Хулара
![]() Италири юрӑҫ Энрико Колонна Шупашкара клип ӳкерме килнӗ. Вӑл ҫӗнӗ юрӑ кӑларма хатӗрленет. Юрӑҫа кунти мӑнастирсем, халӑх кӑмӑллӑ пулни килӗшнӗ. Вӑл кунта арӑмӗпе тата ывӑлӗпе килнӗ. Энрико Венецие е Флоренцие мар, шӑпах Шупашкара суйлани мӗнпе ҫыхӑннӑ-ха? Пирӗн хула ӑна илемӗпе тыткӑнланӑ. Кунти тетреллӗ ҫанталӑк та кӑмӑла пусӑрӑнтарнӑ – шӑпах юрӑра клипра кирлӗ пек. Энрико кунта «Se bastasse l’amore» юрӑ валли клип ӳкересшӗн. Тӗп сӑнар чылай ҫул пӗрле пурӑннӑ хыҫҫӑн юратнӑ ҫынни усал шыҫӑпа чирлине пӗлет. Вӑл чи хаваслӑ самантсене аса илет. Ку композици Энрико Колоннӑн ҫӗнӗ альбомне кӗнӗ. Энрико Раҫҫейре те юрлать, вырӑс халӑхне юратать. Шупашкарта та унӑн пултарулӑхне килӗштерекенсем пур. Шӑпах вӗсем клипа Шупашкарта ӳкерме сӗннӗ. Композицие чи малтанах Итали халӑхӗ курӗ. Унтан ӑна чӑвашсем те хаклама пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш Енре Пӗтӗм Раҫҫейри энергоперекет фестивалӗ иртет. Ӑна «Пӗрле ҫутӑрах» ятпа йеркелӗҫ. Ҫав кун Шупашкарти Лакрей вӑрманне пыма чӗнеҫҫӗ. Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприятие йӗркелеме ҫамрӑксен пуҫарӑвӗ хистенӗ. Ӑна халӑха ҫутҫанталӑка упрама вӗрентес, Раҫҫейри экономика тытӑмӗнче усӑ куракан хальхи йышши энерготухӑҫлӑ технологисене кӑтартас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. 8 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен усӑ курман батарейкӑсене пуҫтарӗҫ, лампочкӑсене ылмаштарӗҫ. Унта селфи тума та май пулӗ. Велосипеда телефона заряд тумалли генератор вырнаҫтарма май килӗ. Шкулта вӗренекен ачасем, ҫамрӑксем валли чылай конкурс иртӗ. Каҫ енне велочупу йӗркелӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Нумаях пулмасть Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницин амӑшлӑхӗн центрӗнче виҫӗреш ҫут тӗнчене килнӗ. Виҫӗ хӗрача 2 килограмм ытла ҫуралнӑ. Ку пысӑк савӑнӑҫ Анастасийӑпа Валерий Леонтьевсен ҫемйинче пулнӑ. ашшӗ-амӑшӗ виҫӗ хӗрачана Милана, София, Валерия ят хунӑ. Вӗсем ҫемьере пӗрремӗш ачасем мар. Вӗсен пиччӗшӗ пур, вӑл 4 ҫулта. Ҫуратмалли уйрӑм заведующийӗ Геннадий Драндов каланӑ тӑрӑх, юлашки виҫӗ ҫулта ку — пӗрремӗш виҫӗреш. Ҫак пульницӑрах 2012 тата 2013 ҫулсенче виҫӗреш ҫуралнӑ. Ун чухне виҫӗ арҫын ача тата виҫӗ хӗрача кун ҫути курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта пурӑнакансем урамра ырӑ мар шӑршӑ кӗнӗшӗн кӑмӑлсӑрланнине сайтра пӗлтернӗччӗ. РФ Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ тӗрӗслев ирттернӗ. Специалистсем хулара мӗншӗн шӑршӑ кӗнин сӑлтавне пӗлтернӗ. Роспотребнадзор хулари сывлӑша пробӑна илнӗ. Канаш урамӗнчи 1-мӗш ҫурт тата Республикӑри клиника офтальмологи пульници умӗсенче сывлӑшра аммиак нумай пулни палӑрнӑ. Халӗ специалистсем «Океан» тулли мар яваплӑ общество тӗлӗшпе плана кӗмен тӗрӗслев ирттересшӗн. Вӑл Канаш урамӗнчи 27-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Специалистсем шӑршӑ урӑх сӑлтава пула тухнине те тунмаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем тӗрӗслеве малалла ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти хӑш-пӗр ҫынна Арбатри истори пӗлтерӗшлӗ ҫурт шӑпи пӑшӑрхантарать. Пушарта ҫуннӑ хыҫҫӑн ун пирки пачах маннӑ. Вӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, унччен Пионерсен ҫурчӗ пулнӑскере ишсе антарма хатӗрленеҫҫӗ. Пионерсен ҫурчӗ пуличчен унта Ефремов купсасен склачӗ вырнаҫнӑ. Уйрӑмах ҫуртшӑн Юрий Шакеев пӑшӑрханать. Ҫуртра пушар 2014 ҫулта алхаснӑ. Ун хыҫҫӑн ӑна юсаса ҫӗнетмен. Юрий кун тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленине ыйту ҫырнӑ. ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурта «Чӑвашкабель» савута парасшӑн. Организаци ӑна юсамалли эскизлӑ проект хатӗрленӗ, анчах ӑна туса пӗтермен-ха. Ҫурт шӑпишӗн чунран кулянакан Юрий Шакеев нумаях пулмасть РФ Президенчӗ Владимир Путин ячӗпе ҫыру янӑ. Вӑл Пионерсен ҫурчӗн шӑпине татса парасса шанать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар ҫыннисем темиҫе кун ӗнтӗ нимӗн те ӑнланмаҫҫӗ: урамра мӗн шӑрши кӗрет? Ирхине урама тухсан тӳрех ырӑ мар шӑршӑ сӑмсана ҫурать. Ӑҫтан килет вӑл? Ҫак ыйту чылайӑшне канӑҫ памасть. Ҫавна май ҫынсем РФ Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри упраленине шӑнкӑравланӑ. Ведомство ӗҫченӗсем паян хулари тӗрлӗ кӗтесре сывлӑша пробӑна илнӗ. Роспотребнадзор та, пӗрлӗхлӗ диспетчер служби те ырӑ мар шӑршӑ пирки нумай ҫӑхавланине ҫирӗплетнӗ. Хӑшӗ-пӗри ку Лапсарти чӑх-чӗп хапрӑкӗнчен кӗрет тесе шухӑшлать. Чӑнах та-и? «Пулма пултарать», — хуравланӑ Роспотребнадзор ӗҫченӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти тӗп урамра кантӑр ҫулҫи ӳкернӗ карттус сутнине асӑрханӑ. Кун пирки хыпар ШӖМне ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ҫитнӗ. Пӗр эрне маларах кунашкал карттуссене Хевеш урамӗнче сутнине пӗлнӗ, тавара туртса илнӗ. ЧР ШӖМӗ наркотик хутӑшне рекламӑланӑшӑн административлӑ майпа явап тыттарасси пирки пӗлтерет. Экспертиза карттус ҫинче чӑнах та кантӑр ҫулҫине ӳкренине ҫирӗплетсен хуҫисене явап тыттарӗҫ. Наркотик хутӑшне рекламӑланӑшӑн ахаль ҫынсене 5 пин тенкӗ таран штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне тавара туртса илеҫҫӗ. Юридици сӑпачӗсен куншӑн 1 миллион тенкӗ таранах кӑларса хума тивет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫухалнӑ ача Паян, ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Шупашкарти Суту-илӳпе курав центрӗ умӗнчи чарӑнура пӗр арҫын ача 20-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбуса ларнӑ. Кондуктор вӑл пӗччен пынине асӑрхасан кун пирки полицие пӗлтернӗ. 12 сехет ҫурӑра арҫын ачана полицейскисем илсе кайнӑ. Арҫын ача троллейбуса лариччен, тен, ашшӗ-амӑшӗпе пулнӑ. Тен, аслисем ача троллейбуса ларнине асӑрхаса ӗлкӗреймен. Халӗ арҫын ачан ашшӗ-амӑшне шыраҫҫӗ. Вӗсене пӗлекенсене Шупашкарти 1-мӗш полици уйрӑмне 62-00-02 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта ача-пӑча лапамне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унта ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ те пулнӑ. Мероприяти вӑхӑтӗнче пӑтӑрмах пулнӑ. Ача-пӑча лапамӗ Химиксен урамӗнче вырнаҫнӑ. Ӑна Ҫӗнӗ Шупашкар хӑйӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ ҫӗре уҫнӑ. Калаҫнӑ вӑхӑтра депутата аллине пуртӑ тытнӑ хӗрарӑм тапӑннӑ. Малтанах хула пуҫлӑхӗ тухса калаҫма тытӑннӑ. Владимир Михайлов депутат калаҫнӑ вӑхӑтра халӑх хушшинчен хӗрарӑм пуртӑпа сулкалашса тухнӑ. «Эп сана вӗлерме килтӗм», - тесех каланӑ вӑл. Хӗрарӑм тирпейлӗ тӑхӑннӑ, анчах эрех сыпни сисӗннӗ. Хӗрарӑм патне ҫӳллӗ арҫын пырса аллинчен тытнӑ, пуртта туртса илнӗ. Икӗ ҫын ӑна айккине илсе кайнӑ. Кайран полицейскисене чӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Хулара
Нумаях пулмасть «Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни» ята тивӗҫессишӗн тӑватӑ ҫын кӗрешрӗҫ. Пӗтӗмлетӳ шухӑша ячӗ. Кандидатсен йышӗнче «Эйм-инвест» АУО директорӗ Анатолий Леонтьев, тӗнче, Европа чемпионки Майя Костина, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Алексей Яковлев, РФ тата ЧР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ Николай Григорьев пулчӗҫ. Хисеплӗ ята икӗ ҫынна панӑ: Анатолий Леонтьева тата Николай Григорьева. Малтанах сасӑлав тӗнче тетелӗнче иртнӗ. Унта сасӑлав мӗнле иртнине ӑнлантарма кирлӗ мар. Кадидатсем мала тухас тесе ҫынсем патне ссылкӑсем яраҫҫӗ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче тӑшмансемпе ҫапӑҫнӑ ветеран тӗнче тетелӗ пирки мӗн пӗлтӗр-ха? Майя Костина та ҫамрӑк мар ӗнтӗ. Вӗсем компьютер тытса курнӑ-ши? Паллӑ ӗнтӗ: тӗнче тетелӗнче вӗсем хӑйсемшӗн сасӑ сахал пухаҫҫӗ. «Шупашкарӑн хисеплӗ ҫыннине» палӑртнӑ хыҫҫӑн «Ҫыхӑнура» канашлура ҫакна сӳтсе явнӑ. «Тус патшалӑх органӗнче ӗҫлет. Ун патне тӗнче тетелӗнче ҫакнашкал хыпар килнӗ: «Сасӑлава хутшӑнма ыйтатпӑр. Юлашкинчен калани: хуравламалли шпаргалка: Леонтьев Анатолий Афанасьевич». |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.04.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Логинов Георгий Павлович, чӑваш биохимикӗ, биологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Ҫӗрпӳ хыпарҫи» хаҫатӑн 3 000-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |