Хулара
«Про Город» архивӗнчи сӑн Ыран, раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Шупашкарта савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура тӗп чӑрӑша уҫӗҫ. Ун чухнех уяв бульварӗ те ӗҫлеме тытӑнӗ. Кӳлмекре Хӗл мучи резиденцийӗ ӗҫлеме пуҫлӗ. Ҫапла, Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарать! Уявпа ҫыхӑннӑ мероприятисем пуҫланӗҫ. Анчах… Ытти ҫулсенчи пек хулара пӑр кӳлепесем ҫук. Вӗсене ӑсталаса ӗлкӗрӗҫ-и — калама ҫук. Ара, ҫанталӑк май памасть-ҫке-ха. Ҫанталӑк хӗллехи пек тӑнӑ пулсан ку таранччен кӳлмекре пӑр тӑвайкки пулмаллаччӗ. «Ҫеҫпӗл» Ҫӗнӗ ҫул академийӗ патӗнче ҫуналлӑ пӑлан тумаллаччӗ. Анчах пӑр ҫук. Ҫанталӑк парсан, тен, кӑҫал хӗлле пӑланпа тӑвайкки пулӗҫ-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
"Про Город" тунӑ сӑн Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков халӑх валли «хӗрӳ лини» ирттернӗ. Ҫав вӑхӑтра Ладыковӑн пӳлӗмӗнчи телефон пӗр минутлӑха та шӑпланман. Ку ыйту кӗтмен ҫӗртен пулнӑ пулӗ те… Вӑл шаурмапа политика пирки пулнӑ. — Пирӗн хулара шаурма тӑвакан точка нумай. Чылайӑшӗ ҫине: «Шаурма — турккӑлла» тесе ҫырнӑ. Эпӗ вывескӑна илсе урӑххипе улӑштармашкӑн предписани пама сӗнетӗп. «Шаурма — хӗвелтухӑҫла» тесе ҫырмалла ҫеҫ. Эсир мӗн шухӑшлатӑр? — ыйтнӑ пӗр ҫын шӑнкӑравласа ҫитсен. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ хальхи лару-тӑрура ку тӗрӗс йышӑну пулнине пӗлтернӗ. Ку ыйтӑва Ҫӗнӗ ҫулччен татса пама шантарнӑ. «Хӗрӳ линире» Алькешре ача пахчи тӑвас ыйтӑва та хускатнӑ. Ладыков ку ыйту малта пулнине палӑртнӑ. Хута яракан тепӗр садик шӑпах Алькешра пулӗ. Алексей Ладыков 3 сехетре ҫынсен 50 ытла ыйтӑвне хуравланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
«Про Город» тунӑ сӑн Нумаях пулмасть Шупашкарта амӑшӗ тата икӗ ачи темӗнле газпа наркӑмӑшланса вилнӗ. Халӗ полицейскисем кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Ку раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 20 сехет ҫурӑра пулнӑ. Паллӑ мар ҫынсем Афанасьев урамӗнчи 1-мӗш ҫурт подъездӗнче темӗнле газ сирпӗтнӗ. Ҫак газа пула амӑшӗпе икӗ ачи хӑйсене япӑх туйма тытӑннӑ. Наркӑмӑшланнӑскерсене васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе ҫитернӗ. Камсем тата мӗнле газ сирпӗтнӗ подъездра? Ҫакна полицейскисен уҫӑмлатма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Нумаях пулмасть Шупашкарта «Мисс Юрпике — 2016» конкурс кастингӗ иртнӗ. Унта финала хутшӑнмашкӑн чи маттуррисене суйланӑ. Кастинг раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнче иртнӗ. Унта 30 ытла чиперкке хутшӑннӑ. Вӗсенчен 16-шӗ финала тухма тивӗҫ пулнӑ. Сӑмах май, жюри пайташӗсен йышӗнче пӗлтӗрхи Мисс Юрпике Наталья Изотова та пулнӑ. Халӗ финала тухнӑ 16 чиперукӑн хатӗрленмелле. Ара, вӑхӑт нумай юлмарӗ-ҫке-ха. Финал раштавӑн 24-мӗшӗнче 18 сехетре ҫак адреспа иртӗ: Шупашкар хули, Мускав проспекчӗ, 33-мӗш ҫурт. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта пиччӗшӗпе шӑллӗне Таланцевсене халалласа палӑк лартнӑ. Ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче уҫма палӑртнӑ. Ӑна Леонид Белов меценат пуҫрӑвӗпе лартнӑ. Вӑл Зиновий Таланцев бюсчӗ евӗр. Унта «Меценатам и благотворителям XIX столетия от благодарных потомков» (чӑв. XIX ӗмерти меченатсемпе ырӑ ӗҫсем тӑвакансене пархатарлӑ эткертен — ЧХС) тесе ҫырнӑ. Аса илтермешкӗн: пиччӗшӗпе шӑллӗ Таланцевсем 19-мӗш ӗмӗрте пурӑннӑ. Чӑваш Еншӗн нумай ыра ӗҫ тунӑ вӗсем. Вӗсем укҫан пулӑшнипе вӗренӳ заведенийӗсем ҫӗкленнӗ, хаҫатсем тухнӑ, учительсен пӗрлӗхе йӗркеленнӗ тата ытти те. Кунсӑр пуҫне 1954 ҫулта ЧР Наци вулавӑшне вӗсен кӗнекесен пуххи лекнӗ. Ку — сайра фонд. Ҫавна пулах палӑка Наци вулавӑшӗ патне лартнӑ. Ӑна Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне халалланӑ «Вулакан Чӑваш Ен» форумри мероприятисенче уҫӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫӗнӗ Шупашкарта кӗҫех Хӗл мучин пӳрчӗ ӗҫлеме тытӑнӗ. Хальлӗхе ӑна хута яраҫҫӗ кӑна-ха. Ҫурта йывӑҫран тӑваҫҫӗ. Хӗл мучи ҫуртне тӑвас шухӑш хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Олег Бирюковӑн пуҫӗнче ҫуралнӑ. Ӑна хута ямашкӑн 70 пин тенкӗлӗх строй материал туяннӑ. Хӗл мучи ҫурчӗшӗн хула ҫыннисем савӑнаҫҫӗ. Ара, унта ҫитсе вӑхӑта савӑнӑҫлӑ ирттерме пулать-ҫке-ха. Шур сухал ҫуртне раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗччен туса пӗтермелле. Халӗ ҫывӑхӗнчи территорие хӑтлӑх кӗртеҫҫӗ. Хӗл мучи ҫурчӗ пысӑках мар пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Хӗл уйӑхӗсем ҫитрӗҫ пулин те урамра сивӗ ҫанталӑк хуҫаланмасть. Ҫавна май юханшывсенче, пӗвесенче пӑр ҫирӗпех ларман-ха. Анчах ку пулӑ тытма юратакансене хӑратать-и вара? Раштавӑн 11-мӗшӗнче ир-ирех кӳлмеке 5 пулӑҫӑран кая мар тухса ларнӑ. Экстремалсем темелле-ши — ҫӳхе пӑртан хӑрамаҫҫӗ. Ара, вӗсен шухӑшӗпе, пӑр кирлӗ чухлӗ — 8–10 сантиметр — хулӑн. Анчах ун чухлӗ пулни иккӗлентерет. Ҫитменнине, кӳлмекре вырӑнӑн-вырӑнӑн шыв 2 метр е ытларах тарӑнӑш. Ҫапла аслисем кӗҫӗннисене япӑх тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ. Ҫак кунсенче «Инженерная защита» АО ӗҫченӗсем кадет шкулӗнче вӗренекен ачасене ҫӳхе пӑр ҫинчен хӑваласа янӑ. Паллах, ку хыпара шкул директорӗ патне те ҫитернӗ. Шупашкар хула администрацийӗ аслисене те, ачасене те пӑр хальлӗхе ҫӳхе пулнине, ҫавӑнпа унта кӗме юраманнине асӑрхаттарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ятарлӑ проектпа килӗшӳллӗн, Шупашкарти 3-мӗш ача пахчинче хӑнасем пулса курнӑ. Итали хӑнисем, ылмашӑну программипе килӗшӳллӗн 2-мӗш лицейре вӗренекенскерсем, ачасемпе тӗл пулнӑ. Ют ҫӗршыв ҫыннисем Шупашкара «AFS — Интеркультура» программӑпа килӗшӳллӗн килнӗ. Шупашкар хулинчи шкулсем унта 16 ҫул хутшӑнаҫҫӗ ӗнтӗ. Тӗнче шайӗнчи программӑна халӗ ав ача пахчинчисем те хутшӑннӑ. Хӑнасем ача пахчипе паллашнӑ. Унта мӗнле ӗҫлени те кӑсӑклантарнӑ вӗсене. Ачасем вара кун мӗнле иртсе кайнине каласа кӑтартнӑ. Хӑнасене ирхи зарядкӑна та чӗннӗ. Италирен килнӗ ҫынсем Ҫӗнӗ ҫула мӗнле хатӗрленни пирки те ыйтса пӗлнӗ. Италипе Раҫҫей ачисем пӗчӗк шӑпӑрлансемпе хаваспах паллашнӑ, вӗсемпе пӗрле ӳкернӗ, юр кӗлетке тунӑ. Итали хӑнисем кунта татах килесшӗн, хӑйсем патӗнчи ача пахчисем пирки каласа кӑтартасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
«Про Город» тунӑ сӑн Шупашкарти Мускав кӗперне юсама хатӗрленеҫҫӗ. Ҫавна май подрядчик кӳлмекри шыва 3 ҫуллӑха татса яма палӑртать. Кӗпере виҫӗ ҫул юсама палӑртнӑ. Ӑна «Пелискер» тулли мар яваплӑ общество пурнӑҫлӗ. Юсав вӑхӑтӗнче Театр тата Совет кӳлмекӗнче ҫынсене тата транспорта ҫӳреме чарӗҫ. Проекта пурнӑҫламашкӑн 1,6 миллиард тенкӗ кирлӗ. Ку укҫана федераци, республика тата хула хыснисенчен уйӑрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
«Про Город» архивӗнчи сӑн Ҫӗнӗ ҫул умӗн республикӑра чылай конкурспа акци йӗркелеме палӑртнӑ. Акӑ халӗ пурне те арт-конкурса хутшӑнма чӗнеҫҫӗ. Унта урапана е чӑрӑша чи ӑста илемлетекенсене палӑртӗҫ. «Ҫӗнӗ ҫул караванӗ» конкурс раштавӑн 26-мӗшӗнче иртӗ. Илемлетнӗ урапасене колонни Наци вулавӑшӗ патӗнчен тапранса кайӗ те Воробьев композиторсен урамне, Мускав проспектне, К.Иванов, Ярославль урамӗсене ҫитӗ, Хӗрлӗ тӳремре чарӑнӗ. Конкурса хутшӑнакансен ураписене хитрелетмелле. Конкурсҫӑсене 11 сехетре регистрацилеме тытӑнӗҫ. Ҫӗнтерӳҫе 250 литр бензин парса чыслӗҫ. Иккӗмӗш вырӑншӑн — 150 литр, виҫҫӗмӗш вырӑншӑн 100 литр парӗҫ. Заявкӑсене раштавӑн 24-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Ҫавӑн пекех Шупашкарта чи илемлӗ чӑрӑша суйлӗҫ. «АРТ-Елка» конкурса ӗҫсене раштавӑн 19-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Ӗҫсене ҫак адреспа килсе памалла: Шупашкар хули, Мускав проспекчӗ, 33\9-мӗш ҫурт. Ҫӗнтерӳҫӗсене раштавӑн 27-мӗшӗнче 14 сехетре чыслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |