Хулара
Вокзалҫум лапамра транспорта лартма чарнӑ. Унччен вӑл территорие хӑшӗсем пасар территорийӗ евӗр пулнӑ тесе хаклаҫҫӗ. Унта Мускава кайма йыхравлакан автобуссем шӑкӑрттин тӑрса тухатчӗҫ. Чӑн та, тем тӗрлӗ униформа тӑхӑннӑ хӗрарӑмсем кашни иртен-ҫӳрен патне тенӗ тем пулнӑ пек «ҫулӑхатчӗҫ», «Мускава илсе каятпӑр. Малти вырӑнсене билет туянма май пур» тесе халтан яратчӗҫ. Йӗркене пӑхӑнмасӑр унта пырса ларакан автобуссене пин тенкӗрен пуҫласа пин ҫурӑ таранччен штрафлассипе хӑратаҫҫӗ. Мускава илсе каякан автобуссене Хулаҫум вокзал территорине лартма чармаҫҫӗ-ха. Автобуссен хуҫисенчен 12-шӗ асӑннӑ вокзалпа килӗшӳ тунӑ иккен. Ҫул укҫи Мускава унчченхиллех 800 тенкӗ пулмалла иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта хальлӗхе велоҫулсем нумай мар. Вӗсенчен пӗри заливра вырнаҫнӑ, тепри — Етӗрне шоссипе ҫуммӑн. Халӗ тата Президент бульварӗпе юнашар велоҫул йӗркеленӗ. Ун пирки Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче «хальхи велоинфраструктурӑн пӗрремӗш «чӗкеҫӗ» тесе палӑртнӑ. Ҫул тӑршшӗ — 241 метр иккен. Ҫула ятарлӑ паллӑсемпех кӑтартнӑ. Маутинбайкерсемпе велосипедпа ярӑнма юратакансем унӑн пахалӑхне халех пысӑка хурса хаклани пирки ӗнентерет республикӑн тӗп хулин Ленин район администрацийӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра Шупашкарта тата ҫӗнӗ велоҫулсем уҫӑлмалла. Пӗтӗмпе вӗсен тӑршшӗ 7 ҫухрӑм ытла пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
ГАЗельсен кил картишӗнче лармалла мар Шупашкар хула влаҫӗсем маршрут автобусӗсене вӗсен водителӗсем каҫпа ӑҫта лартнине тӗрӗсленӗ. Ятарлӑ вырӑна илсе кайса ҫӳремеҫҫӗ иккен, хӑйсем пурӑнакан картишре чарӑнаҫҫӗ. Хулан Кӑнтӑр районӗнче кӑна 20 автобус (ӑнланнӑ тӑрӑх, сӑмах ГАЗельсемпе ҫавӑн йышши ытти маркӑллӑ пӗчӗк автобуссем пирки пырать) асӑрханӑ. Вӗсен хушшинче хулари маршрутсемпе ҫӳрекеннисем те тупӑннӑ, хулаҫум маршрутпа турттараканнисем те. Ку фактпа протоколсем ҫырнӑ, айӑплисене административлӑ майпа явап тыттарма шантараҫҫӗ. Шупашкар влаҫӗсем хулан ытти районне те ҫитсе тӗрӗслессине пӗлтереҫҫӗ. Сӑмах май, нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишӗсене юсанӑ май Ленин районӗнче кӑна 206 машина вырӑнлӑх парковка туса хунӑ. Пӗтӗмпе кӑҫал унта 610 машинӑлӑх вырӑн йӗркелесшӗн. Ҫапах та пӗчӗк автобуссен хуҫисен уншӑн савӑнма кирлӗ мар – вӗсен хӑйсен транспортне ятарлӑ стоянкӑна лартмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Утӑ уйӑхӗн ҫурринче Шупашкар хулин заливӗ патӗнче «Чӑвашрине туян» акци ирттерме йышӑннӑ. Кун пек шухӑш патне республикӑн тӗп хулин администрацийӗнче иртнӗ канашлура пырса тухнӑ. Унта ҫуллахи вӑхӑтра урамра суту-илӳ тума ирӗк илнисене пухнӑ. Ирӗкне конкурс ирттерсе панӑ-мӗн. Шупашкар хула администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ акцие мороженӑй сутакансем чи малтан килӗшнӗ. Акци ят панӑ суту-илӳ хула кунӗччен тӑсӑлмалла иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Чӑваш Енӗн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви республика харпӑрлӑхӗнчи ултӑ предприятие сутма тата вӗсемшӗн малтанласа мӗн чухлӗ ыйтассине палӑртнӑ. «Чӑвашкредитпромбанкӑн» 38,13% акцине 186,5 миллион тенкӗпе сутасшӑн, «Чувашия» санаторин устав капиталӗн ҫуррине 125,9 миллион тенкӗпе сутлӑха кӑларӗҫ. Патшалӑх пурлӑхне приватизацилессин программине пурнӑҫласа акционерсен 6 обществин сутмалла. «Чӑвашҫӑкӑрпродукчӗсӗр», «Чӑвашкредитпромбанксӑр» тата «Чувашия» санаторисӗр пуҫне «Чӑвашметалл» обществӑн акцийӗсенчен 20 процентне сутасшӑн. Акцишӗн 9,75 миллион ыйтасшӑн. Ҫӗнӗ Шупашкарти 97-мӗш тата Шупашкарти 142-мӗш аптекӑсене пуҫӗпех сутса ярасшӑн. Вӗсен сутлӑ хакӗ – 4,9 тата 24,3 миллион тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Кун пек лартсан шанчӑклӑ Шупашкарти пысӑк суту-илӳ предприятийӗсем тата хӑш-пӗр организацисем велопарковкӑсем йӗркелеме маларахах пуҫланӑччӗ-ха. Халӗ ҫав йӗрке ача-пӑча учрежденийӗсене ҫитнӗ. Тӗп хулан Мускав район администрацийӗ хӑйӗн территорийӗнче вырнаҫнӑ 7-мӗш, 176-мӗш, 200-мӗш ача пахчисем велопарковкӑсем пӑхса хӑварнине пӗлтерет. Асӑннӑ учрежденисем пӗчӗккисен велосипечӗсем валли те, аслисен валли те вырӑн туса хунӑ. Икӗ урапаллӑ «хурҫӑ утсене» сӑнчӑрлани вӗсене кукӑр алӑллисенчен сыхлама, ачасемпе аслисене велосипеда хӑрамасӑрах лартса хӑварма май парать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫӗртмен 26-мӗшӗнче, Наркотикпа кӗрешмелли пӗтӗм тӗнчери кун, «сывлӑх троллейбусӗсем» ҫула тухнӑ. 1-мӗш, 15-мӗш тата 18-мӗш маршрутпа хутлаканскерсене наркотика хирӗҫле рекламӑллӑ плакатсемпе илемлетнӗ. Вӗсемпе ҫула тухнисене тӗрлӗ информаци материалӗ валеҫнӗ. Акци ирхи вунӑ сехетре Хӗрлӗ лапамра пуҫланнӑ. Акцие Наркотикӑн саккунлӑ мар ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешекен федераци службин республикӑри управленийӗ, Шупашкарӑн Калинин район администрацийӗ тата яваплӑ ытти служба пӗрле пулса йӗркеленӗ. Хулари хастар яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ троллебуса Хӗрлӗ лапамра ларнӑ та пассажирсем хушшинче инкеке лексен мӗн тумаллине ӑнлантаракан флаерсем валеҫсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Тӳре-шара тӑлӑхсене хваттер уҫҫи панӑ самант Ҫӗртмен 5-мӗшӗнче Шупашкарти «Садовый» микрорайонта тӑлӑх яш-хӗре хваттер уҫҫисене панӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хутшӑннӑ. Кӗҫех хваттерсене 105 тӑлӑх куҫӗ. Хӑшӗ-пӗри, тен, хальччен куҫнӑ та. Ҫулталӑк вӗҫлениччен тата тепӗр 61 яш-хӗре, ача ҫурчӗсенче пурӑнаканскерсене, хваттер уҫҫисем памалла. Кун пирки Леонид Черкесов пӗлтернӗ. Мероприятире тӑлӑхсене хваттер уҫҫипе пӗрле парнесемпе савӑнтарнӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва каснӑ хыҫҫӑн яш-хӗр хӑйсен хваттерӗсене пӑхса ҫаврӑннӑ. 2013 ҫулта 352 тӑлӑха пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтермешкӗн 321,1 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Хальлӗхе 116-шне хваттерпе тивӗҫтернӗ. Тепӗр 236-шне те кӑҫалах уҫӑсем парӗҫ. Кӑҫал 254 тӑлӑх ачана ҫитес ҫул хваттерпе тивӗҫтермешкӗн 233,9 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Фонтан проекчӗ Нумаях пулмасть мэрире Шупашкарта тӗнчери чи пысӑк фонтана тӑвасси пирки калаҫнӑ. Унта ют ҫӗршывран килнӗ специалистсем те хутшӑннӑ. Пресс-конференцире палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкарӑн тӗнчери чи пысӑк фонтанлӑ пулас шанчӑк — 90 процент. Борис Штайн — «GiantShows» компани ертӳҫи. Вӑл тӗнчери хуласенче фонтан композицийӗсене 20 ытла ҫул тӑвать. Борис Штайн Шупашкарти кӳлмекре вырнаҫтармалли фонтанӑн архитектура проектне те хатӗрленӗ, унпа хула администрацине паллаштарнӑ. Проектпа килӗшӳллӗн, вӑл виҫӗ шыв экранӗнчен тӑракан, пӗччен 135 тата яруслӑ фонтанлӑ пулӗ. Борис Штайн палӑртнӑ тӑрӑх, кӳлмек лаптӑкӗпе 10% яхӑн ҫеҫ усӑ курнӑ. Шупашкар вара Дубайпа, Лас-Вегаспа пӗр рете тӑмашкӑн майсем пур. Ҫак икӗ хулара тӗнчери чи пысӑк фонтансем вырнаҫтарнӑ. Сергей Лукиянов хӗллехи фонтан тӑвас шухӑшпа паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ӗнер, асӑнупа хурлӑх кунӗнче, Шупашкарта «Ҫӗнтерӳ» асӑну комплекӗнчи Мухтав монуменчӗ патне чечексемпе кӑшӑлсем хунӑ. ЧР Элтеперӗпе пӗрле ҫак мероприятие министерствӑсемпе ведомствӑсен, ЧР МЧСӗн тӗп управленийӗн ӗҫченӗсем хутшӑннӑ. Шӑп 73 ҫул каялла фашистсем Совет Союзне тапӑнса кӗнӗ, вӑрҫӑ 1418 куна тӑсӑлнӑ. Ҫӗртмен 22-мӗшӗ ҫӗршыв историйӗнче хура йӗрпе ҫырӑнса юлнӑ. Ҫавна май кашни ҫак кун ҫулах Мухтав монуменчӗ патӗнче пуханаҫҫӗ, палӑк умне чечексем хурса вӑрҫӑра пуҫ хунисене аса илеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |