Хулара
![]() Юрий Борисов депутат Шупашкар хулин Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ аварирен тарнӑ. Инкекӗ чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнчех пулнӑ-ха. «ZaRulem.ws» автопортал хыпарланӑ тӑрӑх, В002ТА 21 номерлӗ Volkswagen Touareg машинӑна тытса пыракан 41 ҫулхи водитель пӑрлӑ ҫумӑрлӑ хыҫҫӑн якалса ларнӑ ҫулпа пысӑк хӑвӑртлӑхпа вӗҫтерсе пынӑ чухне малтан троллейбус, унтан Renault Fluence ҫине пырса кӗнӗ. Ҫӑмӑл машинӑри пассажира суранланнӑ тесе пульницӑна ӑсатнӑ. Анчах тухтӑрсем хӗрӗх чӗрнеллӗ хӗрарӑм таса сывах пулнине палӑртнӑ. Инкеке курнисем каланӑ тӑрӑх, «Туарега» водителӗ пӑтӑрмах вырӑнӗнчен тапса сикнӗ, анчах ҫул-йӗр инспекторӗсем пырса ҫитнӗ тата темиҫе шӑнкӑрав хыҫҫӑн ӑна тупса палӑртнӑ. Асӑрханусӑр машина хуҫи Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Юрий Борисов пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хула пуҫлӑхне тӳлевсӗр ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Ку ыйтӑва республикӑн тӗп хулинчи депутатсем ӗнер иртнӗ ларура татса панӑ. Тӳлевсӗр ӗҫлеттерме хирӗҫ пулнисем иккӗн кӑна тупӑннӑ: Анатолий Игумнов экс-мэр тата Константин Степанов либерал-демократ. Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн Председателӗ — хула пуҫлӑхӗ пулнӑ Леонид Черкесов РФ Патшалӑх Думине депутата суйланнӑ хыҫҫӑн хула пуҫлӑхне тӳлевсӗр ӗҫлеттермелли пирки сӑмах тухнӑччӗ. Чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче шупашкарсем хула пуҫлӑхне укҫалла е укҫасӑр тар тӑктарассине халӑхпа сӳтсе явма пухӑннӑччӗ. Унта тӗрлӗ шухӑш сисӗннӗччӗ. Либерал-демократсен партийӗн пайташӗ Константин Степанов, сӑмахран, ӗҫлекен ҫынна тӳлемеллине палӑртнӑччӗ. Пухӑва ертсе пыракан Николай Владимиров депутат хӑйӗнпе килӗшменнине кура либерал-демократ тарӑхса тухса кайнӑччӗ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин пайташӗ Владимир Кузин малтан тӳлес шухӑшлӑ пулнине пӑхмасӑрах урӑхларах калаҫнӑ май, «ӗҫтешсемпе сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн» урӑхларах пӗтӗмлетӳ тунине пӗлтернӗччӗ. Хула пуҫлӑхӗн тивӗҫне халӗ Ирина Клементьева депутат пурнӑҫлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ЧР Транспорт министерствин ӗҫченӗсене тата Шупашкарти аэропорт ертӳлӗхне критикленӗ. Йӑлтах – пӑрлӑ ҫумӑр ҫунӑ чухне Боинг самолет хулара анса ларсан полосаран тухса кайнине пула. Ун чухне яваплӑ ҫынсем тивӗҫлипе тата хӑвӑрт ӗҫлеменшӗн Михаил Васильевич кӑмӑлсӑрланнӑ. Самолетри ҫынсем салонра 2 сехет ларнӑ. Турех трап илсе килме никам та шухӑшламан, самолета туртса кӑларма хӑтланнӑ. Михаил Игнатьев вара самолет полосаран тухса кайни пирки ҫийӗнчех пӗлмен. Тӗрӗссипе, ӑна ун пирки тӳрех хыпарламан. Ҫакӑншӑн та кӑмӑлсӑрланнӑ вӑл. Транспорт министрӗ Михаил Резников каланӑ тӑрӑх, аэропортри полосана ятарлӑ хутӑшпа сапнӑ. Унта Питӗртен килнӗ самолет ӑнӑҫлах анса ларнӑ. Унтан Боинг килнӗ, анчах ун умӗн полосана сапса ӗлкӗреймен-мӗн. Ҫапла 184 ҫын салонра 2 сехет ларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти пӗр шкул вӗрентекенӗпе вӗренекенӗ хушшинче ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ. Хӗрачана амӑшӗ Екатерина Таратина кун пирки «Про Города» пӗлтернӗ. Хӗрарӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗрентекен унӑн ачине пуҫран швабрӑпа ҫапма хатӗрленнӗ. Ҫавӑнпа вӑл прокуратурӑна кайса заявлени ҫырма шухӑшланӑ. Вӗрентекен вара ҫакна туманнине ӗнентернӗ. Шкул директорӗ те ӑна хӳтӗленӗ. Прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ. Класс ертӳҫи ачана ҫапманни ҫиеле тухнӑ. Пӗр класра вӗренекенсем те ҫакнах ҫирӗплетнӗ. Хирӗҫӳ сӑлтавӗ кунта урӑххинче. Вӗрентекенпе амӑшӗ тахҫантанпах пӗр чӗлхе тупаймаҫҫӗ-мӗн. Унччен ҫав хӗрача тусӗпе пӗрле вӗрентекенӗн сумкинчен укҫа варланӑ-мӗн. Шкул ертӳлӗхӗ вара хирӗҫӗве пӗтерес тӗллевпе нимӗн те туман. Ҫавна май шкул директорне ку тӗлӗшпе ӗҫлеме хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта ҫамрӑк мӑшӑр туйне хӑйне евӗр ирттернӗ. Вӗсем чаплӑ машина вырӑнне йывӑр тиевлине суйланӑ. Фурӑна мӑшӑр хӑмпӑсемпе илемлетсе мӑшӑрлану керменне ҫитнӗ. Ҫынсем кунашкаллине курсан тӗлӗннӗ. Маршруткӑсемпе троллейбуссенчи ҫынсем те кулса алӑ сулнӑ. Хӑшӗ-пӗри илемлетнӗ фура умӗнче сӑн ӳкерӗннӗ. Ҫапла иртнӗ Еленӑпа Евгения Васильевсен туйӗ. Каччӑ КаМАЗпа ӗҫлет-мӗн, инҫе ҫулсене ҫӳрет. Ҫавӑнпа вӗсем туй машини вырӑнне те фура суйланӑ. Хӗр загса фурӑпа кайма тивесси пирки пӗлмен. Ку — кӗтмен парне. Ҫапах шурӑ хитре кӗпепе унта ларасси чӑрмавлӑ пулман. Раҫҫейри туйсенче йывӑр тиевлӗ машинсемпе усӑ курни ҫӗнӗлӗх мар. Сӑмахран, унашкал мӑшӑрлану пӗлтӗр кӳршӗлле Тутарстанра иртнӗччӗ. Вӑл туйри видеона вырнаҫтарнӑ хыҫҫӑн Актаныш районӗнчи каччӑпа хӗр пирки ҫӗршывӗпех пӗлчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Нисневичсем Шупашкарта пурӑнакан мӑшӑр кевер туя паллӑ тунӑ. Феликс Мееровичпа Галина Николаевна Нисневичсем пӗрле 60 ҫул пурӑнаҫҫӗ. Мӑшӑра загс ӗҫченӗсем саламланӑ. Вӗсем Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗнчен Алексей Ладыковран та салам сӑмахӗсем илсе килнӗ. Нисневичем 60 ҫул пӗрле пурӑнсан та ӑшӑлӑхпа юратӑва ҫухатман, пӗрле йывӑрлӑхсене ҫӗнтернӗ. Халӗ те вӗсем пӗр ҫӑвартан пурӑнаҫҫӗ. Мӑшӑр пӗр хӗре кун ҫути кӑтартнӑ. Евгения ашшӗ-амӑшне виҫӗ мӑнукпа савӑнтарнӑ. Мӑнукӗсен виҫӗ ачипе те Нисневичсем савӑнса пурӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти аэропорт ӗҫлесе кайнӑ. Кун пирки республикӑ Транспорт министерстви 13 сехет те 51 минутра пӗлтернӗ. Аса илтеретпӗр, ӗнер аэропортра пӑтӑрмах пулса иртнӗ: ҫӗркаҫ унта вӗҫсе хӑпармалли тата анса лармалли полосаран самолет тухса кайнӑ. Пӑтӑрмахӗ «Победа» авиакомпанин самолечӗпе пулнӑ. Телее, бортри 184 ҫынтан пӗри те шар курман. Инкек хыҫҫӑн тепӗр самолета, вӑл «ЮТэйр» компанин пулнӑ, лартма Хусана ӑсатнӑччӗ. Пӑтӑрмах пирки республикӑра ятарлӑ комисси те йӗркеленӗ. «Ҫыхӑнура» порталта пӗлтернӗ тӑрӑх, 14 сехет те 43 минутра Ан-24 Питӗре вӗҫсе кайнӑ. Шучӗпе унӑн ҫӗркаҫ 20 сехет те 20 минутра хускалмалла пулнӑ. Ӗнер полосаран тухса кайнӑ самолет паян Мускава 18 сехетре вӗҫсе каймалла-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти Университет урамӗнчи «Салам» апат-ҫимӗҫ лавккине ӗҫлеме чарнӑ. Пачах мар – икӗ эрнелӗхе. Лаккана вӑхӑтлӑха мӗншӗн хупнӑ? Санитарипе эпидемиологи нормисене пӑснӑшӑн. Ҫакна Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем трӗслев ирттернӗ вӑхӑтра асӑрханӑ. Лавккара вентиляци тытӑмӗ йӗркеллӗ ӗҫлемен, апат-ҫимӗҫе упрамалли йӗркене пӑснӑ. Тавара вара хваттерсен чӳречи айӗнче тиенӗ. Ҫакна пула халӑхра тӗрлӗ инфекциллӗ тата инфекциллӑ мар чирсем сарӑлма пултарнине ведомство пӗлтерет. Лавкка хуҫине ҫак ҫитменлӗхсене пӗтермешкӗн 14 кун панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ачасем ӗҫпе пиҫӗхнине эпӗ пӗртте хирӗҫ мар. Анчах витӗр йӗпетекен ҫумӑрпа тупӑшса ӗҫленине, каҫарӑр та, ӑнланмастӑп. Тӗлӗнмелле ҫак ӳкерчӗке паян эпӗ Шупашкарти электромеханика колледжӗ патӗнчен иртсе кайнӑ чухне асӑрхарӑм. Вӑхӑт ун чухне вуннӑ ҫурӑ патнеллеччӗ. МТВ чарӑнуран Пичет ҫурчӗ патне ҫитиччен ура йӗп-йӗпех пулчӗ. Вӑйлӑ ҫумӑртан хӳтӗленме кӑларнӑ сунчӑк та пулӑшаймарӗ: куртка нӳрелчӗ. Ыр ҫын хӑй йыттине урама кӑларман ҫанталӑкра каччӑсем колледж умӗнчи йӗпе юра тасататчӗҫ. Лаптӑкӗ аванах — пуҫтарма тытӑннӑ кӑначчӗ. Яшсенчен пӗри: «Пӗрре! Иккӗ!» — тесе шӳтлесе юлташӗсем патне пычӗ. Ҫумӑрлӑ ҫанталӑксӑр пуҫне ырӑ вӑхӑт тупайман-ши тесе колледж администрацийӗпе ҫыхӑнма пӑхрӑм. Ҫине-ҫине шӑнкӑравласа ларсан кирлӗ ҫынсем патне ҫитрӗмех: вӗҫне-хӗрне тухма пулчӗҫ. |
Сумлӑ сӑмах
Хулара
Чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Шупашкарти В.И. Чапаев скверне йытӑ-кушака хӳтӗлекенсем пухӑннӑ. Вӗсем Раҫҫей Федерацийӗн Пуҫиле кодексӗн 245-мӗш статйине хытарма, тӗнче тетелӗнче вырнаҫнӑ петицисенче алӑ пусма ыйтнӑ. «Эпир ҫакна тивӗҫ мар», «Пирӗн те пурӑнас килет» йышши лозунгсемпе пӗрлех ҫакскерсем Хабаровскра чӗрчунсене шар кӑтартакан икӗ хӗре пуҫиле майпа айӑпламалли йышши плакатсем ҫырса тухнӑ. Йытӑ-кушак пусса ҫиекенсем пирки Пӗрремӗш каналпа темиҫе кӑларӑм кун ҫутти курнӑччӗ. Ун пек кӑларӑмсене пырса сурчӑк сирпӗтсе лараканнисенчен хӑшӗсем ахаль чухне, кӳршӗ-аршӑ пусса ҫиеҫҫӗ тенине илтмӗш пулса пурӑннӑскерсемех. Кайран кӑна, хӑйсен чӗрчунӗ ҫухалсан, пыр шӑтӑкӗ ҫурӑласла кӑшкӑрашма тытӑнаҫҫӗ. Йытӑ (кушакӗ пиркиех илтсех кайман та) пусса ҫиекенсем ӗлӗкех пулнӑ. Туберкулезран сиплет тенӗрен ҫапла тунӑ хӑшӗсем. Хальхи вӑхӑтра тухтӑрсем ку шухӑша пачах ырламаҫҫӗ, пустуй сӑмах тесе ҫирӗплетеҫҫӗ. Чӑн та, РФ Пуҫиле кодексӗн 245-мӗш статйи чӗрчунсемпе тискеррӗн тытакансене явап тыттарма пӑхса хӑварнӑ. Статьяна ӑнлантарса панинче тискерлӗх мӗнне ӑнлантарнӑ: ури, хӳрине татса илни, тирне сӳни тата ҫавӑн йышши хӑш-пӗр хӑтланкаларӑш. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.04.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Логинов Георгий Павлович, чӑваш биохимикӗ, биологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Ҫӗрпӳ хыпарҫи» хаҫатӑн 3 000-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |