Хулара
Атӑлта ишмелли тапхӑр вӗҫленнине кура ҫынсене шыв тӑрӑх «Шупашкар-пляж» маршрутпа турттарма пӑрахнӑ. Чӑваш Енӗн Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх ку ҫулпа кӑҫал 22 пине яхӑн ҫынна каҫарнӑ. Шыв ҫулне уҫнӑранпа трамвайсем «Куславкка – Волжск – Куславкка» маршрутпа ҫӳренӗ. Вӑл направленипе пассажирсене кунне виҫӗ хутчен: 7 сехетре, 12 сехет те 30 минутра, 17 сехет те 30 минутра — илсе ҫӳренӗ. Ҫурлан 25-мӗшӗ тӗлне 12 пине яхӑн пассажир ку ҫула суйланӑ. Шупашкарти юханшыв портӗнчен уҫӑлса ҫӳремелли теплоходсем ҫӳретнӗ. Вӗсене кунне тӑватӑ хутчен ҫӳретнӗ. Теплоход пассажирсем 25 ҫынтан кая мар пуҫтарӑннӑ май ҫула тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫӗнӗ Шупашкарти лаша спорчӗн комплексне тӑвасси малалла пырать. Хальхи вӑхӑтра хупӑ манежа, администраци корпусне, выльӑх апачӗ упрамалли иккӗмӗш ангара тӑвасси вӗҫленсе пырать тесе пӗлтерет республикӑн Физкультурӑпа спорт министерстви. Ӗҫе пурнӑҫлама пирӗн республикӑна Мускавран та укҫа килет. Иртнӗ вӑхӑта кӗскен таврӑнсан, 2011 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкарта хысна мар ҫӑлкуҫ шучӗпе икӗ лаша вити, лаша апачӗ хатӗрлемелли ангар, лашасене уҫӑлтарса ҫӳремелли виҫӗ вырӑн, конкурссем ирттермелли тата лашасене уҫӑлтармалли уйсем туса хатӗрленӗ. Лаша спорчӗн ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулне 10 ҫултан аслӑрах ачасем ҫӳреҫҫӗ. Строительство ӗҫӗсене ҫитес уйӑхра вӗҫлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Летчик ӳкернӗ сӑн Ӗнер «Стрижи» авиаци ушкӑнӗ Шупашкартан хӑйсен авиабазине вӗҫсе кайнӑ. Летчиксем палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсене Шупашкар хули килӗшнӗ. Юлашкинчен авиаторсем тӗп хулана тепӗр хут тӗлӗнтерме шухӑшланӑ-мӗн. Шоу вӑхӑтӗнче МиГ самолетӑн пӗр летчикӗ ҫӳл тӳперен сӑн ӳкернӗ. Унта «Стрижи» ушкӑна сӑнакан 200 пин ҫын кӗнӗ. Сӑна 300 метр ҫӳллӗшӗнчен ӳкернӗ. «Хаклӑ шупашкарсем! Ӑшшӑн кӗтсе илнӗшӗн тав тӑватпӑр. Пире сирӗншӗн вӗҫме, ҫӗр ҫинчи сирӗн хӑвата туйма питӗ хавас пулчӗ», — тенӗ 11 пилот тата 32 механик вӗҫсе каяс умӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
ЧР Наци вулавӑшӗ Чӑваш наци вулавӑшӗ ыран, Хула кунӗнче, пурне те «Литература картишне» чӗнет. Вӑл 17 сехетре вулавӑш умӗнче Иван Яковлев палӑкӗ умӗнче пуҫланӗ. Картишре кашниех хӑйӗн валли киленӗҫ тупма пултарӗ. Кашнинех алла кӗнеке тытма май пулӗ. Унтах «Шӑккалатри поэзи» акци, «Тӗкпе ҫырни» ӑсталӑх класӗ, мини-вулавӑш, экспресс сасӑлав, кӗнеке куравӗ иртӗ. «Литература картишӗнче» «Отпуска — кӗнекепе» турист палаткинче канма та май пулӗ. Юратнӑ сӑввине вулакансене пылак парнепе чыслӗҫ. Унтах электрон вулавӑшпа паллашма пулать. Кашниех пичет е электрон кӗнекешӗн сасӑлама пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Намибирен килнӗ делегаци Ҫурлан 13-мӗшӗнче Шупашкара Намиби Республикинчи делегаци ҫитнӗ. Вӗсем Хула кунне халалланӑ мероприятисене хутшӑнӗҫ. Намибирен килнисем чи малтанах «Промтрактор» АУО предприятие ҫитсе курнӑ. Унта вӗсем промышленноҫ тракторӗсене тата ял хуҫалӑх техникине кӑларнипе паллашнӑ. Заводри хатӗр продукцие те курнӑ. Делегаци республикӑри ял хуҫалӑх тата промышленноҫ предприятийӗсене ҫитсе курӗҫ, ЧР Пуҫлӑхӗпе Михаил Игнатьевпа тӗл пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
«Стрижи» пилотаж ушкӑнӗпе паллашма кӑсӑклӑ Шупашкар хула кунӗнче чи пысӑк шайри пилотажӑн «Стрижи» авиаушкӑнӗн «МИГ-29» истребительсемпе аквабайк-шоу пулассине эпир пӗлтернӗччӗ. Мускавран 60 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ авиабазӑра вырнаҫнӑ летчиксене тӗнчере те пӗлеҫҫӗ. Авиаушкӑн 1991 ҫулта йӗркеленнӗ. Унӑн историйӗпе паллашас, истребительсем пирки тӗплӗнрех пӗлес тата пилотаж ушкӑнӗн пайташӗсемпе курнӑҫас текенсем валли паян Шупашкарта экскурси йӗркеленӗ. Шупашкарти аэропортра ачасемпе ҫамрӑксем ушкӑнпа паллашма, пӗрле фото ӳкерӗнме пултараҫҫӗ. Ҫар машинисен умне тӑрса сӑн ӳкерӗнме те, кабинӑна хӑпарса пӑхма та чармаҫҫӗ вӗсене. Кун пек экскурсие Шупашкарти аэропорт тата «Чӑвашавтотранс» пӗрле пулса йӗркеленӗ. Аса илтеретпӗр, авиашоу ҫак вырсарни кун 13 сехетре Хӗрлӗ лапам ҫинчи тӳпере иртмелле. Сӑнсем (10) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Паян ирхине Ҫӗнӗ Шупашкарта тӗтре карса илнӗ. Спутник хулари хӑш-пӗр районта тӑвар йӳҫекӗн шӑрши кӗнӗ. Хлороводород ирӗлчӗкӗн пӑсӗ сывлӑша «Химпромри» пӗчӗк пӑтӑрмаха пула тухнӑ. Предприятин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку Ҫӗнӗ Шупашкаршӑн тата ҫывӑхри ялсемшӗн хӑрушӑ мар. Тӑвар йӳҫекӗн пӑсӗ хулара сарӑлма ӗлкӗреймен — ҫил ҫукран савут ҫывӑхӗнчех ҫӗр ҫине ларнӑ. Паян заводра юсав ӗҫӗсем иртнӗ вӑхӑтра продукт юлашкийӗ кӑштах тӑкӑннӑ, ҫавна май тӑвар йӳҫӗкӗ пулнӑ. Вӑл вара тӗтре евӗр урама тухнӑ. Промышленноҫпа санитари лабораторийӗн пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх, завод тата ун ҫывӑхӗнчи территорире сиенлӗ япалсем нормӑран ытла мар. «Химпром» ӗҫченӗсем те хӑрушлӑхра мар. Цехсемпе производствӑсем йӗркеллех ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫак канмалли кунсенче республикӑн тӗп хулинче Шупашкар ҫуралнине паллӑ тӑвӗҫ. Ҫавна май троллейбуссене ятарлӑ графикпа ҫӳреттерӗҫ. Ҫурлан 16-мӗшӗнче ирхи 7 сехетрен пуҫласа 23 сехет те 50 минутчен Хӗрлӗ лапамри 1-мӗш, 3-мӗш, 5-мӗш ҫуртсем патӗнчи территоринче транспорта лартма чарӗҫ. 22 сехет те 20 минутран пуҫласа 22 сехет те 50 минутчен Ярославль урамӗ патӗнчен пуҫласа Константин Иванов урамӗ патне ҫити транспорта ҫӳреттермӗҫ. Асӑннӑ вӑхӑтра унта велочупу иртмелле. Вырсарникун та транспорт хутлакан вырӑнсенче хӑш-пӗр улшӑну пулӗ. Ун чухне ирхи 7-рен тытӑнса 21 сехетчен Ленин проспектӗнче (вӑл Гагарин урамӗпе хӗресленнӗ вырӑнтан тытӑнса Карл Маркс урамӗпе хӗресленнӗ вырӑна таран) машинӑсене чарма ирӗк памӗҫ. 7 сехетрен тытӑнса 23 сехетчен Президент бульварӗ тата Ленинград урамӗ Вооробьев композиторсен урамӗпе тата Хӗрлӗ тӗремпе хӗресленнӗ вырӑна ҫитиччен тата Хӗрлӗ тӳремре машинӑсене чарма юрамӗ. Машинӑсем ҫӳрессине вӑхӑтлӑх чарма палӑртни тата пур. Ҫак каҫӑпа пӑхса унпа тӗплӗнрех паллашма май килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Хула кунӗнче тата ун умӗн, ҫурлан 16-мӗшӗнче, Шупашкарта эрех-сӑра сутассине чакарӗҫ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗ ЧР Министрсен Кабинечӗ постановлени йышӑннине пӗлтерет. Хула кунне халалланӑ массӑллӑ мероприятисем иртекен вырӑнта эрех-сӑра сутма пачах чарӗҫ. Ҫак кунсенче хулари чылай лавкка сентрисем ҫинчен алкоголь шӗвекне пуҫтарӗҫ. Общество апатланӑвӗн предприятийӗсем те менюран эрех-сӑрана кӑларӗҫ. Предприяти ертӳҫисене йӗркене пӑссан штраф тӳлеттерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Куславкка хула кунне тата Физкультурниксен уявне паллӑ тунӑ. Ҫак кун «Атӑл» сывлӑха ҫирӗплетмелли комплекс халӑха тӳлевсӗр йышӑннӑ. 10 сехетрен пуҫласа тӗрлӗ ӑмӑртусем иртнӗ. Атӑл хӗрринче велосипедҫӑсем чупнӑ. Пляжра волейболистсем вӑй виҫнӗ. Хула кунӗнче культура мероприятийӗсем иртнӗ. Ҫӳллӗ пуканесем ачасене те, аслисене те савӑнтарнӑ. Унтах «Пулас ӑрӑва халаллатпӑр…», «Хулан поэчӗсем пур», «Кӗнеке бульварӗ чӗнет…» акцисем йӗркеленнӗ. Куславкка хула пуҫлӑхӗ Александр Ларионов, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Валентин Колумб, Куславкка хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Васильев ентешӗсене уявпа саламланӑ. Сумлӑ хӑнасен йышӗнче ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Александр Никоноров, Куславкка ентешлӗхӗн председателӗ, ЧР тава тивӗҫле тухтӑрӗ Юрий Зорин тата ыттисем пулнӑ. Ӗҫре палӑрнисене Хисеп хучӗсемпе чысланӑ. 19 сехетре концерт пуҫланнӑ. Хусанти «Дорогудо» рок-н-рол ушкӑнӗ те килнӗ. Унтан куславккасене Хусанти «Авиация» шоу-балет тата Куславккари «Женское счастье» (чӑв. Хӗрарӑм телейӗ) савӑнтарнӑ. Сӑнсем (95) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |