Хулара
Шупашкарта ҫынсем тӗлӗнмелле чӗрчун асӑрханӑ. Ара, унашкаллине кашни кунах кураймастӑн вӗт. Пӑши Королев академик урамӗнче ҫул хӗрринчех выртнӑ. Иртен-ҫӳрене асӑрхаман та тейӗн вӑл. Альберт Ластухин зоолог каланӑ тӑрӑх, пӑши Атӑл урлӑ ишсе каҫсан канмашкӑн выртма пултарнӑ. Чӗрчун никамран та тарман, лӑпкӑн выртнӑ. Вӑл хулара мӗн ҫухатни иртен-ҫӳрене кӑсӑклантарнӑ. Альберт Ластухин шухӑшӗпе, пӑши кӗтӳрен юлма пултарнӑ. Тен, вӑл Атӑл урлӑ ишсе каҫсан выртнӑ. Е юханшыв урлӑ каҫма хатӗрленсе вӑй пухмашкӑн выртнӑ. «Халӗ пӑши мӑйракине пӑрахнӑ, ҫавӑнпа ҫынсемшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратмасть. Чи кирли — ӑна хӑратмалла мар. Тӗслӗхрен, патакпа тытма юрамасть. Ӑна ҫитермелле мар, вӑл йывӑҫ турачӗсемпе тӑранса пурӑнать», — тенӗ зоолог. Специалист палӑртнӑ тӑрӑх, пӑши вӑрмана хӑйех тухӗ. Вӑл урапа айне ан лектӗр ҫеҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти водительсем ҫул-йӗр правилине пӑснине ҫул-йӗр инспекторӗсем вӑрттӑн ӳкереҫҫӗ. Ҫулта-йӗрте йӗрке тӑвакансен ураписене аякран ниепле те уйӑрса илеймӗн — вӗсем ятарлӑ паллӑллӑ машинӑсемпе ҫула тухмаҫҫӗ. Водительсем йӗркене пӑснине асӑрхасан ҫавсем ӳкерсе илеҫҫӗ те ҫывӑхри ҫул-йӗр патруль службине систереҫҫӗ. Чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пӗр сехетре кӑна йӗркене пӑснине 15 асӑрхани пирки пӗлтерет республикӑн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби Шупашкарти ҫул-йӗр инспекцийӗн управленийӗ хыпарлани тӑрӑх. Инспекторсем час-часах асӑрхакан кӑлтӑксем шутӗнче светофорӑн ҫутине пӑхӑнманнине кӗртмелле. Руль тытса пынӑ чухнех телефонпа калаҫни те час-часах тӗл пулать. Ҫуран ҫӳрекенсене каҫарма урапана чарманнине те, е тата, ҫуран ҫӳрекенсем каҫмалли йӗр ҫине машиӑнна чарса лартнине те асӑнмалла. Юлашкинчен каланине маршрут автобусӗсем ытларах пӑсаҫҫӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта, Чӑваш Енре туризма аталантармалли пирки тахҫанах шутлаҫҫӗ. Акӑ халӗ Австри специалисчӗсем Шупашкарти туризма сӳтсе яваҫҫӗ. Ют ҫӗршыв специалисчӗсем Шупашкарта ҫӗнӗлӗхсем кӗртмелли пирки калаҫнӑ. Вӗсем тӗп хулара шӑккалат фестивальне тата романтика уявне ирттерме сӗннӗ. Австри спциалисчӗсем Пушкӑрт Республикинче, Красноярск крайӗнче, Якутире, Тутар Республикинче, Кавказра туризма проекчӗсене хатӗрленӗ. Чӑваш Енре вара вӗсем ҫулталӑк ӗҫлеҫҫӗ. Специалистсем Шупашкар «пуянлӑхне» вӑтам балпа хаклаҫҫӗ. Анчах планӗсем вӗсен пысӑк. Австри хӑнисем Шупашкарта «Шӑккалат тӗнчи» фестиваль тата «Романтикӑллӑ Шупашкар» уяв ирттерме сӗннеҫҫӗ. Вӗсен шухӑшӗпе, «Нарспи» поэмӑпа туризм маршрутне йӗркелемелле. Ку шухӑшсем ҫеҫ-ха хальлӗхе. Кристофер Хинтереггер Шупашкар валли сӑмах ҫаврӑнӑшӗ те шутласа тупнӑ: «Шупашкар – туйӑмсен хули». Ку плана вырӑнти влаҫ та ырланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбусра хӗрарӑм «вӑрҫӑ» тунӑ. Ку пулӑм масштаблӑ мар-ха, ҫапах вӑл ҫынсене питех те тӗлӗнтернӗ. Хӗрарӑм «Каблучок» чарӑнура икӗ ачапа кӗнӗ. Асли 12 ҫулсенчи пек курӑннӑ. Ку чӳкӗн 29-мӗшӗнче 14 сехет тӗлӗнче пулнӑ. Анчах кӑштахран хӗрарӑм хӑйӗн ӗҫӗсемпе тухнӑ та троллейбуса кӗтсе тӑма хушнӑ. Икӗ ачине салонрах хӑварнӑ. Анчах троллейбус кӗтме пултарать-и вара? Унӑн график-ҫке-ха. Троллейбус малалла хускалнӑ. Ҫав хӗрарӑм «Пепкелӗх центрӗ» чарӑнура каллех кӗнӗ. Хальхинче вӑл кондукторпа харкашма пуҫланӑ — тӗнче пӗтме пуҫланӑ тейӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫӗнӗ Шупашкарта «Ҫемье ҫын пурнӑҫӗнче тӗп вырӑн йышӑнать» канашлу иртнӗ. Ӑна Аннесен кунӗ умӗн Хӗрарӑмсен пӗрлӗхӗ ирттернӗ. Вӑл хӑй ҫӗнсе илнӗ гранта хӑтланӑ. Канашлура ӑсталӑх класӗсем иртнӗ. Унта килнисем матрӳшкесене сӑрланӑ, открыткӑсем хатӗрленӗ. Ку ӗҫе канашлу йӗркелӳҫисем, хисеплӗ хӑнасем хутшӑннӑ. Ҫӗнӗ Шупашкара проекта пурнӑҫламалли сӑнав лапамӗ валли суйланӑ. Унӑн тӗп тӗллевӗ – Чӑваш Енре телейлӗ ҫемьесен йышне ӳстересси. Ӑна хулари Ашшӗсен тата Амӑшӗсен канашӗ пуҫарнӑ. Хӗрарӑмсен канашӗ ҫӗнсе илнӗ грантпа пулас ашшӗпе амӑшӗсене хатӗрлеме тытӑнӗҫ. Авторӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫакна ача пахчинчех тума тытӑнмалла. Малтанах вӗсем волонтерсене хатӗрлесшӗн. Вӗсем тӗрлӗ учрежденире хӑйсен ӗҫне пурнӑҫлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Елена Загорская тунӑ сӑн Шупашкарти Кузнецовсен ҫемйи 17 ҫул 10 тӑваткал метрлӑ пӳлӗмре пурӑнать. Галинӑпа Игорь пилӗк ывӑл ҫитӗнтереҫҫӗ. Асли – 16-ра, кӗҫӗнни ҫулталӑк та тултарман. Кузнецовсен ҫичӗ уйӑх каялла ывӑл кун ҫути курнӑ. Ҫемье Петров урамӗнче пурӑнать. Пӗчӗк пӳлӗмре телевизор, компьютер, апатланмалли сӗтел те пур. Урок тумалли пӗр сӗтел кӑна. Каҫхине тӑватӑ арҫын ача икӗ яруслӑ кравать ҫине выртаҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗ вара урайне матрас сарса ҫывӑрать. Чи пӗчӗкки вара кӳме ҫинче выртать. Ҫемье нумай ачаллӑ пулнӑран черете тӑнӑ. Халӗ вӗсем списокра 20-мӗш. Ҫемье ҫитес ҫул ҫӗнӗ хваттере куҫма ӗмӗтленет-ха та. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ӗнер ирхине Шупашкарти «Елена» ярмӑрккӑра пушар тухни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, ҫулӑм контейнерлӑ пайра алхаснӑ. Пушар ирхи ҫичӗ сехет тӗлӗнче тухнӑ. Унӑн сӑлтавне палӑртассипе тӗпчевҫӗсем тимлеҫҫӗ. «Елена» суту-илӳ комплексӗнчи пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн ун территорийӗ хыҫӗнче никам ирӗк паман ҫӳп-ҫап вырӑнӗ йӗркеленнӗ. «Хӗрлӗ автан» шар кӑтартнине пӗтернӗ май ҫунса кайнӑ япаласене — сӑрӑна, лапочкӑна, хими ытти хатӗр-хӗтӗрне — рабочисем «Елена» хыҫӗнчи территорие тухса купаланӑ. Ҫывӑхрах, вунӑ метрта — ҫынсен пурӑнмалли ҫурчӗсем иккен. Кунта сӑмахӗ Шупашкарти Строительсен урамӗнчи 3-мӗш тата 5-мӗш ҫуртсем пирки пырать. Лакрей вӑрманӗ те ҫав тӑрӑхрах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен Шупашкарти троллейбуссен хӑш-пӗр маршрутне улӑштарма палӑртнӑ. ЖКХ, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче комисси ларӑвӗ иртӗ. Унта 1-мӗш тата 12-мӗш маршрутлӑ троллейбуссене пӗрлештерес ыйтӑва сӳтсе явӗҫ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, «Промтрактор — Университет» маршрутпа 1-мӗш номерлӗ 34 троллейбус ҫӳрӗ. Вӗсен хушши 4 минут пулӗ. 20-мӗш номерлӗ троллейбус маршручӗ те улшӑнӗ. Ӑна «Маштехникум» чарӑну таран тӑсма сӗннӗ. Ҫапла майпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнчи ҫынсем ҫӗнӗ кӑнтӑр районне пӗр троллейбуспах ҫитме пултарӗҫ. 20-мӗш номерлӗ троллейбуса 7-рен 17-е ҫитерӗҫ. Вӗсен хушши 6 минут пулӗ. Ҫавӑн пекех 7-мӗш номерлӗ троллейбуса Алькеш поселокне ҫити тӑсма сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫитес уйӑхран, раштавӑн 1-мӗшӗнчен, Шупашкарта ҫӗнӗ маршрут уҫӑлӗ. Вӑл Геннадий Айхин проспектне («Садовый» микрорайон) Старт урамӗпе («Ҫӗнӗ хула» микрорайон) ҫыхӑнтарӗ. 65-мӗш маршрутлӑ автобус Айхи проспекчӗпе, Дементьев, Богдан Хмельницкий, Юлиус Фучик, Калинин урамӗсемпе, Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗпе кайса Старт урамне ҫитӗ. Каялла та ҫав маршрутпах ҫаврӑнса ҫитӗ. Кунсӑр пуҫне маршрут ирхи 9 сехетрен пуҫласа каҫхи 5 сехетчен Чапаев, Николаев урамӗсемпе ҫӳрӗ. Ку маршрута Шупашкарти пӗр усламҫа шаннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Анастасия Александрова тунӑ сӑн Виҫӗмкун, чӳкӗн 19-мӗшӗнче, Шупашкарти пӗр общежитире студентка чӳречерен сикессипе хӑратнӑ. Хайхискер наркодиспансертан тухтӑрсене чӗнме ӳкӗтленӗ. Телее, студенткӑна ҫӑлма май килнӗ. Тахӑшӗ ӑна пӳлӗме каялла сӗтӗрсе кӗнӗ. Ку Мускав проспектӗнчи 43-мӗш ҫуртра ирхи 10 сехетре пулнӑ. Наркодиспансерти тухтӑрсене мӗншӗн чӗннӗ вӑл? Хӑй сывӑ пулнине ӗнентерме имӗш. Общежити умне ҫынсем пухӑннӑ. Тӗлӗнмелле те, чылайӑшӗ хӗре хӑрушӑ утӑма тӑвасран ӳкӗтлемен, ҫакна телефон ҫине ӳкернӗ. Кӑштахран МЧСпа полицейскисем ҫитнӗ. Хӗр чӳрече янахӗ ҫинче пӗр сехете яхӑн ларнӑ. Унтан ӑна полицейскисем илсе кайнӑ. Полицире хӗр чӑнах та сикме хатӗрленни ҫирӗпленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |