Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Чӑн-чӑн ӗҫ паттӑрӗсемпе паллашнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 22.05.2016 09:23 | 1660 хут пӑхнӑ
Хулара

Ҫак кунсенче Етӗрнери вулавӑшӑн ача-пӑча уйрӑмӗнче Ӗҫ ҫынни ҫулталӑкне халалласа Етӗрнери 3-мӗш шкулти 8а класра вӗренекенсем Литвинова И.Г. ертсе пынипе «Прославленные трудом» (чӑв. «Ӗҫпе палӑрнӑ») тематика урокӗнче пулнӑ. И. Токарева пухӑннисене «Только в труде велик человек» (чӑв. Ҫын ӗҫпе кӑна мӑнаҫлӑ) медиа-хӑтлавпа паллаштарнӑ.

Вӗренекенсем тӗрлӗ ҫулсенче районти ял хуҫалӑхӗсене ертсе пынӑ Аркадий Петрович Айдакӑн, Вячеслав Александрович Александровӑн, Петр Арсентьевич Арсентьевӑн кун-ҫулӗпе паллашрӗҫ. Вӗсем виҫҫӗшӗ те Чӑваш АССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн хисеплӗ ячӗсене тивӗҫнӗ. Аркадий Петрович Айдак — Чӑваш Республикин хисеплӗ гражданинӗ ертсе пынипе «Ачаки» этноҫутҫанталӑк паркне йӗркелесе янӑ. Кунта чылай сумлӑ хӑна пулса курнӑ. Аркадий Айдак «Береги природу, украшай землю» (чӑв. Ҫутҫанталӑка упра, ҫӗре илемлет) и «И взойдут семена» (чӑв. «Вӑрлӑх шӑтса тухсан») кӗнекесем пичетлесе кӑларнӑ. Петр Арсентьевич Арсентьев районти «Пучах» колхоза 25 ҫул хушши ертсе пынӑ, ӑна госсовет депутачӗ пулма та суйланӑ, вӑл районти Хресенсен пӗрлӗхне ертсе пынӑ. Вячеслав Александрович Александров — «Чӑваш АССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ», 40 ҫул хушши «Заветы Ильича» колхозра тӑрӑшнӑ: агрономра, тӗп агрономра, 16 ҫул хушши — колхоз председателӗнче, канӑва тухсан — колхозри ревизи председателӗнче, районти пылхурт ӑстисен ертӳҫинче, темиҫе хутчен те район депутачӗн тивӗҫне пурнӑҫласа пынӑ. Унӑн пурнӑҫне сӑнласа панӑ Галина Зотовӑн «Первая награда отца» (чӑв. Аттен пӗрремӗш награди) кӗнекепе паллашни те вӗренекенсене усӑллӑ пулчӗ: шкул ачисен тантӑшӗ вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче хастар ӗҫленӗшӗн ятарлӑ медаль илме тивӗҫлӗ пулнӑ-ҫке!

Вячеслав Александров ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Пурӑннӑ пулсан 87 ҫул тултарнӑ пулӗччӗ. Вӑл та Аркадий Айдак пекех «Заветы Ильича» колхоз историйӗ пирки кӗнеке кӑларма ӗмӗтленнӗ. Хӑрушӑ вӑрҫӑ, йывӑр ачалӑх, кунне-ҫӗрне пӗлмесӗр колхоз уйӗсем тӑрӑх чупни ун кун-ҫулне кӗскетнӗ — «Кукшумский колос» (чӑв. Кӑкшӑм пучахӗ) кӗнеке кун ҫути курайман. «Эпӗ унӑн алҫырӑвӗсене пичете хатӗрлесе ҫитернӗ. Сумлӑ кӗнекене кӑларма пулӑшакансем халлӗхе тупӑнмарӗҫ пулин те, кӗнекене кун ҫути кӑтартас шанчӑка ҫухатмастӑп», — пӗлтерет Галина Зотова.

#кӗнекесем, #Етӗрне, #шкулсем, #ачасем, #вулавӑшсем, #вӗренӳ, #Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ, #Етӗрне районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем