Хулара
Шупашкарта вандалсем каллех хура ӗҫӗпе палӑрнӑ. Хальхинче вӗсем Ӗмӗр сӳнми ҫулӑма сӑнсӑрлатнӑ. Вандалсем унта пенӗ тимӗр укҫана илессишӗн тимӗр решеткене аркатнӑ, плиткӑна сиенлетнӗ. Ку ӗҫе ҫийӗнчех асӑрханӑ. Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗччен Ҫӗнтерӳ паркӗнчи нихӑҫан та сӳнмен ҫулӑма тӗпрен ҫӗнетесшӗн. ЖКХ управленийӗ Шупашкар ҫыннисене, хӑнисене тата туристсене телей курассишӗн Ӗмӗр сӳнми ҫулӑма тимӗр укҫа пӑрахма сӗнмест. Вандалсен хура ӗҫне курсан вара 074 телефонпа шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Кӑҫал Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫул умӗн 25 метр ҫӳллӗш чӑрӑш лартсан чылайӑшӗ кӑмӑлсӑрланнӑ. Ара, ҫӗршывра кризис пырать, пирӗн вара 7 миллион тенке яхӑн парса елка туяннӑ. Ун ҫине пӑхсан чылайӑшӗн савӑнас мар, макӑрас килнӗ ахӑртнех. Ҫак чӑрӑша туяннӑ организацие халӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Сумми пысӑках мар та — ҫапах 20 пин тенкӗ. Кун пирки Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн пресс-службинче пӗлтереҫҫӗ. Чӑрӑша «Пултаруллӑ хула» АУ 6,6 миллион тенкӗпе туяннӑ. 4 миллион тенкине хула хыснинчен илнӗ, ытти — спонсортан. Кун тӗлӗшпе Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗ кӑсӑкланнӑ. Вӗсем ыйтнипе прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ. Йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ вӑл. Ӑна юридици сӑпачӗн шайӗнче туяннӑ-мӗн. УФАС организаци директорне 20 пин тенкӗлӗх штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара тухса кайнӑ тӗлте ҫӗкленекен ҫӗнӗ микрорайонта поликлиника тума йышӑннӑ. Маларах унта ача пахчи тӑвасси пирки калаҫнӑ, тӗмсӗлнӗ пулсан, унта пурӑнакансем хула влаҫӗсемпе нумаях пулмасть курнӑҫнӑ чух ача пахчи мар-тӑк халӑх усӑ курмалли епле те пулин урӑх ҫурт пирки ӗмӗтленнине пӗлтернӗ-мӗн. Чирлемесӗр-мӗнсӗр, пульницӑна хутламсӑр никам та пурӑнмасть, тухтӑр ҫурчӗ ҫывӑхра пулнине мӗн ҫиттӗр. Хулан тӗп архитекторӗ Вениамин Мамуткин яваплисемпе канашлу ирттернӗ, унта Ҫӗнӗ хулан пӗрремӗш микрорайонӗнче тума йышӑннӑ. Ҫав вырӑнта тӗпленнисем калама ҫук хӗпӗртенӗ, пульница тума йышӑннӑшӑн хула влаҫӗсене чунтан тав тунӑ тесе республикӑн тӗп хулин администрацийӗ пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти кинологсем ачасене йытӑсемпе хутшӑнма вӗрентеҫҫӗ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтерет. Ку — ЧР ШӖМӗпе ун ҫумӗнчи общество канашӗн пӗрлехи проекчӗ. Вӑл «Тӑватӑ ураллӑ туса воспитани пар» ятлӑ. Вӑл ачасене йытӑпа пӗр чӗлхе тупма пулӑшать. Ара, чылай шӑпӑрлан тӑватӑ ураллӑ тус тупма ӗмӗтленет-ҫке-ха. Теприсен йытӑ пур ӗнтӗ. Шупашкарти 19-мӗш шкулта 1-мӗш класра ӑс пухакан ачасем кинологи центрне ҫитсе курнӑ. Пӗрремӗш занятие полици капитанӗ Мария Зверева ертсе пынӑ. Вӑл йытта мӗнле пӑхмаллине, тӗсне мӗнле суйламаллине, ҫурасене воспитани мӗнле памалине каласа кӑтартнӑ. Тепӗр заняти ака уйӑхӗнче иртӗ. Ун чухне практика иртӗ, ачасем дрессировка вӑрттӑнлӑхӗсене вӗренӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Нумаях пулмасть Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ҫынсемпе «тӳрӗ эфир» ирттернӗ. Алексей Ладыков патне шӑнкӑравласа ҫитнӗ ҫынсенчен виҫҫӗшӗ килсӗр-ҫуртсӑр чӗрчунсене пулӑшмалли ыйтӑва ҫӗкленӗ. Ку ыйту Шупашкар ҫыннисене питӗ пӑшӑрхантарать-мӗн. Алексей Ладыков палӑртнӑ тӑрӑх, ҫапкаланчӑк чӗрчунсене тытакан «Спецавтохозяйство» 2016 ҫул валли аукцион выляса илнӗ. Техзаданипе килӗшӳллӗн, вӗсен ҫак чӗрчунсене усрамалли пункт пур. Анчах хут ҫинче пур, тӗрӗссипе вара ҫук. Депутатсем ырласан кӑҫалхи виҫҫӗмӗш кварталта проекта палӑртмалла та ӑна пурнӑҫа кӗртмелле. Вӑл, Алексей Ладыков каланӑ тӑрӑх, Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ ҫинче пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Республикӑн тӗп хулинче туристсене оркестрпа кӗтсе илме ӗмӗтленеҫҫӗ. Ку вӑл — планра. Унччен вара ӑна, оркестрне, йӗркелемелле. «Кадетсен вӗрсе каламалли оркестрӗ» проекта пурнӑҫа Шупашкар хула администрацийӗн культура тата туризма аталантарас енӗпе ӗҫлекен управленийӗ укҫа парса пулӑшмалла. Оркестрне В.П. Воробьев ячӗллӗ 2-мӗш музыка шкулӗ тата 47-мӗш вӑтам шкул пӗрле йӗркелемелле. Шупашкарти ача-пӑчан 2-мӗш музыка шкулне илсен, культура управленийӗнче ӑна малашлӑхлӑ тата ҫӗнӗлле ӗҫлекенсен шутне кӗртеҫҫӗ. Кадетсен оркестрне йӗркелессипе асӑннӑ вӗренӳ учрежденийӗн ҫине тӑмалла. Йӗркеленсе кайсан оркестра шкулти мероприятисене кӑна мар, хуларисене те хутшӑнмалла. Оркестр вӑхӑтлӑх туризма аталантарма та пулӑшасса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
«Про Город» тунӑ сӑн Шупашкарта икӗ троллейбуса пӑшалтан пенӗ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Официаллӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 23 сехет те 10 минут тӗлӗнче пулнӑ. «Николаев урамӗ» чарӑнура темӗнле ҫын 1-мӗш тата 2-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбуссене пенӗ. Транспортӑн кантӑкӗ ҫурӑлса арканнӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, мӗн пулни пирки татӑклӑн калама ҫук. Хальлӗхе пульӑсене те тупман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта хальхи вӑхӑтри крематори тума палӑртаҫҫӗ тесе эпир пӗлтӗрхи ҫуллах пӗлтернӗччӗ. Вилнӗ ҫынсене ҫунтармалли ҫурт кирлине хула влаҫӗсем леш тӗнчене кайнисене пытарма Шупашкарта вырӑн сахалланса пынипе тата ҫӗр лаптӑкӗсем хаклипе сӑлтавлаҫҫӗ. Аса илтеретпӗр, республикӑн тӗп хулинчи 11-мӗш тата 12-мӗш масарсене Шупашкар районӗнчи Явӑш ялӗ ҫывӑхӗнче 2005 ҫулта уҫнӑ. Паянхи куна илсен 11-мӗшӗнче пытарма вырӑн юлман, леш тӗнчене ӑсаннисене 12-мӗшӗнче кӑна пытарма пулать. Анчах унти лаптӑк та тулса ларнӑпах пӗрех. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков крематори тӑвас ыйтӑва Депутатсен пухӑвӗн отчет пухӑвӗнче хускатнӑ. Вилнӗ ҫынсене ҫунтармалли ҫурта хулари 18-мӗш ҫӑва территоринче уҫасси пирки калаҫаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкара Елена Летучая килсен «Ехрем хуҫа» ресторана хурласа пӗтернӗччӗ. Халӗ вӑл татах ӗҫлеме пуҫланӑ. Унта «Про Город» журналисчӗ пулса курнӑ. Елена Летучая асӑннӑ ресторанра санитари нормисене пӑхӑнманнине тупса палӑртнӑччӗ. Ӑна наци колоричӗпе илемлетнӗ. Меню — чӑвашла тата вырӑсла. Администратор Дарья каланӑ тӑрӑх, ресторан юсав хыҫҫӑн нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче уҫӑлнӑ. Ҫапла унта килекен нумайланнӑ. Хула администрацийӗн ӗҫченӗсем час-часах ҫӳреҫҫӗ-мӗн. Халӗ Елена Летучаяпа пулса иртнине никам аса илмест унта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта тӗслӗхлӗ ҫуртсене суйланӑ. Кӑҫал конкурса 10 ҫурт хутшӑннӑ. Конкурсра ҫӗнтерӳҫӗсене номинаципе палӑртнӑ. Комисси ҫуртсем техника тӗлӗшӗнчен мӗнле пулнине, ҫывӑхри территорие епле пӑхса тӑнине хакланӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫапла палӑртнӑ. 5 ҫултан «ҫамрӑкрах» нумай хваттерлӗ ҫуртсен хушшинче Тукташ урамӗнчи 5/12-мӗш ҫурт мала тухнӑ. 6–15 ҫултисен йышӗнче Дементьев урамӗнчи 22-мӗш ҫурта палӑртнӑ. 16 ҫултан аслӑрах ҫуртсен йышӗнче Кадыков урамӗнчи 28-мӗш ҫурт мала тухнӑ. Пушӑн 18-мӗшӗнче управляющи компанийӗсен ертӳҫисене диплом, укҫан преми парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |