Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Пӗр паттӑрӑн ик алли тӑват ҫӗрӗн ҫапӑҫать теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Хулара

Хулара

Ӗнер ирхине Шупашкарти «Елена» ярмӑрккӑра пушар тухни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, ҫулӑм контейнерлӑ пайра алхаснӑ. Пушар ирхи ҫичӗ сехет тӗлӗнче тухнӑ. Унӑн сӑлтавне палӑртассипе тӗпчевҫӗсем тимлеҫҫӗ.

«Елена» суту-илӳ комплексӗнчи пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн ун территорийӗ хыҫӗнче никам ирӗк паман ҫӳп-ҫап вырӑнӗ йӗркеленнӗ. «Хӗрлӗ автан» шар кӑтартнине пӗтернӗ май ҫунса кайнӑ япаласене — сӑрӑна, лапочкӑна, хими ытти хатӗр-хӗтӗрне — рабочисем «Елена» хыҫӗнчи территорие тухса купаланӑ. Ҫывӑхрах, вунӑ метрта — ҫынсен пурӑнмалли ҫурчӗсем иккен. Кунта сӑмахӗ Шупашкарти Строительсен урамӗнчи 3-мӗш тата 5-мӗш ҫуртсем пирки пырать. Лакрей вӑрманӗ те ҫав тӑрӑхрах.

 

Хулара

Раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен Шупашкарти троллейбуссен хӑш-пӗр маршрутне улӑштарма палӑртнӑ. ЖКХ, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче комисси ларӑвӗ иртӗ.

Унта 1-мӗш тата 12-мӗш маршрутлӑ троллейбуссене пӗрлештерес ыйтӑва сӳтсе явӗҫ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, «Промтрактор — Университет» маршрутпа 1-мӗш номерлӗ 34 троллейбус ҫӳрӗ. Вӗсен хушши 4 минут пулӗ.

20-мӗш номерлӗ троллейбус маршручӗ те улшӑнӗ. Ӑна «Маштехникум» чарӑну таран тӑсма сӗннӗ. Ҫапла майпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнчи ҫынсем ҫӗнӗ кӑнтӑр районне пӗр троллейбуспах ҫитме пултарӗҫ. 20-мӗш номерлӗ троллейбуса 7-рен 17-е ҫитерӗҫ. Вӗсен хушши 6 минут пулӗ.

Ҫавӑн пекех 7-мӗш номерлӗ троллейбуса Алькеш поселокне ҫити тӑсма сӗнеҫҫӗ.

 

Хулара

Ҫитес уйӑхран, раштавӑн 1-мӗшӗнчен, Шупашкарта ҫӗнӗ маршрут уҫӑлӗ. Вӑл Геннадий Айхин проспектне («Садовый» микрорайон) Старт урамӗпе («Ҫӗнӗ хула» микрорайон) ҫыхӑнтарӗ.

65-мӗш маршрутлӑ автобус Айхи проспекчӗпе, Дементьев, Богдан Хмельницкий, Юлиус Фучик, Калинин урамӗсемпе, Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗпе кайса Старт урамне ҫитӗ. Каялла та ҫав маршрутпах ҫаврӑнса ҫитӗ.

Кунсӑр пуҫне маршрут ирхи 9 сехетрен пуҫласа каҫхи 5 сехетчен Чапаев, Николаев урамӗсемпе ҫӳрӗ. Ку маршрута Шупашкарти пӗр усламҫа шаннӑ.

 

Хулара Анастасия Александрова тунӑ сӑн
Анастасия Александрова тунӑ сӑн

Виҫӗмкун, чӳкӗн 19-мӗшӗнче, Шупашкарти пӗр общежитире студентка чӳречерен сикессипе хӑратнӑ. Хайхискер наркодиспансертан тухтӑрсене чӗнме ӳкӗтленӗ.

Телее, студенткӑна ҫӑлма май килнӗ. Тахӑшӗ ӑна пӳлӗме каялла сӗтӗрсе кӗнӗ. Ку Мускав проспектӗнчи 43-мӗш ҫуртра ирхи 10 сехетре пулнӑ. Наркодиспансерти тухтӑрсене мӗншӗн чӗннӗ вӑл? Хӑй сывӑ пулнине ӗнентерме имӗш.

Общежити умне ҫынсем пухӑннӑ. Тӗлӗнмелле те, чылайӑшӗ хӗре хӑрушӑ утӑма тӑвасран ӳкӗтлемен, ҫакна телефон ҫине ӳкернӗ. Кӑштахран МЧСпа полицейскисем ҫитнӗ.

Хӗр чӳрече янахӗ ҫинче пӗр сехете яхӑн ларнӑ. Унтан ӑна полицейскисем илсе кайнӑ. Полицире хӗр чӑнах та сикме хатӗрленни ҫирӗпленнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/publicnews/view/1694
 

Хулара

Шупашкар Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленме пуҫлани пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Унччен эпир тӗп хуламӑрта ҫӗнӗ елка пулассине хыпарланӑччӗ, хальхинче ҫитес ҫул Китай гороскопӗпе Упӑте ҫулталӑкӗ пулнине кура Шупашкарта упӑте вырнаҫтарасшӑннине асӑннӑччӗ.

Упӑтене «Шупашкар» универмаг патӗнче вырнаҫтарас шухӑшлӑ.

Китай гороскопне пӗлсе-асра тытнипе пӗрлех республикӑн тӗп хулинче Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленнӗ май тӑван халӑхӑмӑрӑн культурине те тӗпе хурасшӑнни сисӗнет.

Чӑваш парламенчӗн хаҫачӗ «Республика» пӗлтернӗ тӑрӑх, Республика лапамӗнче лартакан 25 метр ҫӳллӗш ҫӗнӗ чӑрӑша чӑваш орнаменчӗпе капӑрлатӗҫ. Хӗрлӗ лапамра вара тухья евӗр конструкцисем вырӑн тупӗҫ.

 

Хулара Светлана Лазарева тунӑ сӑн
Светлана Лазарева тунӑ сӑн

Шупашкар Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленме тытӑнать. Ҫитес ҫул Китай гороскопӗпе — упӑте ҫулталӑкӗ. Ҫавӑнпа Шупашкарта упӑте вырнаҫтарасшӑн.

Ӑна раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗччен лартасшӑн. Ахӑртнех, вӑл «Шупашкар» универмаг патӗнче пулӗ.

Шупашкарта вырнаҫтармалли символсене яланах Александр Жигарев хатӗрлет. 9 ҫул ҫак ӗҫпе аппаланать вӑл. Халӗ те вӑл темиҫе эскиз ӳкернӗ ӗнтӗ. Эскиза хула администрацийӗ ҫирӗплетсен вӑл тӳрех ӗҫе пуҫӑнӗ.

Ӑста каланӑ тӑрӑх, пукане икӗ метр ҫӳллӗшӗнчен пӗчӗк пулмӗ. Ӑна искуственнӑй ҫӑмран, йывӑҫран хатӗрлӗҫ. Каркасӗ тимӗртен пулӗ. Пӗтӗмпе материалсене 20 пин тенкӗлӗх туянмалла. Пукане ҫӑмӑл пулӗ, ӑна ҫӗклеме те май пулӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/80163
 

Хулара

Шупашкарта шыв хакне хаклатасшӑн. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет.

Ку сӗнӳпе Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсем тухнӑ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, шыв пӑрӑхӗсем тахҫанхисемех, кивелнӗ. Пӑрӑхсене улӑштармалла-мӗн. Ҫакна тумашкӑн 130 миллион тенкӗ кирлӗ-мӗн.

Депутатсем палӑртнӑ тӑрӑх, Атӑлҫи федераци округӗпе танлаштарсан, Шупашкарта шыв хакӗ чи йӳнни. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, шыв хакӗ ҫын пуҫне 23 тенкӗ ӳсмелле. Ҫакна 2016 ҫултанпа вӑя кӗртесшӗн.

Анчах хальлӗхе ку депутатсен сӗнӗвӗ кӑна-ха. Йышӑнӑва ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӑвӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/dom/view/204
 

Хулара

Паян — Ҫӗнӗ Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунӗ. ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑк хуламӑр 55 ҫул тултарнӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкар 1960 ҫулта хими комбинатне хута янипе пуҫланса кайнӑ. Хула аталанса та сарӑлса пынӑ май ҫывӑхри ялсем пӗтнӗ: Тӗкӗрҫ, Анаткас, Чиканкасси, Иваново, Чумкасси.

Ҫӗнӗ Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунне чӳкӗн 18-мӗшӗ тесе йышӑннӑ. Кӑҫал вӑл юбилейне паллӑ тӑвать. Сӑмах май. Хула кунне унта малашне ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче уявлама тытӑнӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/80151
 

Хулара Мария Соловьева тунӑ сӑн
Мария Соловьева тунӑ сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарти Химиксен тӑкӑрлӑкӗнчи 2-мӗш ҫуртри ҫынсем тӑваттӑмӗш эрне газсӑр пурӑнаҫҫӗ. Апат та ӑшӑтаймаҫҫӗ вӗсем, чей те вӗретеймеҫҫӗ. Газ ҫукки пӗтерет вӗсене.

Ҫуртра пӑрӑхсене улӑштарнӑ-мӗн. Анчах газа халь те яман. Пӑрӑха юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчех улӑштарнӑ. Урамра пӗр пайне пачах сыпӑнтарман-мӗн. Управляющи компанийӗ шантарса ҫеҫ пурӑнать.

Ҫынсен вара мӗн тӑвас? Ирӗксӗрех электричествӑпа ӗҫлекен плита илме тивет. Ҫуртра ачаллисем те пурӑнаҫҫӗ-ҫке-ха. Акӑ Наталья виҫӗ ача ҫитӗнтерет. Газ ҫукран вӗсене вӑл кӑритура та кӑлармасть — сивӗ унта.

Газ плитисене тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫакӑ палӑрнӑ-мӗн: вӗсем юрӑхсӑр, ӗҫлеттерме юрамасть. Ҫапла ӑнлантарать управляющи компанийӗ. Плитасене улӑштарма укҫа кирлӗ. Анчах ҫук. Ҫуртра кварплата тӳлеменнисем те нумай-мӗн. Компани хальлӗхе плитасене мӗн укҫипе туянмаллине пӗлмест.

Компани каланӑ тӑрӑх, вӗсем ҫынсемпе пуху ирттересшӗн. Анчах лешсем пӗр чӗлхе тупма ҫунмаҫҫӗ. Ара, хӑшӗ-пӗри коммуналлӑ тӑкакшӑн килекен квитанцисене шута илмест, укҫа тӳлемест-ҫке.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/dom/view/202
 

Хулара

Шупашкарта урам шӑлакансем тупӑшӗҫ. Ку шухӑша республикӑн тӗп хулинче эрнесерен ирттерекен планеркӑра Алексей Ладыков сити-менеджер палӑртнӑ.

Планеркӑра тӗп хулана хӗлле юртан вӑхӑтра тасатса тӑрасси пирки самай калаҫнӑ. Шупашкар администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Ладыковӑн шучӗпе хальхи вӑхӑтра коммуналлӑ тытӑмсем унчченхи технологисемпе ӗҫлеҫҫӗ. Юр тем чухлӗ ҫусан та ӑна тасатса ӗлкӗрмелле. Ҫапах та ҫӗнӗ йышши технологисене пурнӑҫа кӗртесси пирки те шухӑшламалла. Сити-менеджер коммуналлӑ хуҫалӑх енӗпе ӗҫлекен хӑйӗн ҫумне Герман Александрова ҫак енӗпе шухӑшласа пӑхма сӗннӗ. Ытти хулара, сӑмахран, пӑра ирӗлтерекен хытӑ реагентпа усӑ кураҫҫӗ-мӗн. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Шупашкарӑн кашни районӗнче юр ирӗлтерекен стационарлӑ пунктсем кирли пирки каланӑ.

Юра тасатассине илсен, социаллӑ объектсенче ирхи ҫиччӗ валли тирпейлесе ӗлкӗрмелле. Уйрӑм ҫынсем пурӑнакан сектор пирки те манмалла мар. Урам шӑлакансене хавхалантарас тесе конкурс ирттерсен аван. Конкурса управляющи компанисем валли те йӗркелемелле.

Сӑнсем (16)

 

Страницӑсем: 1 ... 282, 283, 284, 285, 286, 287, 288, 289, 290, 291, [292], 293, 294, 295, 296, 297, 298, 299, 300, 301, 302, ...337
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере кӑштах хӑвартлӑха чакарса пӗччен пулас, тӗллевсем пирки шутлас килӗ. Шлати сасса итлесе тӗрӗс йышӑну тӑвӑр — кайран ӳкӗнмелле ан пултӑр. Пулӑмсене ан васкатӑр — кашнин хайӗн вӑхӑчӗ.

Пуш, 25

1897
129
Трофимов Захар Трофимович, генерал-майор ҫуралнӑ.
1898
128
Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор ҫуралнӑ.
1909
117
Иванова Мария Петровна, чӑваш актриси, режиссёрӗ ҫуралнӑ.
1923
103
Кариков Порфирий Герасимович, полковник, Мухтав орденӗн кавалерӗ ҫуралнӑ.
1926
100
Николаев Георгий Николаевич, доцент, РСФСР тава тивӗҫлӗ строителӗ ҫуралнӑ .
1927
99
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1933
93
Харитонов Владимир Eгорович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1936
90
Юрьев Элли Михайлович, чӑваш халӑх художникӗ ҫуралнӑ.
1951
75
Алферова Надежда Валентиновна, чӑваш халӑх артистки ҫуралнӑ.
1952
74
Виноградова Людмила Геннадьевна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ промышленность ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1960
66
«Шупашкар керамики» савута хута янӑ.
1961
65
Гордеев Николай Васильевич, театр актёрӗ, чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ.
1971
55
Красноармейски районӗнче Ҫурткасси ялне пӗтернӗ.
1977
49
Марков Борис Семёнович, чӑваш артисчӗ, режиссёрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1993
33
Улатӑрти ӳнер музейне уҫнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ