Хулара
Ҫӗркаҫ Ҫӗнӗ Шупашкарти нумай хутлӑ ҫурт ҫивитти ҫинче 15 ҫулхи яш виллине тупнӑ. Ҫамрӑк ҫав ҫуртра пурӑннӑ иккен. Вӑл хӑй вилӗмӗпех пурнӑҫран уйрӑлнӑ-и е ӑна такам вӗлернӗ-и — хальлӗхе пӗлтермен. Вилӗ яш урӑ пулман текен хыпар пур. Ҫурт ҫивитти ҫинче вилнӗскер ҫул ҫитменнисен ӗҫӗпе ӗҫлекен территоринчи пайра шутра тӑнӑ иккен. Ҫамрӑк ҫыннӑн вилӗм сӑлтавне палӑртассипе халӗ тӗпчевҫӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ача пахчисен ӗҫченӗсем, аслисем, ачасем тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ Кӗҫех, ҫурлан 17-мӗшӗнче, Шупашкар 545-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвӗ. Республика ӑна уявлама хатӗрленет. Ача пахчисем те айккинче юласшӑн мар. Ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗ хула валли парне хатӗрлесшӗн. Ҫак ыйтупа вӗсем Шупашкар хула администрацине ҫитнӗ. Хулашӑн питӗ пысӑк парне пулӗ вӑл. Ачасемпе аслисем Президент бульварӗнчи — «Макдональдсран» пуҫласа «Пицца Ник таран» — клумбӑсене чечексемпе илемлетӗҫ. Ку шухӑш «Art-ландшафт» проектпа килӗшӳллӗн ҫуралнӑ. Ҫулла ача пахчисем конкурса хутшӑннӑ, педагогсем, ачасем, ашшӗ-амӑшӗ тӑрӑшнипе кашни лаптӑк ландшафт ӳнерне ҫаврӑннӑ. Композици темине пурте те ачаранпах пӗлекен «Йӑвача» юмаха суйланӑ. Ҫӳлерех асӑннӑ урамри лапамсене илемлетме пуҫланӑ ӗнтӗ. Ача пахчисен ӗҫченӗсем, ашшӗ-амӑшӗ ирех ҫанӑ тавӑрса ӗҫлеҫҫӗ. «Макдональдс» умӗнчи лапам кӗҫех илемлӗ лапама ҫаврӑнӗ. Унта тӗрлӗ-тӗслӗ клумбӑсем, хӑйне евӗр ҫулсем, саксем, пӗчӗк пӗве тата ыттисем пулӗҫ. Хула кунӗнче вара пӗчӗккисем валли тӗрлӗ вӑйӑ, ӑсталӑх класӗсем йӗркелӗҫ. Ачасене юмахри паллӑ сӑнарсем кӗтсе илӗҫ. «Юратнӑ хула, уяв ячӗпе!» интерактивлӑ открытка патӗнче ҫемьепе сӑн ӳкерӗнме май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Антон Вороновпа Анна Березина Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗн ЗАГС пайӗнче туй тӑвакансен йышӗ нумайланнине пӗлтереҫҫӗ. Ытларах чухне хӗрпе каччӑ Мӑшӑрлану керменне канмалли кунсенче васкаҫҫӗ. Халӗ вара хулара ӗҫлемелли кунсенче те туй кӗрлеттереҫҫӗ. Акӑ Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫурлан 7-мӗшӗнче, кӗҫнерникун, 24 мӑшӑра регистрациленӗ. Эрнекунпа шӑматкун вара 25 туй кӗрленӗ. Нумаях пулмасть спутник хулара 600-мӗш мӑшӑр тай тунӑ. Вӗсем — Антон Вороновпа Анна Березина. Антон — тренер, ачасемпе ҫамрӑксен 1-мӗш спорт шкулӗнче вӗрентет. Анна — банк ӗҫченӗ. Ҫамрӑк мӑшӑр ЗАГСа хӑйсен юратнӑ йыттипе пынӑ. Жастин ятлӑскер уявра «тӗп хӑна» пулнӑ. Регистраци пынӑ вӑхӑтра Анна ӑна алӑран яман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Республика Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнине уявлама хатӗрленет. Шупашкарта Тӑван ҫӗршыв Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем пурӑнакан ҫуртсен подъезчӗсем ҫине ав «Астӑвӑм ҫӑлтӑрӗ» вырнаҫтараҫҫӗ. Мускав район администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, паян, ҫурлан 7-мӗшӗнче, 15x15 сантиметр калӑпӑшлӑ ҫӑлтӑр Шупашкарти икӗ ҫурт ҫине вырнаҫтарнӑ: Мускав проспектӗнчи 5-мӗш тата Водопровод урамӗнчи 7-мӗш ҫуртсем ҫине. Пирвайхи «Астӑвӑм ҫӑлтӑрӗсем» Шупашкарта ҫӗртмен 22-мӗшӗнче — Асӑнупа хурлӑх кунӗнче — вырнаҫтарнӑ. Ун чухне «Астӑвӑм страници» патриотлӑх проекчӗн ҫамрӑк хастарӗсем Ҫамрӑклӑх бульварӗнчи тата К.Иванов урамӗнчи икӗ ҫурт подъезчӗсем ҫине хӗрлӗ ҫалтӑр ҫакнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Чӑваш наци музейӗнче Шупашкар районӗнчи халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрӑн вӑхӑтлӑх пурӑнмалли уйрӑмӗсенче хӳтлӗх тупнӑ ватӑсем республикӑри тӗрлӗ вырӑна экскурсие тухса ҫӳреме питӗ юратаҫҫӗ тесе пӗлтереҫҫӗ асӑннӑ центрта ӗҫлекенсем. Нумаях пулмасть Янӑшри тата Ишекри ваттисен ҫурчӗсенче тӗпленнисене Шупашкара кайса кӑтартнӑ. Хулара чылайранпа пулман ватӑсем тӗп хула татах та илемленнине палӑртнӑ. Вӗсем Чӑваш наци музейне, «Ҫӗнтерӳ» мемориал комплексне, Шупашкар заливне ҫитнӗ. Шыв хӗррипе пӗр сехет уҫӑлса ҫӳренӗ. Унтан пӗр шухӑшлӑ пулса вӗсем чиркӗве кӗрсе тухнӑ, ҫурта ҫутнӑ. Сӑнсем (5) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Гагарин кӗперӗ Ырантан, ҫурлан 1-мӗшӗнчен, пуҫласа Шупашкарти Гагарин кӗперне юсама тытӑнӗҫ. Ҫавна май транспортсене унтан ҫӳреме сӗнмеҫҫӗ. Ҫурлан 1–18-мӗшӗсенче транспортсене сылтӑм енӗсемпе сахалрах ҫӳреттерӗҫ. Ҫак тапхӑрта икӗ еннелле каякансем те ҫул варрипе ҫӳрӗҫ. Унта ун чухне юсав ӗҫӗсем пымӗҫ. Хула кунӗ хыҫҫӑн, ҫурлан 18-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 8-мӗшӗччен, транспортсене ҫул варрипе ҫӳреме чарӗҫ. Ҫак вӑхӑтра сылтӑм енчи ҫулсемпе ҫӳреме май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Пограничниксен «Чебоксары» хурал карапӗ республикӑн тӗп хулинчи юханшыв портӗнче вырӑн тупӗ. Чӗрӗк ӗмӗр ытла службӑра тӑнӑскере, шучӗпе, тимӗр-тӑмӑра ямалла. Анчах ӑна асӑнмалӑх тесе упраса хӑварасшӑн. Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин погранслужби ӑна Шупашкара пама кӑмӑл тунӑ. Кун пирки хальлӗхе ҫирӗппӗн татса каланиех ҫук-мӗн те, анчах карапа шӑратма ӑсатмасса тем пекех шанаҫҫӗ. Хула влаҫӗсем ӑна хисепе тивӗҫ служба палӑкӗ евӗр пӑхса-тытса тӑрасшӑн. Аса илтеретпӗр, унччен «Соболь» ятпа ҫӳренӗ карапа 1997 ҫулхи авӑнӑн 10-мӗшӗнче «Чебоксары» теме тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкар кӳлмекӗ Кӑҫалхи хула кунӗнче йӑлана кӗнӗ конкурссемпе проектсемсер пуҫне ҫӗннисем те пулӗҫ. Ҫак кун пурне те «Аистенок» фестивале хутшӑнма чӗнеҫҫӗ. Кӑҫал Шупашкарти предприятисенче ӗҫлекенсен хушшинче пултарулӑх фестивалӗ йӗркеленӗ. Спорт мероприятийӗсем те чылай пулӗҫ. Кӑҫал та халӑх ирхи хусканӑва пухӑнӗ. Каҫхине вара велочупу иртӗ. Шупашкарти кӳлмек ҫийӗнче аквабайк-шоу пулӗ. Шупашкар хула администрацийӗн культура управленийӗн пуҫлӑхӗ Людмила Маркова каланӑ тӑрӑх, унта «Стрижи» пилотаж ушкӑнӗ (МИГ 29 истребительсем) е «Русь» пилотаж ушкӑнӗ (Л 39 истребительсем) хутшӑнӗ. Шоу кӳлмек ҫийӗнче иртнӗ май ӑна пурте курма, илтме пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Лаптӑкри уйрӑм ҫынсен ҫурчӗсем Шупашкарӑн тӗп вырӑнӗсенчен пӗр лаптӑка — К. Ивановпа Водопровод урамӗ хушшинчи 26 гектар патнелле ҫӗре ҫурлан 14-мӗшӗнче аукциона кӑларӗҫ. 4-мӗш микрорайонти вырӑна аукциона 134 миллион тенкӗпе кӑларнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗн ҫак лаптӑка аталантарма тивӗ. Шупашкар хулин тӗп архитекторӗ Вениамин Мамуткин пӗлтернӗ тӑрӑх ҫурт-йӗр хӑпартаканӗ аукциона выляса илнӗ хыҫҫӑн ҫуртсен проекчӗсене хулан тӗп аталану концепцине тӗпе хурса хатӗрлеме тивӗ. Ҫав шутра Хосе Асебильо испан архитекторӗн шухӑшӗсене те шута илӗҫ. Проект тӑвакансен уйрӑмах хулан историлле пайӗнче ӗҫленине манмалла мар пулӗ. Ку проекта пурнӑҫлама юрӑхсӑра тухнӑ 3 ҫурта сӳтме тивӗ: Свердлов ур, 57/1; Водопровод ур., 27; К.Иванов ур., 59. Вӗсене «2013–2015 ҫулсенче ЧР лаптӑкӗнчи юрӑхсӑра тухнӑ ҫурт-йӗрти граждансене куҫарасси» программӑн укҫи-тенкипе сӳтӗҫ. Ҫурт-йӗр хӑпартаканӗн ҫавӑн пекех хӑй пурлӑхӗпе Хӗрлӗ ҫар урамӗнчи 5-мӗш ҫурт ҫыннисене хваттер тупса пама тата салатма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Фучик урамӗнчи урӑлтаркӑч вырнаҫнӑ ҫурт Ҫак эрнере Шупашкарти хӑй вӑхӑтӗнчи паллӑ ҫурта — Фучик урамӗнчи урӑлтаркӑча — пӑсма пуҫланӑ. Ӑна 1961 ҫулта тунӑ. Ӳсӗрсене унта 2011 ҫулччен пуҫтарнӑ. Кайран, урӑлтаркӑчсене хупнӑ хыҫҫӑн, ҫурт темиҫе ҫул пушӑ ларнӑ. Хула администрацийӗн йышӑнӑвӗпе халӗ унчченхи урӑлтаркӑч ҫуртне пӑсма пуҫӑннӑ. Ҫакӑ Хмельницкийпе Фучик урамӗсем хӗресленнӗ ҫӗрте ҫула сарассипе ҫыхӑннӑ. Тӗп хулари ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ тата кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗсене йӗркене кӗртес ыйту тахҫанах ҫивӗчленсе ҫитнӗ-мӗн. Проект урапасем уйрӑмах йышлӑ ҫӳренӗ вӑхӑтри пӑкӑсенчен хӑтӑлма май парасса шанаҫҫӗ иккен. План тӑрӑх пӗтӗмпе Хмельницкий тата Фучик урамӗсенчи 32 ҫурта пӑсма палӑртнӑ. Строительство ӗҫӗсене тума 2 миллиарда яхӑн тенкӗ тата 27 уйӑх вӑхӑт кирлӗ пулӗ. Ҫынсене пӑснӑ ҫуртсенчен ҫӗннисене куҫарма 800 миллион тенкӗ пӑхса хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |