Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Хулара

Хулара

Шупашкарта пахча ҫимӗҫе, аш-какая, сӗте йӳнӗ хакпа сутма ял хуҫалӑх продукцийӗн ярмӑркки ӗҫлеме пуҫланине, унта район хутшӑнассине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, унта шӑматкунсерен ҫитме пулать.

Ярмӑрккӑ ӗҫлеме пуҫланӑ пӗрремӗш шӑматкунхине, пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчисем килсе ҫитнине те эпир ҫырнӑччӗ.

Ярмӑрккӑна пуҫтарӑннисем аш-какайпа, пылпа, пахчаҫимӗҫпе, кӗрпепе, ҫӑмартапа тата ыттипе суту-илӳ тунӑ. Республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви хаксем лавккарисенчен йӳнӗрех пулнине ӗнентерет. Ҫӗрулмине, акӑ, килограммне 10 тенкӗпе сутнӑ.

Ярмӑркка ака уйӑхӗн 2-мӗшӗчченех кашни шӑматкунсерен ирхи тӑххӑртан тытӑнса кӑнтӑрла иртни виҫҫӗччен ӗҫлӗ.

Иртнӗ шӑматкун Шупашкар районӗнчисем сутма тухнӑ, 19-мӗшӗнче етӗрнесем килӗҫ, 26-мӗшӗнче — каҫалсем, акан 2-мӗшӗнче — муркашсем.

 

Хулара

Ҫӗнӗ Шупашкарта конкурс ирттерессине пӗлтернӗ. Хулана илемлетмелли эскиза кашниех ярса пама пултарать.

Конкурс пушӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пырӗ. Ӑна икӗ номинаципе ирттереҫҫӗ: «Ҫӗнтерӳ тӳремне хитрелетмелли чи лайӑх эскиз» тата А.И.Андрианов ячӗллӗ ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑхне аталантармалли центр» тата «Ача-пӑча ӳнер шкулӗ» хушшинчи территорие илемлетмелли чи лайӑх эскиз».

Ӗҫсене ҫак адреспа илсе пымалла: Ҫӗнӗ Шупашкар хули, Винокуров урамӗ, 14-мӗш ҫурт, 218-мӗш пӳлӗм. Эскиза хут ҫине ӳкермелле тата электронлӑ вариантне илсе пымалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/81649
 

Хулара

Шупашкарта гидсен тата экскурсоводсен шкулӗ уҫӑлнӑ. Занятисем «Ҫеҫпӗл» хальхи пултарулӑх академийӗ ҫумӗнче иртеҫҫӗ.

Шупашкар хула администрацийӗ туристсене ытларах илӗртесшӗн. Гидсемпе экскурсоводсен занятийӗсем эрнере пӗр хут иртеҫҫӗ. Унта вӗренмешкӗн 50 яхӑн ҫын заявка панӑ. Занятисене И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн историпе географи факультечӗн вӗрентекенӗсем ертсе пыраҫҫӗ.

Малтанах теорие пӑхса тухӗҫ. Шупашкар историйӗ, чӑваш халӑхӗ, тӑван культура пирки ытларах пӗлӗҫ. Проект авторӗ каланӑ тӑрӑх, чи малтанах вӗсем ҫамрӑксене хула историне тӗплӗнрех вӗрентесшӗн, Шупашкара ытларах юраттарасшӑн.

Теори хыҫҫӑн практика пуҫланать. Гидсен хӑнасем валли экскурси ирттерме тивӗ.

Проект ҫу уйӑхӗччен пулӗ. Вӑл ӑнӑҫлӑ пулсан ӑна кашни ҫулах ирттересшӗн.

 

Хулара

Паян, пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Шупашкарти Энгельс урамӗнче автобус ҫунса кайнӑ. Ӑна сфетофор симӗс ҫутасса кӗтнӗ чухне ҫулӑм ярса илнӗ.

Ку пӑтӑрмах асӑннӑ урамри 76-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче пулнӑ. Телее, ҫулӑм хыпса илнӗ чухне салонра пассажирсем пулман. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, водитель вӗсене вокзалта антарнӑ та таксопарка ҫул тытнӑ.

Хӑш-пӗр ҫӑлкуҫра ҫырнӑ тӑрӑх, ҫулӑм тухсан кондуктор унта пынӑ. Анчах сирпӗнсен ӑна айккинелле ывӑтнӑ. Водительпе кондуктор упӑшкипе арӑмӗ пулни пирки те ҫырнӑ тӗнче тетелӗнче.

Халӗ ҫулӑм ӑҫтан тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.

 

Хулара «Про Город» тунӑ сӑн
«Про Город» тунӑ сӑн

Шупашкарта пурӑнакан арҫыннӑн алимент тӳлемех тивнӗ. Унӑн парӑмӗ 500 пин ытла тенкӗ пухӑннӑ.

Ҫак укҫана унӑн ывӑлне тӳлемелле пулнӑ. 2015 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче арҫын ача 18 ҫул тултарнӑ. Анчах ашшӗ алимента пурпӗрех татма васкаман.

Арҫынпа калаҫу ирттернӗ. Парӑма татманшӑн унӑн ятарлӑ правине чакарма пултарнине ӑнлантарнӑ. Кун хыҫҫӑн арҫын укҫа тӳлеме май тупнӑ. Вӑл харӑсах 400 пин тенкӗ тӳлесе татнӑ.

Кун хыҫҫӑн арҫын ачан амӑшӗн те чӗри ҫемҫелнӗ ахӑртнех. Вӑл ытти парӑма илме хирӗҫлесе документа каялла илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/81577
 

Хулара «Про Город» архивӗнчи сӑн
«Про Город» архивӗнчи сӑн

Чернобыльти атомлӑ электростанцинчи аварин сиенне пӗтернӗ ҫӗре хутшӑннӑ ҫынсене сывлӑха радиаципе хавшатнӑшӑн компенсаци парӗҫ.

Шупашкарти Мускав районӗнче пурӑнакансене, ку категорие кӗрекенсене, пуш уйӑхӗнче компенсаци памашкӑн 1 миллион тенкӗ ытла тӑкаклӗҫ. Асӑннӑ районти социаллӑ хӳтӗлев уйрӑмӗнче Чернобыльти атомлӑ электростанцинчи аварие сирме хутшӑннӑ 62 сусӑр шутра тӑрать.

Сӑмах май, ҫак категорие кӗрекен, радиаци илнӗ ҫынсене уйӑхсерен укҫа-тенкӗ енчен пулӑшаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/81584
 

Хулара

Ял хуҫалӑх продукцине ытти кун та сутӗҫ-ха. Эпир маларах пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ, пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен тытӑнса республикӑн тӗп хулинче, Шупашкарта «Вырӑнта тавар туса илекенӗн кунӗ – 2016» ярмӑрккӑ ӗҫлеме тытӑннӑ. Ун пек черетлӗ суту-илӳ пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче «Шупашкар» суту-илӳ центрӗ умӗнчи лапамра иртӗ.

Кӑҫал пуҫласа ирттернӗ ярмӑрккӑна Ҫӗрпӳ районӗнчисем хастар хутшӑннӑ. Сӑмахран, «Ҫӗрпӳ беконӗ», «Чӑваш бройлерӗ», «Колос», Н.Ф. Львовӑн хушма хуҫалӑхӗ, Ҫӗрпӳри «Чӑвашҫӑкӑрпродукчӗ» предприятин Ҫӗрпӳри филиалӗ, И.Э. Тимофеева уйрӑм усламҫӑ тата ыттисем хула ҫыннисене хӑйсен апат-ҫимӗҫне сӗннӗ.

Вырӑнта тавар туса илекенсен ярмӑрккин кунӗнче сутакан апат-ҫимӗҫ лавккаринчен йӳнӗрех, мӗншӗн тесен продукцине ӑна туса илекенсем хӑйсем тӳрремӗнех сутаҫҫӗ.

 

Хулара

Шупашкарта нимеҫӗсене (волонтерсене) сусӑрсемпе хутшӑнма вӗрентеҫҫӗ. Ҫак кунсенче Ҫамрӑксен пуҫарӑвӗн центрӗнче «Школа добровольцев» проект ӗҫлет.

Проекта Павел Никитин шухӑшласа кӑларнӑ. Вӑл хӑй те тахҫан утнӑ. Анчах инкеке пула вӑл сусӑр тӑрса юлнӑ. Халӗ кӳмепе ҫӳрет. Павел каланӑ тӑрӑх, сусӑрсене пулӑшас текенсем чылай чухне вӗсем патне мӗнле пымаллине пӗлмеҫҫӗ.

Павел хӑйех ӑсталӑх класӗсем ирттерме палӑртнӑ. Унта вӑл сусӑрсемпе мӗнле хутшӑнмаллине ӑнлантарӗ. Проекта шкул ачисем те, студентсем те хутшӑнаҫҫӗ.

Лекторсен йышӗнче режиссер, клиника психологӗ, прокурор, шкул ачи, илтмен ҫыннӑн ашшӗ-амӑшӗ пур.

 

Хулара

Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн хула хуҫалӑхӗн управленийӗ ҫӑпкаланчӑк йытӑсене тытма хатӗрленет. Кӑҫал ку тӗллевпе 300 000 тенке яхӑн уйӑрма палӑртнӑ.

Укҫана хула тата республика хыснисенчен парӗҫ. Хальлӗхе ҫапкаланчӑк 179 чӗрчуна тытма палӑртнӑ. Подрядчик вӗсене тытать кӑна мар, вӑхӑтлӑх усрӗ те. Бригадӑсем заявка парсан вырӑна ҫитеҫҫӗ. Ҫынсене тапӑнакан, чирлӗ чӗрчунсене заявка панӑ хыҫҫӑн пӗр талӑкра тытмалла.

Чӗрчунсене ачасен умӗнче тытма юрамасть. Ятарлӑ бригадӑн йытӑсене хваттере, картише кӗрсе те илсе тухмалла мар.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/81502
 

Хулара

Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе чӑвашла саламлани сахал тесе Чӑваш Енри наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ Шупашкар хула администрацине ҫыру янине эпир пӗлтернӗччӗ.

Аса илтеретпӗр, «Ирӗклӗхе» Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн экономика аталанӑвӗ тата финанс енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ М.Л. Семёнов ҫынсен шухӑшне тӗпе хурса чӑвашла май килнӗ ытларах саламлама тӑрӑшнине пӗлтернӗччӗ. Малашне ҫак енӗпе тата та ҫине тӑрас шухӑшлине асӑннӑччӗ ҫав ҫырура хулари ҫав тӳре-шара.

Шупашкар хула администрацийӗнче тӑрӑшакансем хӑйсен сӑмахне тытаҫҫӗ теме те юрать пулӗ. Иртнӗ шӑматкун Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе чӑвашла саламлакан афишӑсем тухнӑ. Кун пирки Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗҫлекен Эктор Алос-И-Фонт ҫулталӑк каялла ун пеккисем пулман тесе ӗнентерет.

 

Страницӑсем: 1 ... 251, 252, 253, 254, 255, 256, 257, 258, 259, 260, [261], 262, 263, 264, 265, 266, 267, 268, 269, 270, 271, ...314
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 23

1999
25
Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ