Хулара
Шупашкарти наци кухнисен танлашӑмӗ 2ГИС текен хула справочникӗ Чӑваш Енӗн тӗп хулинчи чи анлӑ сарӑлнӑ 15 наци кухнисене палӑртнӑ. Пуринчен ытла Европа кухни тӗл пулать иккен. Ӑна кафесемпе ресторансенчен 38 проценчӗ сӗннине асӑрханӑ. «Европа кухни» тени ресторан пӗр-пӗр ҫӗршывӑн е халӑхӑн апат-ҫимӗҫӗпе специализацилеменнине пӗлтерет иккен-ха. Анлӑ сарӑлнисен шутне ҫавӑн пекех Кавказ, Тухӑҫ тата Вӑтаҫӗр тинӗс кухнисене кӗнӗ. Сӑмах май, вӗсенче те ытти апат-ҫимӗҫ те тӗл пулать. Наци кухнисене кӑна илес тӗк, Шупашкарта паян вырӑссен тата яппунсен кухнисем ытларах сарӑлнӑ. Пӗрремӗш енӗпе мӗнпур заведенисен чӗрӗк пайӗ специализациленет, иккӗмӗш енӗпе — 14,3 проценчӗ. Вӗсем хыҫҫӑн чӑваш наци кухни пырать. Ӑна хулари кафесемпе ресторансен 4 проценчӗ сӗнет. 2ГИС аналитикӗсем Шупашкарти кафесемпе ресторансенчи вӑтам чек хакне те тишкернӗ. Паян вӑл 530 тенкӗпе танлашать иккен. Кунта салат, пӗрремӗш тата иккӗмӗш апатпа десерт кӗрет. Чи хаклӑ кухня — итальянсен. Вӗсенче вӑтамран 850 тенкӗпе апатланма пулать. Чи йӳнни — грузинсен. Унта 200 тенкӗпех апатланма май килет. Итальянсен кухни тӗп хулари наци кухнисен танлашӑмӗнче (рейтингӗнче) улттӑмӗш вырӑн йышӑнать, грузинсен — вунвиҫҫӗмӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Караоке юрлама ватти-вӗтти пухӑннӑ Шупашкарти Мускав районӗнче урама тухса юрлама чӗнеҫҫӗ Шупашкарти Мускав районӗ кӑҫалхи Культура ҫулталӑкне халалласа ирттерекен черетлӗ мероприяти — «Картишӗнчи караоке». Ҫӗнӗ проекта пуҫласа утӑн 23-мӗшӗнче ирттернӗ. Мероприятие ун чух «Афанасьевский» территоринчи общество хӑй тытӑмлӑхӗн пайташӗсем хутшӑннӑ. Кӗвӗ янӑраса кайсан чи малтан унӑн ертӳҫи Валентина Матвеева хӑй кӑмӑллакан юрӑсене шӑрантарма тытӑннӑ. Ӑна кура ыттисем те юрласа янӑ. Юрлакасен сассине илтсе халӑх тавраран пухӑннӑ. Малтан вӗсем ача-пӑча юррине янӑратнӑ, кайран кӑткӑсрах репертуар ҫине куҫнӑ. Чи хастар юрӑҫсене парнепе хавхалантарнӑ. Республикӑн тӗп хулин Мускав район администрацийӗнче кун пек мероприятисем ҫынсене пӗтӗҫтерме пулӑшаҫҫӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫывӑх ҫывӑх вӑхӑтра «Картишӗнчи караоке» ытти микрорайона та ҫитӗ. Сӑнсем (22) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Лариса Долина юрӑҫ Шупашкар хӑйӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тума хатӗрленет. Вӑхӑт нумаях юлмарӗ. Мӗнпе савӑнтарӗҫ-ха кӑҫалхи уявра халӑха? Яланхи пекех хула урамӗсенче — Ленин проспекчӗпе Карл Маркс урамӗнче — ачасемпе аслисем валли 70 яхан тематика лапамӗ ӗҫлӗ. Кӑҫал хулан ҫуралнӑ кунӗнче Лариса Долинӑпа Паскаль хӑйсен хичӗсемпе савӑнтарӗҫ. Юратнӑ хитсене итленисӗр пуҫне хула лапамӗсенче клоунсене, фокусниксене, ташӑҫӑсене, цирк ӗҫченӗсене курма май пулӗ. Хула кунӗ йӑлана кӗнӗ мероприятирен — ҫӑлтӑрпа иртекен ирхи хускануран — пуҫланӗ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫӗнӗ троллейбус Шупашкарта ҫитес ҫул пысӑк технологиллӗ хӑтлӑ троллейбуссем ҫӳреме пултарӗҫ. Кун пирки ЧР Транспорт министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ. Ҫак кунсенче Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков тӗнчипе паллӑ транспорт компанийӗн ертӳҫипе Владимир Корольпе (унӑн производстви — Беларуҫ Республикинче) тӗл пулнӑ. Унта ҫӗнӗ йышши троллейбуса туянасси пирки калаҫнӑ. Беларуҫре кӑларнӑ троллейбус энергие 30 процент перекетлеме май парать-мӗн. Унӑн двигателӗ те ытлах шавламасть, салонра кондиционер вырнаҫтарнӑ. Владимир Король Шупашкар унӑн кӑмӑлне кайнине пӗлтернӗ. Вӑл хула питӗ илемлӗ пулнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Михаил Игнатьев Элтепер ватӑпа ватӑ пек Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ҫӗнӗ Шупашкарта пулнӑ. «АвтоВАС» акционерсен обществин автостанцийӗнче пассажирсемпе калаҫнӑ, общество транспорчӗ хулара епле ҫӳренипе кӑсӑкланнӑ. Ҫынсем ҫул пахалӑхӗ начаррине, автобуссем ҫула вӑхӑтра тухманнине асӑннӑ. Элтепертен ҫӗнӗ шупашкарсем ятарлӑ ирӗк илмесӗр пассажирсене турттаракансен ҫулне пӳлме те ыйтнӑ имӗш. Михаил Игнатьев спутник-хулари суту-илӳ точкисене те кӗрсе тухнӑ. Лавккасенчен пӗринче Элтепер вырӑнти продукци пуррипе кӑсӑкланнӑ. «Республика Пуҫлӑхӗ чӑваш производителӗсен алкоголь продукцийӗ кӳрсе килекеннинчен йӳнӗреххине кӑмӑлтан палӑртнӑ», — тесе хыпарлать Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби. Чӑваш Ен таварӗ валли уйӑрнӑ ҫӳлӗк ҫинче урӑх регионти тавара вырнаҫтарнине те республика ертӳҫи асӑрханӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти пасарта пулнӑ май Элтепер сутуҫӑсемпе туянакансем валли епле услови туса панипе кӑсӑкланнӑ. Унтан Михаил Игнатьев вырӑнти культурӑпа кану паркне кӗрсе тухнӑ. Унта уҫӑлма тухнӑ ҫамрӑк амӑшӗсем хӑйсен ашшӗ-амӑшӗ патне Ҫӗнӗ Шупашкара килсен унти медицина центрӗнче тӳлевсӗр йышӑнманни пирки евитленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти Воробьев композиторсен урамне юсаса ҫӗнетме тытӑнасси пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫавна пула паянтан пуҫласа ҫурлан 15-мӗшӗччен троллейбуссемсӗр тата маршрут автобусӗсемсӗр пуҫне ытти мӗнпур транспорта Воробьев композиторсен урамӗпе Ярославль урамӗ пӗрлешнӗ тӗлтен пуҫласа Карл Маркс урамӗпе пӗрлешекен вырӑн таран ҫӳреме чарнӑ. Автотранспорта Калинин урамӗпе, Шупашкар заливӗ хӗррипе, Константин Иванов, Ярославль, Дзержински урамӗсемпе, Президент бульварӗпе ярӗҫ. Хулари 37-мӗш, 42-мӗш, 48-мӗш, 51-мӗш, 52-мӗш, 62-мӗш, 63-мӗш номерлӗ маршрутсене Калинин урамӗнчен Шупашкар заливӗ, Константин Иванов, Водопровод урамсемпе, Мускав проспекчӗпе кайтараҫҫӗ. 101с, 101э, 331, 332, 333, 334-мӗш автобуссене маларах асӑннӑ ҫулпа яраҫҫӗ. 232-мӗш автобус Воробьев композиторсен урамне юсанӑ вӑхӑтра Калинин урамӗнчен Ярославль урамне тухӗ, унтан Дзержински тата Карл Маркс урамӗсемпе хӑйӗн яланхи маршручӗ ҫине кайӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ӳпӗнтернӗ клумба Нумаях пулмасть вандалсем Шупашкарти «Дорисс-парк», Трактор тӑвакансен керменӗ, Ача-пӑча медицина центрӗ ҫывӑхӗнчи ӗне евӗр тунӑ клумбӑсене, ҫӳп-ҫап контейнерӗсене ӳпӗнтернӗ, чечексене таптанӑ. Куракансем каланӑ тӑрӑх, ушкӑн малтан ковбойсене сӑнланӑ, унтан чечек клумбисене ӳпӗнтернӗ. Ирсӗр ҫамрӑксене иртен-ҫуран чарма та шухӑшламан. ЖКХ управленийенче пӗлтернӗ тӑрӑх, кунашкал ӗҫсем хулара нумай пулса иртеҫҫӗ-мӗн. Ӗне евӗр клумбӑсене иккӗмӗш хут аркатаҫҫӗ иккен. Ку хула хыснине 100 пине яхӑн тӑкак кӳнӗ. Ҫакна кура клумбӑсене урӑх лартмӗҫ. Халӗ ЖКХ управленийӗ ӗне евӗр клумбӑсем валли хӑрушсӑр вырӑн шырать. Тен, кӑҫал вӗсене лартмӗҫ те, мӗншӗн тесен чечек хунавӗсем урӑх ҫук. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал хулара 140 ытла клумба тунӑ, 26 миллион тенкӗ тӑкакланӑ. Хӑшӗ-пӗри вара ҫак ӗҫе нимӗн вырӑнне те хумасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Хӗрарӑма ҫапса хӑварнӑ кун Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнчи ҫула анлӑлатрӗҫ. Халӗ сарлака яка ҫулпа «тимӗр урхамахсем» вӗҫсе кӑна ҫӳреҫҫӗ. Пичет ҫурчӗ умӗнчи светофора илсен халӑх ҫул урлӑ каҫма та шикленетчӗ-тӗр. Ара, ҫил пек пыракан урапасем чарӑнма та шухӑшламаҫҫӗ. Унта ятарлӑ паллӑ вырнаҫтарнӑ-ха, анчах водительсем ӑна курмаҫҫӗ-ши е курмӑш тӑваҫҫӗ? «Зебра» ҫук… Нумаях пулмасть ҫав вырӑнта пӑтӑрмах пулса иртнӗ. Хӗрарӑма урапа ҫапса хӑварнӑ — вилмеллех. Тӳре-шара кун хыҫҫӑн ҫеҫ хускалчӗ пулмалла — ҫул ҫине «зебра» ӳкерчӗҫ. Тӗрӗссипе, Пичет ҫурчӗ умӗнчи ҫул урлӑ каҫмалли вырӑна проектпа килӗшӳллӗн ҫурла уйӑхӗнче хупмалла-мӗн. Кун пирки «Чӑвашавтодор» АУОн тӗп инженерӗ Николай Арденков пӗлтернӗ. Ҫапла майпа ҫынсен чукун ҫул ҫывӑхӗнчен каҫса ҫӳремелле пулӗ. Унта ҫити тротуар тӑвӗҫ. Иван Яковлев проспектӗнчи ӗҫе 85% пурнӑҫланӑ. Суту-илӳ центрӗ умӗнчи ҫӗр айӗнчен каҫмалли вырӑна ҫеҫ туса пӗтереймен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
150 ҫулти юман Шупашкар ҫыннисем хулари пӗр картишре ӳсекен йывӑҫ-тӗмшӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. Ара, кунта нумаях пулмасть урапа лартмалли вырӑн тума тытӑннӑ-ҫке-ха. Ку вара, халӑх шухӑшӗпе, йывӑҫ-тӗме сиенлетме пултарать. Уйрӑмах ҫынсене 150 ҫулхи юманӑн шӑпи кулянтарать. Урапа лартмалли ятарлӑ вырӑн тунӑшӑн пӗрисем савӑнаҫҫӗ-ха. Теприсем вара самаях хуйха ӳкнӗ. Картишри юмана халӑх телей палли вырӑнне хурать. Ун айӗнче темиҫе ӑру ӳснӗ. Кунта пурӑнакансенчен пӗри ятарлӑ тӗпчев ирттерсе юман миҫе ҫултине палӑртнӑ: 150 ҫултан кая мар. Халӗ вӑл хӑрушлӑхра иккен. Рабочисем йывӑҫпа юнашар ҫӗр чавнӑ. Ун чухне вӗсем юман тымарне сиенлетме пултарнӑ-мӗн. Халах шухӑшӗпе, юмана урапа лартмалли вырӑн та (парковка) япӑх витӗм кӳме пултарать-мӗн. Шупашкарта ҫакнашкал ватӑ йывӑҫсем сахал, вӗсене шутлама алӑри пӳрне те ҫитет. 20 ҫул каялла хӑш-пӗри ҫак картишре хӑйсем тӗллӗн хурӑн, сирень тӗмӗ лартнӑ. Халӗ хашӗ-пӗри хӑйсем лартнӑ йывӑҫ-тӗме кӑкланӑшӑн кӑмӑлсӑр. Теприсем парковка чӳрече айӗнчех пулнишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. Урапа хуҫисем вара савӑнаҫҫӗ. Ара, ҫулсерен урапа нумайланать. Вӗсене ҫул ҫине лартса хӑвараймӑн-ҫке. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
«Сывлӑх ташшине» хутшӑннӑ ачасем Шупашкарта ӗнер тата тепӗр сывлӑх проекчӗ ӗҫлесе кайнӑ. Унччен сывлӑх территорийӗсем тесе йышӑннӑ Лакрей вӑрманӗпе А.Г. Николаев космонавт ячӗллӗ парксем ҫумне халӗ «Шупашкара — 500 ҫул» парк хутшӑннӑ. Унта «Сывлӑх ташши» проект пурнӑҫланать. Мероприятие марафон чупӑвӗпе Олимп вӑййин кӗмӗл ҫӗнтерӳҫи Валентина Егорова уҫнӑ. «Сывлӑх ташшине» чи малтан хутшӑннисем — «Шупашкарти ҫул ҫитменнисен социаллӑ реабилитаци центрӗ» хысна учрежденине ҫӳрекенсемпе сахал тупӑшлӑ ҫемьесенчи ачасем. Шупашкарти Мускав районӗнчи ҫул ҫитменнисен ӗҫӗ енӗпе профилактика учетӗнче тӑракансене те чӑваш ташшин ҫеммипе тӗрлӗ хускану тума йыхравланӑ. Хальхи вӑхӑтра республикӑн тӗп хулинчи А.Г. Николаев космонавт паркӗнче «Уҫӑ сывлӑшри йога» тата Лакрей вӑрманӗнче «Уҫӑ сывлӑшри акробатика» проектсем пурнӑҫа кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |