпа касакансен Пӗтӗм тӗнчери 1-мӗш фестивалӗ иртнӗ. «Химик» культура керменӗ умӗнче пултарулӑх ушкӑнӗсем юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ. Ҫӗнтерӳ тӳремӗнче ачасем асфальт ҫине пурӑпа ӳкерсе тупӑшнӑ. Уявра ал ӑстисен тата вырӑнти предприятисем кӑларакан ҫакӑр таврашӗсен ярмӑркки иртнӗ. Кӑнтарла иртни 3 сехетре «Рок-Актив» рок-фестиваль иртнӗ. Унта ҫамрӑк юрӑҫем хутшӑннӑ. Каҫхине А.Г.Николаев ячӗллӗ тӗп стадионта «Мистер Твистер» ушкӑн юрланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта туй кӗрлеттерекенсем «Ҫӗнтерӳ» парка кайса сӑн ӳкерӗнесси, шампань эрехӗ ӗҫесси йӑлана кӗнине пурте пӗлеҫҫӗ. Анчах малашне парка мӑшӑрланакансене тата вӗсен хӑнисене кӗртме пӑрахӗҫ. Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов кирлӗ паллӑсене вырнаҫтарма йышӑннӑ. Парк ҫывӑхӗнче пурӑнакансене туй машинисем пиклеттерни йӑлӑхтарнӑ. Ҫынсем хыҫҫӑн паркра ҫӳп-ҫап нумай юлать-мӗн. Туй хӑнисем тӑтӑшах ҫапӑҫса та илеҫҫӗ-мӗн. Ку вара ҫывӑхри ҫуртри ҫынсен лӑпкӑ кун кунлама май памасть. Леонид Черкесов ҫынсем янӑ ыйтӑва уҫӑмлатма шантарса парка кӗме юраманнине асӑрхаттаракан паллӑсем вырнаҫтарма йышӑннӑ. Канмалли кунсенче паркра йӗрке хуралҫисем сыхлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫул-йӗр инспекцийӗн ҫурчӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцине ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Пуҫлӑх пуканне Эдурад Львов полиции капитанне шанса панӑ. Патшалӑх автоинспекцийӗнче Львов 10 ҫул ытла ӗҫлет-мӗн. Ҫӗнӗ хуҫапа ҫул-йӗр инспекцийӗн спутник-хулари ӗҫченӗсене паллаштарнӑ ӗнтӗ. Ведомствӑна унччен ертсе пынӑ Дмитрий Лимонов полиции капитанӗ тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |