Хулара
Кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче каҫхине Шупашкарти Мускав кӗперӗ ҫинче автобус чутах аялалла чӑмман. Шалта пассажирсем пулнӑ. Автобус юпана пырса тӑрӑннӑран ҫеҫ вӑл ҫырманалла чӑмман ахӑртнех. Пӑтӑрмаха куракансем ҫапла пӗлтернӗ. Пассажирсем каланӑ тӑрӑх, водитель хӑйӗнчен мӗн килнине йӑлтах тунӑ. Пӑтӑрмах пулсан васкавлӑ медпулӑшу часах килнӗ. Анчах, телее, пассажирсене пулӑшу кирлех пулман — аманман вӗсем. Мускав кӗперӗ патӗнче пралуксем сиенленнӗрен троллейбуссем ҫӳреймен. Анчах вӑраха тӑсӑлман вӑл, 20 минутран электричество панӑ та транспорт вырӑнтан хускалнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Паян Шупашкарта эрнесерен иртекен йӑлана кӗнӗ пӗтӗм хулари планеркӑра коммуналлӑ хуҫалӑхсен ӗҫ-хӗлне те сӳтсе явнӑ. Ун валли вара сӑлтавӗ ҫак кунсенчи тата иртнӗ эрнери вӑйлӑ ҫил-тӑмана пула урамсенче хӳсе лартнине коммуналлӑ службӑсем епле тасатнине хакланӑ. Канашлура каланӑ тӑрӑх, дворниксем ҫитменни палӑрнӑ. Ҫул-йӗре тасатакансемпе картишӗнчисене тирпейлекенсем пӗр-пӗринпе ҫураҫуллӑн ӗҫлеменни те палӑрнӑ: картишӗнчи юра пуҫтаракансем ӑна ҫул ҫине кӑларса пӑрахнӑ. Управляющи компанисем пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хытах асӑрхаттарса хӑварнӑ. Юра вӑхӑтра тасатса тӑманнисене лицензисӗр хӑварасси таранах каланӑ вӑл. Управляющи компанисемсӗр пуҫне суту-илӳ предприятийӗсемпе организацисем те хӑйсен территорийӗсене тасатмаҫҫӗ-мӗн. Ун пеккисене сити-менеджер штарфламалла тесе шухӑшлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта «Экспресс-кинемейсем» социаллӑ проект старт илнӗ. Халӗ ватӑ ҫынсене киле ача пӑхма чӗнме пулать. Проект Шупашкар хулинчи халӑха социаллӑ пулӑшу паракан комплекслӑ центрта пурнӑҫланать. Проектра палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрарӑм нимеҫӗсем (волонтерсем) ҫемьесене ачасене пӑхма пулӑшаҫҫӗ. Унта хутшӑнакан волонтерсене тест витӗр кӑларнӑ. Ҫапла вӗсенчен кашнинех ачана шанса пама юрать. Тӗплӗнрех кун пирки 51-27-80, 53-42-94 номерсемпе шӑнкӑравласа пӗлме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Малашне воспитательсем хӑйсен шӑпӑрланӗсене ача пахчине тӳлевсӗр илсе ҫӳреймӗҫ. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри кӑна тума пултарӗ. Постановление кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков алӑ пуснӑ. Документ ӑна официаллӑ мелпе пичетленӗ хыҫҫӑн вӑя кӗрет. Постановленири 2.6 пунктпа килӗшӳллӗн, Шупашкарти ача пахчисенчи ертӳҫӗсем, педагогсем ҫемье сахал тупӑшлисен шутне кӗнине ӗнентерекен справка тӑратсан ҫеҫ шӑпӑрланӗшӗн тӳлемӗҫ. Справкӑна кашни кварталта уйӑхӑн 15-мӗш кунӗччен тӑратмалла. Ӑна илмешкӗн ашшӗ-амӑшӗн заявлени ҫырмалла, ача ҫуралнине ӗнентерекен свидетельствӑн копине, ӗҫ вырӑнӗнчен справка, ҫыннӑн ят-шывне ӗнентерекен документ, ҫемье сахал тупӑшлӑ пулнине ӗнентерекен справка тӑратмалла. Постановленипе килӗшӳллӗн, няньӑсем пепкисем ача пахчине ҫӳренӗшӗн тӳлемӗҫ. Аса илтерер: ача пахчинче кунне 12 сехет пулнӑшӑн 100 тенке яхӑн тӳлемелле. Нарӑс-пуш уйӑхӗсенче ӑна 115 тенкӗ таран хӑпартасси пирки сас-хура пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
«Ҫӗнӗ Шупашкарти коммуналлӑ сетьсем» унитарлӑ предприяти шыв пахалӑхне тӗрӗслеме яхта туянма палӑртнине, каярахпа ку шухӑша улӑштарнине унччен пӗлтернӗччӗ. Халӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен шывшӑн тӳлемелли хак 25 процент ӳснине пӗлтернӗ. Ку ытти хуларипе танлаштарсан, 10 процент нумайрах. Предприяти ҫынни хула депутачӗсен умӗнче тухса калаҫнӑ чухне ҫакна анлӑ юсав ӗҫӗсем тумаллипе сӑлтавланӑ. Ҫӗнӗ тарифшӑн депутатсенчен чылайӑшӗ сасӑланӑ. Анчах ӑнланмалла мар: ҫамрӑк Ҫӗнӗ Шупашкарта юсав тумашкӑн мӗншӗн нумай укҫа кирлӗ? Калӑпӑр, унран чылай аслӑрах Шупашкарпа танлаштарсан. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин Ҫӗнӗ Шупашкарти уйрӑмӗ палӑртнӑ тӑрӑх, асӑннӑ предприятин пӗлтӗрхи 9 уйӑхра тупӑшӗ 34,5 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Ҫавна май предприяти 5,9 миллион тенкӗ тӑракан яхта туянни те интереслӗ пек туйӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
«Про Город» хаҫат тунӑ сӑн Кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарти икӗ пульница ӑшӑсӑр тӑрса юлнӑ. Ӑшӑ пӑрӑхӗ ҫурӑлса кайнӑран пулнӑ ку. Пӑрӑх сиенленнӗрен Республикӑри клиника пульници тата Президент пепкелӗх центрӗ ӑшӑсӑр тӑрса юлнӑ. Пӑтӑрмах сиксе тухсанах кун тӗлӗшпе ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫав вӑхӑтра васкавлӑ медпулӑшу кӗтекен пациентсене хулари урӑх пульницӑсене куҫарнӑ. Авари служби пӑтӑрмаха 13 сехет те 45 минут тӗлне сирнӗ. 19 сехет ҫурӑ тӗлне мӗн пур ӗҫе вӗҫленӗ те тытӑм туллин ӗҫлесе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти вулавӑшсенче чи вуланакан кӗнекесемпе журналсен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Рейтинга 2015 ҫулхи раштав уйӑхӗнче чи нумай вуланисем кӗнӗ. Ӳсекен ӑру ытларах юмах вуланине палӑртнӑ. Лия Гераскинӑн «В стране невыученных уроков», Джоан Роулингӑн «Гарри Поттер и философский камень» кӗнекисене, Пушкин юмахӗсене ытларах ыйтнӑ. Ачасем ҫавӑн пекех Эдуард Успенскин кӗнекисене, Ганс Христиан Андерсен юмахӗсене килӗштернӗ. Аслисем детективсем ытларах вуланӑ. Дарья Донцовӑн, Александра Марининӑн, Татьяна Устиновӑн хайлавӗсене тӑтӑшрах ыйтнӑ. Вӗренӳ кӗнекисем те ҫӳлӗк ҫинче тусанланса выртман. Журналсен йышӗнче «Дисней», «Том и Джерри», «Играем с Барби», «Мир принцесс» мала тухнӑ. «Наука и жизнь», «Мир техники», «Здоровье», «Крестьянка» журналсене те нумаййӑн вуланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти пӗр колледжра стенасем кавакӑшнӑ. Кунашкал лару-тӑру педагогика колледжӗнче ҫапла. Студентсем, паллах, кӑмӑлсӑр — общежитирен апатланӑша илсе ҫитерекен вырӑнта хура кӑвакӑш тупӑннӑ. Мачча ҫинче те, стена ҫине те пур вӑл. Ҫакна пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнчех асӑрханӑ. Ара, унта яланах нӳрӗ, сивӗ теҫҫӗ. Паллах, кӑвакӑш сарӑлать. Пӗлтӗр общежитире тӗп юсав ирттернӗ. Колледж ертӳлӗхӗ каланӑ тӑрӑх, апатланӑшпа общежитие ҫыхӑнтаракан вырӑнта ӑна хута янӑ чухнех строительсем йӑнӑшнӑ. Халӗ сивӗ ҫанталӑкра унта кӑвакӑш тухать, ҫавӑнпа кӑритура яланах пӑхса тӑма тивет. Роспотребнадзор каланӑ тӑрӑх, колледжра кӑвакӑш пулмалла мар. Вӗсем студентсене управление ҫӑхав ҫырма сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
«Ҫӗнӗ Шупашкарти Коммуналлӑ сетьсем» мунициаплитетӑн унитарлӑ предприятийӗ яхта туянасшӑн. Хӑйӗн ӗмӗчӗ пирки вӑл Ҫӗнӗ ҫул умӗн пӗлтернӗ. Яхта илесси ҫинчен калакан хыпара муниципалитет предприятийӗ иртнӗ ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗнче Ростендер сайтӗнче вырнаҫтарнӑ. Яхта 12 ҫын лармалӑх пултӑр тесе ӗмӗтленеҫҫӗ-мӗн асӑннӑ предприятире ӗҫлекенсем. Ӑна 5,9 миллион тенкӗ парса туянасшӑн. Конкурс материалӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, яхтӑн 14−15-метр тӑршшӗ пулмалла (12 ҫын пӗчӗкреххи ҫине вырнаҫаймасть-тӗр ҫав), мотор хӑвачӗ 140 лаша вӑйӗпе танлашмалла. Двигатель Volvo Penta ятли пулмалла. Яхтӑн пӗр сехетре 20 километр ытла кайма пултармалла. Коммуналлӑ хуҫалӑх предприятине 12 ҫынран кая мар вырнаҫмалӑх яхта шыв пахалӑхне тӗрӗслеме кирлӗ-мӗн. Халӗ ку шухӑша улӑштарнӑ — яхта туянмӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫӗнӗ ҫурт 2014 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Шупашкарти Петров урамӗнчи ҫурт ҫурӑлма пуҫланӑран унта пурӑнаканнисене вӑхӑтлӑха тенӗ пек хулан кӑнтӑр-анӑҫ районӗнче вырнаҫнӑ лицее вырнаҫтарчӗҫ. Унччен юрӑхсӑр тенӗ Лебедев ячӗллӗ наци лицейӗн общежитийӗ хваттерсемсӗр тӑрса юлнисем валли пурӑнма каять тесе йышӑннӑччӗ. Кӑҫал вара шар курнисем валли ҫӗнӗ ҫурт туса лартма планлаҫҫӗ. 16 хутлӑскерне 2016 ҫул вӗҫнелле хӑпартса ҫитермелле. Ҫурт 2 подъездлӑ пулмалла, пӗтӗмӗшле унта 12500 тӑваткал метр пулӗ. Ӑна тума пурӗ 25 миллион тенкӗ тӑкаклама тивӗ. Ҫурта хӑпартаканӗ — «ГУКС» МУП. Петров урамӗнчи 6-мӗш ҫуртра пурӑннисем ҫӗннинче хваттерсене тӳлевсӗр илӗҫ. Вӗсене 18–22 тӑваткал метрлӑ пӗр пӳлӗмлисене парасшӑн. Ытларах тӑваткал метрлине куҫас тесен ытларахӑшне вӗсем йӳнӗ хакпа илме пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |